Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +11.0 °C
Ват ҫынтан кулма хушман.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: Уйкас Янасал ял тӑрӑхӗ

Республикӑра Н.В.Никольский бюсчӗ умӗнче
Н.В.Никольский бюсчӗ умӗнче

Ӗнер историк, этнограф, Атӑлҫи халӑхӗсен тӗпчевҫи, чӑвашсен пӗрремӗш хаҫатсенчен пӗрине — «Хыпара» — йӗркелекенӗ Николай Васильевич Никольский ҫуралнӑранпа 136 ҫул ҫитнине Муркаш районӗнчи Купӑрляра уявланӑ.

Николай Никольский ячӗллӗ паркра унӑн палӑкӗ умӗнчи митинга Уйкас Янасал ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ С.Г. Никифорова уҫнӑ, кунти халӑх хӑйӗн ентешӗпе мӑнаҫланнине палӑртнӑ. Муркаш районӗ хӑйӗн паттӑрне чӑнах та манмасть. Ав Николай Никольский ҫуралнӑранпа 120 ҫул ҫитнине халалласа Купӑрляра, историк тата чӑвашсен пӗрремӗш хаҫачӗсенчен пӗрине йӗркелекен кун ҫути курнӑ ялта, унӑн бюстне лартнӑ. Этнограф ҫуралнӑранпа 125 ҫул ҫитнӗ чухне Никольский музейне реэкспозици тунӑ, шкула ҫӗнетнӗ, тӗслӗх вулавӑш уҫнӑ.

Район историне, унӑн паллӑ ентешӗсене халалласа «Муркаш районӗн кӗске энциклопедийӗ» кӗнеке кӑларнӑ. Купӑрляра, Никольский ҫуралнӑ ҫуртра, ятарлӑ паллӑ ҫакнӑ, Николай Васильевичӑн ашшӗ тунӑ парка тата пӗвене ҫӗнетнӗ.

Шупашкарта Николай Никольский ячӗпе проспект хисепленет.

Малалла...

 

Ҫу уйӑхӗн 19-мӗшӗнче паллӑ ӑсчах-энциклопедист, историк, этнограф, фольклорист, лексикограф, педагог, аслӑ шкул йӗркелӳҫи, Атӑлҫи халӑхсен тӗпчевҫи, чӑвашсен пӗрремӗш хаҫатне йӗркеленӗ Николай Никольский ҫуралнӑранпа 135 ҫул ҫитет. Паллӑ ентешне асра тытса Никольскин тӑван енче, Уйкас Янасал ял тӑрӑхӗнче (Николай Васильевич унти Купӑрля ялӗнче ҫуралнӑ), ӗнер пысӑк уяв ирттернӗ.

Унта Тутар, Пушкӑрт республикисенчен, Чулхула, Чӗмпӗр облаҫӗсенчен те ӑслӑлӑх ҫыннисем килсе ҫитнӗ. Мероприяти Никольский ячӗллӗ паркра иртнӗ митингпа уҫӑлнӑ. Унта Николай Васильевич тӑванӗсем те хутшӑннӑ.

Уявӑн малаллахи пайне Никольский ячӗллӗ музее тата вулавӑша кӗрсе курни, йывӑҫран тӗрлӗ япала касас енӗпе ӑста Петр Мазуркин куравӗпе паллашни тата Сосновкӑри вӗрентӳпе культура центрӗнче иртнӗ «Никольский вулавӗсем» ӑслӑлӑхпа практика конференцийӗ тӑснӑ.

Паллӑ ентешӗн ятне асра хӑварас тесе унти ял тӑрӑхӗ сахал мар ӗҫ туса ирттерет.

Малалла...

 

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (19.09.2019 15:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 742 - 744 мм, 10 - 12 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 4-6 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Çăлтăрсем сирĕн валли лайăх эрне хатĕрленĕ: кăмăл аван. Кунпа усă курăр! Халĕ укçапа çыхăннă ыйтусене татса памалла, савнă çыннăн кăмăлне çавăрмалла. Ачăрсенчен парнесем пулĕç.

Авӑн, 19

1914
105
Жакова Вера Николаевна, Пӑрачкав районӗнче ӳснӗ ҫыравҫӑ ҫуралнӑ.
1937
82
Симаков Александр Иванович, живописец ҫуралнӑ.
1939
80
Ямаш Владимир Михайлович, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ.
1982
37
Захаров Виталий Николаевич, ҫыравҫӑ, тӑлмач ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш халӑх сайтӗнче цензура пулмалла-и?
Ку ыйтӑва редакци татса памалла
Паллах, пулмалла, унсӑр ӑпӑр-тапӑр япала лартма пулать!
Маншӑн ҫавах
Ҫук, хуть те мӗнле материала ирӗклӗн вырнаҫтармалла
Пулмалла, анчах виҫеллӗ
Эпир Facebook-ра 1370+
 
 
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org
Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org