Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +3.6 °C
Паттӑрӑн пуҫӗ выртнӑ, тараканӑн йӗрӗ выртнӑ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: наци вулавашӗ

Культура
Фильм скринӗ
Фильм скринӗ

Чӑваш наци вулавӑшӗнче Иван Яковлев пирки ӳкернӗ фильм премьери пулнӑ. Вӑл «Пирӗнтен пӗри» ятлӑ.

Кинолентӑна 3 кун ӳкернӗ. Ҫак тапхӑрта сценӑсене виҫӗ регионта ӳкернӗ: Чӑваш Енре, Тутарстанра тата Чӗмпӗр облаҫӗнче.

Иван Яковлева халалласа тепӗр пысӑк проекта пурнӑҫа кӗртӗҫ. Кун пирки ЧР Патшалӑх Думин финанс рынокӗ енӗпе ӗҫлекен председателӗ Анатолий Аксаков пӗлтернӗ. Вӑл ыйтнипе «Культура» телеканал Иван Яковлев пирки фильм ӳкерет. Ҫывӑх вӑхӑтра ӳкерӳ ушкӑнӗ кунта килмелле. Вӗсем Иван Яковлевич вӗреннӗ вырӑнсене те кайса курӗҫ: Чӗмпӗр облаҫне тата Тутарстана.

 

Культура
Айхи Юмарта парнеленӗ чӳлмек
Айхи Юмарта парнеленӗ чӳлмек

ЧР Наци вулавӑшӗн Г.Айхи залӗ тӗлӗнмелле хаклӑ парнене тивӗҫнӗ. Геннадий Юмарт Айхин ҫуралнӑ кунӗнче вулавӑша тӑм чӳлмек парнеленӗ. Ӑна, Дагестанран илсе килнӗскере, хӑй вӑхӑтӗнче Айхи Юмарта панӑ. Чӳлмек ҫине поэт хӑйӗн аллипе экспромт сӑвӑ, эпиграфика ҫырнӑ.

Ку парне 45 ҫул каяллахи. Халӗ вӑл вулавӑшра вырӑн тупнӑ. Чӳлмек ҫине ҫапла ҫырнӑ:

Эп – пурнӑҫ япали. Эп – вилӗмӗн тупри.

Ман хӗрлӗ тӑмӑмра – аслаҫӑрсен тӑпри!

Чӑвашӑн ҫӗрӗнче юласчӗ, аркансан,

Сас-чӳсӗр салам пек! Эп – хамӑр Пӑлхартан.

Пӑлхар ялӗ, Тутартстан

1972, авӑн.

Чӳлмек 16,5 сантиметр тӑршшӗ. Ӑна йӑла-йӗркепе килӗшӳллӗн илемлетнӗ. Пӗррехинче вӑл ӳксен кӑштах катӑлнӑ. Анчах пайне тупса ҫыпӑҫтарнӑ. Чӳлмеке вулавӑша Геннадий Юмартӑн хӗрӗ Ирина Трофимова илсе килнӗ.

Вулавӑш тата Геннадий Юмарт Айхин ниҫта та пичетленмен хайлавӗсене уйрӑммӑн кӑларасшӑн. Ҫавӑнпа чӳлмек евӗр парнесем пур тӑк вӗсене вулавӑшра хаваспах йышӑнаҫҫӗ.

 

Культура

Юхма Мишши 80 ҫулхи юбилейне паллӑ тунӑ. Ӑна акан 14-мӗшӗнче ЧР Наци вулавӑшӗнче йышпа пӗрле уявланӑ. Уява Альбина Юрату сӑвӑҫ тата ЧР тава тивӗҫлӗ артисчӗ Геннадий Кириллов ертсе пынӑ.

Малтанах Михаил Николаевича тӗрлӗ ҫӗртен килнӗ саламлӑ ҫырусемпе паллаштарнӑ. Юхма Мишшин юбилейне ҫыравҫӑсем, культура ӗҫченӗсем, журналистсем, ӑсчахсем, шкул ачисем, студентсем пухӑннӑ.

ЧР информаци политикипе массӑллӑ коммуникацисен министрӗ Александр Иванов Михаил Никлаевич тӑван халӑхшӑн пысӑк ӗҫ тунине палӑртнӑ. ЧР Патшалӑх Канашӗн депутачӗ Олег Князькин Юхма Мишшине вырӑс писателӗпе Михаил Булгаковпа танлаштарнӑ.

Михаил Николаевич — Шупашкар хулин хисеплӗ ҫынни, ӑна саламлама хула администрацийӗнчен те килнӗ. Уяв, паллах, юрӑ-ташӑсӑр иртмест. Юбиляра чӑваш юрӑҫисем, фольклор ушкӑнӗсем пултарулӑхӗпе савӑнтарнӑ.

