Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +13.3 °C
Тӗпсӗр ҫынна тӗмен ҫитмен.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: Ярославль облаҫӗ

Кӑсӑклӑ Раҫҫейре

Чӗнтӗрлӗ хашаксемлӗ, пӗтнӗк тӗслӗ стенасемлӗ авалхи йывӑҫ ҫурта Заозерье ялӗнче ытти ҫуртсенчен тӳрех уйӑрса илӗн. Тахҫан ӗлӗк вӑл Устина Роскова купца майрин пулнӑ — хӗрарӑм шавлӑ та ҫынсем йышлӑ пурӑнакан ялта шушкӑ сутса пуйнӑ.

Ҫурт 19-мӗш ӗмӗрте

Ку ял хӑй ӗлӗк Салтыков-Щедрин амӑшӗн пулнӑ, ҫыравҫӑ ун пирки хӑйӗн «Пошехонская старина» хайлавӗнче асӑнни те пур. 18-мӗш ӗмӗрте сала пирки япӑх ят ҫӳренӗ. Ку шӑпах та ялта хупахсем йышлӑ пулнипе ҫыхӑннӑ.

Заозерьери суту-илӳ речӗсемпе купса ҫурчӗсенчен сыхланса юлнӑ пайӗ.

Кунсӑр пуҫне кунта тимӗрҫӗ лаҫҫисем ӗҫленӗ, тир-сӑран савучӗ пулнӑ. Вырӑнтисенчен нумайӑшӗ суту-илӳпе ӗҫленӗ: вырӑнти халӑхран пир туяннӑ та ӑна каярахпа ярмӑрккӑсенче сутнӑ. Майӗпен вӗсем валли ят та тупӑннӑ — маяксем.

Алена Петухова шӑпах ҫакӑнта ҫуралнӑ та. Ун чухне кунта колхоз та ӗҫленӗ, чӗнтӗрлӗ ҫурт ун аллинче пулнӑ — кунта колхоз кантурӗ вырнаҫнӑ.

Малалла...

 

Спорт

Чӑваш ҫулҫӳревҫи Никита Тӗнче, хальхи вӑхӑтра Питӗре ҫитнӗскер (Финляндирен 150 ҫухрӑмра кӑна ларать), Раҫҫей Федерацийӗн ҫӗрӗ ҫине лекнӗ «Мировое кочевье» (чӑв. «Тӗнче тавра ҫаврӑнни») ҫулӑн пайне пӗтӗмлетнӗ. Ку самант тӗлне Никита ҫемьи (аса илтеретпӗр, ку ҫулҫӳреве Никита арӑмӗпе Аяран хӗрне илсе тухнӑ) 1500 ҫухрӑм патнелле кайнӑ. Вӗсен ҫулӗ сакӑр субъект — Чӑваш Ен, Мари Эл, Чулхула, Иваново, Кустӑрма, Ярославль тата Ленинград облаҫӗсем — урлӑ иртнӗ. Пӗр кун хушшинче иртнӗ чи вӑрӑм ҫул тӑршшӗ 77,8 ҫухрӑм пулать иккен.

Хӑйӗн пӗтӗмлетӗвӗнче Никита ҫавӑн пекех ҫулсемпе ҫынсен пурнӑҫӗн пахалӑхне те хакланӑ. Чи япӑх ҫул пахалӑхӗ ун шучӗпе Ярославль облаҫӗнче. Мари Элте, Чулхулапа Кустӑрма облаҫӗсенче вара ҫынсен пурнӑҫӗ чи япӑххи. «Чулхула облаҫӗнчи пек ишӗлчӗк ял ҫурчӗсене эп Ҫӗпӗрте те асӑрхаман», — хӑй кӑмӑлне палӑртать чӑваш велоҫулҫӳревҫи. Аса илтеретпӗр, ҫулсене суйланӑ чухне Никита пысӑк автоҫулсенчен пӑрӑнма тӑрӑшнӑ.

Сӑмах май, каян, урӑн 3-мӗшӗнче, Андриян Николаев чӑваш космонавтне асӑнса ҫулсерен иртекен велочупу пулӗ. Вӑл Ҫӗнӗ Шупашкарта пуҫланӗ те Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Шуршӑлта вӗҫленӗ.

Малалла...

 

Спорт

Шупашкарти «Энергия» ачасемпе ҫамрӑксен спорт шкулӗнче шашка уйрӑмӗнче ӑсталӑхне туптакан Артем Тихонов Раҫҫейри чи вӑйлӑ шашистсен йышне кӗнӗ. Вӑл ҫак кунсенче Ярославль облаҫӗнче иртнӗ ӑмӑртура палӑрнӑ.

Артем Тихонов 8 ҫул тултарман ачасен йышӗнче тупӑшнӑ. 7 ҫулти арҫын ача икӗ ушкӑнра ылтӑн медаль ҫӗнсе илнӗ. Сӑмах май, Артемӑн пӗрремӗш ҫитӗнӗвӗ мар ку. Вӑл — Раҫҫей, Европа тата тӗнче ӑмӑртӑвӗсен ҫӗнтерӳҫипе призерӗ. Пӗлтӗр Артем Раҫҫейре шашка енӗпе иртнӗ тупӑшӑвӑн ҫӗнтерӳҫисен йышне кӗнӗ.

Даниил Леонидова та палӑртмалла. Ҫак шкултах ӑсталӑхне туптаканскер пуш уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче пӗрремӗш вырӑн йышӑннӑ. Ака уйӑхӗн 5-мӗшӗнче вара Раҫҫей шайӗнче каллех ӑмӑрту иртмелле. Унта Шупашкар чысне 12-ри Анастасия Павлова хӳтӗлӗ.

 

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (20.04.2024 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 10 - 12 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Укçа-тенкĕ енчен ку эрнере хавшакрах. Укçана перекетлĕр. Харпăр тата професси хутшăнăвĕсенче йывăрлăхсем пур. Тен, юратнă япала çухалĕ. Эрне вĕçнелле йăлтах йĕркеленĕ. Ырă çынсем пулăшнипе çухалнă япалана тупаятăр. Юратнă çынпа хутшăну лайăхланĕ. Эсир ăна пуринчен ытла шанатăр. Юратнă çын çакна тивĕçлĕ пулинех.

Ака, 20

1874
150
Золотов Василий Гордеевич, халӑха ҫутта кӑларас ӗҫе йӗркелекенӗсенчен пӗри ҫуралнӑ.
1983
41
Иванов Алексей Иванович, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи, журналист редактор вилнӗ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуҫа хӑй
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуҫа тарҫи
кил-йышри арҫын
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуҫа арӑмӗ
хуть те кам тухсан та