Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +17.3 °C
Туман тиха пилӗкне ан хуҫ теҫҫӗ.
[ваттисен сӑмахӗ: 6510]
 

Хыпарсем: хисеплӗ ятсем

Культура
opera21.ru тата rusdram21.ru театрсен сайчӗсенчен илнӗ сӑнӳкерчӗксемпе Таисия Ташней хатӗрленӗ коллаж
opera21.ru тата rusdram21.ru театрсен сайчӗсенчен илнӗ сӑнӳкерчӗксемпе Таисия Ташней хатӗрленӗ коллаж

Чӑваш Ен Элтеперӗн Олег Николаевӑн ҫу уйӑхӗн 19-мӗшӗнчи 56-мӗш номерлӗ хушӑвӗпе виҫӗ ҫынна «Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артисчӗ» ят панӑ.

Хисеплӗ списокра — Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗн балет артисчӗ — сценӑн ертсе пыракан ӑсти Анастасия Абрамова, Вырӑс драма театрӗн аслӑ категориллӗ драма артисчӗсем Александр Володин тата Юлия Дедина.

Анастасия Абрамова 2006 ҫулта Шупашкарти Ф. Павлов ячӗллӗ музыка училищинчи хореографи уйрӑмӗнчен вӗренсе тухнӑ. 2006-2007 ҫулсенче Питӗрти Вырӑс балечӗн труппинче ӗҫленӗ. Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗнче 2007 ҫултанпа тӑрӑшать.

Александр Володин — Шупашкар ҫынни. Вӑл Чӑваш патшалӑх культурӑпа ӳнер институтӗнчен драма театрӗпе кино актёрӗ пулма 2006 ҫулта вӗренсе тухнӑ хыҫҫӑн Вырӑс драма театрӗнче ӗҫлеме пуҫланӑ.

Юлия Дедина Мордва Республикинче ҫуралнӑ. 2006 ҫулта Чӑваш патшалӑх культурӑпа ӳнер институтӗнчен драма театрӗпе кино актёрӗ пулма вӗренсе тухнӑ. Ҫав ҫулхи утӑ уйӑхӗнченпе Вырӑс драма театрӗнче ӗҫлет.

 

Республикӑра
Ирина Яковлева. vurnar.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
Ирина Яковлева. vurnar.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Вӑрнар районӗнчи «Ҫӗнтерӳ ҫулӗ» хаҫат редакторӗ Ирина Яковлева «Чӑваш Республикин культура тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ» ята тивӗҫнӗ. Вӑтам шкултан вӗренсе тухсан вӑл 1996 ҫулта И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетне вӗренме кӗнӗ. Унти чӑваш филологийӗпе культура факультетӗнчен хӗрлӗ медальпе вӗренсе тухнӑ хыҫҫӑн 2001 ҫулта тӑван, Вӑрнар, районӗнчи хаҫатра ӗҫлеме тытӑннӑ. Халӗ вӑл — хаҫат редакторӗ.

Республикӑмӑр Элтеперӗн паянхи хушӑвӗпе «Чӑваш Республикин культура тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ» ята ҫавӑн пекех Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗн оркестр артисчӗ Алексей Гурьев, Чӑваш Ен наци вулавӑшӗн секторӗн заведующийӗ Янина Горская, Чӑваш Республикин ача-пӑчапа ҫамрӑксен вулавӑшӗн пай заведующийӗ Наталия Громова, Вырӑс драма театрӗн костюм ҫӗлекен мастерской заведующийӗ Светлана Карасева, Етӗрне районӗнчи Тури Ачакри хресчен хуҫалӑхӗн музейӗн заведующийӗ Людмила Петрова, Шупашкарти В.А. тата Д.С. Ходяшевсем ячӗллӗ ача-пӑча 4-мӗш музыка шкулӗн преподавателӗ Маргарита Романова тивӗҫнӗ.

 

Персона

СССР халӑх артисчӗ, К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗн артисчӗ Валерий Яковлев тепӗр чыса тивӗҫнӗ. Республика Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑлакан Олег Николаев ӑна «Чӑваш Республикин хисеплӗ ҫынни» ят парасси ҫинчен калакан хушӑва ӗнер алӑ пуснӑ.

Валерий Яковлев хисеплӗ ҫын ятне унччен те тивӗҫнӗ-ха. Вӑл — Шупашкар хулин тата Шӑмӑршӑ районӗн хисеплӗ ҫынни. Халӗ вара республика шайӗнче хакланӑ.

Сумламалӑх, чӑн та, ӗҫӗ пур. Чӑваш сценине, чӑваш театрӗн кураканне юратнипе тӑрӑшать вӑл. Надежда Смирнова журналист хатӗрленӗ пӗр интервьюра Валерий Яковлев: «Эпӗ хальхине те, малашнехине те тӗпе хывнӑ: ман спектакльсенче пуринче те — чӑваш ҫыннин ыратӑвӗ, пурнӑҫӗ. Халӑх ӑнланӑвне, илемлӗхне, тӗнче курӑмне ӑнкарма, ӑнланма тӑрӑшнӑ», — тенӗччӗ.

