Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +7.3 °C
Пиҫнӗ-пиҫмен иккӗ тӑрантарать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: ӑмӑрту

Спорт

Раштавӑн 9—10-мӗшӗсенче Шупашкарта Чӑваш Ен Элтеперӗн Михаил Игнатьевӑн парнисене ҫӗнсе илессишӗн хӗрарӑмсем ирӗклӗ майпа кӗрешессине Чӑваш халӑх сайчӗ маларах хыпарланӑччӗ-ха. Раҫҫей шайне кӑларнӑ кубок ӗнер уҫӑлнӑ. Чӑваш Ен Элтеперӗн кубокне тивӗҫессишӗн хамӑр ҫӗршыври пӑхаттир-хӗрарӑмсемпе пӗрлех Беларуҫ, Казахстан, Монголи, Итали, Америкӑри Пӗрлешӳллӗ Штатсен тата Эстонири ушкӑнсем те кӗрешеҫҫӗ.

Ӑмӑртӑвӑн пӗрремӗш кунӗнче, ӗнер, сакӑр виҫе категорийӗнче ӑмӑртнӑ. Раҫҫей спорт кӗрешӗвӗн официаллӑ сайтӗнче ӑна тӳрӗ интернет-трансляци мелӗпе кӑтартнӑ. Финалти ӑмӑртӑва паян Чӑваш наци телекуравӗ те кӑтартма палӑртать. Трансляци 17 сехетрен 20 сехетчен пымалла.

Ӑмӑртӑва кӑҫал та спортпа концерт шоувӗ евӗр йӗркеленӗ. Паян унта Сосо Павлиашвили юрӑҫ сцена ҫине тухмалла

 

Спорт

Раштавӑн 9—10-мӗшӗнсенче Шупашкарта Чӑваш Ен Элтеперӗн Михаил Игнатьевӑн парнисене ҫӗнсе илессишӗн хӗрарӑмсем ирӗклӗ майпа кӗрешӗҫ. Раҫҫей шайне кӑларнӑ кубока пӗлтӗр те ирттернӗччӗ.

Чӑваш Енӗн спорт министрӗ Сергей Шелтуков правительство ларӑвӗнче каланӑ тӑрӑх, кӑҫалхи ӑмӑртӑва ҫӗршывӑн 15 регионӗнчи 120-е яхӑн спортсмен килмелле. Унсӑр пуҫне АПШри, Монголинчи, Казахстанри тата Беларуҫри командӑсем ҫитме кӑмӑл тунине пӗлтернӗ.

Мероприятие раштавӑн 9-мӗшӗнче «Шупашкар Арена» пӑр керменӗнче 17 сехетре шоу-программӑпа уҫмалла. Унта Сосо Павлиашвили юрӑҫ та хутшӑнмалла.

Финалти ӑмӑртусене курма кӗрес тесен билета 300 тенкӗпе туянмалла, пиллӗк ҫултан кӗҫӗнрех ачасене укҫасӑрах кӗртӗҫ, анчах вӗсен аслисен чӗрҫи ҫинче ларма тивӗ.

 

Культура
Гидроэнергетиксен дипломне тивӗҫнисем
Гидроэнергетиксен дипломне тивӗҫнисем

Шупашкарти гидроэлектростанци хӑйӗн ҫуралнӑ кунӗпе Ҫӗнӗ Шупашкарти инвалидсене чысланӑ. Анчах унччен вӗсем сусӑрсем валли пултарулӑх конкурсӗ йӗркеленӗ.

Ҫиччӗмӗш хут йӗркелекен ӑмӑртӑва кӑҫал Ҫӗнӗ Шупашкарти инвалидсен пӗрлешӗвӗн 35 пайташӗ хутшӑннӑ. Вӗсенчен хӑшӗсем конкурса кашни ҫулах хутшӑнса пынӑ. Ҫапах та хальхинче тӳресем анлӑ сарӑлнӑ техникӑпа хатӗрленӗ ҫӗнӗ ӗҫсене хаклама пултарнӑ: тӗрӗ, шӑрҫаран тӗрленӗ хатӗрсем, ҫыхнӑ япаласем, йывӑҫа касса ӑсталанисем, оригами (хӑмаран хатӗрленӗ ӗҫсем), живопсиь, графика. Сусӑрсем декупаж (япаласене ӳкерчӗпе тата орнаментпа илемлетни), канзаши (чечеке яппунсен мелӗпе хатӗрлесси), тильда (алӑпа ӑсталанӑ пуканесем) мелӗпе те ӑсталаҫҫӗ.

