Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +3.6 °C
Ӳркевлӗх ӳкерет, пите пӗҫертет; хастарлӑх хӑтарать, чапа кӑларать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: суд приставӗсем

Пӑтӑрмахсем
t.me/pro_cheby каналтан илнӗ сӑнӳкерчӗк
t.me/pro_cheby каналтан илнӗ сӑнӳкерчӗк

Шупашкар районӗнче пурӑнакан пӗр пике туххӑмрах 1 миллион тенкӗллӗ пулса тӑнӑ. Ҫавӑн чухлӗ «кӗмӗле» ӑна ашшӗ куҫарса панӑ.

Арҫыннӑн хӗрне алимент тӳлемелле пулнӑ. Анчах вӑл чылай вӑхӑт хӑнк та туман.

Ачишӗн алимент тӳлемен ашшӗне малтанласа административлӑ майпа явап тыттарнӑ. Ҫавӑн хыҫҫӑн та арҫын укҫа тӳлеменрен суд приставӗсем ун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Ҫавӑн хыҫҫӑн арҫын парӑма туххӑмрах тӳлесе татнӑ. Ун хыҫҫӑн суд пуҫиле ӗҫе чарса лартнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/pro_cheby/8312
 

Республикӑра
r21.fssp.gov.ru сӑнӳкерчӗкӗ
r21.fssp.gov.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Федерацин суд приставӗсен Чӑващ Енри управленийӗ пуҫлӑхӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлама Сергей Резника шаннӑ.

Унпа ҫак эрнере, авӑн уйӑхӗн 11-мӗшӗнче, Федерацин суд приставӗсен патшалӑх службин тата кадрсен управленийӗ пуҫлӑхӗ Александр Дарин паллаштарнӑ.

Сергей Павлович суд приставӗсен управленийӗнче 2000 ҫултанпа ӗҫлет. Суд приставӗ-исполнительтен пуҫласа вӑл РФ Суд приставӗсен Мускав облаҫӗнчи управленийӗн Ногинскри пайӗн пуҫлӑхне ҫитнӗ. 2009 ҫултанпа асӑннӑ тытӑмӑн Мускав облаҫӗнчи Тӗп управленийӗнче тӑрӑшнӑ.

 

Ҫурт-йӗр

Росреестрӑн Чӑваш Енри управленийӗ куҫман харпӑрлӑхпа ҫыхӑннӑ лару-тӑрӑва ӑнлантарса панӑ: ареста пӑрахӑҫланӑ пулин те, парӑма татнӑ пулин те ун ҫинче ҫавах регистрацилеме чӑрмантаракан чару тӑрать. Ведомство ӗҫченӗсем ӑнлантарнӑ тӑрӑх, йывӑрлӑх суд приставӗсен службин тимсӗр ӗҫченӗсене пула сиксе тухнӑ пулин те, кун пек чухне те Росреестр ним тума та пултараймасть.

Чарусене пӑрахӑҫлама обременени лартма йышӑннӑ органӑн йышӑнӑвӗ кирлӗ. Ареста тахҫанах пӑрахӑҫланӑ пулин те, хуҫи парӑмне татса панӑ пулсан та, «Ӗҫе пурнӑҫламалли ҫинчен» федераллӑ саккунпа килӗшӳллӗн Росреестрӑн управленине суд приставӗсенчен официаллӑ хут килмесӗр, ЕГРН-ран вӗсем чару пирки калакан ҫырӑва кӑларса переймеҫҫӗ. Ҫавӑнпа та кун пек лару-тӑрура кӗтме кӑна тивет.

 

Республикӑра
Суд приставӗсен сайтӗнчи сӑн
Суд приставӗсен сайтӗнчи сӑн

54 ҫулти хӗрарӑм, машина хуҫи, налук тата ҪҪХПИ штрафӗсене тӳлемен. Парӑм 100 пин тенкӗ ытла пухӑннӑ.

Хӗрарӑмӑн машинине арестлесе штрафстоянкӑна илсе кайсанах парӑма татма укҫа тупӑннӑ. Суд приставӗсен пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, хуҫа парӑма татсан машинине тавӑрса панӑ.

