Ҫитес ҫул республикӑра - Экологи тата ҫутҫанталӑкпа перекетлӗ усӑ курмалли ҫулталӑк. Унӑн логотипӗ мӗнле пуласси паллӑ.
Варринче - ватӑ чӑваш юманӗ. Сӑмах май, кӑҫал Муркаш тӑрӑхӗнчи Ильинкӑри чи ватӑ юман Раҫҫейри «Ҫулталӑк йывӑҫӗ» конкурсра ҫӗнтернӗ. Логотип тавра ҫулталӑк ятне вырӑсла ҫырнӑ.
«Пирӗн йӑх-несӗл чӑваш орнаментӗнче сывлӑша, шыва, ҫӗре, ҫулӑма кӑтартма тӑрӑшнӑ. Чӑваш Енри ӳнерҫӗсен пӗрлӗхӗ те Мария Фомирякова ертсе пынипе логотипра ҫаксене кӑтартма тӑрӑшнӑ», - тенӗ Олег Николаев Элтепер.
Чӑваш Ен Элтеперӗ Олег Николаев тӳре-шарана арестленине пӳрне касса янипе танлаштарнӑ. Кунта сӑмах республикӑн транспорт министрӗ Владимир Осипов тата Ҫӗнӗ Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Дмитрий Пулатов пирки пырать.
«Ыраттарать, анчах вӗлермест», — ҫапларах хак панӑ тӳре-шарапа ҫыхӑннӑ пӑтӑрмаха республика ертӳҫи. Олег Николаев шухӑшланӑ тӑрӑх, тахӑш самантра вӑл тимлӗхе ҫухатса тӳре-шарана шаннӑ.
Тӗпчевҫӗсем шухӑшланӑ тӑрӑх, Пулатов ӗҫ вырӑнӗпе ытлашши усӑ курнӑ, усламҫӑ ӗҫӗпе аппаланнӑ, Осипов ӗҫ вырӑнӗпе хӑйӗншӗн усӑ курнӑ, тӳлес ӗҫре йӗркене пӑснӑ.
Чӑваш Ен Элтеперӗ Олег Николаев республикӑри 8 шкула грант парасси пирки хушӑва алӑ пуснӑ. Хахалантарӑва чи лайӑххисен йышне кӗнӗ, ӑнӑҫусем ҫӗнсе илнӗ шкулсем тивӗҫеҫҫӗ.
Шупашкарти 3-мӗш лицея тата 59-мӗш шкула, Улатӑрти 6-мӗш гимназие, Трак шкулне, Елчӗкри шкула 500 пин тенкӗ грант панӑ.
Ҫавӑн пекех чӑваш чӗлхине вӗрентессипе чи лайӑх практикӑна пурнӑҫлакан шкулсене 500 пин тенкӗ панӑ. Вӗсен йышӗнче - Шупашкарти 40-мӗш шкул, Елчӗк округӗнчи Аслӑ Елчӗк шкулӗ, Тӑвай округӗнчи Тӑрмӑш шкулӗ.
Чӑваш Енре географфити йӗркелесшӗн. Ку вӑл — историпе культурӑи паллӑ пулӑмсене халӑхра сарас тесе художниксем стена ҫине ӳкерес ӑсталӑх. Ҫак проекта пурнӑҫа кӗртме республика Элтеперӗ Олег Николаев Вырӑс географи обществин республикӑри уйрӑмӗн попечительство канашӗн ларӑвӗнче сӗннӗ.
Вырӑс географи обществин регионти уйрӑмӗн 2024 ҫулти калӑпӑшлӑ проекчӗсенчен пӗри – Вӑрнар тӑрӑхӗнчи Уравӑшри географи центрӗн палине ҫӗнетесси, Шупашкар шыв управҫин утравӗсене тӗпчемелли «Амоксары» проекта пурнӑҫа кӗртесси, Чӑваш Енре экологи атласне йӗркелесси.
ЧР Элтеперӗ Олег Николаев унччен Ҫӗнӗ Шупашкарти транспорт реформи 2024 ҫул пуҫламӑшӗнче пурнӑҫланма тытӑнассине пӗлтернӗччӗ. Ун валли ятарласа 21 троллейбус туяннӑ. Анчах транспорт каярахпа, 2024 ҫулӑн пӗрремӗш кварталӗнче, кӑна ҫитӗ. Ку савут патшалӑх хӳтӗлев саккасне пурнаҫланипе ҫыхӑннӑ.
Троллейбуссене ҫитес ҫул кӑрлачӑн 2-мӗшӗнче яма палӑртнӑ. Анчах халӗ ку срока каярах куҫарнӑ. Транспорт 62-мӗш маршрут валли пулӗ. Вӑл «Иваново» микрорайон – «Шупашкарти Чапаев ячӗллӗ производство пӗрлешӗвӗ» маршрутпа ҫӳрӗ.
ЧР Элтеперӗ Олег Николаев раштав уйӑхӗн 26-мӗшӗнче тӳрӗ эфир ирттерессине пӗлтернӗччӗ. Ӗнер Олег Алексеевич ӑна урӑх куна куҫарассине каланӑ. Тӳрӗ эфир раштав уйӑхӗн 22-мӗшӗнче пулӗ.
Ӑна «Раҫҫей 24» телеканалпа, «Контактра» халӑх тетелӗнчи «Чӑваш Республики» ушкӑнра итлеме пулать. Эфир 17 сехет ҫурӑра пуҫланӗ.
Аса илтерер: ыйтусене Патшалӑх пулӑшӑвӗсен порталӗ урлӑ е халӑх тетелӗнче пост айне ҫырса яма пулать. Тӳрӗ эфир вӑхӑтӗнче телефон та ӗҫлӗ.
Паян, раштавӑн 15-мӗшӗнче республика шайӗнче иртнӗ «Ҫулталӑк ҫемйи» конкурса пӗтӗмлетнӗ. Чи лайӑх ҫемьесене ЧР Элтеперӗ Олег Николаев чысланӑ.
Кӑҫал «Ҫулталӑк ҫемйи» конкурсра Ҫӗмӗрлере пурӑнакан Зайцевсем тивӗҫнӗ. Вӗсен 4 ача ҫитӗнет. Алексей Михайловичпа Татьяна Сергеевна 20 ҫул пӗрле пурӑнаҫҫӗ. Ачисем маттур: шахматпа кӑсӑкланаҫҫӗ, ӑс-тӑн олимпиадисене хутшӑнаҫҫӗ, спорта юратаҫҫӗ, кӗнеке вулаҫҫӗ…
Зайцевсем ҫитес ҫул Чӑваш Ен чысне Раҫҫей шайӗнчи «Ҫулатлак ҫемйи» конкурсра хӳтӗлӗҫ.
ЧР Элтеперӗ Олег Николаев каллех «тӳрӗ лини» ирттерессине пӗлтернӗ. Хальхинче вӑл Ҫӗнӗ ҫул умӗн, раштав уйӑхӗн 26-мӗшӗнче, иртӗ, 17 сехет ҫурӑра пуҫланӗ.
Эфира «Контактра» халӑх тетелӗнчи Олег Николаевӑн страницинче, «Чӑваш Республики» сообществӑра курма май пулӗ. Ыйтусене маларах Элтеперӗн телеграм-каналне яма, Патшалӑх пулӑшӑвӗсен порталӗ урлӑ регистрацилеме май пур. «Тӳрӗ эфир» вӑхӑтӗнче телефон ӗҫлӗ: 8 (8352) 565-100.
Олег Алексеевич «тӳрӗ линире» ҫулталӑка пӗтӗмлетме, ҫивӗч ыйтусене, республика аталанӑвӗн планне сӳтсе явма шантарнӑ.
Паян ЧР Элтеперӗ Олег Николаев ҫуралнӑ кунне паллӑ тӑвать. Вӑл паян 54 ҫул тултарнӑ.
Олег Алексеевич Хӗрлӗ Чутай районӗнчи Чурпай ялӗнче ҫуралнӑ. 1985 ҫулта Шупашкарти строительство техникумӗнчен вӗренсе тухнӑ. Унтан И.Н.Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетне пӗтернӗ.
2015 ҫулта Чӑваш Ен Элтеперӗн суйлавне хутшӑннӑ. Ун чухне Михаил Игнатьева выляса ярса иккӗмӗш вырӑн йышӑннӑ. 2020 ҫулхи авӑн уйӑхӗнче ӑна официаллӑ майпа Чӑваш Енӗн Элтеперне ҫирӗплетнӗ. Ун чухне уншӑн республикӑра пурӑнакансен 75,63 проценчӗ сасӑланӑ.
Шупашкарти «Садовый» микрорайонти шкула темиҫе ҫул ӗнтӗ хӑпартаҫҫӗ. Вӑл хӑҫан уҫӑлӗ? Срока темиҫе хутчен те куҫарнӑ. Юлашкинчен ЧР Элтеперӗ Олег Николаев шкула раштавӑн 5-мӗшӗнче уҫма шантарнӑ. Паян шӑпах ҫак кун.
Аса илтерер: икӗ эрне каялла микрорайонти шкулӑн 83 проценчӗ хатӗр пулнине пӗлтернӗ. Ҫав вӑхӑтрах РФ строительство министрӗ Михаил Коледа 95 проценчӗ хатӗррине каланӑ.
Шкула 2020 ҫулхи ҫурла уйӑхӗнче тума пуҫланӑ. Унта 1650 ача валли вырӑн пулмалла. Вӑл 9-мӗш шкулӑн иккӗмӗш корпусӗ пулӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (20.04.2024 15:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 755 - 757 мм, 14 - 16 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 4-6 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Золотов Василий Гордеевич, халӑха ҫутта кӑларас ӗҫе йӗркелекенӗсенчен пӗри ҫуралнӑ. | ||
| Иванов Алексей Иванович, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи, журналист редактор вилнӗ. | ||
Пулӑм хуш... |