Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +10.3 °C
Качакан сухалӗ вӑрӑм та ӑсӗ кӗске.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: Пӗрҫырлан ял тӑрӑхӗ

Республикӑра
news.1777.ru сайтри сӑн
news.1777.ru сайтри сӑн

Етӗрне районӗнчи Пӗрҫырлан ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Вӑл саккуна пӑснӑ тесе шухӑшлаҫҫӗ.

Следстви версийӗ тӑрӑх, пуҫлӑх подрядчик тивӗҫӗсене туллин пурнӑҫламаннине пӗлсе тӑрсах документсене алӑ пуснӑ. Лешӗн вара пӑр ялта спорт лапамне хӑтлӑлатмалла пулнӑ. Алӑ пуснӑ хыҫҫӑн подрядчикӑн счечӗ ҫине 100 пин тенкӗ куҫнӑ. Спорт лапамне вара паянхи кунччен те хӑтлӑлатса пӗтермен.

Халӗ следовательсем пуҫиле ӗҫе малалла тӗпчеҫҫӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/68925
 

Политика

Етӗрне районӗнчи Пӗрҫырлан ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ суд сакки ҫине ларнӑ. Вӑл ӗҫри машинӑпа хӑйӗн ӗҫӗсемпе ярӑнса ҫӳренӗ-мӗн.

Прокуратура тӗрӗслевӗ палӑртнӑ тӑрӑх, пуҫлӑх сахалтан та кӑҫал авӑн уйӑхӗнче машинӑпа хӑйӗн ӗҫӗсемпе нумай чупнӑ. Ертӳҫӗсен кунашкал хӑтланма юрамасть, пачах тепӗр май – вӗсен пурлӑха перекетлемелле.

Пӗрҫырлан ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхне куншӑн асӑрхаттару панӑ. Сӑмах май, прокуратура кунашкал тӗрӗслевсене яланах ирттерет, ҫакнашкал йӗркене пӑснӑ тӗслӗхсене тупсан суда парать.

 

ПУШ
11

Асламассем Пӗрҫырланта ҫӗнтернӗ
 Галина Зотова | 11.03.2016 19:12 |

Спорт Ӑмӑртури самант
Ӑмӑртури самант

Ҫак кунсенче Етӗрне районӗнчи Пӗрҫырланта районти тӗрлӗ ялсенчен пухӑннӑ 7 ушкӑн волейбол ӑмӑртӑвне хутшӑннӑ. Ку ӑмӑртусем кӑҫалхипе Чурпай ялӗнче пурӑннӑ Сергей Станиславович Григорьева асра тытса 3-мӗш хут иртнӗ.

Сергей Григорьев хӑй вӑхӑтӗнче вырӑнти Тимирязев ячӗллӗ колхоз ертӳҫи, унтан чылай вӑхӑт хушши Етӗрнери электрокомпани пуҫлӑхӗ пулса тӑрӑшнӑ. Халӑх ӑна темиҫе хутчен те район депутачӗ пулма суйланӑ. Депутат тивӗҫӗсене вӑл яланах чыслӑн пурнӑҫланӑ. Спорта юратакансем «Заря» (Шурӑмпуҫ") футбол команди йӗркелесен вӑл вӗсене куллен пулӑшма майсем тупма пултарнӑ, Пӗрҫырлан ял тӑрӑхӗнчи «Сӑрьен» тата «Илем» юрӑ ансамблӗсене те яланах спонсорла пулӑшу панӑ.

Пухӑннисем малтанах Сергей Григорьева ырӑ сӑмахсемпе аса илчӗҫ: Пӗрҫырлан ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Степанова Н.Ю, вырӑнти депутат Мурзин Николай Михайлович инженер, пӗрле ӳссе ҫитӗннӗ, афган вӑрҫине хутшӑннӑ Козлов Александр Владимирович пухӑннисене ӑмӑртура ӑнӑҫусем сунчӗҫ.

Ҫӗнтерӳҫӗ ятне кӑҫалхипе иккӗмӗш хутчен Асламасран килнӗ «Асламасы» волейбол команди ҫӗнсе илчӗ, куҫса ҫӳрекен кубока тивӗҫрӗ.

