Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +7.3 °C
Ҫӑкӑр-тӑвар хире-хирӗҫ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: консерватори

Культура
culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Нарӑс уйӑхӗн 12-мӗшӗнче Шупашкарти Ф.П. Павлов ячӗллӗ музыка учлищинче хисеплӗ хӑнасем пулӗҫ. Вӗренӳ заведенине Чулхулари М.И. Глинка ячӗллӗ консерваторире ӗҫлекен преподавательсемпе унта вӗренекенсем килсе ҫитӗҫ.

Чӑваш Ен валли ҫамрӑк талантсене туптакан вӗренӳ заведенийӗпе музыка училищи чылайранпа туслӑ ҫыхӑну тытать. Консерваторирен килнисем хальхинче фестивале хутшӑнса «Звуки и отзвуки: инструментальные дуэты композиторов XX-XXI вв.» программӑпа паллаштарӗҫ.

Хӑнасем хальхи вӑхӑтри музыка классикӗн Альфред Шниткен камера хайлавӗсемпе, Михаил Алексеев авангард чӑваш композиторӗн, Якут Республикипе Питӗрти композитор шкулӗсен ӑстисен Герман Комраковпа Юрий Корнаковӑн, ҫавӑн пекех хальхи вӑхӑтри авторӑн Лера Ауэрбахӑн ӑсталӑхӗпе паллаштарӗҫ.

 

Персона
Валериан Лебедев. drama21.ru сӑнӳкерчӗкӗ
Валериан Лебедев. drama21.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Чӑваш Енре хӑй вӑхӑтӗнче ят-сум хӑварнӑ композитор тата артист, Валериан Лебедев, ҫуралнӑранпа ҫак уйӑхӑн 1-мӗшӗнче шӑп та лӑп 90 ҫул ҫитрӗ.

Вӑл Шупашкар районӗнчи Салапайкасси ялӗнче 1931 ҫулхи юпа уйӑхӗн 1-мӗшӗнче ҫут тӗнчене килнӗ, леш тӗнчене пирӗнтен 2011 ҫулхи нарӑс уйӑхӗн 7-мӗшӗнче ӗмӗрлӗхе уйрӑлса кайнӑ.

Пулас Чӑваш халӑх артисчӗ 1953 ҫулта Киеври консерватори ҫумӗнчи музыка училищинчен вӗренсе тухнӑ, 1961 ҫулта – Мускаври А. Луначарский ячӗллӗ театр ӳнерӗн институтӗнчен.

1954 ҫулта вӑл К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче ӗҫлеме тытӑннӑ. 1969-1974 ҫулсенче Чӑваш патшалӑх музыка театрӗн директорӗ пулнӑ. 1999 ҫултанпа каллех Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче тӑрӑшнӑ. Хальхинче вӑл артистра тата музыка пайӗн заведующийӗнче тимленӗ. 2003 ҫултан пуҫласа 2006 ҫулччен концертмейстер тивӗҫне пурнӑҫланӑ.

Театр ӳнерне ӑнланакансем Валериан Лебедев калӑпланӑ сӑнарсене пысӑка хурса хаклаҫҫӗ.

 

Персона

Ҫурла уйӑхӗн 13-мӗшӗнче Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗнче Чӑваш халӑх артистне, хор дирижёрне, педагога, Анатолий Фишера, чысланӑ.

Хора 50 ҫул ытла ертсе пынӑ ҫав ҫын тӗп хормейстер ӗҫне пӑрахнӑ, тивӗҫлӗ канӑва кайнӑ.

Анатолий Фишера театр директорӗ Валерий Клементьев учрежденин Хисеп грамотипе чысланӑ, ӗҫе чуна парса пурнӑҫланӑшӑн тав тунӑ.

Анатолий Фишер Ижевскра 1938 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 8-мӗшӗнче ҫуралнӑ. Мускаври музыкӑпа педагогика училищинче тата Мускаври П.И. Чайковский ячӗллӗ патшалӑх консерваторийӗнче вӗреннӗ. Пиллӗкмӗш курса ҫитсен Мускав облаҫӗнчи Электросталь хулинче халӑх опера театрӗнче хормейстерта ӗҫлеме тытӑннӑ. 1963-1969 ҫулсенче Бурят Республикинчи Г.Ц. Цыдынжапов ячӗллӗ оперӑпа балет театрӗнче тӑрӑшнӑ. 1969 ҫулта ӑна Шупашкара, Чӑваш музыка театрне тӗп хормейстера чӗнсе илнӗ.

Педагог пулса вӑл Улан-Удэри Хӗвелтухӑҫ-Ҫӗпӗр культура институтӗнче, каярах И.Я. Яколвев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика университетӗнче тӑрӑшнӑ.

 

Персона
old.chuvsu.ru сайтри сӑн
old.chuvsu.ru сайтри сӑн

Морис Яклашкин «Чӑваш Республикин хисеплӗ ҫынни» сумлӑ та хисеплӗ ята тивӗҫнӗ. Ҫакӑн ҫинчен калакан хушӑва республика Элтеперӗ Олег Николаев паян алӑ пуснӑ.

Сумлӑ ята Морис Яклашкина, Чӑваш патшалӑх академи симфони капеллин директорӗн ҫумне, музыка ӳнерӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн тата нумай ҫул тӑрӑшса ӗҫленӗшӗн пама йышӑннӑ.

Морис Яклашкин – хор дирижёрӗ, вӗрентекен, профессор (1999). 1947 ҫулхи авӑнӑн 4-мешӗнче Тӑвай районӗнчи Чутей ялӗнче ҫуралнӑ.

1989 ҫулта Чӑваш АССРӑн тава тивӗҫлӗ ӳнер ӗҫченӗ, 1992 ҫулта Раҫҫейӗн тава тивӗҫлӗ ӳнер ӗҫченӗ ятсене тивӗҫнӗ. 1997 ҫулта Чӑваш Енӗн патшалӑх премийӗн лауреачӗ пулнӑ.Канашри педагогика училищинче, Чӑваш патшалӑх педагогика институчӗн кӗвӗпе педагогика факультетӗнче, Чулхулари консерваторинче вӗреннӗ.

 

Персона
 Сергей Алексеев артист
Сергей Алексеев артист

Паян Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗн артисчӗ Сергей Алексеев юбилейне паллӑ тӑвать.

Культура учрежденийӗ Фейсбукра пӗлтернӗ тӑрӑх, Сергей Алексеев — опера труппин ертсе пыракан солисчӗ. Асӑннӑ театр сцени ҫине артист пуҫласа 1999 ҫулта тухнӑ. Вӑл мӗнпур оперӑна, опереттӑна тата концерт программине илем кӳрет. Унӑн уйрӑмах асра юлмалли сӑнарӗсенчен пӗри — «Любовный напиток» оперӑри Белькоре партийӗ. Ҫав эпизодшӑн ӑна «Чӗнтӗрлӗ чаршав-2016» конкурсра палӑртнӑ.

Сцена ӑсталӑхне пулас артист Сартури Л.В. Собинов ячӗллӗ патшалӑх консерватоийӗнче алла илнӗ. Унӑн вӗрентекенӗ Раҫҫей Федерацийӗн искусствӑсен тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Александр Быстров пулнӑ.

 

Персона

Паян, кӑрлач уйӑхӗн 18-мӗшӗнче, Раҫҫейӗн тата Чӑваш Республикӑн Композиторсен союзӗн пайташӗ, Чӑваш Республикин искусствӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ, «Чӗнтӗрлӗ чаршав» республикӑри конкурсӑнче темиҫе хут та ҫӗнтернӗ Андрей Галкин 60 ҫул тултарнӑ.

Андрей ГалкинФ.П. Павлов ячӗллӗ Шупашкарти музыка училищинче, Чулхулари М.И. Глинка ячӗллӗ патшалӑх консерваторийӗнче вӗреннӗ.

Андрей Петрович тӗрлӗ жанрлӑ композицисем хайлать. Ҫав шутра — симфони тата камера музыки, эстрада юррисем, драма спектаклӗсене юрӑ-кӗвӗпе илемлетет. Вӑл Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗпе те тачӑ ҫыхӑну тытса ӗҫлет. Вӑл «Аттила. Легенда ҫурални», «Хуркайӑк ҫулӗ» балетсем валли юрӑ-кӗвӗ ҫырнӑ.

 

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (29.03.2024 15:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 7 - 9 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Мухтанмалли пур, анчах ăнăçусемпе мухтанма ан тăрăшăр. Сирĕн вăй пухма, ăна кăтартма тивĕ, тĕллевсене çĕнсе илес тесен тăрăшмалла. Ку эрнере ĕç ăшнех путатăр, яваплăх ÿссех пырĕ. Çынсенчен тимлĕх кăна ыйтса лартмалла мар, вĕсемшĕн те мĕн те пулин тумалла. Канмалли кунсене çемьепе, тăвансемпе ирттерĕр.

Пуш, 29

1925
99
Орлов Георгий Фёдорович, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хуть те кам тухсан та
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуҫа арӑмӗ
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
кил-йышри арҫын
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуҫа тарҫи
хуҫа хӑй