Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +17.3 °C
Ӗҫчен ҫыннӑн ыйхи кӗске.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: сывлӑх сыхлавӗ

Сывлӑх

Нимӗҫ ортопечӗ, Зальцкоттен хулинчи Иосиф святой ячӗллӗ госпиталӗн тӗп тухтӑрӗ Марко Эзечиели Шупашкарти ӗҫтешӗсене хӑйӗн ӑсталӑхӗпе паллаштарнӑ, кунтах хайне евӗр операци тунӑ. Кун пирки «ПроГород Чебоксары» кӑларӑм хыпарлать.

Хайхи ҫӑлкуҫ пӗлтернӗ тӑрӑх, Марко Эзечиели Шупашкарта — иккӗмӗш хут. Хальхинче вӑл Чӑваш Енри тухтӑрсене пӗҫӗ шӑммине ҫӗнӗ меслетпе епле улӑштармаллине кӑтартнӑ. Ҫавӑн пекех вӑл Шупашкарти ортопедипе эндоротезировани центрӗн тухтӑрӗпе Вадим Яковлевпа пӗрле ҫамрӑк ҫынна операци тунӑ, каччӑн пӗҫӗ шӑммине эндопротезпа улӑштарнӑ. Вӑл ҫынна кӑлтӑксемсӗр ҫӳреме май парать.

Палӑртса хӑварни вырӑнлӑ пулмалла, тӗп хулари центр тухтӑрӗсем малашне хӑйсен ӗҫӗнче ҫак меслетпе усӑ курассине пӗлтернӗ.

 

Тӗнчере

«РИА Новости» агентство хыпарланӑ тӑрӑх, Копенгаген университечӗн ӑсчахӗсем халӑх анлӑ усӑ куракан, ӳт температурине чакаракан тата ыратнине ирттерекен «Ибупрофен» арҫынсен ар тытӑмне сиенлӗ витӗм кӳнине ҫирӗплетнӗ. Хайхи эмел, ӑсчахсем палӑртнӑ тӑрӑх, арҫынна йӑх тӑсӑмӗсӗр те хӑварма пултарать. Кун пирки вӗсем «Proceedings of the National Academy of Sciences» журналта статья пичетлесе кӑларнӑ.

Сӑнава 18-35 ҫулсенчи 31 арҫын хутшӑннӑ. Вӗсене икӗ ушкӑна пайланӑ: пӗрисене ултӑ эрне хушши кунсерен 600 мг «Ибупрофен» панӑ, теприсене плацебо (эмел хурӑмлӑ тӳме) ӗҫтернӗ.

Икӗ эрнерен пӗрремӗш ушкӑнри арҫынсен организмӗ лютеинлакан гормон кӑларма тытӑннӑ. Вӑл вара ар вӑрлӑхне пултаракан тестостерен синтезне витӗм кӳрет иккен. Ҫӳлерех асӑннӑ гормон вара тестостерен шайне чакарса ар вӑрлӑхне ҫие хӑварма юрӑхсӑр тӑвать.

Ӑсчахсем асӑрхаттарнӑ тӑрӑх, ку эмеле тахҫан пӗрре ӗҫни сывлӑхшӑн сиенлӗ мар, анчах ӑна ӑша тӑтӑш яни организма хавшатма пултарать. Ҫавӑнпа та ученӑйсем спортсменсене (ыратнине ирттерекен эмелсене вӗсем ыттисенчен тӑтӑшрах ӗҫеҫҫӗ) «Ибупрофенран» сыхланма сӗнеҫҫӗ.

 

Сывлӑх

Юпа уйӑхӗн 28-мӗшӗнче Республикӑри ача-пӑча клиника больницинче ачана ҫӗнӗ меслетпе операци тунӑ. Кун пирки Сывлӑх сыхлавӗн министерстви хӑйӗн сайтӗнче пӗлтернӗ.

Ку операцие Чӑваш Енӗн тӗп нейрохирургӗ Павел Святочевский республикӑри ача-пӑча клиника больницин нейрохирургӗпе Владимир Родионовпа тата Чӑваш Енӗн тӗп анестезиолог-реаниматологӗпе Дмитрий Лукояновпа пӗрле тунӑ. Пӗчӗк пациента пуҫ мимин юн пусӑмӗн датчикне вырнаҫтарса панӑ.

Ҫак мониторпа ачасемпе аслисене сипленӗ чухне те усӑ кураҫҫӗ иккен. Анчах паянхи кунччен республикӑра унпа усӑ курса ачасене операци туман. Ҫак хатӗр пациентӑн сывлӑхне тӗрӗс палӑртма, пусӑм улшӑнӑвне курса тӑма, диагнозне пӗлсе сиплеве кирлӗ пек йӗркелеме май парать.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/45551
 

Ҫурлан 15-мӗшӗнче Чӑваш Республикин Президенчӗ видеоканашлу мелӗпе районсемпе хуласен ертӳҫисемпе республикӑра сывлӑх сыхлавне ҫӗнетессипе ҫыхӑннӑ ыйтӑва сӳтсе явнӑ. 2011-2012 ҫулсенче Программӑна пурнӑҫлама Чӑваш Ене 4 миллиард та 539 миллион тенкӗ уйӑрма палӑртнӑ. Палӑртнӑ тӗллевсенчен пӗри вӑл сывлӑх сыхлавӗнчи учрежденисенче материаллӑ техника базине тӗпрен ылмаштарасси.

Видеоканашлура Чӑваш Республикин сывлӑха сыхлас ӗҫ тата социаллӑ аталану министрӗ Венера Муллина ҫапла пӗлтерчӗ: «Хальхи вӑхӑтра 18 ед. ҫӗнӗ йышши медицина техникине 18,5 миллион тенкӗлӗх вырнаҫтарма май килнӗ. 2012 ҫул вӗҫлениччен хальхи пурнӑҫпа килӗшсе тӑракан 2 пине яхӑн техника илсе ҫӗнетме палӑртнӑ. 25 пульница тӗпрен юсаса ҫӗнетме укҫан уйӑрнӑ. Хальӗхе 7 муниципалитетра 13 медицина учрежденийӗсенче юсав ӗҫӗсем пыраҫҫӗ. Анчах та хӑш-пӗр обьектсенче графикран юлса пынисем те пуррине асӑрхаттарнӑ. Калӑпӑр, Муркаш районӗн тӗп пульницинче хирурги корпусӗн ҫурт тӑррине утӑ уйӑхӗнчех витсе пӗтерме палӑртнӑ пулнӑ, анчах та паянхи кун та унта ӗҫсем пыраҫҫӗ.

Малалла...

 

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (20.04.2024 15:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 755 - 757 мм, 14 - 16 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 4-6 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Укçа-тенкĕ енчен ку эрнере хавшакрах. Укçана перекетлĕр. Харпăр тата професси хутшăнăвĕсенче йывăрлăхсем пур. Тен, юратнă япала çухалĕ. Эрне вĕçнелле йăлтах йĕркеленĕ. Ырă çынсем пулăшнипе çухалнă япалана тупаятăр. Юратнă çынпа хутшăну лайăхланĕ. Эсир ăна пуринчен ытла шанатăр. Юратнă çын çакна тивĕçлĕ пулинех.

Ака, 20

1874
150
Золотов Василий Гордеевич, халӑха ҫутта кӑларас ӗҫе йӗркелекенӗсенчен пӗри ҫуралнӑ.
1983
41
Иванов Алексей Иванович, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи, журналист редактор вилнӗ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуҫа хӑй
хуҫа тарҫи
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
кил-йышри арҫын
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуҫа арӑмӗ
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуть те кам тухсан та