Ҫӗнтерӳҫӗ ята кӑҫалхипе виҫҫӗмӗш хут ӗнтӗ Тамара Андреева ҫӗнсе илнӗ. Парнесене Надежда Зайкова тата Алексей Городнищев те тивӗҫнӗ. Ӑмӑртӑва хутшӑннисене тӗрлӗ номинаципе те хавхалантарнӑ.

 

Спорт Маттур Чутай яшӗсем
Маттур Чутай яшӗсем

Ҫӗртмен 28–утӑн 3-мӗшӗсенче Рязань хулинче ҫар ҫулне ҫитмен ҫамрӑксен спартакиади иртнӗ. Ҫӗршывӑн Спорт министерстви ку ӑмӑртӑва уйрӑмах пӗлтерӗшлисен шутне кӗртет иккен. Тупӑшӑва Калининградран пуҫласа Сахалин таранчченхи регионсенчи чи лайӑх 39 ушкӑн пырса ҫитнӗ. Чӑваш Ен чысне Хӗрлӗ Чутайӗнчи вӑтам шкул ачисем хӳтӗленӗ.

Чутай ушкӑнӗ пирки каласан, республикӑри ҫавӑн йышши ӑмӑртура вӑл юлашки пилӗк ҫулта кашнинчех ҫӗнтерсе пынӑ. Хальхи йыша 8К тата 9А класра вӗренекенсенчен йӗркеленӗ. Ушкӑн ытти командӑсенчен чи ҫамрӑкки пулнине палӑртаҫҫӗ. Йышри сакӑр ача – 1999 ҫулта ҫуралнӑскерсем, иккӗшӗ – 1998 тата 1997-мӗш ҫулхисем, виҫҫӗшӗ 15 ҫул та тултарса ӗлкӗреймен. Маттур пуласси ҫултан килмест ҫав. Ушкӑн хӗрӳ тупӑшура 4-мӗш вырӑн йышӑннӑ.

Сӑнсем (50)

 

Регионсем хушшинчи «Атӑлҫи Пӑлхар» историпе культура фончӗ «Авалхи пӑлхарсем ӳнер ӑсталӑхӗнче» ятпа тӗнче шайӗнчи ӳкерчӗксен ӑмӑртӑвне ирттерет.

Ҫак темӑсемпе ӳкерме юрать:

○ Метте (Модэ) империйӗ;

○ Аттил империйӗ;

○ Купрат хаканӑн Аслӑ Пӑлхарӗ;

○ Ӑспарух Танай ҫине куҫни, Танай Пӑлхарне никӗҫлени;

○ Перещепинӑри Купратӑн вилтӑприйӗ;

○ Хасар хаканатӗнчи Сӑварсен патшалахӗ;

Атӑлҫи Пӑлхар;

○ Танай Пӑлхарӗн историйӗпе ӑс-пурлӑхӗ;

○ Ылтан Уртапа Хусан ханлӑхӗ вӑхӑчӗнчи пӑлхарсен кун-ҫулӗпе ӑс-пурлӑхӗ.

Ӑмӑрту 2012 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 7-мӗшӗпе 2013 ҫулхи ҫӑвӑн 7-мӗшӗччен пырӗ. Ӗҫсене ярса памалли адрессем: 428000, Раҫҫей, Чӑваш Республики, К.Маркс ур., 38 ҫурт, 5 корп., 402 пӳлӗм. (ӗҫ вырӑнӗ); 428027, Раҫҫей, Чӑваш Республики, Эгер бульварӗ, 47 ҫ, 113 хв. (кил). E-mail: tafajev@gmail.com. Инҫесас: 8-917-673-21-85 (карас), (8352) 62-61-49 (ӗҫри), 54-67-10 (килти). Профессор Тафаев Геннадий Ильич.

