Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +10.3 °C
Ҫурхи кун кӗр тӑрантарать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: судсем

Республикӑра
Прокуратура архивӗнчи сӑн
Прокуратура архивӗнчи сӑн

Вӑрмар округӗн арҫыннине йывӑҫ каснӑшӑн суд тӑвӗҫ.

Пӗлтӗр юпа уйӑхӗнче вӑл Тӑвай округӗнчи вӑрманта пулнӑ. Унта 10 юман тата 4 вӗрене каснӑ. Пӗрисем йӗркеллисемех пулнӑ, теприсем - хӑрнисем. Анчах унӑн йывӑҫ касма паракан докумен пулман.

Унтан арҫын йывӑҫсене вакланӑ, пӗр пайне хӑйӗн машинипе тиесе кайнӑ, теприсене кайран килсе килме шутланӑ. Анчах вӑрман инспекторӗсем ӑна тытса чарнӑ.

Арҫын вӑрман фондне кӳнӗ тӑкака, 67 пин тенке, саплашарнӑ. Ҫапах унӑн судра явап тытма тивӗ.

 

Пӑтӑрмахсем
matraspanorama.ru сӑнӳкерчӗкӗ
matraspanorama.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Елчӗк тӑрӑхӗнчи пӗр ялта пурӑнакан хӗрарӑм ашшӗпе килӗштерсех пурӑнман. Пӗлтӗрхи раштав уйӑхӗн 28-мӗшӗнче иккӗшӗ хирӗҫсе кайсан вӑл ӑна, 60 ҫулти арҫынна, пӗрре питӗнчен чышкӑпа ҫапнӑ, унтан пуҫне каяш витри тӑхӑнтартса лартнӑ.

37 ҫулти хӗрарӑм тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Ӑна унччен те ашшӗне хӗненӗшӗн айӑпланӑ. Ҫавӑнпа хальхинче ӑна РФ Пуҫиле кодексӗн 1116-мӗш статйин 1-мӗш пайӗпе явап тыттарма йышӑннӑ. Ӗҫе судра пӑхса тухӗҫ.

 

Республикӑра
Прокуратура архивӗнчи сӑн
Прокуратура архивӗнчи сӑн

Елчӗк муниципаллӑ округӗнчи 40 ҫулти ӳсӗр водителе иртсе пыракан машинӑна сӑтӑр кӳнӗ. Руль умӗнче унта хӗрарӑм ларнӑ. Арҫын ӑна чарнӑ.

Ку пӗлтӗр раштав уйӑхӗн 16-мӗшӗнче пулнӑ. Ҫӗнӗ Пӑва ялӗнче пурӑнакан ҫак ӳсӗр арҫын «Киа Рио» машинӑна чарсан лум илнӗ те малти чӳречинчен икӗ хутчен ҫапнӑ. Ҫапла вӑл машина хуҫине, хӗрарӑма, 100 пин тенкӗ ытларах тӑкак кӳнӗ.

Мӗншӗн ҫапла хӑтланнӑ-ха вӑл? Хӑй ӑнлантарнӑ тӑрӑх, юнашар иртсе пыракан ҫак машина ӑна килӗшмен. Ун тӗлӗшпе пуҫарнӑ пуҫиле ӗҫе суда ярса панӑ.

 

Пӑтӑрмахсем
dksokol.ru сӑнӳкерчӗкӗ
dksokol.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Шупашкарта пурӑнакан 33 ҫулти арҫынна суд 7 ҫул та 6 уйӑхлӑха ҫирӗп режимлӑ колоние хупса хунӑ.

Пӗлтӗрхи пуш уйӑхӗн 23-мӗшӗнче ҫав этем хулари общежитисенчен пӗринче 36 ҫулти кӳрши патӗнче пулнӑ. Иккӗш эрех ӗҫнӗ, унтан тавлашма тапранса кайнӑ. Кӗҫӗнреххи аслӑраххине тапса-ҫапса пӗтернӗ, алла гитара ярса илсе те хӗненӗ.