Аса илтерер: 2018 ҫулшӑн налук тӳлемелли срок раштав уйӑхӗн 2-мӗшӗнче вӗҫленет. Тӳлемесен приставсем килӗҫ, пенисем пухӗҫ – кайран парӑм нумайрах пулӗ.

 

Пӑтӑрмахсем

Ҫак кунсенче Канаш хулинче вӑрттӑн тӗпленнӗ Армени арҫыннине чикӗ леш енне ирӗксӗр ӑсатма йышӑннӑ. Суд приставӗсем ӑна патшалӑх чикки урлӑ каҫмалли пункта ҫитерсе янӑ.

Федерацин суд приставӗсен службин Чӑваш Енри управленийӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, 33 ҫулти арҫынна суд ҫавӑн пекех 2 пин тенкӗлӗх штрафлама йышӑннӑ.

Ют ҫӗршыв гражданинӗ Раҫҫейӗн миграци саккунне пӑснӑ иккен. 2011 ҫулхи авӑн уйӑхӗнче ӑна пирӗн ҫӗршывран ирӗксӗр кӑларса яма йышӑннӑ. Вӑл вара тӑван ҫершывне кайсан ҫӗнӗ паспорт тутарнӑ та Казахстан урлӑ Чӑваш Енри Канаш хулине килнӗ. Унта вӑл хӗрарӑмпа тата 7 ҫулти ывӑлӗпе пурӑннӑ.

Арҫын судра ӑнлантарнӑ тӑрӑх, хӑй тӗрӗс мар тунине ӑнланать, ҫемйине тӑван ҫӗршывне илсе кайма укҫа ҫукки пӗтерет.

 

Республикӑра

Чӑваш Енре тата тепӗр коллектор агентствине регистрациленӗ. Ҫапла вара парӑмсене шыраса илессипе ӗҫлекен организацисем пирӗн республикӑра пиллӗке ҫитнӗ.

«Киберникс» тулли мар явапла общество та саккунлӑ. Парӑма шыраса илессипе ӗҫлекен организацисен реестрне ӑна ӗнер кӗртнӗ.

Федерацин суд приставӗсен службин Чӑваш Енри управленийӗн пресс-службинче пӗлтернӗ тӑрӑх, «Киберникс» пирӗн республикӑри ҫавӑн пек организацисенченчен пиллӗкмӗшӗ шутланать. 2017

ҫулта ятарлӑ свидетельствӑна «Гироскоп-Ч», «Инкас Коллект» тулли мар явапла обществӑсем тивӗҫнӗ, кӑҫал — «Вектор» тата «Альянс Поволжье».

Коллекторсем саккуна пӑссан Федерацин суд приставӗсен службин Чӑваш Енри управленине (8352) 30-60-01 телефон номерӗпе пӗлтермелле.

 

Республикӑра

Шупашкар районӗнчи Апашра ӗҫлесе пурӑнакан усламҫӑ-хӗрарӑм шалу тӳлесшӗн пулман. Ҫавӑншӑн суд приставӗсем унӑн телевизорне, карас телефонне тата машинине арестленӗ.

46 ҫулти хӗрарӑм патӗнче пӗр арҫын строительство ӗҫӗпе аппаланнӑ. 177 пин тенкӗлӗх ӗҫ пурнӑҫланӑ вӑл. Кун хыҫҫӑн кун иртнӗ. Хӗрарӑм-усламҫӑ шалу тӳлеме васкаман. Аптӑранӑ енне арҫын суда ҫитнӗ.

Тӳре арҫынна майлӑ пулнӑ. Ара, ӗҫшӗн тӳлемеллех-ҫке. Суд йышӑнӑвне кӑҫалхи юпа уйӑхӗнче суд приставӗсем патне ярса панӑ.

Усламҫӑн «Great Wall» машинине суд приставӗсем Кӳкеҫре ҫул-йӗр инспекторӗсемпе ирттернӗ рейд вӑхӑтӗнче асӑрханӑ. Парӑм пысӑккине кура автотранспорта арестленӗ.

