Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +13.3 °C
Тимӗре хӗрнӗ чух туптаҫҫӗ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: планетӑсем

Тӗнчере
Телеграмри t.me/pro_cheby канатан илнӗ сӑнӳкерчӗк
Телеграмри t.me/pro_cheby канатан илнӗ сӑнӳкерчӗк

Чӑваш Енре пурӑнакансем планетӑсен парадне курайӗҫ. Кун пирки Телеграмри каналсенчен пӗринче, «Чебоксары в курсе» ятлинче, пӗлтернӗ.

Унта хыпарланӑ тӑрӑх, асӑннӑ пулӑм — питех те сайра-хура пулаканскер. Тата тӗрӗсрех каласан, 20 ҫулта пӗрре.

Планетӑсем парада ҫу уйӑхӗн 29-мӗшӗнче тӑрса тухӗҫ. Тӑрса мар-ха. Парада тӑнӑн йӗркипе курӑнӗҫ.

Пӗр йӗр ҫинче ҫав кун Сатурн, Нептун, Юпитер, Меркурий тата Уран курӑнӗ.

Ҫутҫанталӑкри сайра тӗл пулакан пулӑма асӑрхас тесен ятарлӑ хатӗр кирлӗ мар. Планетӑсен парадне нимсӗрех курма май килӗ. Пӑхма манса каймалла мар кӑна.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/pro_cheby/5118
 

Ӑслӑлӑх

Пӗтӗм тӗнчери астрономи пӗрлӗхӗ ҫӗнӗрен уҫнӑ экзопланетӑсен ячӗсен конкурсне пуҫарнӑ. Ун йышне 305 планетӑна кӗртнӗ. Теори тӗлӗшӗнчен пӑхсан, унта пурӑнма май пур. Тен, хӑш-пӗр ҫав планетӑран Ҫӗр ҫинчисене те сӑнаҫҫӗ?

Ҫав планетӑсем 260 ҫӑлтӑр тытӑмӗсенче вырнаҫнӑ. Тӗнчери астрономи клубӗсемпе организацисем, шкулти кружоксем… Пурте конкурса хутшӑнма пултараҫҫӗ. Сасӑлава NameExoWorld сайтра уҫҫӑн ирттерӗҫ. Вӑл ҫитес ҫулхи ҫулла вӗҫленӗ. Ун чухне ҫӗнтерӳҫӗ тата планетӑсен ячӗсене палӑртӗҫ.

Кирек мӗнле ят та пама юрать. Ҫапах ӑнлантармаллах. Калӑпӑр, Кӑнтӑр Америкӑра пурӑнакансем майя или инксен империсене халаллама пултараҫҫӗ. Пӗр сӑмахпа, планетӑсене мифологи ячӗсемпе ҫыхӑнтарнине ырлаҫҫӗ.

Паллах, комисси хӑшӗ-пӗри планетӑсене хӑйсен юратнӑ йыттисене халалласа ят парассинче те иккӗленмест. Планетӑсене ят парас конкурса миллионран кая мар сӗнӳ килессе кӗтеҫҫӗ. Ытлашши вӑрӑм ятсене — 13 саспаллирен нумайрах сӑмахсене — тӳрех пӑрахӑҫлӗҫ. Кирек мӗнле чӗлхепе те киревсӗр сӑмахсене те йышӑнмӗҫ.

 

Нумай пулмасть «Хаббл» телескоппа асӑрханӑ пирӗн Ҫӗр пекен сенкер планета шывпа мар, кантӑкпа витӗннӗ иккен. Маларах ӑсчахсем унта тинӗссемпе океансем сарӑлса выртнӑ тесе шухӑшланӑ, анчах тӗплӗрех тунӑ тӗпчевсем пачах урӑхла ӳкерчӗк кӑтартнӑ имӗш.

HD189733b номерлӑ планета, иккен, хӑйӗн ҫӑлтӑрӗнчен питӗ ҫывӑхра вӗҫет. Ҫавӑнпа та ун ҫиӗнчи температура 1 пин градус таран ҫитет. Питӗ вӗри пулнӑран планета ҫийӗнчи кремний ирӗлсе кантӑк евӗр пулса ларнӑ.

Унсӑр пуҫне планетӑра вӑйлӑ ҫил вӗрет пулас — унӑн хӑвӑртлӑхӗ пӗр сехет хушшинче 7 пин ҫухрӑма ҫитет. Шӑп та лӑп ҫавна пула планета ҫийӗн ирӗлнӗ кантӑк тумламӗсем вӗҫеҫҫӗ те имӗш. Сенкер тӗс ҫак пулӑмсемпе ҫыхӑнать те иккен.

 

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (25.04.2024 21:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, 14 - 16 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Халӗ наянланма юрамасть - пурнӑҫлама палӑртнинчен чылайӑшӗ парӑнӗ. Теветкелленме, килӗшӳсем алӑ пусма, хака хӑпартма, йышӑну хӑвӑрт тума ан хӑрӑр. Сывлӑх пирки те манмалла мар: эрех-сӑрапа, сиенлӗ ытти йӑлапа ан айкашӑр. Чӗрене упрӑр, юн пусӑмне тӗрӗслӗр.

Ака, 25

1848
176
Яковлев Иван Яковлевич, чӑваш халӑхне ҫутта кӑлараканӗ ҫуралнӑ.
1903
121
Алентей Григорий Тимофеевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ.
1925
99
Грибанов Владимир Иванович, сӑвӑҫ, тӑлмач, Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ ҫуралнӑ.
1950
74
Трифонова Валентина Ивановна, чӑваш актриси ҫуралнӑ.
1951
73
Лебедева Елена Алексеевна, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ.
1961
63
Ларионов Николай Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ.
1995
29
Малов Аркадий Васильевич, чӑваш сӑвӑҫи, тӑлмачӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
2009
15
Чӑваш наци радиовӗ пӗрремеш хут эфира тухнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуҫа тарҫи
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуҫа хӑй
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
кил-йышри арҫын
хуть те кам тухсан та
хуҫа арӑмӗ