Йывӑр суранланса пӗтнӗ арҫынна тухтӑрсем те ҫӑлса хӑварайман — вӑл темиҫе кунтан больницӑра куҫне хупнӑ.

 

Республикӑра
Следстви комитечӗн сайтӗнчи сӑн
Следстви комитечӗн сайтӗнчи сӑн

Ҫӗрпӳ муниципаллӑ округӗнче пурӑнакан 68 ҫулти арҫынна пӗрле кун кунлакан хӗрарӑмӑн 10-ри мӑнукне ясар шухӑшсемпе тапӑннӑшӑн суд тунӑ. Судья ӑна ҫирӗп режимлӑ колоние 13 ҫуллӑха ӑсатма йышӑннӑ.

Суд палӑртнӑ тӑрӑх, ҫак арҫын хӗрарачапа шыва кӗме ҫӳренӗ. Ҫавӑн чухне, пӗлтӗрхи ҫурла уйӑхӗнче, вӑл хӗрачана ясар шухӑшпа икӗ хутчен тапӑннӑ. Арҫын хайӗн айӑпне йышӑнман. Анчах суд хӗрача, кӳнтеленсем каланине шута илсе унӑн айӑпне ҫирӗплетнӗ.

 

Пӑтӑрмахсем
chuvashia.sledcom.ru сӑнӳкерчӗкӗ
chuvashia.sledcom.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Ҫӗнӗ Шупашкарти организацисенчен пӗринчи производство цехӗн пуҫлӑхне ӗҫре рабочи вилнӗшӗн явап тыттарнӑ.

Тӗпчевҫӗсем тата суд палӑртнӑ тӑрӑх, цехра ӗҫ хӑрушсӑрлӑхӗн правилисене пӑхӑнса тӑрсан ун пек инкек пулмастчӗ. Пӑтӑрмах 2023 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗн 4-мӗшӗнче каҫхине сиксе тухнӑ. Ҫурма фабрикат упранакан бункера тасатнӑ чухне 56 ҫулти рабочи керамзит айне пулнӑ. Шар курнӑ этем инкек вырӑнӗнчех куҫне хупнӑ.

Суд цех пуҫлӑхне 2 ҫуллӑха тӗрмене хупса хумасӑр айӑплама, сӑнав вӑхӑтне 1,5 ҫуллӑха палӑртса хӑварнӑ.

 

Республикӑра
ФСБ тунӑ сӑн
ФСБ тунӑ сӑн

Сӗнтӗрвӑрри муниципаллӑ округӗнче нарколаборатори йӗркеленӗ 32 ҫулти арҫынна суд тунӑ. Ӑна ҫирӗп режимлӑ колоние 7 ҫул ҫурӑлӑха ӑсатма йышӑннӑ, укҫине патшалӑх валли туртса илнӗ.

Вӑл, Мускав арҫынни, пӗлтӗр харпӑр ҫуртра лаборатори йӗркеленӗ. Йӗрке хуралҫисем пӳрте ухтарсан хими оборудованине, наркотик туса кӑлармалли прекурсорсене туртса илнӗ. Ҫавӑн пекех 8 килограмм ытла наркотик тупнӑ. Ку кӑна мар, арҫын наркотик сутса тупӑш тунӑ 1 миллион тенкӗ те йӗрке хуралҫисен куҫӗ тӗлне пулнӑ.

 

Республикӑра
"на связи" сайтри сӑн
"на связи" сайтри сӑн

2022 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 7-мӗшӗнче Росприроднадзора Йӑршшу юханшывне тислӗк юхса тухни пирки пӗлтернӗ. Ведомство тӗрӗсленӗ: Шупашкар округӗнчи Еҫейкасси ялӗнче вырнаҫнӑ фермӑран тислӗк юхнӑ йӗр пулнине палӑртнӑ.

Проба илнӗ те шывра нитрит азочӗ тата нефтепрдуктсем нумаййи ҫиеле тухнӑ. Тӑпрана сиен кӳнӗ тӑкак 700 пин тенкӗ те 35 тенкӗпе танлашнӑ. Суд Ленин ячӗллӗ ЯХПКна ҫак укҫана тӳлемелле тунӑ. ЯХПК аппеляци панӑ, анчах Арбитраж сучӗ йышӑнӑва улӑштарман.

 

Республикӑра

Йӗпреҫ муниципаллӑ округӗнчи Ҫӗнӗ Выҫли ялӗ ҫывӑхӗнче Кӗтне юханшывӗ хӗрринче электрокӗтӳҫ вырнаҫтарнӑ. Атӑл тӑрӑхӗнчи ҫутҫанталӑка сыхлакан прокуратура пӗлтернӗ тӑрӑх, суд ӑна унтан илмелле тесе йышӑннӑ.

Электрокӗтӳҫ ҫынсене ирӗклӗн ҫӳреме чӑрмантарнине палӑртнӑ. Ӑна шыв ҫывӑхӗнче вырнаҫтарни саккуна та пӑсать тесе прокуратура суда тавӑҫ тӑратнӑ. Йӗпреҫ районӗн сучӗ ӑна тивӗҫтернӗ.

 

Республикӑра
news-kmv.ru сайтри сӑн
news-kmv.ru сайтри сӑн

Канаш муниципаллӑ округӗнчи хресчен фермер хуҫалӑхӗн ертӳҫине улталанӑшӑн тата суя документсем хатӗрленӗшӗн суд тунӑ.

Ҫакӑ паллӑ: 2017 ҫулта вӑл ЧР Ял хуҫалӑх министерствине суя документсем тӑратса 2,9 миллион тенкӗлӗх грант илнӗ. Ҫапла ҫамрӑк фермер республика хыснине уйрӑмах пысӑк тӑкак кӳнӗ.

Шупашкарти Ленин районӗн сучӗ фермера тӗрмене хупмасӑр 4 ҫуллӑха айӑплама йышӑннӑ. Арбитраж сучӗ ЧР Ял хуҫалӑхӗ валли фермертан 2,9 миллион тенкӗ шыраса илнӗ.

 

Страницӑсем: 1, [2], 3, 4, 5, 6, 7, 8, 9, 10, 11, 12, ... 124
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (25.04.2024 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 755 - 757 мм, 6 - 8 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Халӗ наянланма юрамасть - пурнӑҫлама палӑртнинчен чылайӑшӗ парӑнӗ. Теветкелленме, килӗшӳсем алӑ пусма, хака хӑпартма, йышӑну хӑвӑрт тума ан хӑрӑр. Сывлӑх пирки те манмалла мар: эрех-сӑрапа, сиенлӗ ытти йӑлапа ан айкашӑр. Чӗрене упрӑр, юн пусӑмне тӗрӗслӗр.

Ака, 25

1848
176
Яковлев Иван Яковлевич, чӑваш халӑхне ҫутта кӑлараканӗ ҫуралнӑ.
1903
121
Алентей Григорий Тимофеевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ.
1925
99
Грибанов Владимир Иванович, сӑвӑҫ, тӑлмач, Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ ҫуралнӑ.
1950
74
Трифонова Валентина Ивановна, чӑваш актриси ҫуралнӑ.
1951
73
Лебедева Елена Алексеевна, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ.
1961
63
Ларионов Николай Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ.
1995
29
Малов Аркадий Васильевич, чӑваш сӑвӑҫи, тӑлмачӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
2009
15
Чӑваш наци радиовӗ пӗрремеш хут эфира тухнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
кил-йышри арҫын
хуҫа хӑй
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хуть те кам тухсан та
хуҫа тарҫи
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуҫа арӑмӗ
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть