Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +8.3 °C
Ача-пӑчан пӗр шухӑш, ваттӑн ҫӗр шухӑш.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: Янӑш ял тӑрӑхӗ

Республикӑра
astv.ru сайтри сӑн
astv.ru сайтри сӑн

Шупашкар районӗн прокуратури «Поток» аппарат-программа комплексӗ пулӑшнипе ял тӑрӑхӗсен пуҫлӑхӗсем ӗҫ машинипе ӑҫталла тухса ҫӳрнине тӗрӗсленӗ. Ертӳҫӗсен хушшинче служба машинипе тӑванӗсем патне кайса ҫӳрекенсем те пур иккен. Кун пирки «Тӑван Ен» хаҫат пӗлтерет.

Янӑш ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ ака уйӑхӗн 6, 13, 20 тата 21-мӗшӗсенче Кӳкеҫе тӑванӗсем патне кайнӑ. Апаш ял тӑрӑхӗн ертӳҫи ҫурлан 25-мӗшӗнче тата авӑнӑн 14-мӗшӗнче Шупашкарти тӑванӗсем патне кайнӑ. Ҫурлан 25 тата 31-мӗшӗсенче Сарапакасси ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ ӗҫ машинипе Шупашкара тӑванӗсем патне ҫитнӗ.

Пуҫлӑхсен тӗлӗшпе административлӑ ӗҫ пуҫарнӑ. Кашнин 300 тенкӗ штраф тӳлеме тивӗ.

 

Республикӑра
Ҫичӗ ачаллӑ Фоминсен ҫемйи ҫӗнӗ пӳрт уҫҫине тивӗҫнӗ
Ҫичӗ ачаллӑ Фоминсен ҫемйи ҫӗнӗ пӳрт уҫҫине тивӗҫнӗ

Ҫак кунсенче Чӑваш Енӗн Элтеперӗ Михаил Игнатьев тӗрлӗ муниципалитета тухса унти предприяти-организацисен ӗҫӗ-хӗлӗпе, халӑх шухӑш-кӑмӑлӗпе паллашать. Иртнӗ ҫулхи кӑтартӑва пӗтӗмлетекен тата малашлӑха палӑртакан канашлусене те вӑл хутшӑнать.

Ӗнер, нарӑсӑн 16-мӗшӗнче, Михаил Игнатьев Шупашкар районӗнче пулнӑ. Республика ертӳҫишӗн пур районпа хула та ҫывӑххи паллӑ ӗнтӗ. Ҫапах та ку тӑрӑх Михаил Васильевичӑн тӑван енӗ пулнине унтисем мӑнаҫлӑн палӑртаҫҫӗ. Михаил Игнатьев Янӑш ял тӑрӑхӗнче ҫуралнӑ, «Прогресс» акционерсен обществинче тӗрлӗ должноҫре, ҫав шутра — ертӳҫӗре те, ӗҫленӗ. Шупашкар район администрацине те ертсе пынӑ.

Муниципалитетри активпа ирттернӗ канашлура Михаил Игнатьев районӑн лайӑх енӗсем пуррине, ҫапах та туса ҫитерейменни ҫук маррине палӑртнӑ. Вӑл каланӑ тӑрӑх, халӑх пурнӑҫа лайӑхлатасса кӗтет, апла пулсан тӳре-шаран ҫанӑ тавӑрса ӗҫлемелле.

 

Пӑтӑрмахсем

Ватӑсене ултавҫӑсем епле кӑна улталамаҫҫӗ пулӗ?! Хӑйсемпе социаллӑ ӗҫчен тесе те паллаштараҫҫӗ, тухтӑр тесе те суеҫтереҫҫӗ, газ тытӑмӗнче е ҫавӑн йышши тем тӗрлӗ халап шухӑшласа кӑлараҫҫӗ. Е тата «Сирӗн пӳрте усал иленнӗ — ӑна тасатмалла», — тесе пырса кӗреҫҫӗ. Пур услапа ан ӗненӗр тесе темле асӑрхаттарсан та ҫакланакансем пур.

Иртнӗ эрнере, акӑ, Шупашкар районӗнчи Янӑш ял тӑрӑхӗнче пурӑнакан 79-ти кинейме икӗ хӗре ӗненнӗ. Лешсем хуҫалӑхра кирлӗ, анчах йӳнӗ ӑптӑр-каптӑр тавар 20 пинпе тыттарса хӑварнӑ. «Лавккара вӑл 38 пин тенкӗ тӑрать. Сире, Пӗтӗм тӗнчери ваттисен кунӗ ячӗпе, йӳнӗпех сутатпӑр. Эпир — ваттисен ҫуртӗнче ӗҫлекенсем», — тесе карчӑка ним мар ӗнентернӗ. «Ман укҫа ҫук-ха», — текелесе малтан лешӗ турткаланма пӑхнӑ та кайран ӳкӗте кӗнӗ. Пӗтӗм таварӗ (виҫӗ япала тыттарса хӑварнӑ) икӗ пин тенке яхӑн кӑна тӑрать-мӗн.

Юпан 4-мӗшӗнче Муркаш районӗнчи тепӗр ватӑ йӳнӗ тавара 15 пин тенкӗпе илсе юлнӑ. Хӑйсемпе хӗрсем социаллӑ хӳтлӗх пайӗнче тӑрӑшатпӑр тесе паллаштарнӑ иккен.

