Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +16.3 °C
Ҫӳрен каска якалнӑ, выртакан каска мӑкланнӑ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: Ҫӗньял Хапӑс

Республикӑра
cap.ru сайтран илнӗ сӑн
cap.ru сайтран илнӗ сӑн

Вӑрнар районӗнчи Санарпуҫ ял тӑрӑхӗнче Ҫӗнӗ ҫул тӗлне илемлетнӗ чи капӑр ҫурт-йӗр конкурсне пӗтӗмлетнӗ. Пурӗ 8 кил хуҫалӑхӗ хутшӑннӑ. Пӗрремӗш вырӑна Гусевсен ҫемйине панӑ, иккӗмӗш вырӑнта Скворцовсен ҫемйи пулнӑ, виҫҫӗмӗшӗнче — Михайловсен ҫемйи. Вырнаҫтарнӑ сӑнӳкерчӗксене хаклас пулсан Гусевсем гирландӑсемпе ҫеҫ мар усӑ курнӑ, ҫутатакан диодсемпе капӑрлатнӑ кӳлепесем те вырнаҫтарнӑ.

Санарпуҫ ял тӑрӑхне икӗ ял кӗрет: Санарпуҫ тата Ҫӗньял Хапӑс. Ял тӑрӑхӗн администрацийӗ вырнаҫтарнӑ пӗлтерӳре хӑш ял ҫыннисем пирки сӑмах пынине палӑртман.

«Ял тӑрӑхӗнче пурӑнакансем хӑйсен тата ентешӗсен кӑмӑл-туйӑмне ҫӗклес тесе ҫуртсене йӑлтӑр-ялтӑр ҫутӑсемпе, ҫав вӑхӑтрах килӗшӳллӗ, илемлетеҫҫӗ, ку ӗҫре вӗсем ҫӗнӗ технологисемпе усӑ курни чӑн та савӑнтарать», — тенӗ пресс-релизра.

 

Республикӑра
moyes-russia.com сайтри сӑн
moyes-russia.com сайтри сӑн

Вӑрнар районӗнчи Ҫӗньял Хапӑс ялӗнче пурӑнакансем тӳпере самолет вӗҫнӗ сасса итлесе йӑлӑхнӑ. Ара, пӗр пилот икӗ уйӑх ял ҫийӗн вӗҫсе ҫӳренӗ.

Ҫынсем транспорт прокуратурине ҫӑхавланӑ. Пӗр вырӑнлӑ самолет ял ҫийӗн вӗҫсе саккуна пӑсмасть-и? Ведомствӑна ҫакна тӗрӗслеме ыйтнӑ.

Пилот, 32 ҫулти арҫын, ҫак ялтах ҫуралнӑ-мӗн, халӗ Мускавра пурӑнать. Вӑл ял ҫийӗн вӗҫсе чӑнах та саккуна пӑснине палӑртнӑ. Тӗрӗслев материалӗсене Ространснадзора ярса панӑ. Пилот штраф тӳлеме пултарӗ: 25-50 пин тенкӗ.

 

Ял пурнӑҫӗ

Раштавӑн 2-мӗшӗ Вӑрнар районӗнчи Санарпуҫ ял тӑрӑхне кӗрекен Ҫӗньял Хапӑс ялӗнчи халӑхшӑн пӗлтерӗшлӗ кун пулнӑ. Ун чухне ял пӗвисене туса пӗтернӗ.

Ӗҫе Мускав облаҫӗнчи пӗр предприятин тӗп директорӗ Владимир Алексеев пуҫарнипе тата укҫан пулӑшнипе пурнӑҫланӑ. Пӗвесенчен лачака нумай кӑларнӑ. Вӗсен хушшинчи ҫула вӗтӗ чул, хӑйӑр сапса хытарнӑ.

Ӗҫе подрядчиксемпе пӗрле ял ҫыннисем те хастар хутшӑннӑ. Пӗвесене туса пӗтерсен халӑх шутсӑр савӑннӑ, «Чӑваш Ен» ПТРК тата районти «Ҫӗнтерӳ ҫулӗпе» хаҫат журналисчӗсене чӗннӗ.