 

Ӗнер, авӑнӑн 4-мӗшӗнче, А.Г. Николаева асӑнса Республикӑра чупасси енӗпе ӑмӑрту пуҫланчӗ. Ку ҫулхине вӑл 5-мӗш хут иртет ӗнтӗ. Чупакансем харӑссӑн пилӗк вырӑнтан тапраннӑ: Улатӑрпа Етӗрне хулисемпе Шӑмӑршӑ, Елчӗк, Пӑрачкав ялсенче. Эстафета виҫӗ кун хушшинче республикӑн пур хулисемпе районӗсене ҫитсе курӗ. Чупакансем хушшинче шкул ачисем, чупма юратакансем, спорт ветеранӗсем тата паллӑ спортсменсем пулӗҫ. Пӗр шкул ушкӑнӗ эстафетӑна тепӗр шкул ушкӑнне парӗ — ҫапла май пурӗ пин ҫухрӑм тарин ӑмӑрту тӑсӑлӗ.

Авӑнӑн 6-мӗшӗнче вара пур ушкӑн пӗрлешӗ те Андриан Николаев ҫуралса ӳснӗ ялта 14 сехет тӗлне чупса ҫитӗ.

Ӑмӑртӑва йӗркелекенсем: Чӑваш Енӗн спортпа вӗрентӳ Министерствисем, республикӑн районсемпе хуласен вырӑнти тытӑмлӑх органӗсем.

 

Ӑмӑрту ҫулӗсем:

1-мӗш ушкӑн:

1 кун (авӑн, 4): ШӑмӑршӑПатӑрьелКомсомольски

2 кун (авӑн, 5): КомсомольскиКанашҪӗрпӳ

3 кун (авӑн, 6): ҪӗрпӳТуҫаШуршӑл

 

2-мӗш ушкӑн:

1 кун (авӑн, 4): ЕлчӗкАслӑ ТаяпаТӑвайВӑрмар

2 кун (авӑн, 5): ВӑрмарЭнтри ПасарКуславкка

3 кун (авӑн, 6): КуславккаОктябрьскиШуршӑл

 

3-мӗш ушкӑн:

1 кун (авӑн, 4): УлатӑрАлтышевоЙӗпреҫВӑрнар

2 кун (авӑн, 5): ВӑрнарКрасноармейскиҪӗрпӳ

3 кун (авӑн, 6): ҪӗрпӳКӳкеҫШуршӑл

 

4-мӗш ушкӑн:

1 кун (авӑн, 4): ПӑрачкавМӑн УлхашҪӗмӗрлеХӗрлӗ Чутай

2 кун (авӑн, 5): Хӗрлӗ ЧутайЭлӗкИшек

3 кун (авӑн, 6): ИшекҪӗнӗ ЛапсарШуршӑл

 

5-мӗш ушкӑн:

1 кун (авӑн, 4): ЕтӗрнеВаҫкасси ЯнасалМуркаш

2 кун (авӑн, 5): МуркашКалайкассиШупашкар

3 кун (авӑн, 6): ШупашкарҪӗнӗ ШупашкарШуршӑл

 

Чупма кӑмӑллакансене пурне те хутшӑнма чӗнетпӗр!

Малалла...

 

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (29.03.2024 15:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 7 - 9 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Мухтанмалли пур, анчах ăнăçусемпе мухтанма ан тăрăшăр. Сирĕн вăй пухма, ăна кăтартма тивĕ, тĕллевсене çĕнсе илес тесен тăрăшмалла. Ку эрнере ĕç ăшнех путатăр, яваплăх ÿссех пырĕ. Çынсенчен тимлĕх кăна ыйтса лартмалла мар, вĕсемшĕн те мĕн те пулин тумалла. Канмалли кунсене çемьепе, тăвансемпе ирттерĕр.

Пуш, 29

1925
99
Орлов Георгий Фёдорович, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуҫа хӑй
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуҫа арӑмӗ
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
кил-йышри арҫын
хуть те кам тухсан та
хуҫа тарҫи