 

Культура

Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ художникӗ, Раҫҫей Федерацийӗн тава тивӗҫлӗ художникӗ, Раҫҫей Федерацийӗн халӑх художникӗ «Чӑваш Республикин хисеплӗ ҫынни» ята тивӗҫнӗ. Ҫакӑн ҫинчен калакан хушӑва Чӑваш Ен Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев паян, пуш уйӑхӗн 13-мӗшӗнче, алӑ пуснӑ.

Ревель Федоров 1929 ҫулхи раштавӑн 29-мӗшӗнче Чӑваш Республикинчи Вӑрмар районӗнчи Мӑн Чак ялӗнче ҫуралнӑ. Унӑн паллӑ ӗҫӗсем хушшинче Википедире ҫаксене кӑтартнӑ: «40-мӗш ҫулӗсен фотографийӗ» триптих, «Аҫтӑрхан ҫӗрӗ» сери, «Чукотка ҫыннисем», «Пӗлӗтлӗ ҫанталӑк», «Франци тӑрӑхӗ», «Инди тӑрӑхӗ».

Художник «Тӑван ҫӗршыв умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» II степень орден медальне, «Чӑваш Республики умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» ордена тивӗҫнӗ.

 

Республикӑра

Ӗнер Чулхула хулинче Раҫҫей Президенчӗн федерацин Атӑлҫи округӗнчи тулли пайталлӑ элчи Игорь Комаров Атӑлҫи тӑрӑхӗнчи регионсенче пурӑнакансене тӗрлӗ патшалӑх наградипе чысланӑ. Сумлӑ йыша Чӑваш Енри виҫӗ ҫын лекнӗ.

Красноармейски районӗнчи Пайсупин ялӗнчи Елизавета Сергеева «Вилӗмрен ҫӑлса хӑварнӑшӑн» медале тивӗҫнӗ. Вӑл кӑвакалсене пӗвене хӑвалакан пӗр ял хӗрарӑмӗ шыв путма пуҫланине асӑрхаса пӳртрен чупса тухнӑ. Ишме пӗлмен хӗрарӑма шывран туртса кӑларнӑ.

«Тӑван ҫӗршыв умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» II степеньлӗ орден медалӗпе Федерацин травматологи, ортопеди тата энодпротезировани центрӗн тӗп врачне Николай Николаева чысланӑ.

Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗн тӗп дирижерне Ольга Нестеровӑна «Раҫҫей Федерацийӗн тава тивӗҫлӗ артисчӗ» хисеплӗ ят панӑ.

 

Персона
Иван Торин
Иван Торин

Ҫӗнӗ Шупашкар хулин ҫуралнӑ кунӗ умӗн «Ҫӗнӗ Шупашкарӑн хисеплӗ ҫынни» ята панӑ. Ӑна кӑҫал Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче нимӗҫсемпе ҫапӑҫнӑ Иван Торин тивӗҫнӗ.

Иван Тимофеевич Сӗнтӗрвӑрри районӗнче 1925 ҫулта ҫуралнӑ. 1942 ҫулта ӑна Совет Ҫарне илнӗ. 1943 ҫулта вӑл Курск пӗккинче ҫапӑҫнӑ. Киева ирӗке кӑларнӑ чухне Иван Тимофеевич вӑйлӑ аманнӑ. 1945 ҫулта ӑна суранӗсене пула демобилизациленӗ.

Вӑрҫӑ пӗтсен вӑл Сӗнтӗрвӑрринчи вӑрман техникумӗнче ӑс пухнӑ. Унтан лесникре ӗҫленӗ. Каярахпа вӑрман хуҫалӑхӗн директорӗ пулнӑ.

1968 ҫулта парти путевкипе «Химпрома» ӗҫлеме килнӗ. Тивӗҫлӗ канӑва вӑл 70 ҫулта тухнӑ. Халӗ Иван Тимофеевич шкулта вӗренекенсемпе час-часах тӗл пулать, общество ӗҫне хастар хутшӑнать. Нумаях пулмасть ветеран 91 ҫул тултарнӑ.

 

Персона

Ӗҫне кура хисепӗ. Ҫапла каланӑ ваттисем. Александр Никитин 40 ҫул ӗнтӗ Шупашкарти Электроаппарат савутне ӗҫе утать. Уншӑн юратнӑ ӗҫе каясси — чӑн-чӑн уяв. Нумаях пулмасть ӑна «РФ тава тивӗҫлӗ машиностроителӗ» ята панӑ.

Александр Никитин савута салтакран таврӑнсанах вырнаҫнӑ. Вӑл улттӑмӗш разрядлӑ станочника ҫити ӳснӗ. Ӗҫре вӑл тума пултарайманни ҫук та пулӗ. Кирек мӗнле станока та вӑл итлеттереет.

Александр Никитин ҫапла калать: «Чи кирли — чертеж. Тата мӗн пур ӗҫе вӗҫне ҫити тумалла». Ертӳлӗх ӑна питӗ хаклать. Вӗсем Александр Никитинсӑр хӑйсене алӑсӑр пекех туяҫҫӗ.

Александр Федорович чылай ҫамрӑка ӗҫе вӗрентнӗ. Чертежпа унран мӗн те пулин ыйтас тӑк вӑл ҫийӗнчех хурав тупать. Унӑн часах тивӗҫлӗ канӑва тухма вӑхӑт ҫитет. Анчах ӗҫрен каяс килмест унӑн. Унсӑр савут та пушанса юлать вӗт.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://www.chgtrk.ru/?c=view&id=13523
 

Республикӑра

«Шупашкарӑн хисеплӗ ҫынни» ята тивӗҫессишӗн тӑваттӑн кӗрешнине унччен ҫырнӑччӗ. Кандидатсемшӗн тӗнче тетелӗнче сасӑлама май пулнӑ. Ҫурлан 11-мӗшӗнче Шупашкар хулин депутатсен пухӑвӗн ларӑвӗ иртнӗ. Унта ҫак хисеплӗ ята кама парассине сӳтсе явнӑ.

Аса илтерер: кандидатсен йышӗнче «Эйм-инвест» АУО директорӗ Анатолий Леонтьев, тӗнче, Европа чемпионки Майя Костина, Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин ветеранӗ Алексей Яковлев, РФ тата ЧР тава тивӗҫлӗ тухтӑрӗ Николай Григорьев пулнӑ.

Шупашкар хулин ҫуралнӑ кунӗ умӗн хисеплӗ ята икӗ ҫынна пама йышӑннӑ. Ӑна Анатолий Леонтьев тата Николай Григорьев тивӗҫнӗ.

Тӗнче тетелӗнчи сасӑлава 19 пин ҫын хутшӑннӑ. Николай Григорьев — 37%, Анатолий Леонтьев — 36%, Майя Костина 15%, Алексей Яковлев 12% сасӑ пухнӑ. «Шупашкарӑн хисеплӗ ҫынни» ята тивӗҫнисене ҫурлан 18-мӗшӗнче чыслӗҫ.

 

Ял хуҫалӑхӗ

«Ҫын ӗҫленӗ чухне кӑна кирлӗ», — тенине илтме тивет чылай чух. Анчах ӗҫлекене те пур чухне те хавхалантарма пӗлмеҫҫӗ пуль тепӗр пуҫлӑхсем. Тӑрӑшнине кура хаклани вара ҫынна ҫунат хушни паллӑ ӗнтӗ. Ун пек чыса нумаях пулмасть ҫӗр ҫынни, чӑн-чӑн хресчен тивӗҫнӗ. Вӑл — Патӑрьел районӗнчи «Красное Знамя» кооперативӑн механизаторӗ Николай Глухов. Ӑна «Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ механизаторӗ» хисеплӗ ят панӑ.

Николай Иванович тӑван хуҫалӑхри ӗҫе яш чухнех кӳлӗннӗ те паян та ырми-канми вӑй хурать. Руль умӗнче вара вӑл — тӑватӑ теҫеткене ҫул яхӑн. Кирек епле техникӑна шансан парсан та ӗҫлеме пӗлет. Пӗлет кӑна мар, тӗплӗ те пахалӑхлӑ пурнӑҫлать тесе ырлаҫҫӗ ӑна вырӑнтисем.

 

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (20.04.2024 15:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 755 - 757 мм, 14 - 16 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 4-6 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Укçа-тенкĕ енчен ку эрнере хавшакрах. Укçана перекетлĕр. Харпăр тата професси хутшăнăвĕсенче йывăрлăхсем пур. Тен, юратнă япала çухалĕ. Эрне вĕçнелле йăлтах йĕркеленĕ. Ырă çынсем пулăшнипе çухалнă япалана тупаятăр. Юратнă çынпа хутшăну лайăхланĕ. Эсир ăна пуринчен ытла шанатăр. Юратнă çын çакна тивĕçлĕ пулинех.

Ака, 20

1874
150
Золотов Василий Гордеевич, халӑха ҫутта кӑларас ӗҫе йӗркелекенӗсенчен пӗри ҫуралнӑ.
1983
41
Иванов Алексей Иванович, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи, журналист редактор вилнӗ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуҫа тарҫи
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуҫа арӑмӗ
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуть те кам тухсан та
хуҫа хӑй
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
кил-йышри арҫын