Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +3.6 °C
Ӗҫ ҫӗклет, ӳркев ӳкерет.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: Упамса

Тӗнче тетелӗ
mordovmedia.ru сайтри сӑн
mordovmedia.ru сайтри сӑн

Кӑҫал Чӑваш Енри тепӗр темиҫе яла интернет кӗртсе парӗҫ. Ялӗсене вара нумаях пулмасть, кӗркунне, сасӑлав мелӗпе палӑртнӑ.

Сасӑлав пӗтӗмлетӗвӗпе килӗшӳллӗн, кӑҫал чи малтан ҫак ялсене интернет кӗртсе парӗҫ: Патӑрьел районӗнчи Упамса ялне, Елчӗк районӗнчи Шӑмалака, Вӑрмар районӗнчи Кивӗ Вӗренер ялне тата Йӗпреҫ районӗнчи Ҫӗнӗ Выҫлине.

Кӑҫал пӗтӗмпе 1800 яла иртернетпа тивӗҫтерӗҫ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://www.gosuslugi.ru/inet
 

Культура

Василий Кервен (Кошкин) поэт тата ҫыравҫӑ паян, нарӑс уйӑхӗн 18-мӗшӗнче, 70 ҫул тултарнӑ.

Ялан ӑш пиллӗ ҫак ҫын — СССР Писательсен союзӗн пайташӗ, Трубина Мархви ячӗллӗ литература премийӗн лауреачӗ, Чӑваш Республикин культура тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ, журналист.

Патӑрьел районӗнчи Упамса ялӗнче ҫуралнӑскер И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнче вӗреннӗ. Шупашкарти 29-мӗш вӑтам шкулта, Шупашкарти коопераци институтӗнче тӑрӑшнӑ. Калем ӑсти пурнӑҫӗн сумлӑ пайне тӗрлӗ пичет кӑларӑмӗнче ӗҫлесе ирттернӗ: «Пионер сасси» (хальхи «Тантӑш»), «Хатӗр пул» (хальхи «Самант»), «Тӑван Атӑл» журналсенче ӗҫленӗ.

Василий Кервен ҫулне кура мар чӗрӗ те вӑр-вар: республикӑри тӗрлӗ хаҫат-журналпа туслӑ, унӑн хайлавӗсем вӗҫӗмех пичетленеҫҫӗ.

Ыран Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗнче 15 сехетре Василий Кервенӗн пултарулӑх каҫне пухӑнӗҫ. Унтах «Аслати чечекӗ» повеҫсемпе калавсен ҫӗнӗ кӗнекине хӑтлӗҫ.

 

Чӑвашлӑх

Чӳк уйӑхӗн 5-мӗшӗнче Патӑрьел районӗнӗн Турханти культура ҫуртӗнче «Чӑваш пики» конкурс иртнӗ. Унта Турханти, Упамсари, Тури Тӑрмӑшри чиперуксем хутшӑннӑ.

6 пике тӗрлӗ конкурс витӗр тухнӑ: хӑйсемпе паллаштарнӑ, чӑваш хӗрӗпе хӗрарӑмӗн пуҫа тӑхӑнмалли хатӗрӗсем ҫинчен каласа кӑтартнӑ, пултарулӑх енӗпе савӑнтарнӑ. Вӗсем хальхи чӑваш пикин тумне те тӑхӑнса тухнӑ, чӑваш наци апачӗпе куракансене тӗлӗнтернӗ.

Чи маттурри Упамсари Диана Столярова пулнӑ. «Сӑвайлӑ пике» — Анастасия Маштакова, «Пултаруллӑ пике» — Ирина Базукина, «Ҫепӗҫ пике» — Виктория Афанасьева, «Хӳхӗм пике» — Диана Еремеева. «Вице Чӑваш пики» ята вара Упамсари Наташа Васильева тивӗҫнӗ.

 

Тӗн

Патӑрьел районӗнчи Упамса ялӗнчи халӑх пуҫарӑвӗпе ялти масар ҫинче часавай ҫӗкленет. Ӑна хута ямашкӑн ҫынсем хӑйсемех укҫа-тенкӗ пухнӑ.

Малтанах ҫак ӗҫе Александр Пятаков, Владислав Пятаков, Алексей Столяров хутшӑннӑ. Вӗсем дача, хӑна ҫурчӗсен, мунча пурисене тӑвас ҫӗрте ӗҫлеҫҫӗ. Вӗсем укҫа пухса пулас часавай валли пура тунӑ.

Утӑ уйӑхӗн 6-мӗшӗнче ялти комитет ыйтнипе комисси часавай лартмалли вырӑна тӗрӗсленӗ. Унти вырӑн тӳрӗ, юрӑхлӑ пулнине палӑртнӑ. Ҫапла унта часавай тума йышӑннӑ.

Лаптӑка тата пурана пӑхнӑ ҫӗре Турхан ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Александр Сымов, Турханти храм настоятелӗ Петр Забегаев протоиерей хутшӑннӑ. Часавая турӑшсем вырнаҫтарӗҫ.