Карчӑк-кӗрчӗке улталакансем 26–27-ри хӗрсем пуль тесе икӗ хӗрарӑма тытса чарнӑ.

Малалла...

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://21.mvd.ru/
 

Янӑш ялӗ. Админ сӑнӳкерчӗкӗ
Янӑш ялӗ. Админ сӑнӳкерчӗкӗ

Шупашкар районӗн ял хуҫалӑх пайӗн пуҫ­лӑхӗ Владимир Мустаев ҫак кунсенче Янӑш ял тӑрӑхӗнче пулнӑ — пӗлтерет «Тӑван Ен» хаҫат. «Прогресс» хуҫалӑхӑн ертӳҫипе Василий Яковлевпа вырӑнти выльӑх-чӗрлӗх комплексӗн пӗрремӗш тата иккӗмӗш площадкисенче пулса кунти ӗҫ­семпе паллашнӑ. Хуҫалӑхра паян 5 пин пуҫ вырнаҫакан сысна фермине тата 450 пуҫ­ вырнаҫакан ӗне фермине ҫӗнетессипе ӗҫ­леҫ­ҫӗ. «Чурачӑк» («Чурачикское») АУО инвестор тӑрӑшнипе ҫывӑх вӑхӑтра объектсем хута каймалла. Газ кӗртмешкӗн проектпа смета документацийӗсене та хатӗрлеме пуҫ­ланӑ.

 

Михаил Игнатьев
Михаил Игнатьев

Иртнӗ шӑматкун, ҫурлан 14-мӗшӗнче, пулас Чӑваш Ен президенчӗ Михаил Игнатьев Шупашкар районӗнче канашлу ирттерчӗ.

Калаҫу ытларах кӑҫал ял хуҫалӑхне пырса тивнӗ йывӑрлӑхсем пирки пулчӗ. Ҫавӑн пекех шкулсене ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулне хатӗрлессипе пурнӑҫ ыйтӑвӗсене те тишкерчӗҫ. Михаил Игнатьев пӗлтернӗ тӑрӑх ял хуҫалӑхне пулӑшу пулатех, анчах ӑна тивӗҫме хӑйсен те тӑрӑшмалла пулӗ. Выльӑх шутне чакарманнисене ҫеҫ пулӑшӗҫ. Кредит илнӗскерсене Россельхозбанкпа Перекет банкӗн вырӑнти уйрӑмсен пуҫлӑхӗсем ҫӑмӑллӑх пулӗ тесе шантарчӗҫ. Кредитсене пролонгацилеме (чӑвашла каласан, парӑма татмалли вӑхӑта куҫарма, тӑсма) май пулӗ терӗҫ.

Михаил Игнатьев умӗнче Ишек, Ҫырмапуҫ, Шӗнерпуҫ, Лапсар, Янӑш ял тӑрӑхӗсен ертӳҫисен хӗрелме тиврӗ — вӗсен тӑрӑхра ял халӑхӗ выльӑх-чӗрлӗхе мӗншӗн сахалрах тытма пуҫлани пирки, ҫынсем мӗншӗн кредитсем илесшӗнех маррине ӑнлантарса пама тиврӗ.

Малалла...

 

«Тӑван Ен» хаҫат пӗлтернӗ тӑрӑх Шупашкар районӗнчи Янӑшра кӗпер юсанӑ. Пӗчӗк Янӑш урамран хӗвеланӑҫнелле тухма Ломжарка юханшыв урлӑ хывнӑ кӗпер урлӑ каҫмалла. Анча кӗперӗ япӑхса кайнӑ. Вырӑнти ял тӑрӑхӗ стройматериалпа пулӑшнӑ хыҫҫӑн ял ҫыннисем нимелле ӗҫе кӳленнӗ. Ҫу уйӑхӗн 1-мӗшӗнче Пӗчӗк Янӑшсем кунӗпе тӑрӑшса каҫ енне кӗпере юсаса ҫитернӗ.

Янӑш тӑрӑхне кӗрекен Хураҫырма ялӗнче те ҫурхи шыв-шур юхтарса япӑхлатнӑ каҫӑна юсанӑ. Ку ӗҫе вӗсем ака вӗҫӗнче пуҫӑннӑ — пӗр кунта вӗҫлесе те пӑрахнӑ.

 

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (16.04.2024 21:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 742 - 744 мм, 6 - 8 градус ӑшӑ пулӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Укçа-тенкĕ енчен ку эрнере хавшакрах. Укçана перекетлĕр. Харпăр тата професси хутшăнăвĕсенче йывăрлăхсем пур. Тен, юратнă япала çухалĕ. Эрне вĕçнелле йăлтах йĕркеленĕ. Ырă çынсем пулăшнипе çухалнă япалана тупаятăр. Юратнă çынпа хутшăну лайăхланĕ. Эсир ăна пуринчен ытла шанатăр. Юратнă çын çакна тивĕçлĕ пулинех.

Ака, 16

1915
109
Ржанов Василий Тимофеевич, чӑваш драматургӗ ҫуралнӑ.
1921
103
Шупашкарта Чӑваш тӗп музейӗ уҫӑлнӑ.
1995
29
Одюков Иван Ильин, чӑваш фольклорне пухаканӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуть те кам тухсан та
хуҫа хӑй
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
кил-йышри арҫын
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуҫа тарҫи
хуҫа арӑмӗ