Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +2.3 °C
Пере пӗлмен ал туйи пуҫа килсе вӑрӑнать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: электроэнерги

Тӗнчере
http://worldaroundme.canalblog.com сайтран илнӗ сӑн
http://worldaroundme.canalblog.com сайтран илнӗ сӑн

Париж мэрийӗ Эйфель башнине ҫутатмалли сехете кӗскетмелли план хатӗрленӗ. Кун пирки Le Journal du Dimanche тата Franceinfo пӗлтереҫҫӗ. Халӗ башня ҫинчи юлашки ҫутта 01:00 (02:00 мск) хыҫҫӑн сӳнтереҫҫӗ. Мэри планӗпе вара 23:45 (00:45 мск) вӑхӑт ҫитсенех ҫутатнине сӳнтерӗҫ. Ку вӑхӑтра башньӑран чи кая юлнӑ хӑнасем таврӑнаҫҫӗ.

Эйфель башнин эксплуатаци обществин (Socit d’exploitation de la tour Eiffel) пуҫлӑхӗ Жан-Франсуа Мартен пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫак утӑм ытларах енӗпе «ячӗшӗн» ҫеҫ пулать. Вӑл каланӑ тӑрӑх, ҫӗрлехи вӑхӑтра башньӑна ҫутатма усӑ куракан энерги ҫулталӑкри пӗтӗмӗшле тӑкакран 4% ҫеҫ йышӑнать.

Утӑ уйӑхӗнче Франци президенчӗ Эмманюэль Макрон Раҫҫей газпа тивӗҫтерессине чакарнине пула, тата Electricite de France франци компанийӗ ҫӗршыври АЭС реакторӗсен ҫуррине юсав тата тӗрӗслев тӗллевӗпе чарма шутланине пула энергие яваплӑ усӑ курас плана хатӗрлеме шутлани пирки пӗлтернӗ. Макрон господин сӗннипе килӗшӳллӗн, чи малтанах хуласенчи объектсене «усӑсӑр ҫутатнине» чакармалла.

Малалла...

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://www.kommersant.ru/doc/5557975
 

Экономика

Чӑваш Енӗн экономика аталанӑвӗн Владимир Аврелькин Мускавра Раҫҫейӗн экономика министрӗн ҫумӗпе Олег Фомичевпа тӗлпулнӑ. Унта патшалӑхӑн тата муниципалитетӑн пулӑшӑвне «пӗр чӳрече» меслетпе кӳрессине тата «Русский Ветер» (чӑв. Вырӑс ҫилӗ) тулли мар яваплӑ обществӑн инновацилле проектне аталантарассине сӳтсе явнӑ.

Юлашкинчен асӑнни пирки каласан, унӑн проекчӗ электроэнергетика тухӑҫлӑхне энерги ҫӗнелсе тӑнине пула ӳстерме май памалла-мӗн. Ҫил энергийӗн оборудованине кӑларакан предприяти республикӑра пур-мӗн-ха. Вӑл — мультимегаватт класлӑ оборудовани кӑлараканскер. «Русский Ветер» общество ҫил энергетика пасарне тӗрлӗ пулӑшу кӳрет-мӗн.

 

Тӗнчере

Ҫичӗ Канар утравӗнчен чи пӗчӗкки, Эль Йерро, ҫӗртме уйӑхӗнчен пӗтӗмпех ҫилпе тата шывпа электроэнерги кӑларасси ҫине куҫать. Тӗнчери ытти утрав та кун пек меслетпе анлӑ усӑ курать пулин те сӑнавҫӑсен шучӗпе Эль Йерро ҫапла майпа «энергетика автономиллӗ» пулса тӑнӑ пӗртен пӗр утрав шутланать. Кун пек калама сӑлтавӗ те пур-мӗн. Асӑннӑ утрав ҫинче электроэнерги кӑларассине специалистсем наци сечӗсемпе ҫыхӑнтармасӑр тума пултарнӑ тесе хакланӑ ӑслӑлӑхпа тӗпчев институчӗн специалисчӗ Ален Гиода.