 

Ял пурнӑҫӗ
Санарпуҫӗнчи пӗве тасалать
Санарпуҫӗнчи пӗве тасалать

Вӑрнар районӗнчи Санарпуҫӗнче пурӑнакансем кӗр кунне, урамра юр выртнине пӑхмасӑрах ялти пӗвене тасатма тытӑннӑ. Вӑл пушартан-мӗнрен те, выльӑх-чӗрлӗхе шӑварма та ҫулла ялта пӗве кирлех.

Санарпуҫ ял тӑрӑхӗнчӳ чӳк уйӑхӗн 24-мӗшӗнче пуҫланнӑ ӗҫе йӗркелесе яраканни асӑннӑ тӑрӑхри Ҫӗньял Хапӑсра ҫуралнӑ Владимир Алексеев контрл-адмирал. Вӑл Мускав облаҫӗнчи юханшыв транспорт предприятине, «Порт Коломна» ятлӑскере, ертсе пырать.

Мусав облаҫӗнчи Коломна хулинче пурӑнать пулин те тӑван тӑрӑхне май килнӗ таран пулӑшма тӑрӑшать тесе пӗлтереҫҫӗ вырӑнти ял тӑрӑхӗнче. Чӑн та, пӗве тасатассипе ҫыхӑннӑ пӗтӗм тӑкака ҫав ҫын хӑй ҫине илнӗ. Ӗҫе пурнӑҫлассине вырӑнти хастарсем — Николай Ивановпа Владимир Иванов — ертсе пыраҫҫӗ.

 

Пӑтӑрмахсем

Куллен тенӗ пек республикӑн тӗрлӗ лаптӑкӗнче пушар тухать. «Хӗрле автан» этем, хуҫалӑх пурлӑхне ним мар юрӑхсӑрлатать, пӗтерет. Ӗнер те, юпан 20-мӗшӗнче Республикӑри Раҫҫейӗн ИӖМ службинче ҫавӑн йышши пӗр пӑтӑрмаха регистарциленӗ.

— 15:37 сехетсенче хурал пайне Вӑрнар районӗнчи Ҫӗньял Хапӑс ялӗнче пушар тухни ҫинчен пӗлтерӳ ҫитнӗ. Вут-ҫулӑм асӑннӑ ялӗнчи 40 ҫул Ҫӗнтерӳ урамӗнче вырнаҫнӑ пӗр кил хуҫисен мунчине «ытама илнӗ» пулнӑ, — пӗлтереҫҫӗ Республикӑри ИӖМ пресс-центрӗнче.

Пушар тухнӑ сӑлтавӗ хальлӗхе паллӑ мар-ха. Пушара сӳнтерме ИӖМри 3 техника тата 6 ҫын хутшӑннӑ. Вут-ҫулӑмпа пурӗ пӗрлӗ 14 ҫын кӗрешнӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://pg21.ru/news/view/66320
 

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (20.04.2024 15:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 755 - 757 мм, 14 - 16 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 4-6 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Укçа-тенкĕ енчен ку эрнере хавшакрах. Укçана перекетлĕр. Харпăр тата професси хутшăнăвĕсенче йывăрлăхсем пур. Тен, юратнă япала çухалĕ. Эрне вĕçнелле йăлтах йĕркеленĕ. Ырă çынсем пулăшнипе çухалнă япалана тупаятăр. Юратнă çынпа хутшăну лайăхланĕ. Эсир ăна пуринчен ытла шанатăр. Юратнă çын çакна тивĕçлĕ пулинех.

Ака, 20

1874
150
Золотов Василий Гордеевич, халӑха ҫутта кӑларас ӗҫе йӗркелекенӗсенчен пӗри ҫуралнӑ.
1983
41
Иванов Алексей Иванович, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи, журналист редактор вилнӗ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуҫа арӑмӗ
хуҫа хӑй
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хуть те кам тухсан та
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуҫа тарҫи
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
кил-йышри арҫын