Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +12.3 °C
Васкакан вакка сикнӗ тет.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: Шупашкар кинофестивалӗ

Ӳнер

Паян Шупашкарти кинофестиваль савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура вӗҫленнӗ. Унта Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев та хутшӑннӑ. Республикӑн Культура, наци ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗсен министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, кинофестивале ырласа мухтакансем йышлӑн пулнӑ.

Паян кинофестивале хупнӑ чух ӳнерӗн ҫак мероприятийӗ валли хатӗрленӗ ятарлӑ парнепе — «Анне» статуэткӑпа — чи лайӑх фильмсене тата вӗсене хатӗрлекенсене чысланӑ.

Наци хушшинчи ҫыхӑнусене ҫирӗплетнишӗн Чӑваш Ен Элтеперӗ «Семейные хлопоты» режиссерне тата сценаристне, Хусанти культура институчӗн киноӳнер кафедра заведующине Алексей Барыкина хавхалантарнӑ.

Элтеперӗн ятарлӑ парнипе театрпа кино актрисине, СССР халӑх артисткине Мая-Гозель Аймедована тата Ходжакули Нарлиев режиссера, сценариста, Туркменистан халӑх артистне чысланӑ.

Чи лайӑх фильм тесе Гран-прие «Завещание отца» (Кӑркӑстан, режиссерӗсем — Бакыт Мукул, Дастан Жапар Уулу) тивӗҫнӗ.

 

Культура

Кӑҫал Шупашкарта иртекен пӗтӗм тӗнчери кинофестивале Ӗнчӗри (Индири) режиссерсем килӗҫ. Кун пирки ЧР культура министрӗ Константин Яковлев Тутарстанри тата Ӗнчӗри культура ҫыхӑнӑвӗсене аталантаракан центр ертӳҫипе Ахмад Гилькарпа калаҫса татӑлнӑ.

Кӑҫал Раҫҫей тата Ӗнчӗ хушшинче ҫыхӑну йӗркеленнӗренпе 70 ҫул ҫитет. Ҫавна май икӗ ен культура проекчӗсене пурнӑҫа кӗртесшӗн. Вӗсем Чӑваш Енре курав йӗркелеме палӑртнӑ.

Сӑмах май, кӑҫал кинофестиваль ҫу уйӑхӗн 22–27-мӗшӗсенче иртӗ.

 

Ӳнер
Маргарита Красотина
Маргарита Красотина

Республикӑри паллӑ хаҫатсенчен пӗринче, «Советской Чувашия» ятлинче, тишкерӳҫӗ пулса тӑрӑшакан Маргарита Красотина (Рита Кириллова) Шупашкарти кинофестивале хаклакан журналист-тӳресен йышӗнчен тухнине пӗлтернӗ. Кун пирки вӑл темиҫе кун каялла Фейсбукри хайӗн страницинче ҫырнӑ. Журналистсенчен тӑракан тӳресемпе пӗр шухӑшлӑх ҫуккине вӑл ҫапларах ӑнлантарнӑ: «Фестивалӗн пресса тӳринчен юриех тухрӑм. Мӗншӗн тесен вӑл, юлташсем, пӗтӗмпех профанаци». «Ун пекки халиччен пулманччӗ, — малалла ҫырнӑ вӑл. — Пӗтӗм прессӑшӑн виҫӗ ҫын сасӑлать: Вырӑс радиовӗнчен, 21 каналтан тата вӗсем патне лекнӗ «Хыпартан».

Ҫав ҫынсем мухтамалли пачах ҫук фильмшӑн сасӑланӑ-мӗн. Мӗншӗн тесен вӑл кинокартина — «хамӑрӑн». «Прессӑшӑн намӑслантӑм», — тенӗ Маргарита Красотина.

 

Культура

Шупашкарта Пӗтӗм тӗнчери кинофестиваль вӗҫленнӗ. Ҫӗнтерӳҫӗсене Чӑваш патшалӑх филармони залӗнче чысланӑ.

Ултӑ кунра Чӑваш Ен ҫыннисемпе хӑнисем 52 фильм курнӑ. Вӗсенчен 8-шӗ — Чӑваш Енри. Фестивальпе килӗшӳллӗн, фильмсене Вӑрмарта, Сосновкӑра, Ҫӗмӗрле тата Куславкка хулисенче кӑтартнӑ.

«Чи лайӑх сценарий» номинацире Олег Хамоков (Кабаржа-Балкар Республики, «Армия» фильм) тивӗҫнӗ. «Чи лайӑх режиссура» номинацире «Суицид» фильмӑн режиссерӗ Шеннадий Алхимов ҫӗнтернӗ. «Чи лайӑх фильм» — «Февраль» (Чечня Республики, режиссерӗ Руслав Магомедов). Куракансем Александр Прошкинӑн «Охрана» фильмне килӗштернӗ. Чи лайӑх оператор — Михаил Кардашевский (Якут Республики, «Заблужившиеся»). Юрий Спиридонова Чӑваш наци кинематографӗн аталанӑвне хастар хутшӑннӑшӑн чысланӑ. Иккӗмӗш планри чи лайӑх роле Ольга Озоллапиня вылянӑ. «Арҫын рольне чи лайӑх калӑплакан» — Ярослав Жалнин («Трагедия в бухте Роджерс»). «Хӗрарӑм рольне чи лайӑх калӑплакан – Мария Коровина («Охрана»). Чи лайӑх оператор — Шандору Беркеши («Ангелы революции»).

Малалла...

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://pg21.ru/news/33588
 

Культура

Наци вулавӑшӗ кино ӳнерне юратакансене фильм пӑхма чӗнет. Унта Шупашкарта иртекен Пӗтӗм тӗнчери IX кинофестивальпе килӗшӳллӗн фильмсем кӑтартӗҫ. Вӑл ҫу уйӑхӗн 23–28-мӗшӗсенче иртӗ.