Хӗрарӑмӑн шалу парӑмне татма 10 кун пур. Ахальлӗн суд приставӗсем машинӑна сутса ярӗҫ, парӑма ҫав укҫа шучӗпе саплаштарӗҫ.

 

Раҫҫейре
R52.fssprus.ru сайтри сӑн ӳкерчӗк
R52.fssprus.ru сайтри сӑн ӳкерчӗк

Федерацин суд приставӗсен Чӑваш Енри управленийӗн пуҫлӑхӗнче тӑрӑшнӑ Игорь Корсакова премьер-министра пулӑшма шанӗҫ. Хамӑр патра мар. Карели Республикинче. Унта Игорь Корсаков регион правительствин пуҫлӑхӗн ҫумӗ пулӗ. Пакунлӑ ҫыннӑн карьеринчи улшӑну пирки «Правда ПФО» интернет-хаҫат раштавӑн 27-мӗшӗнче пӗлтернӗ.

Хӑйӗншӗн ҫӗнӗ пукана Игорь Корсаков 2018-мӗш ҫул пуҫламӑшӗнче йышӑнмалла-мӗн.

Хальхи вӑхӑтра вӑл, сӑмах май, Чулхулара суд приставӗнче тӑрӑшать.

Николай Федоров Чӑваш Ен Президенчӗ пулнӑ чухне Аппарат ериӳҫинче ӗҫленӗ Владимир Тимофеев Карели Республикин пуҫлӑхӗн стратеги аталанӑвен ыйтӑвӗсемпе ӗҫлекен ҫумӗн пуканне йышӑннине, кун пирки хушӑва асӑннӑ республикӑн пуҫлӑхӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑха пурнӑҫлакан Артур Парфенчиков кӑҫалхи ҫу уйӑхӗн 2-мӗшӗнче алӑ пуснине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ.

 

Республикӑра

Чӳк уйӑхӗн 1-мӗшӗнче Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев Федерацин суд приставӗсен службин республикӑри управленийӗн ӗҫченӗсене професси уявӗпе саламланӑ.

«Эсир пӗр килти пек пӗрне-пӗри ӑнланса килӗштерсе ӗҫлетӗр. Суд кӑларнӑ йышӑнусене вӑхӑтра тата туллин пурнӑҫласа пыратӑр. Ҫак службӑра ӗҫлесе тивӗҫлӗ канӑва тухнӑ ветерансене уйрӑм тав. Вӗсем хӑйсен паха ӗҫ опычӗсене ҫитӗнекен ӑрӑва вӗренсе пыраҫҫӗ. Ҫакӑ хӑйех пысӑк хисепе тивӗҫ. Пархатарлӑ ӗҫшӗн сире пурне те пысӑк тав», —тенӗ Михаил Игнатьев.

Кӑҫал ҫулталӑк пуҫланнӑранпа Федерацин суд приставӗсен служби суд йышӑнӑвӗсене тӗпе хурса 6 миллиард тенкӗ ытла парӑма халӑхран шыраса илнӗ. Тӗрлӗ шайри бюджета пурӗ 2,7 млрд куҫарса панӑ.

 

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (28.03.2024 15:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 5 - 7 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 4-6 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Мухтанмалли пур, анчах ăнăçусемпе мухтанма ан тăрăшăр. Сирĕн вăй пухма, ăна кăтартма тивĕ, тĕллевсене çĕнсе илес тесен тăрăшмалла. Ку эрнере ĕç ăшнех путатăр, яваплăх ÿссех пырĕ. Çынсенчен тимлĕх кăна ыйтса лартмалла мар, вĕсемшĕн те мĕн те пулин тумалла. Канмалли кунсене çемьепе, тăвансемпе ирттерĕр.

Пуш, 28

1915
109
Дедушкин Николай Степанович, чӑваш критикӗ, литература тӗпчевҫи ҫуралнӑ.
1983
41
Шамбулина Алина Валерьевна, чӑваш тележурналисчӗ ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
кил-йышри арҫын
хуть те кам тухсан та
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуҫа хӑй
хуҫа тарҫи
хуҫа арӑмӗ