Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -4.0 °C
Тиркекене тирӗк тӗпӗ лекет.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: Сӗренкасси

Ял пурнӑҫӗ

Хӗрлӗ Чутай районӗнчи Сӗренкасси ялӗнче пурӑнакан Матрена Ямброськина паян, чӳк уйӑхӗн 3-мӗшӗнче, 100 ҫул тултарнӑ.

Тыл ӗҫченӗ хӑйӗн чаплӑ юбилейне ачисемпе, мӑнукӗсемпе, кӳрши-аршипе тата тӑванӗсемпе паллӑ тунӑ. Саламлама ӑна район администрацийӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗ — вӗрентӳ пайӗн пуҫлӑхӗ Игорь Живоев, Акчикасси ял тӑрӑхӗн специалисчӗ Ольга Сергеева ятарласа пынӑ, Владимир Путин Президентӑн ятран панӑ саламне вуласа кӑтартнӑ.

Каласа хӑвармалла: Матрена Филипповна Октябрь революцийӗн вӑхӑтӗнче ҫуралнӑ, Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин терт-нушине курнӑ. Вӑрҫӑ ҫулӗсенче вӑл фронтри салтаксемпе офицерсем валли ҫӗрулми типӗтнӗ. Кайран Павел Ямброськина качча тухнӑ, вӗсем пӗрле ултӑ ача ӳстернӗ. Матрена Филипповна «Путь Ильича» колхозра тар тӑкнӑ.

«Эпӗ чи пуян хӗрарӑм, — тет юбиляр. – Манӑн мӗн кирли йӑлтах пур: ачасем, вунӑ мӑнук, тӑватӑ кӗҫӗн мӑнук. Патшалӑх пенси парать. Хӑш-пӗр чухне ӑна ӑҫта чикмеллине те пӗлместӗп».

 

Персона
Вячеслав Оринов
Вячеслав Оринов

Паян Чӑваш Енӗн культура, нациольноҫсен ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗн министрӗн ҫумӗ Вячеслав Оринов утмӑл ҫул тултарнӑ.

Вячеслав Оринова тӑван республикӑмӑрта тӳре-шара пулнинчен ытла режиссер тата актер евӗр пӗлеҫҫӗ пулӗ. Вӑл Хӗрлӗ Чутай районӗнчи Сӗренкасси ялӗнче ҫуралнӑ. Шупашкарти музыка училищинчи актерсене хатӗрлекен уйрӑмра тата Мускаври В.В. Луначарский ячӗллӗ театр институтӗнче режиссерсене хатӗрлекен факультетра вӗреннӗ.

Зоя Яковлева режиссер калашле, унӑн пӗтӗм пурнӑҫӗ Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗпе ҫыхӑннӑ. Унта ӗҫленӗ чухне вӑл 25 ытла сӑнар калӑпланӑ.

Режиссер И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнче, Культура институтӗнче те вӑй хунӑ. Кинофильмсем те вӑл пӗрре кӑна мар ӳкернӗ.

 

Ял пурнӑҫӗ Акчикасси тӑрӑхӗнче ҫӑва тирпейлеҫҫӗ
Акчикасси тӑрӑхӗнче ҫӑва тирпейлеҫҫӗ

Хӗрлӗ Чутай районӗнчи Акчикасси ял тӑрӑхӗнче тавралӑха тирпей-илем кӳресси малалла пырать. Хальхинче унта Ваҫкаҫырми ял ҫӑвине тирпейлессипе шӑматкунлӑх йӗркеленӗ.

Ял тӑрӑхӗнче тӑрӑшакансемпе пӗрлех Сӗренкассинчи культура ҫуртӗнче тата вулавӑшра ӗҫлекенсем, вырӑнти ял ҫыннисем пуҫтарӑнса тухнӑ. Ҫынсем ҫӑвана хӑрӑкран, ҫӳп-ҫапран тасатса, ытлашши сарӑлса кайнӑ йывӑҫсене иртнӗ, масар картине юсанӑ.

«Кунта канӑҫ тупнисен тӑванӗсем вӗсен леш тӗнчене ӑсаннӑ ҫывӑх ҫыннисем пирки манманнишӗн савӑнасса шанас килет. Ырӑ ӗҫе эпир пӗр кун кӑна мар, ытти чух та пурнӑҫласа пырасшӑн», — тенӗ ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Игорь Герасимов.

 

Ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулӗ тӗлнелле, ҫурлан 12-мӗшӗнче Хӗрлӗ Чутай районӗнчи Сӗренкасси ялӗнче вырнаҫнӑ ача пахчинче юсав хыҫҫӑн хӑйӗн алӑкӗсене шкул ҫулне ҫитмен шӑпӑрлансен ушкӑнӗ «Рябинушка» уҫнӑ. Унта ача пахчине маларах ҫӳренисемпе пӗр тан ыттисем те килсе ҫитнӗ. Вӗсене савӑнтарма шкул учрежденийӗ ятарласа парнесемпе, шӳтсемпе Бим и Бом клоунсем килнӗ.

Юсав хыҫҫӑн ача пахчи ҫӗнӗлле пурнӑҫа куҫрӗ тейӗн. Хӑтлӑ, ҫутӑ пӳлӗмсем, ҫӗнӗ пластик алӑкӗ тата ытти улшӑнусем ача пахчи ӗҫченӗсене кӑна мар, шӑпӑрлансен ашшӗпе амӑшӗсене те савӑнтарнӑ.

 

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

3 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (15.12.2019 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 756 - 758 мм, -3 - -5 градус сивӗ пулӗ, ҫил 4-6 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Чылай Сурăхшăн ку эрне ăнăçлă пулĕ. Хăвăрăн яваплăха, профессионаллăха кăтартма май килĕ. Ку интереслĕ тапхăр: Сурăхсем вĕсенчен мĕн кĕтнине туяççĕ, тĕрĕс йышăнусем тăваççĕ. Канмалли кунсенче ывăннине туятăр, пĕчченлĕхре пулас килĕ. Ытларах канма тăрăшăр, ĕçĕрсене шанчăклă партнера парăр.

Раштав, 15

1905
114
Айзман Николай Спиридонович, чӑваш драматургӗ ҫуралнӑ.
1973
46
Салампек Иван Яковлевич, чӑваш ҫыравҫи вилнӗ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш халӑх сайтӗнче цензура пулмалла-и?
Ҫук, хуть те мӗнле материала ирӗклӗн вырнаҫтармалла
Ку ыйтӑва редакци татса памалла
Паллах, пулмалла, унсӑр ӑпӑр-тапӑр япала лартма пулать!
Пулмалла, анчах виҫеллӗ
Маншӑн ҫавах
Эпир Facebook-ра 1370+
 
 
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org
Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org