Ҫу уйӑхӗн 24–27-мӗшӗсенче Наци вулавӑшӗн акт залӗнче документлӑ тата илемлӗ фильмсем кӑтартӗҫ. Вӗсем конкурса хутшӑнаҫҫӗ.

Фильма курма ҫеҫ мар, ӑна хакланӑ ҫӗре те хутшӑнма май пур. Залра жюри те ларӗ: Эльга Лындина кинодраматург, Сергей Фетисов актер, Лидия Петрейкина «Чӑваш Ен» ПТРКн тӗп режиссерӗ.

Куракансем умне кунсерен Алтай, Пушкӑртстан, Бурят, Кабарда-Балкар, Тутарстан, Чечня, Якут тата Волгоград облаҫӗн киностудийӗсем хатӗрленӗ фильмсене кӑларӗҫ.

Кунсӑр пуҫне кашни кун документлӑ фильмсем кӑтартӗҫ: «Эткер» (Владимир Галошев), «Отсюда — к родному дому» (Андрей Спиридонов), «История Великого Народа» (Юрий Сергеев), «Шесть дней» (Григорий Златогоров), «Она была актрисою» (Сергей Лобода), «Металлическая струна» (Антон Николаев).

 

Ӳнер Евгений Дога композитор
Евгений Дога композитор

Шупашкарта иртекен йӑлана кӗнӗ кинофестиваль кӑҫал районсене ҫитӗ. Ун вӑхӑтӗнче хӑш-пӗр кинолентӑпа Ҫӗмӗрле, Куславкка тата Вӑрмар тӑрӑхӗнче пурӑнакансем республикӑн тӗп хулине килмесӗрех паллашайӗҫ.

Кинофестивалӗн тӗп хӑни — ятлӑ-сумлӑ та паллӑ Евгений Дога композитор. Унӑн хайлавӗсем чи лайӑххисен пӗтӗм тӗнчери 200 музыка произведенийӗн рейтингне кӗнӗ. Антон Чеховӑн «Драма на охоте» повеҫӗ тӑрӑх Эмиль Лотяну ӳкернӗ «Мой ласковый и нежный зверь» фильма курнисем унти вальса ӗмӗрлӗхе асра хӑварнӑ пулӗ. Вӑл та — Евгений Дога композиторӑн чуна тивекен ҫемми. Хайлава Пӗрлешнӗ Нацисен вӗренӳ, ӑслӑлӑх тата культура енӗпе ӗҫлекен организацийӗ XX ӗмӗрти чи лайӑх музыка шедеврӗсенчен пӗри тесе йышӑннӑ. Евгений Дога Чӑвашра икӗ кун пулӗ, «Мария, Мирабелла» фильма кӑтартнӑ ҫӗре хутшӑнӗ.

Сӑмах май каласан, Евгений Дога «Табор уходит в небо», «Одиноким предоставляется общежитие», «Валентин и Валентина», «Королева Марго», «Портрет жены художника», «Черная вуаль», «Благословите женщину» тата ытти нумай фильм валли кӗвӗленӗ.

Малалла...

 

Культура

Ҫак уйӑхӑн 18-мӗшӗнче пирӗн республикӑра Пӗтӗм тӗнчери VIII кинофестиваль уҫӑлӗ. Унӑн президенчӗ малтанхи пекех Раҫҫей халӑх артисчӗ, «Мосфильм» киноконцерн тӗп пуҫлӑхӗ Карен Шахназаров юлӗ. Анчах хӑй вӑл килеймест иккен. Ҫакӑн сӑлтавӗ вӑл «Анна Каренина» фильм ӳкерме пуҫланипе ҫыхӑннӑ-мӗн.

Аса илтеретпӗр, фестиваль хӑнисем куракансемпе Шупашкарта, Етӗрне, Пӑрачкав, Красноармейски районӗсенче тӗл пулӗҫ. Фильмсене яланхиллех тӳлевсӗр кӑтартӗҫ.

Тӳресен 11 ӗҫ пахаламалла лекӗ. Сахал йышлӑ халӑхсен фильмӗсене Евгений Цымбал режиссер, сценарист, актер ертсе пыракан ушкӑн тишкерӗ. Фестиваль вӑхӑтӗнче Раҫҫейре, Финляндире, Хорватире, Казахстанра ӳкернӗ кинокартинӑсемпе паллашма май килӗ. Ҫавнашкалах чӑваш режиссерӗсем ҫӗнӗ 3 ӗҫ кӑтартӗҫ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://hypar.ru/cv/hashne-kurar-shi
 

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.04.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 8 - 10 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Халӗ наянланма юрамасть - пурнӑҫлама палӑртнинчен чылайӑшӗ парӑнӗ. Теветкелленме, килӗшӳсем алӑ пусма, хака хӑпартма, йышӑну хӑвӑрт тума ан хӑрӑр. Сывлӑх пирки те манмалла мар: эрех-сӑрапа, сиенлӗ ытти йӑлапа ан айкашӑр. Чӗрене упрӑр, юн пусӑмне тӗрӗслӗр.

Ака, 24

1937
87
Кутузов Зиновий Михайлович — Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ агрономӗ ҫуралнӑ.
1942
82
Мадуров Фёдор Иванович, паллӑ кӳлепеҫӗ ҫуралнӑ.
2014
10
Денисов Петр Владимирович, истори ӑслӑлӑхӗсен докторӗ, профессор, этнолог вилнӗ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуҫа хӑй
хуҫа тарҫи
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
кил-йышри арҫын
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуть те кам тухсан та
хуҫа арӑмӗ