 

Ял пурнӑҫӗ Упамса старости Федор Белков
Упамса старости Федор Белков

Патӑрьел районӗнчи Турхан ял тӑрӑхӗ Упамса ял тӑрӑхӗн старостине Федор Белкова пысӑка хурса хаклать. Вӑл кӑна мар, республикӑра та вӑл палӑрнӑ теме юрать. 2013-мӗш ҫул ӗҫ кӑтартӑвӗпе иртнӗ конкурсра ӑна «Ялти чи лайӑх староста» номинацире палӑртнӑ. Сӑмах май, вӑл вырӑнти ял тӑрӑхӗн Депутатсен пухӑвӗн депутачӗ те.

Ял старости пулма ӑна ҫынсем 2007 ҫулта шаннӑ. Хастар ялта виҫӗ уйӑхра пӗр хутран кая мар пухусем ирттерет иккен. Унта вырӑнти ыйтусене сӳтсе яваҫҫӗ. Ял ҫыннисене йӗркелесе пынипе хӑш-пӗр ыйтӑва хӑйсен вӑйӗпех татма тивет, тепӗр чух вырӑнти ял тӑрӑхне те явӑҫтарма тивет. Сӑмахран, тавралӑха тирпей-илем кӗртмелле-и, йывӑҫ-тӗм лартмалла-и, ҫулла пушар хуралне йӗркелемелле-и, пӗвесене йӗркене кӗрмтелле-и — староста пӗр ӗҫрен те юлмасть.

Ял кунне йӗркелесси те Упамсара 1986 ҫултах ырӑ йӑлана кӗнӗ. Ҫӗнӗ ҫул умӗн яла капӑрлатассипе йӗркелекен районти конкурса та упамсасем хастар хутшӑнаҫҫӗ. Федор Александровичӑн килӗ пӗлтӗр те, кӑҫал та вӑл конкурсра чи лайӑххи шутне кӗнӗ.

 

Патӑрьел районӗнчи Каншел тата Упамса ялӗнче пурӑнакансем Питравра ял кунне уявлассине йӑлана тахҫанах кӗртнӗ-мӗн. Кӑҫал та вӗсем уява пухӑннӑ. Ҫуралнӑ кӗтесе ун чух ҫӗршывӑн тӗрлӗ кӗтесне сапаланнисем килсе ҫитеҫҫӗ иккен.

Вӗсенче пурӑнакансене ял кунӗпе саламлама тӗрлӗ шайри тӳре-шара пырса ҫитнӗ. Ҫав шутра — район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Николай Глухов, Турхан тата Первомайски ял тӑрӑхӗсен пуҫлӑхӗсем Александр Сымовпа Владимир Секретов. Патӑрьел район пуҫлӑхӗ, «Малалла» хуҫалӑх ертӳҫи Михаил Петров предприятире ӗҫлекен маттурсене Хисеп хучӗсемпе чысланӑ тата преми парса хавхалантарнӑ. Ялти хастарсене те уявра палӑртса хӑварнӑ. Упамсара та чыслав ирттернӗ.

Ял кунне уявланӑ вӑхӑтра спорт ӑмӑртӑвӗсем, конкурссем те йӗркеленӗ, каруҫҫелсем те ӗҫлеттернӗ. Тата епле уяв юрӑ-ташӑсӑр иртӗ-ха? Пурте пулнӑ уявра.

 

Ҫӗнӗ цехра
Ҫӗнӗ цехра

Ҫак кунсенче Патарьел районӗнчи Турхан ялӗнче ҫӗнӗ ҫӗвӗ цехӗ хута кайрӗ. Вӑл Шупашкарти «Гарус» ТМЯО уйрӑмӗ пулать. Пӳлӗме ялти административлӑ ҫуртра тара илнӗ.

Паянхи кун тӗлне цехра 8 ҫын ӗҫлет — вӗсем Турхан тата ҫывӑхри ял ҫыннисем (Упамса, Шӑхач, Ҫӗньял, Аслӑ Чемен).

Романова Людмила Геннадьевна бригадир ертсе пынипе цех ӗҫченӗсем хӗрарӑмсем валли 307 комплект ҫиелтен тӑхӑнмалли тум ҫӗлеме те ӗлкӗрнӗ ӗнтӗ.

Мӗнех, ҫӗнӗ ӗҫре вӗсене пурне те ӑнӑҫу сунар.

 

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (28.03.2024 15:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 5 - 7 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 4-6 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Мухтанмалли пур, анчах ăнăçусемпе мухтанма ан тăрăшăр. Сирĕн вăй пухма, ăна кăтартма тивĕ, тĕллевсене çĕнсе илес тесен тăрăшмалла. Ку эрнере ĕç ăшнех путатăр, яваплăх ÿссех пырĕ. Çынсенчен тимлĕх кăна ыйтса лартмалла мар, вĕсемшĕн те мĕн те пулин тумалла. Канмалли кунсене çемьепе, тăвансемпе ирттерĕр.

Пуш, 28

1915
109
Дедушкин Николай Степанович, чӑваш критикӗ, литература тӗпчевҫи ҫуралнӑ.
1983
41
Шамбулина Алина Валерьевна, чӑваш тележурналисчӗ ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуҫа хӑй
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуть те кам тухсан та
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
кил-йышри арҫын
хуҫа тарҫи
хуҫа арӑмӗ