Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +7.3 °C
Пере пӗлмен ал туйи пуҫа килсе вӑрӑнать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: чӗлхе фестивалӗсем

Чӑваш чӗлхи

Чӳк уйӑхӗн 13-мӗшӗнче Шупашкарта Чӗлхе фестивалӗ черетлӗ хутчен иртет. Шучӗпе 21-мӗш шутланаканскере тӗнче шайӗнче йӗркелеҫҫӗ. «Язык успеха» (чӑв. Ӑнӑҫу чӗлхи) ҫамрӑксен эсперанто ассоциацийӗ хыпарланинче фестивальте азербайджан, араб, акӑлчан, исланд, итальян, каталан, китай, хинди, швед тата ытти нумай-нумай чӗлхепе паллашма май килессине пӗлтернӗ, ҫав шутра чӑваш чӗлхи те пур паллах.

Фестивале хӑй вӑхӑтӗнче Америка эсперантисчӗ Дэннис Киф пуҫарнӑ. Францири Лура юханшывӗ хӗрринче вырнаҫнӑ Тур хулинче иртнӗ фестиваль пирки «Контакто» пӗтӗм тӗнчери эсперанто-журнал пӗлтернӗ. 1995 ҫулта ун пеккине Раҫҫейре пуҫласа йӗркеленӗ. Тепӗр ҫулхине шупашкарсем те ирттернӗ.

Тӗрлӗ халӑх чӗлхипе паллаштарас, унпа кӑсӑклантарас, упраса пулӑшас тӗллевлӗ мероприяти кӑҫал та кӑсӑклӑ пуласса шантараҫҫӗ. Фестиваль ЧППУ тӗп корпусӗнче иртӗ.

 

Тӗнчере

Халӑх тетелӗнче Франци юрӑҫин Жан-Марк Леклеркӑн «Cheboksaro» юррине нумай ҫын итлет-мӗн. 1998 ҫулта JoMo kaj Liberecanoj альбомра тухнӑ юрӑ Атӑл ҫинчи Шупашкар хитрелӗхӗ пирки.

Халӑх тетелӗпе усӑ куракансем юрра итлеҫҫӗ те репост тӑваҫҫӗ, хӑйсен страницисене вырнаҫтараҫҫӗ, Франци юрӑҫисем Шупашкар пирки пӗлнинчен тӗлӗнеҫҫӗ.

Жан-Марк Шупашкарта иртнӗ ӗмӗрӗн 90-мӗш ҫулӗсен варринче пулса курнӑ-мӗн. Лингвист тата эсперантист хулара иртнӗ чӗлхе фестивалӗсене килсе курнӑ.

Жан-Марк Шупашкара хаклӑ чулпа танлаштарать, вырӑнти халӑх тараватлӑхне палӑртать.

Вӑл 1977 ҫулта юрлама тытӑннӑ, 1988 ҫулта эсперантист пулса тӑнӑ. Хӑй Лионра ҫуралнӑ, анчах Тулузра пурӑнать. Унӑн кӗвви хӑйне евӗрлӗхӗпе уйрӑлса тӑрать. Вӑл халӑх юррисене тата композицийӗсене рок стильпе шӑрантарать. Пӗтӗмпе 22 чӗлхепе юрлать: ҫав йышра — эсперанто тата чӑваш чӗлхисем. Ҫавна пулах унӑн ятне Гиннесс рекорчӗсен кӗнекине кӗртнӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://pg21.ru/news/view/74712
 

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (29.03.2024 15:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 7 - 9 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Мухтанмалли пур, анчах ăнăçусемпе мухтанма ан тăрăшăр. Сирĕн вăй пухма, ăна кăтартма тивĕ, тĕллевсене çĕнсе илес тесен тăрăшмалла. Ку эрнере ĕç ăшнех путатăр, яваплăх ÿссех пырĕ. Çынсенчен тимлĕх кăна ыйтса лартмалла мар, вĕсемшĕн те мĕн те пулин тумалла. Канмалли кунсене çемьепе, тăвансемпе ирттерĕр.

Пуш, 29

1925
99
Орлов Георгий Фёдорович, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуть те кам тухсан та
хуҫа тарҫи
хуҫа хӑй
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуҫа арӑмӗ
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
кил-йышри арҫын