 

Чӑвашлӑх

Чӑваш наци вулавӑшӗнче ӗнер Чӑваш халӑх ӑс-хакӑлӗпе ӳнер академийӗн черетлӗ ҫулталӑкри пухӑвӗ иртрӗ.

Халӑх академикӗсем (вӗсене кӗскетсе ҫапларах калаҫҫӗ) хӑйсен ӗҫӗ-хӗлӗпе паллаштарчӗҫ, йывӑрлӑхӗсене пӗлтерчӗҫ. Кун йӗркинче ҫавӑн пекех ҫӗнӗ пайташсене йышӑнасси те пулчӗ — вунӑ ҫынна халӑх академийӗн ретне кӗчӗ. Вӗсен йышӗнче пирӗн сайт ӗҫӗ-хӗлне те хастар хутшӑнакан Красноармейскинчи Виталий Михайлов пулчӗ.

ЧХӐӲА президенчӗ Евгений Ерагин пухӑннӑ халӑх умӗнче кӗскен академи ӗҫӗ-хӗлӗ пирки каласа пачӗ. Хӑйӗн сӑмахӗнче вӑл Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫине хутшӑннисене, унта пуҫ хунисене асӑнса ирттернӗ мероприятисем кӑҫал сахал мар пулни пирки пӗлтерчӗ. Ку йӑлана вӑл мухтарӗ, анчах та Пӗрремӗш тӗнче вӑрҫине хутшӑннӑ чӑвашсем пирки те манмалла мар терӗ, вӗсен мухтавлӑ та паттӑрла ӗҫне халӑха ҫитерме сӗнчӗ. «Пӗрремӗш тӗнче вӑрҫин паттӑрӗсене хальхи вӑхӑта ҫитсен те пӗр юрӑ та халалламан, пӗр юрӑ та ҫырман», — палӑртрӗ вӑл.

Пухӑвӑн иккӗмӗш пайӗнче Евгений Ерагина юбилей ячӗпе саламласси пулчӗ. Шӑп ҫак кун вӑл 60 ҫул тултарчӗ. Юбиляра чылай халӑх академикӗ хӑйсен чи паха парнине — хӑйсем хатӗрлесе кӑларнӑ кӗнекене — парнелерӗҫ.

Малалла...

 

Афиша

Авӑнӑн 15-мӗшӗнче Наци вулавӑшӗнче Ҫӗрпӳ районӗнче ҫуралса ӳснӗ чӑваш поэчӗн Микулай Мӑскалӑн пултарулӑх куҫӗ иртет.

Микулай Мӑскал — пултаруллӑ поэт, ЧР Писательсен пӗрлӗхӗн пайташӗ, А.Талвир, А.Канаш премийӗсен лауреачӗ. Вӑл — ветеринари ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, доцент.

Микулай Мӑскал пӗрремӗш сӑввисене район хаҫатӗнче пичетленӗ. Ҫавӑн пекех вӗсем Вӑрнар район хаҫатӗнче, Шупашкарти хуҫатсемпе журналсенче кун ҫути курнӑ. Вӑл — темиҫе кӗнеке авторӗ: «Ӑнсӑртран вӑраннӑ туйӑм», «Халал сӑввисем», «Кӗрхи парнесем» тата ыттисем. Хӑш-пӗр сӑввисене юрра хывнӑ.

Пултарулӑх каҫӗнче Микулай Мӑскал «Мелодии Прицивилья» ҫӗнӗ кӗнекине хӑтлӗ. Вӑл хӑйсен тӑрӑхӗнчи поэзие пӗр кӗнекене пухма тӗллев лартнӑ. Кӗнекере 51 авторӑн биографийӗпе пултарулӑхӗ кӗнӗ.

Ҫак кунсенче Чӑваш кӗнеке издательствинче Микулай Мӑскалӑн вуннӑмӗш кӗнеки, «Кирушкапа Хураҫка» ятли, кун ҫути курнӑ. Пултарулӑх каҫӗ 2-мӗш хутра 15 сехетре иртӗ.

 

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (28.03.2024 15:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 5 - 7 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 4-6 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Мухтанмалли пур, анчах ăнăçусемпе мухтанма ан тăрăшăр. Сирĕн вăй пухма, ăна кăтартма тивĕ, тĕллевсене çĕнсе илес тесен тăрăшмалла. Ку эрнере ĕç ăшнех путатăр, яваплăх ÿссех пырĕ. Çынсенчен тимлĕх кăна ыйтса лартмалла мар, вĕсемшĕн те мĕн те пулин тумалла. Канмалли кунсене çемьепе, тăвансемпе ирттерĕр.

Пуш, 28

1915
109
Дедушкин Николай Степанович, чӑваш критикӗ, литература тӗпчевҫи ҫуралнӑ.
1983
41
Шамбулина Алина Валерьевна, чӑваш тележурналисчӗ ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуҫа тарҫи
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хуҫа арӑмӗ
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
кил-йышри арҫын
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуҫа хӑй
хуть те кам тухсан та