Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +16.3 °C
Ҫилсӗр ҫирӗк тӑрри те хумханмасть.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: шыва кӗресси

Ҫуллахи кунсем ҫитнӗрен шыва кӗме каякансен йышӗ самаях ӳсрӗ ӗнтӗ. Республикӑра паянхи кун шыва 9 пляжра кӗме пулать:

Шупашкар районӗнчи Ҫӗктер посёлокӗ ҫӳмӗнчи кану базинче;

Шупашкар хулинче (5 пляж);

Етӗрне хулинче (3 пляж).

Ӗҫлеме ирӗк илни — вӗсене ятарлӑ инспекци пӑхса тухнине пӗлтерет.

Кӑҫал тата тепӗр 6 пляж ӗҫлеме тытмалла. Хальхи вӑхӑтра вӗсем вырӑнти хӑрушсӑрлӑха тивӗҫлӗ шая ҫитерес тӗлӗшпе ӗҫлеҫҫӗ — ара, унсӑрӑн ирӗк илме май ҫук-ҫке: ҫӑлавҫӑсен ӗҫне йӗркелемелле, кимӗ таврашӑн йышне ҫителӗклӗ тытмалла, ҫырана тирпей кӗртмелле тата ытти те. Ятарлӑ инспекци ҫитменлӗхсем ҫуккине палӑртсан ҫеҫ ӗҫлеме май пур.

 

Чӑваш Енри Раҫҫейри патшалӑх пысӑках мар кимӗсен инспекци
Чӑваш Енри Раҫҫейри патшалӑх пысӑках мар кимӗсен инспекци

Ҫу уйӑхӗн 16-мӗшӗнче Раҫҫейри ИӖМ пысӑках мар кимӗсен патшалӑх инспекцийӗн (ПмКПИ) Чӑваш Енри уйрӑмӗ Шупашкарти ӗҫ-пуҫа тишкернӗ, Атӑл хӗрринче лару-тӑру епле пулнине сӑнаса тухнӑ. Ҫав шутра ҫитес вӑхӑтсенче хулара шыва кӗрес тапхӑра уҫасси ҫинчен те канашланӑ. Сыхлав ӗҫне хатӗрине Чӑваш Енри ИӖМ тӗп тытӑмӗн пуҫлӑхӗ Станислав Антонов та ҫиреплетнӗ.

— Паянхи куна инспекци шутлавӗнче 9 844 кимӗ, ПмКПИ ӗҫне пурнӑҫлама 9 патруль кими тӑрать, — пӗлтереҫҫӗ ИӖМ пресс-службинче.

Шыва кӗрес сезонне хула ҫыннисем ҫанталӑк ӑшӑтнине пула иртнӗ кунсенчех уҫнӑ. Анчах ИӖМ пӗлтернӗ тӑрӑх ӗҫ йӗркипе шыва кӗрес тапхӑр ҫуллахи кунсем ҫитсен ҫеҫ пуҫланӗ. Шӑрӑх кунсенче ҫак хула пляжӗсем хӑйсен ӗҫне пуҫлӗҫ: «Центральный», 1-мӗш пляж (Афанасьев урамӗ), «Новосельский», «Левобережный», «Буревестник», «Волжская деревня».

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://pg21.ru/newsv2/62798.html
 

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (20.04.2024 15:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 755 - 757 мм, 14 - 16 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 4-6 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Укçа-тенкĕ енчен ку эрнере хавшакрах. Укçана перекетлĕр. Харпăр тата професси хутшăнăвĕсенче йывăрлăхсем пур. Тен, юратнă япала çухалĕ. Эрне вĕçнелле йăлтах йĕркеленĕ. Ырă çынсем пулăшнипе çухалнă япалана тупаятăр. Юратнă çынпа хутшăну лайăхланĕ. Эсир ăна пуринчен ытла шанатăр. Юратнă çын çакна тивĕçлĕ пулинех.

Ака, 20

1874
150
Золотов Василий Гордеевич, халӑха ҫутта кӑларас ӗҫе йӗркелекенӗсенчен пӗри ҫуралнӑ.
1983
41
Иванов Алексей Иванович, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи, журналист редактор вилнӗ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуҫа тарҫи
хуҫа хӑй
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуҫа арӑмӗ
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуть те кам тухсан та
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
кил-йышри арҫын
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть