Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +6.3 °C
Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: Пӗкӗлме

Культура

Тутар Республикин Пӗкӗлме районӗнчи Наратлӑ ятлӑ чӑваш ялӗнче тата Элмет районӗнчи тӗне кӗмен чӑвашсен ялӗнче концерт иртнӗ.

Пӗкӗлме хулинчен унта «Мерчен» тата «Туйралинка» ушкӑнсем килсе ҫитнӗ. «Патраклӑ ялӗнче «Ҫеҫпӗл» ушкӑнӗпе ансамбль манӑн «Тӑван ял» юрра юрласа савӑнтарчӗ», — пӗлтернӗ Францири чӑвашсен ассоциацийӗн ертӳҫин ҫумӗ, Францирен хӑнана килнӗ чӑваш хӗрӗ Галина Таймасова.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall542206639_1247
 

Чӑваш чӗлхи

Тутарстанра хальхи вӑхӑтра 88 чӑваш шкулӗ ӗҫлет тесе пӗлтерет асӑннӑ тӑрӑхри «Сувар» хаҫат. 2 пинмӗш ҫул пуҫламӑшӗнче 100-е яхӑн пулнӑ.

«Суварҫӑсем» шухӑшланӑ тӑрӑх, чӑваш шкулӗсене упраса хӑварасси тӳрреммӗнех хамӑртан килет. «Шел пулин те, сахал районта чӑваш чӗлхине вӗрентесси ачасен шучӗпе пӑхсан 100 процентпа танлашать. Кун пек районсен шутне Ҫӗпрел, Ҫӗнӗ Шуҫӑм, Спас, Аксу районӗсем кӗреҫҫӗ. Вӗсенче пуҫламӑш класран тытӑнса аслӑ классем таранах тӑван чӗлхепе литература урокӗсене илсе пыраҫҫӗ. Ҫарӑмсан районӗнче чӑвашла вӗрентесси – 76, Пӑвара – 63, Элметпе Нурлатра – 50-шар процентпа танлашать. Павлӑпа Пӗкӗлме районӗсенче чӑваш ачисен 30 ытла проценчӗ кӑна тӑван чӗлхене вӗренет. Пурӗ 18 районта чӑваш шкулӗсем ӗҫлеҫҫӗ. Малашне те кун пек кайсан мӗн тӑвӑпӑр? Хальхи 88 шкула упраса хӑвармаллах пирӗн», — тесе ҫырнӑ «Суварта».

 

Персона Владимир Прокопьев тунӑ сӑн
Владимир Прокопьев тунӑ сӑн

Сергей Лукьянов Питӗртен Шупашкара ҫитнӗ. Вӑл хӑвӑрт утса 1400 ҫухрӑм парӑнтарнӑ. Сергей Лукьянов ҫапла тӗнче икӗ ҫул курса ҫӳресшӗн. Ҫула вӑл ака уйӑхӗн 1-мӗшӗнче тухнӑ. Шупашкара 28 кун килнӗ.

Сергей Лукьянов Шупашкара ҫитсен «Про Город» хаҫат корреспондентне интервью панӑ. Арҫын икӗ ҫулта 32 пин ҫухрӑм утасшӑн. Кунне вӑл вӑтамран 50–60 ҫухрӑм утать. Хӑй каланӑ тӑрӑх, унӑн ҫулӗ Китай, Вьетнам, Сингапур, Австрали витӗр выртӗ, унтан Кӑнтӑр тата Ҫурҫӗр Америкӑна, Африкӑна, Европӑна ҫитӗ.

58 ҫултискер хӑйӗнпе пӗрле япаласене сумкӑна кӗнӗ чухлӗ ҫеҫ илнӗ. Вӑл хӑвӑрт утассипе тахҫанах кӑсӑкланать-мӗн. Ҫак ҫулҫӳревре вӑл 1 миллион тенкӗ тӑкаклама палӑртнӑ. Хӑйӗн ҫулҫӳревне вӑл Аслӑ Ҫентерӳ 70 ҫул тултарнине халалланӑ. Ҫу уйӑхӗн 9-мӗшӗнче Пӗкӗлмере пулма палӑртнӑ. Халӗ вӑл Хусана ҫул тытнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://pg21.ru/news/view/77083
 

Ҫул-йӗр Шупашкар аэропорчӗ / Н. Плотников тунӑ сӑн
Шупашкар аэропорчӗ / Н. Плотников тунӑ сӑн

Ытларикунтан, кӑрлачӑн 14-мӗшӗнчен, Самар–Шупашкар–Самар авиарейс ҫӗнӗрен ӗҫлеме пуҫлӗ — кун пирки Чӑваш Енӗн трансминӗ хыпарлать. Ку рейс нарӑсӑн 28-мӗшӗччен ӗҫлемелле имӗш. Кайран, вӑхӑчӗ иртсен, ӑна тӑсасси е рейса хупасси пирки шутлӗҫ пулӗ.

Ҫула «Cessna 208 Caravan» самолёт тухӗ. Вӑл пӗрре май 9–13 ҫын илейрет. Чӑваш Ен минтрансӗ хыпарланӑ тӑрӑх самолёт Шупашкартан 8:35 вӑхӑтра тухмалла, 10:10 тӗлне Самара ҫитмелле. Каялла Самар хулинчен 10:55-ре вӗҫсе тухмалла та пирӗн республикӑн тӗп хулине 12:20 вӑхӑта ҫитмелле. Самара каякансем, унтан Шупашкара таврӑнакансем самолётпа тунтикун, юнкун, эрнекун тата вырсарникун вӗҫейӗҫ. Рейссене Тутарстанри Пӗкӗлмере вырнаҫнӑ «Ак барс аэро» авиакомпани тумалла иккен. Билет хакӗ 2 400 тенкӗпе танлашать.

Аса илтеретпӗр, Самара вӗҫмексем (самолётсем) унччен те хутласа-ха — ун чухне ҫак рейса «Тутарстан» авиакомпани тӑватчӗ, анчах раштавӑн 25-мӗшӗнчен ӑна вӗҫме чарчӗҫ, лицензине те туртса илчӗҫ пулмалла. Хусанта самолёт персе аннӑ хыҫҫӑн унӑн вӗҫмекӗсене шӑпах «Ак барс аэро» компанине куҫарнӑ имӗш.

Малалла...

 

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (19.04.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 744 - 746 мм, 8 - 10 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Укçа-тенкĕ енчен ку эрнере хавшакрах. Укçана перекетлĕр. Харпăр тата професси хутшăнăвĕсенче йывăрлăхсем пур. Тен, юратнă япала çухалĕ. Эрне вĕçнелле йăлтах йĕркеленĕ. Ырă çынсем пулăшнипе çухалнă япалана тупаятăр. Юратнă çынпа хутшăну лайăхланĕ. Эсир ăна пуринчен ытла шанатăр. Юратнă çын çакна тивĕçлĕ пулинех.

Ака, 19

1936
88
Петров Юрий Филиппович, ветеринари ӑслӑлӑхӗсен тухтӑрӗ, профессор ҫуралнӑ.
1957
67
Петров Леонид Порфирьевич, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуҫа хӑй
хуҫа арӑмӗ
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуҫа тарҫи
кил-йышри арҫын
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуть те кам тухсан та
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем