Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +13.3 °C
Нумай итле, сахал калаҫ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: тӗпчев

Пӑтӑрмахсем

Канаш хулинче пурӑнакан 35 ҫулти арҫын тӗлӗшпе пуҫарнӑ пуҫиле ӗҫе тишкерсе пӗтернӗ, суда ярса панӑ. Хайхи арҫынна 7 ҫулти хӗрачана мӑшкӑлланӑшӑн явап тыттарасшӑн. Кун пирки «МК Чебоксары» кӑларӑм хыпарлать.

Ҫак ҫӑлкуҫ пӗлтернӗ тӑрӑх, ку ӗҫ-пуҫ хулан Кӑнтӑр районӗнче пӗлтӗрхи чӳк уйӑхӗн 30-мӗшӗнче пулнӑ. Ача пахчи умӗнчен утса иртекен хӗрачана арҫын асарханӑ та ҫӗклесе илсе ҫын ҫӳремен вырӑна — гаражсем патне — йӑтса кайнӑ. Йӑтса чупнӑ вӑхӑтра итлемесен, пӑхӑнмасан вӗлерессипе хӑратнӑ. Хытах сехӗрленсе ӳкнӗ ача хирӗҫ чӗнмен. Хӑйӗн ирсӗр шухӑшне пурнӑҫласан арҫын тарса ҫухалнӑ. Апла пулин те ӑна ҫав каҫах тытса чарнӑ.

Палӑртса хӑвармалла, суд йышӑнӑвӗпе арҫынна ун чухнех ирӗксӗр хӑварнӑ, халӗ вӑл суд пуласса кӗтет.

 

Культура

Елчӗк районӗнчи Аслӑ Таяпа тӑрӑхӗнче Чӑваш Енӗн чи пысӑк археологи палӑкӗ вырнаҫнӑ. Унта Совет саманинче ҫӗр чавнӑранпа шырав ӗҫӗсене тек пурнӑҫламан. Халӗ унта Чӑваш патшалӑх гуманитари институчӗн ӑслӑлӑх ӗҫченӗсем тата волонтерсем шырав ӗҫне ҫӗнӗрен кӳлӗннӗ.

Вӗсем тӑпран кашни ывӑҫӗнче историн хаклӑ пайӗ упранма пултарать тесе асӑрханса та тимлесе ӗҫлеҫҫӗ. Каярах Хусанти тата Йошкар-Олари ӳркенмен хастарсене те ӗҫе явӑҫтарасшӑн.

Тӗпчев лапамӗ — 25 гектар. Ӑсчахсем шухӑшланӑ тӑрӑх, унта 11-13 ӗмӗрсенче хула пулнӑ. ЧПГӐИн ӑслӑлӑх ӗҫченӗ, истори ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ Николай Мясников унта «пура культурин» йӑхӗсем пурӑннӑ тесе шухӑшлать. 11-мӗш ӗмӗрте ҫавӑнта Атӑлҫи пӑлхарсем куҫса пынӑ. Тутар-монголсем тапӑнсан хула крепоҫе ҫаврӑннӑ.

Экспедин малтанхи кунӗнчех тӗрлӗ хатӗр-хӗтӗр тупма май килнӗ. Гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗн археологӗсем каярах вӗсене тӗплӗн тишкерӗҫ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://www.chgign.ru/a/news/725.html
 

Пӑтӑрмахсем

Чӑваш Енре пурӑнакан пӗртен-пӗр Раҫҫей Паттӑрне Евгений Борисова хирӗҫле пуҫиле ӗҫ пуҫарни самай пулать. Теприсем каланӑ тӑрӑх, унччен ӑна алӑ тытса сывлӑх суннисем те унран пӑрӑннӑ имӗш. Тӑван ҫӗршывӑн паттӑрӗсен кунне те, вӑл раштавӑн 9-мӗшӗнче пулчӗ, Борисов следстви изоляторӗнче кӗтсе илнӗ.

Сывлӑх Чечняри тусем ҫинче хӑварнӑ ҫыннӑн ҫылӑхӗ мӗнре-ха? Ҫак ыйтусене хускатать те ҫав кӑларӑм. Унӑн мӑшӑрӗ каланӑ тӑрӑх, ӑна сӗтев панӑ тесе айӑпласшӑн иккен. Евгений Борисов чирлӗ пулсан та ниҫта каймасси пирки алӑ пустарса та ӑна СИЗОран кӑлармаҫҫӗ-мӗн. Андрей Караулов журналист ертсе пыракан «Наказание без преступления» кӑларӑмра раштавӑн 8-мӗшӗнче кӑтартнӑ.

 

Ӑслӑлӑх Михаил Беликова свидетельство панӑ самант
Михаил Беликова свидетельство панӑ самант

Чӑваш Енри ҫамрӑк ӑсчах, И.Н.Ульянов ячӗллӗ ЧПУн органика тата фармацевтика кафедрин доценчӗ Михаил Беликов «Новый подход к синтезу полифункциональных фотохромных 1,2-диарилэтентов» ӑслӑлӑх тӗпчевӗшӗн РФ Президенчӗн грантне тивӗҫнӗ. 600 пин тенкӗ тӗпчев тумашкӑн кайӗ.

Ӑсчах хатӗрленӗ проект синтез мелне тата органика молекулисене тӗпченине кӑтартса парать. Чӑваш Енӗн федерацин тӗп инспекторӗ Геннадий Федоров ҫамрӑк ӑсчаха свидетельство панӑ чухне Михаил Беликовӑн проекчӗ инноваци технологийӗсене пурнӑҫа кӗртме пулӑшнине палӑртнӑ.

Михаил Беликов вара ӗҫтешӗсене, аслӑ шкула пулӑшнӑшӑн тав тунӑ, ҫамрӑксене кун пек конкурссене хутшӑнма чӗнсе каланӑ.

 

Хаббл пирки эсир илтнех пулӗ — ҫак телескоп пирӗн Ҫӗр тавра спутник евӗр ҫаврӑнать. Унпа усӑ курса ӑсчахсем тӗнче уҫлӑхӗнче ҫӗннине нумай пӗлчӗҫ. Хаббл та пӗччен мар унта, тӗрлӗ космос агентстви хатӗрленӗ телескопсен йышӗ вуннӑран та иртет: Кеплер, Интеграл, Планк, Радиоастрон, Спитцер, тата ыттисем. Ӗҫлессе те вӗсем тӗрлӗрен тӗпчеҫҫӗ: пӗри кӗске хумсене сӑнать, тепри хӗрлӗ хум айӗнчи пайӑркасене пӑхать, виҫҫӗмӗшӗшӗн рентген пайӑркисем кӑсӑклӑ. Хаблла илес пулсан вӑл курӑнакан пайӑркасене сӑнать. Е тепӗр май каласан вӑл оптикӑллисен йышне кӗрет.

Ӑсчахсем, паллах, телескопсене инҫерех те инҫерех вырнаҫтарасшӑн. Тӗслӗхрен, Хаббл ҫӗр пичӗ ҫинче вырнаҫнӑ пулсанах унӑн пахалӑхӗ 1–10 хут чакнӑ пулӗччӗ. Ҫавӑнпах пулӗ International Lunar Observatory Association агентство ҫӗнӗ телескопа Уйӑх ҫине лартасшӑн. 2016–2018 ҫулсем тӗлне вӗсем Уйӑхри Малаперт тӑвӗ ҫине икӗ метрлӑ радиоантенна тата оптика хатӗрне вырнаҫтарасшӑн. Ҫак сӑрт Уйӑхӑн кӑнтӑр полюсӗ ҫывӑхӗнче иккен, ҫавӑнпа та унти температура унталла-кунталла сикмест — яланах -50° С патӗнче тӑрать (ытти вырӑнта температура уйӑх ҫийӗнчи кун хушшинче 300 градуса ҫити ылмашӑнма пултарать).

Малалла...

 

Паянхи куна пуҫа минретекен, сывлӑха хавшатакан эрех-сӑрасемпе лавккан ҫӳлекӗсем самаях пуян. Сӑра, Эрех, Шампань, Водка — тем кӑна шутласа кӑлармаҫҫӗ ӗнтӗ чуна «лӑплантарма».

Хӑш асӑннӑ шӗвӗксенчен сиенли-ши? Хӑшӗ ытларах кӑмӑла пӑтратать. Ку ыйту чӑнахах та кӑсӑклӑ. Медиксем вара ӗҫсӗр лармаҫҫӗ, ҫак енпе ятарлӑ тӗпчев ӗҫне ирттерме шутланӑ. Тӗп ыйту «хаяр» шӗвӗксенчен хӑшӗ чи сиен кӳрекен, пӑхӑну туйӑмне ҫуратакан шӗвӗк? Вара тӗпчев ӗҫне ирттернӗ хыҫҫӑн медиксем сӑрана чи сиенлӗ тесе пӗтӗмлетнӗ. Тухтӑрсен шухӑшӗпе сӑрана ӗҫне чухне ҫын ӗҫнин виҫине манать, пӗрре-иккӗ ӗҫсенех тепӗр хутӗнче сӑран «пылак» туттине туяс кӑмӑл ҫыннӑ ҫуралать. Медиксен шухӑшӗпе сӑра алкоголизмӗ те пур имӗш.

Тухтӑрсемпе специалистсем ҫынсене «пачах ӗҫмелле мар» тесе каласшӑн мар, «ӗҫнин виҫи пулмалла» тесе асӑрхаттараҫҫӗ. Сӑра вара чӑнипех те тейӗн ӗҫекенсене хӑйӗн «ытамне» туртать, ахальтен мар пуль ҫамрӑксене нумай чухне сӑра кӗленчипе «туслине» асӑрхама пулать.

 

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.04.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 752 - 754 мм, 13 - 15 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Халӗ наянланма юрамасть - пурнӑҫлама палӑртнинчен чылайӑшӗ парӑнӗ. Теветкелленме, килӗшӳсем алӑ пусма, хака хӑпартма, йышӑну хӑвӑрт тума ан хӑрӑр. Сывлӑх пирки те манмалла мар: эрех-сӑрапа, сиенлӗ ытти йӑлапа ан айкашӑр. Чӗрене упрӑр, юн пусӑмне тӗрӗслӗр.

Ака, 23

1917
107
«Чебоксарская правда» хаҫатӑн пӗрремеш кӑларӑмӗ тухнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
кил-йышри арҫын
хуҫа тарҫи
хуҫа хӑй
хуть те кам тухсан та
хуҫа арӑмӗ
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та