Малалла...

 

КӐР
06

Пӗрҫырланта шахматла тупӑшрӗҫ
 Галина Зотова | 06.01.2016 21:08 |

Спорт

Кӑрлачӑн 4-мӗшӗнче Етӗрне районӗнчи Пӗрҫырланти Культура ҫуртӗнче Етӗрне хулинчи, Муркаш тата Хӗрлӗ Чутай районӗнчен килнӗ шахмат ӑстисем тупӑшрӗҫ.

20 шахмастист хӑйсен ӑсталӑхӗпе палӑрчӗҫ. Йывӑр кӗрешӳре малти вырӑна Хӗрлӗ Чутай районӗнчен килнӗ Александр Альгешкин йышӑннӑ. Иккӗмӗш вырӑнта — Охандеров Николай, виҫҫӗмӗш вырӑнта — Семенов Александр.

Ҫӗнтерӳҫӗсене Хисеп хучӗпе тата пылак парнепе чысларӗҫ.

 

Спорт

Етӗрне районӗнчи Пӗрҫырланти Культура ҫуртӗнче Урапакасси ялӗнче ҫуралса ӳснӗ, Тимирязев ячӗпе хисепленсе тӑракан колхоз ертӳҫи, унтан Етӗрнери Энергонадзор ертӳҫи пулса тӑрӑшнӑ, район депутачӗ пулнӑ, чире пула вӑхӑтсӑр уйрӑлса кайнӑ Григорьев Сергей Станиславовича асӑнса пилӗк команда хушшинче волейбол ӑмӑртӑвӗ иртрӗ. Унта пӗрҫырлансен виҫӗ команди «Молодежь», «Заря», «Ветераны», Етӗрнери иккӗмӗш номерлӗ вӑтам шкулӑн тата Асламас ял тӑрӑхӗн ушкӑнӗ хутшӑнчӗ.

Пухӑннисене Пӗрҫырлан ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Степанова Н. Ю., Сергей Григорьевӑн мӑшӑрӗ Ирина Григорьева, пӗр-пӗрне куллен пулӑшса пӗрле ӗҫленӗ тусӗсем — Етӗрнери БТИ директорӗ Шуверов В. Б., усламҫӑ Титов В. Т., Сӗнтӗрвӑрринчи сӗт-ҫу савут директорӗ Мурзин А. М., «Сурстройсервисӑн» тӗп инженерӗ Мурзин Н. М., отставкӑри полковник Охандеров Н. И., «Региональная распределительная сетевая компания» начальникӗ Козлов А. В., Палтайри вӑтам шкул директорӗ Ярославцева Г.

Малалла...

 

Персона Тӗлпулура
Тӗлпулура

Вӑхӑт кунсерен малалла шӑвать. Совет халӑхӗ Аслӑ Отечествӑлла вӑрҫӑра Ҫӗнтерӳ тунӑранпа 70 ҫул ҫывхарать. Юнлӑ вӑрҫӑ ҫулӗсем кашни совет ҫыннин пурнӑҫӗнче тарӑн йӗр хӑварнӑ, кашни килтен тенӗ пекех арҫынсем фашистсене хирӗҫ ҫапӑҫма тухса кайнӑ. Етӗрне районӗнчи Пӗрҫырлан ял тӑрӑхӗнчен те 1941–1945 ҫулсенче 864 ҫын фронта тухса кайнӑ, вӗсенчен 476 ҫын тӑван килне таврӑнайман. Ҫавсене чысласа Пӗрҫырланта палӑк вырнаҫтарнӑ, унта вӑрҫӑра пуҫне хунӑ кашни салтак ятне ҫырса хунӑ. Ҫулсем иртнӗҫемӗн ҫӗнтерӳпе таврӑннисем те пурнӑҫран уйрӑлсах пычӗҫ, халӗ Пӗрҫырлан ял тӑрӑхӗнче пурӗ те 6 вӑрҫӑ ветеранӗ кӑна Ҫӗнтерӳ кунне кӗтсе илме хатӗрленет.

Ҫӗнтерӗве ҫывхартма арҫынсем кӑна мар, хӗрсемпе хӗрарӑмсем те пулӑшнӑ. Вӗсенчен пӗри Чурпай ялӗнче 1923-мӗш ҫулта йышлӑ ҫемьере кун ҫути курнӑ, кӑҫал 92 ҫул тултаракан Казанбаева Вера Даниловна. Унӑн ашшӗ вӑрманҫӑ пулса ӗҫленӗ, амӑшӗ колхозра тӑрӑшнӑ. Пилӗк пӗртӑван ялти мӗнпур тантӑшӗсем пекех мӗн ачаран аслисемпе танах пур ӗҫе те пурнӑҫласа ӳснӗ: пӳрт-ҫурт тирпейленӗ, пахчара ӗҫленӗ, выльӑх-чӗрлӗх пӑхнӑ, аслисене утӑ-улӑм хатӗрлеме пулӑшнӑ, тыр-пул пухнӑ, аслисене кантӑр акса, ӑна пухса кӗртсе тӗртнӗ, арланӑ, кӗпе-йӗм тунӑ ҫӗрте пулӑшнӑ,ҫӑм арланӑ, тӗрӗ тӗрленӗ.

Малалла...

 

Спорт

Пуш уйӑхӗн 8-мӗшӗнче Етӗрне районӗнчи Пӗрҫырланти Культура ҫуртӗнче Урапакасси ялӗнче йышлӑ ҫемьере кун ҫути курнӑ, ҫулталӑк каялла йывӑр чире пула вӑхӑтсӑр пурнӑҫран уйрӑлнӑ Сергей Станиславович Григорьева асӑнса районти командӑсем хушшинче волейбол вӑййисем иртрӗҫ. Ӑмӑртӑва Сергей Станиславовичӑн ҫемьипе Пӗрҫырлан ял тӑрӑхӗ пӗрле йӗркелерӗҫ. Сергей Станиславович хӑй вӑхӑтӗнче Тимирязев ячӗллӗ колхозра ултӑ ҫул хушши тӗп энергетик, унтан икӗ ҫул хушши колхоз председателӗн ҫумӗ пулса тӑрӑшнӑ. Ҫӗршыври чи йывӑр вӑхӑтра — колхозсем арканнӑ ҫулсенче — 1991-2000 ҫҫ. тӑхӑр ҫул хушши Тимирязев ячӗллӗ колхоз председателӗ пулса ӗҫленӗ. Ялсене газ кӗртессипе, ялсем хушшине асфальтлӑ ҫул сарассипе тимленӗ. Унтан ӑна Етӗрне хулине энергетик пулма чӗнсе илнӗ, 2000 ҫултанпа пурнӑҫран уйрӑлса кайичченех Чӑваш энергосбыт компанин Етӗрнери филиалӗн директорӗ пулса тӑрӑшнӑ. Вӑл чылай ҫул хушши район депутачӗ пулнӑ, ял халӑхне кулленхи ыйтусене татса пама хатӗр пулнӑ.

Малалла...

 

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (20.04.2024 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 10 - 12 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Укçа-тенкĕ енчен ку эрнере хавшакрах. Укçана перекетлĕр. Харпăр тата професси хутшăнăвĕсенче йывăрлăхсем пур. Тен, юратнă япала çухалĕ. Эрне вĕçнелле йăлтах йĕркеленĕ. Ырă çынсем пулăшнипе çухалнă япалана тупаятăр. Юратнă çынпа хутшăну лайăхланĕ. Эсир ăна пуринчен ытла шанатăр. Юратнă çын çакна тивĕçлĕ пулинех.

Ака, 20

1874
150
Золотов Василий Гордеевич, халӑха ҫутта кӑларас ӗҫе йӗркелекенӗсенчен пӗри ҫуралнӑ.
1983
41
Иванов Алексей Иванович, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи, журналист редактор вилнӗ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
кил-йышри арҫын
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуҫа тарҫи
хуть те кам тухсан та
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуҫа хӑй
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуҫа арӑмӗ