Ҫил паркне кӑҫалхи ҫӗртме уйӑхӗн вӗҫӗнче ӗҫлеттерсе ямалла. Малтанхи кунсенчех вӑл халӑхӑн ҫуррине ҫутӑпа тивӗҫтерме май парӗ, каярах, тепӗр темиҫе уйӑхран, вӑл мӗнпур ҫын валли ҫитмелле.

Ҫил электростанцине хута яма 80 миллион еврӑна кайса ларнӑ. Акцин тӗп пайӗ—– патшалӑхра-мӗн, 30 проценчӗ Испанири Endesa энергетика компанийнче, юлнӑ 10 проценчӗпе вырӑнти технологи институчӗ хуҫаланать.

Эль Йерро утравӗнче 2020 ҫул тӗлне унти мӗнпур 6 пин автомобиле электродвигатель вырнаҫтарма палӑртаҫҫӗ.

 

Хӗвел электростанцийӗ умӗнче
Хӗвел электростанцийӗ умӗнче

Нумаях пулмасть, ҫурлан 20-мӗшӗнче, ЧПУ тӗп корпусӗн тӑрринче хӗвел электростанцийӗн аморфлӑ кремнийлӗ ҫӳхе пленка ҫинче никӗсленекен модулӗсене хута ячӗҫ. Ҫак ӗҫе туса ҫитерме Италирен ятарласа килнӗ Pramac фирмӑн специалисчӗсем Неглиа Никола тата Бусхикхо Козимо Алеесандро та хутшӑнчӗҫ.

Хӗвелпе ӗслекен опытлӑ электростанци модулӗсем кӑларакан электроэнерги университетри лабораторие кайӗ. Кунти ӑстасем ҫанталӑка кура энерги пахалӑхӗпе калӑпӑшӗ епле улшӑнса тӑнине сӑнаса тӑрӗҫ.

Ӗҫе вӗҫленӗ май университет ректорӗ ют патшалӑхран ҫитнӗ специалистсемпе тата ҫак ӗҫе хутшӑннӑ «Хӗвел» МТЯО ӗҫченӗсемпе тӗл пулчӗ. Калаҫӑва пуҫарнӑ май В.Г. Агаков пурне та тав турӗ, электроэнергие урӑх майпа туса илмелли меслетсен тӗпчевне малашне те пӗрле туса пыма сӗнчӗ. Сӑмах май, пирӗн университет ку енпе Раҫҫейри ытти аслӑ вӗренӳ учрежденийӗсемпе тачӑ ӗҫлет. 13 преподаватель «Ҫӳхе пленкӑллӑ хӗвел фотоэнергийӗ» программӑпа А.Ф. Иоффе ячӗллӗ физикӑпа техника институтӗнче тата Санкт-Петербургри «ЛЭТИ» патшалӑх техника университетӗнче ятарласа пӗлӳ пухнӑ. «ЛЭТИ» университетра хальхи вӑхӑтра вара 15 магистрант хӑйсен пӗлӗвне туптать — дипломӗсене вӗсем Чӑваш патшалӑх университетӗнче тата «Хӗвел» ТИЯО-ра хӳтӗлемелле.

Малалла...

 

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (29.03.2024 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 0 - -2 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Мухтанмалли пур, анчах ăнăçусемпе мухтанма ан тăрăшăр. Сирĕн вăй пухма, ăна кăтартма тивĕ, тĕллевсене çĕнсе илес тесен тăрăшмалла. Ку эрнере ĕç ăшнех путатăр, яваплăх ÿссех пырĕ. Çынсенчен тимлĕх кăна ыйтса лартмалла мар, вĕсемшĕн те мĕн те пулин тумалла. Канмалли кунсене çемьепе, тăвансемпе ирттерĕр.

Пуш, 28

1915
109
Дедушкин Николай Степанович, чӑваш критикӗ, литература тӗпчевҫи ҫуралнӑ.
1983
41
Шамбулина Алина Валерьевна, чӑваш тележурналисчӗ ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
кил-йышри арҫын
хуть те кам тухсан та
хуҫа арӑмӗ
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуҫа хӑй
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуҫа тарҫи
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть