Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +4.3 °C
Айван ҫыннӑн турти кӗске теҫҫӗ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: Тралькасси

Чӑвашлӑх
Чӑваш пуканисем синтепонран та хитре пулаҫҫӗ
Чӑваш пуканисем синтепонран та хитре пулаҫҫӗ

Хӗрлӗ Чутай районӗнчи Тралькассинчи Культура ҫуртӗнче тӑрӑшакан ҫамрӑк хӗрарӑм чун канӑҫне пуканесенче тупнӑ. Ачалӑхри йӑли-йӗрки, пуканепе вылясси, иртсе пӗтменнишӗн мар. Лилия Жукова синтепонран пуканесем хӑй аллипе ӑсталать. Тем тӗрли хушшинче чӑваш тумне тӑхӑннисем те пур.

Ал ӑсти асӑннӑ районти Турханта ҫуралса ӳснӗ, халӗ вӑл Тралькассинчи Культура ҫуртӗнче методистра тӑрӑшать. Унта тимленипе пӗрлех ӳркенмен хӗрарӑм общество ӗҫне те хастар хутшӑнать. Ун патӗнче хӑнара пулса хавхаланнӑ «Ҫамрӑксен хаҫачӗ» ҫырнӑ тӑрӑх, «хӑш-пӗр ҫын ӑшӑ кӑмӑлӗпе, хавхаланӑвӗпе, ӗҫченлӗхӗпе палӑрса тӑрать. Вӗсен ӑсталӑхӗнчен, ҫаврӑнӑҫулӑхӗнчен тӗлӗнсе пӗтереймӗн. Лайӑх тӗслӗх ыттисенче те ырӑ вӑрлӑх шӑтарасса шанас килет».

 

ЧӲК
03

Савӑнса юрлаттаракан кӗнеке хӑтланӑ
 Галина Зотова | 03.11.2016 17:39 |

Культура
Кӗнеке хӑтлавӗнче. Зинаида Михайловна сулахайран иккӗмӗш
Кӗнеке хӑтлавӗнче. Зинаида Михайловна сулахайран иккӗмӗш

Хӗрлӗ Чутайри тӗп вулавӑшра Мучикассинче пурӑнакан Зинаида Михайловна Черновӑн «Ма савӑнса юрлас мар...» сӑвӑсемпе юрӑсен пуххин хӑтлавӗ иртрӗ. Авторӑн ку иккӗмӗш кӗнеки.

Зинаида Чернова 1941-мӗш ҫулта Тралькасси ялӗнче йышлӑ ҫемьере ҫуралнӑ. Ашшӗ вӗрентекен пулнӑ, вӑрҫӑра пуҫне хунӑ. Зинаидӑн вӑрҫӑ нушисене ытти ҫынсемпе танах тӳсме тивнӗ. 20 ҫула ҫитсен вӑл Мучикассинчи Николай Андреевича качча тухнӑ. Нумаях пулмасть ҫӗре кӗнӗ мӑшӑрӗпе 5 ача ҫуратса ӳстернӗ, пурне те аслӑ пӗлӳ панӑ. Черновсен хушма хуҫалӑхӗ районти «Чи лайӑх хушма хуҫалӑх» конкурсра ҫӗнтерӳҫӗ ята та тивӗҫнӗ.

Зинаида Михайловна пушӑ вӑхӑтра сӑвӑ-юрӑ хайлать, хӑйӗн юррисене районта иртекен тӗрлӗ концерт-фестивальте юрласа халӑха савӑнтарать. Халӑх унӑн юррисене тӑвӑллӑн алӑ ҫупса кӗтсе илет.

Кӗнеке хӑтлавне кӗнеке тусӗсем, унӑн ҫывӑх тӑванӗсем, вырӑнти юрӑҫсем, сӑвӑ-юрӑ юратакансем пухӑннӑ. Кашниех ӑшӑ кӑмӑллӑ автора хӑйне евӗрлӗ сӑвӑсемпе юрӑсемшӗн тав тунӑ. Райадминистраци элчисем, Зоя Спиридонова юрӑҫ, районти ветерансен канашӗн ертӳҫи Галина Тимакова, Светлана Яруткина сӑвӑҫӑ тата ыттисем ӗҫ ветеранне пултарулӑх ӗҫӗнче татах та пысӑкрах ҫитӗнӳсем тума сӗннӗ.

Малалла...

 

Культура

Пуш уйӑхӗн 6-мӗшӗнче Элӗк районӗнче юрласа та ташласа, хаваслӑ ытти мероприяти йӗркелесе хӗл ӑсатассине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ. Хӗле ытти тӑрӑхра та ҫак кунсенче ӑсатрӗҫ. Хӗрлӗ Чутайӗнче те уява пуш уйӑхӗн 6-мӗшӗнче пухӑннӑ.

Уявпа саламлама республикӑн Патшалӑх Канашӗн депутачӗсем таранах пырса ҫитнӗ. Николай Малов вице-спикер тата Чӑвашпотребсоюз ертӳҫи Валерий Павлов (вӑл та депутат) уява пухӑннисене ырӑ сунса ӑша сӑмах нумай каланӑ.

Кӳлнӗ лашасем те уява илем кӳнӗ. Вӗсене капӑрлатса ял тӑрӑхӗсем илсе пынӑ та вӗсенчен чи чаплисене районтисем палӑртнӑ. Ку енӗпе Тралькасси тӑрӑхӗ пуринчен чапли пулнӑ. Хӗрлӗ чутайсем, акчикассисем те палӑрнӑ. «Солнышко» (чӑв. Хӗвелпи) ача пахчи те аслисенчен юлман.

Сӑнсем (50)

 

Культура «Нарспи» поэмӑри сцена / Г. Зотова тунӑ сӑн
«Нарспи» поэмӑри сцена / Г. Зотова тунӑ сӑн

Литература тата Константин Иванов ҫулталӑкне халалласа районта фестиваль пырать. Тралькасси ял тӑрӑхӗнчи хастарсем ӗнер Штанашри шкулта ял халӑхне концертпа савӑнтарчӗҫ.

Ертӳҫи Ираида Горланова, баянисчӗ Штанашра ҫуралса ӳснӗ Николай Федорович Мемедейкин.Вӑл хӑйпе пӗрле вӗреннӗ тусӗсене аса илчӗ, пухӑннисене тӑван ялӗшӗн тунсӑхланине пӗлтерчӗ, ялсем хушшинчи туслӑха малашне татах та ытларах аталантарма чӗнсе каларӗ.

Николай Мемедейкин баянист ертсе пынипе хор «Ой туманы мои растуманы» тата «Салтак ҫырнӑ ҫырусем» юрӑсем шӑрантарчӗ. Хӗрарӑмсен ушкӑнӗ «Над окошком месяц», «Нонна» тата Николай Мемедейкинсем «Упра мӑшӑрна» юрӑсемпе чуна витерчӗҫ. Зинаида Чернова хӑйӗн вӑрҫӑран таврӑнайман ашшӗне аса илсе хӑйӗн сӑмаххисемпе «Кӗтрӗм» юрӑ хайланӑ, ӑна халӑх хапӑл йышӑнчӗ. В. Максимовпа В. Хромов тутар ташшине ташларӗҫ. «В землянке» композици те халӑх кӑмӑлне кайрӗ.

Тралькасси клубӗ ҫумӗнчи пултарулӑх ушкӑнӗ Константин Иванов ҫырнӑ «Нарспи» поэмӑри пӗр сыпӑкне сӑнарласа пачӗ.

Малалла...

 

Спорт

Хӗрлӗ Чутай районӗнче Хӗллехи Олимп вӑййисене тата Ҫӗршыв хӳтӗллевҫисен кунне халалласа спорт ӑмӑртӑвӗсем иртрӗҫ. Ӑмӑртусенче предприятисемпе организацисем, ял тӑрӑхӗсен командисем, спорта юратакансем хутшӑнчӗҫ. Вӗсем пневматика пӑшалӗпе тӗл перессипе, тенниспа, дартс, кире пуканӗ йӑтассипе, ишессипе, шашкӑпа тата шахматпа выляссипе вӑй виҫрӗҫ, юлашкинчен волейбол вӑййи вылярӗҫ. Ӑмӑртусем командӑсем тата уйрӑм спортсменсем хушшинче иртрӗҫ.

Ҫӗнтерӳҫӗсем кашни вӑйӑрах нумайӑн, хӑшӗ-пӗрисене асӑнса хӑварар.

Ишессипе Ю.Пирогова (район пульници), А.Кучекеева (Питӗркасси ял тӑрӑхӗ), Н.Шипеева (Штанаш ял тӑрӑхӗ) малта пулчӗҫ. Арҫынсем хушшинче В.Михуткин (Питӗркасси ял тӑрӑхӗ), И.Сатлайкин (Штанаш ял тӑрӑхӗ) тата А.Сидоров(Хӗрлӗ Чутай райповӗ) ҫӗнтерчӗҫ.

Ушкӑнсем хушшинче малти вырӑнта Питӗркасси ял тӑрӑхӗ пулчӗ, унтан Хӗрлӗ Чутай ял администраци спортсменӗсем вырнаҫрӗҫ. Пульница коллективӗн спортсменӗсем — 3 вырӑнта.

Дартс вӑййи выляссипе командӑсене илес пулсан, малтисем — район администраци чысне хӳтӗлекенсем, 2-мӗшсем — «Хастар» спорткомплекс ӗҫченӗсем, 3-мӗшсем — Хӗрлӗ Чутай ял тӑрӑхӗн спортсменӗсем.

Малалла...

 

Культура Чи тӗлӗнтермӗш юр кӗлетке
Чи тӗлӗнтермӗш юр кӗлетке

«Пирӗн пурнӑҫ» Хӗрлӗ Чутай район хаҫачӗ «Пӗрремӗш юртан — юр кӗлетке» сӑнӳкерчӗксен конкурсне ирттерчӗ.

Фотоконкурса пӗр ял тӑрӑхӗнчен, икӗ шкултан, виҫӗ ача пахчинчен тата районта пурӑнакан ҫичӗ ҫын пурӗ 60 сӑнӳкерчӗк тӑратнӑ. Конкурс условийӗпе — район хаҫатне 2014 ҫулӑн пӗрремӗш ҫурҫулӗ валли ҫырӑннине ӗнентерекен квитанци ярса памалла тата сӑнӳкерчӗкре район хаҫатне тытса тӑмалла пулнӑ.

Ҫӗнтерӳҫӗсене ҫичӗ номинаципе палӑртнӑ:

• «Чи тӗлӗнтермӗш юр кӗлетке» — Людмила Утриванова, Серенкассинчи пуҫламӑш шкул-ача пахчин «Хӗвел» ушкӑнӗ.

• «Район хаҫачӗпе чи туслӑ юр кӗлетке» — Надежда Гусельщикова, Серенкассинчи пуҫламӑш шкул-ача пахчин «Пилеш» ушкӑнӗ.

• «Лаша ҫулталӑкне сӑнлакан юр кӗлетке» — Елена Туйманкина, Атнарти ача пахчи тата Альбина Макарова, Мишеркасси.

• «Чи савӑнӑҫлӑ юр кӗлетке» — Вера Нагорова, Хусанушкӑнь шкулӗ.

• «Ял тӑрӑхӗнчи юр кӗлетке» — Тралькасси ял тӑрӑхӗн культура ӗҫченӗсем.

• «Хӗл мучипе Юрпике кӗлеткисем» — Леонид Хохлов, Хӗрлӗ Чутай ялӗ.

Малалла...

 

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (29.03.2024 21:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 3 - 5 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 4-6 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Мухтанмалли пур, анчах ăнăçусемпе мухтанма ан тăрăшăр. Сирĕн вăй пухма, ăна кăтартма тивĕ, тĕллевсене çĕнсе илес тесен тăрăшмалла. Ку эрнере ĕç ăшнех путатăр, яваплăх ÿссех пырĕ. Çынсенчен тимлĕх кăна ыйтса лартмалла мар, вĕсемшĕн те мĕн те пулин тумалла. Канмалли кунсене çемьепе, тăвансемпе ирттерĕр.

Пуш, 29

1925
99
Орлов Георгий Фёдорович, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуҫа тарҫи
хуҫа хӑй
кил-йышри арҫын
хуҫа арӑмӗ
хуть те кам тухсан та
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть