Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +14.3 °C
Ӑслӑ ҫын нихҫан та ҫынна ухмах темест.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: Правительство ҫурчӗ

Хулара
forum.na-svyazi.ru порталтан илнӗ сӑнӳкерчӗк
forum.na-svyazi.ru порталтан илнӗ сӑнӳкерчӗк

Чӑваш Енӗн Правительствин кивӗ ҫуртне юсаса ҫӗнетӗҫ. Ку ӗҫе 2025 ҫул тӗлне пурнӑҫлама палӑртаҫҫӗ. Ҫакӑн пирки республикӑн строительство министрӗ Павел Данилов «Правде ПФО» тӗнче тетелӗнчи хаҫата пӗлтернӗ.

Ҫав ҫурт 10 ҫул пушӑ ларать. Ҫуркунне юсав ӗҫӗсем пуҫланнӑ. Асӑннӑ ҫурт, сӑмах май калсан, федераци пӗлтерӗшӗллӗ культура эткерлӗхӗ шуитланать.

Павел Данилов пӗлтернӗ тӑрӑх, паянхи куна ӗҫсене 430 миллион тенкӗлӗх туса ирттернӗ. Чӳк уйӑхӗнче шалти ӗҫсене кӳлӗнмелле. Реконструкцие 2025 ҫулта вӗҫлесшӗн.

 

Политика

Чӑваш Енри студент-комсомолецсем общежитишӗн налук тӳлесшӗн мар. Ку хыпара республикӑн Патшалӑх Канашӗн депутачӗ, Раҫсей Федерацийӗн Коммунистсен партийӗн пайташӗ Александр Андреев Фейсбукра пӗлтернӗ.

«Комсомолец-студентсем Чӑваш Ен Элтеперӗ тата «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» парти общежитисем валли налук сӗннине хирӗҫ. @Чӑваш Республикин Правительство ҫурчӗ», — тесе ҫырса хунӑ. Ҫак йӗркесен авторӗ ӑнланнӑ тӑрӑх, сӑмах вӗренӳ учрежденийӗсен балансӗ ҫинчи общежитисене пурлӑх налукӗ хурса парас пирки пырать.

Александр Андреевӑн страницине вырнаҫтарнӑ сӑнӳкерчӗкре Правительство ҫурчӗ умӗнче плакатпа каччӑ тӑрать. Пӗринче вӑл пӗччен, тепринче Алесандр Андреев унпа сӑн ӳкерӗннӗ, виҫҫӗмӗшӗнче ҫамрӑк патне пакунлисем тӑваттӑн тан пырса тӑнӑ.

 

Республикӑра
"Яндекс навигатор" сӑнӳкерчӗкӗ
"Яндекс навигатор" сӑнӳкерчӗкӗ

Чӑваш Енре пурӑнакансем «Яндекс навигаторта» онлайн-митинг ирттернӗ. Сарӑмра (приложени) ҫынсем кӑмӑлсӑрланса ҫырнӑ комментарисем нумай. Эпицентр – Правителство ҫурчӗ умӗнче.

Ҫынсем тӳре-шара ним те туманнипе кӑмӑлсӑр. Кӑшӑлвирус сарӑлать, ҫынсен килте лармалла, анчах влаҫ инкеклӗ лару-тӑру пулнине йышӑнасшӑн мар-мӗн.

Халӑх килте лармалли тапхӑрта коммуналлӑ тӑкаксемшӗн тӳлемеллине пӑрахӑҫлама ыйтнӑ. Онлайн-митинга хутшӑннисем каланӑ тӑрӑх, «Яндекс» хӑш-пӗр комментарие хуратма тытӑннӑ.

Сӑмах май, кун пек митингсем Шупашкарта кӑна мар, Раҫҫейри хӑш-пӗр хулара та иртнӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/63906
 

Персона

102 ҫулти Анастасия Терентьева Шупашкара ҫӳлтен курма тахҫанах ӗмӗтленнӗ. Мӑнукӗ унӑн ӗмӗтне пурнӑҫланӑ. Нумаях пулмасть вӑл Правительство ҫуртӗнче пулса курнӑ.

Мӑнукӗ Андрей Шамбулин экскурсие лекес тесе ЧР Элтеперӗн администрацине ҫыру ҫырнӑ. Кӗҫех кинемее Правительство ҫуртне чӗнсе илнӗ. Унта унпа ЧР Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев курнӑҫнӑ.

Анастасия Терентьевӑн шӑпи ҫӑмӑл пулман. Вӑл ялта ҫуралнӑ, ҫемьере чи кӗҫӗнни пулнӑ. Ҫемьере тӑхӑр ачана пиллӗкӗшӗ ача чухнех вилнӗ. 1930-мӗш ҫулсенче вӗсене кулак тесе айӑпланӑ, икӗ хутлӑ шкулӗнчен шкул тунӑ. Амӑшне ачисемпе мунчана пурӑнма куҫарнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/63287
 

Спорт

«Хальхинче эпир унчченхинчен ытларах хатӗрленнӗччӗ. 2018 ҫулта пире вуннӑмӗш мар, пинмӗш пай ҫитмерӗ. Ҫавӑ пире ҫирӗплетрӗ, Штутгарта эпир ылтӑн илме кайрӑмӑр», – тенӗ Владислав Поляшов ӗнер Чӑваш Ен Правительство ҫуртӗнчи тӗлпулура.

Аса илтерер: арҫынсен Раҫҫейри командин йышӗнче пулнӑ Владислав Поляшов тата ҫав ушкӑн Германире нумаях пулмасть иртнӗ 2019 ҫулхи тӗнче чемпионатӗнче ҫӗнтернӗ. Ылтӑн медале тивӗҫнӗ ятпа маларах спортсменсене ҫӗршыв Президенчӗ Владимир Путин саламланӑччӗ. «Раҫҫейӗн спорт гимнастикинче многоборье енӗпе эсир пуҫласа пъедесталӑн ҫӳлти картлашки ҫине хӑпарма пултартӑр», — мухтанӑччӗ Раҫҫей Президенчӗ спортсменсен ячӗпе янӑ саламлӑ телеграммӑра.

Ӗнер ЧР Правительство ҫуртӗнче Чӑваш Ен спортсменне Михаил Игнатьев Элтепер саламланӑ.

 

Хулара

Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗ патӗнчен Атӑл кӳлмекӗ патне анакан катлашкана кӳлмек патӗнчен республикӑн Правительство ҫурчӗ енне сарнӑ картлашкапа ҫыхӑнтарасшӑн. Ун валли кӳлмек урлӑ кӗпер хывмалла.

Ӗнер, авӑн уйӑхӗн 19-мӗшӗнче, Чӑваш Ен Строительство, архитектура, ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх министерствинче канашлу иртнӗ. Ӑна Алексей Грищенко министр ертсе пынӑ. Унта архитекторсене пухнӑ. Канашлура, тӗпрен илсен, Чӑваш автономине туса хунӑранпа 100 ҫул ҫитнине халалласа туса ирттермелли ӗҫсене сӳтсе явнӑ.

Маларах асӑннӑ кӗпер пирки калаҫнӑ май ӑна наци хӑйне евӗрлӗхне палӑртакан арт-объект евӗр йӗркелемелле тесе калаҫнӑ. Шупашкарта пурӑнакансем кӗпер тума тахҫанах сӗннӗ-мӗн.

 

Республикӑра
Эдуард Мочалов тунӑ сӑн
Эдуард Мочалов тунӑ сӑн

Ҫӗрпӳ районӗнчи Красная Горка ялӗнче пурӑнакансем Правительство ҫурчӗ патне пикета тухасшӑн. Вӗсене ҫак тӑрӑхра Китай ҫыннисем савут тума хатӗрленни питӗ пӑшӑрхантарать. «Ачасем, мӑнуксем валли эпир мӗн хӑварӑпӑр? Кун пекки пулмалла мар», - теҫҫӗ вӗсем.

Ялта халӑх итлевӗ пуласси пирки ял тарӑхӗн администрацийӗн официаллӑ сайтӗнче вырнаҫтарнӑ. Халӑха ку пӑшӑрхантарса ӳкернӗ. Ара, вӗсен илемлӗ тӑрӑхӗнче Китай ҫыннисем савут туса лартма пултараҫҫӗ-ҫке-ха. Сӑмах май, кунта халӑх итлевӗ иккӗмӗш хут пулать. Хальхинче ӑна утӑ уйӑхӗн 11-мӗшӗнче ирттерме палӑртнӑ.

Ял ҫыннисем китайсем сӗт савутне туса лартассине хирӗҫ. Ҫавна май вӗсем ҫӗртме уйӑхӗн 26-мӗшӗнче Правительство ҫурчӗ патне пикета тухасшӑн. Унта 25 ҫын хутшанӗ. Ку мероприятие вӗсем официаллӑ мелпех йӗркелеҫҫӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/57852
 

Политика

Раштав уйӑхӗн 29-мӗшӗнче ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев Правительство ҫуртӗнче лару ирттермелли Пысӑк зала ҫӗнетессине пӑхса тухнӑ. Михаил Васильевич хушнипе залти видеотрансляци тытӑмне ҫӗнетнӗ.

Халӗ видеокамера пахалӑхӗ те лайӑхрах. Пӗр камера вырӑнне виҫҫӗ лартнӑ. Унччен видеокамера трибунӑна ҫеҫ кӑтартнӑ, малашне вара кашни депутата сӑнама май пулӗ. Халӗ ларӑва онлайн мелпе кирек мӗнпе те – компьютерпа, смартфонпа, планшетпа – курма пулать, тӗнче тетелнӗ кӗмелли май кӑна пултӑр.

«Хушма видеокамерӑсем ларӑва килмен депутатсене те кӑтартӗҫ, ку вара дисциплинӑна хӑнӑхтарӗ», - ҫапла палӑртнӑ Михаил Игнатьев.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/54530
 

Шупашкар хулине чечексемпе илемлетнӗ чух республикӑн чӑваш символикине тата наци ялавӗн элеменчӗсене шута илеҫҫӗ иккен. Тӗслӗх вырӑнне Амӑш палӑкӗ умӗнче, Республика тӳремӗнче, Правительство ҫурчӗ тӗлӗнче тата Константин Иванов скверӗнче сарӑпа хӗрлӗ тӗслӗ чечек калчисене чӑваш орнаментне тӗпе хурса лартнӑ. Ҫакӑн пирки хула мэрийӗ хыпарланӑ.

Маларах пӗлтернӗччӗ ӗнтӗ — чечек ӳстерекен вырӑнсене кӑҫал нумайлатнӑ. Пӗтӗмпе вӗсем 120 ҫӗрте (пӗлтӗр 109 пулнӑ) 20,5 пин тӑваткал метр лаптӑка йышӑнӗҫ. Чӑваш Енӗн тӗп хулине чечекпе капӑрлатассине Республика кунӗ тӗлне вӗҫлемелле.

 

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (20.04.2024 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 10 - 12 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Укçа-тенкĕ енчен ку эрнере хавшакрах. Укçана перекетлĕр. Харпăр тата професси хутшăнăвĕсенче йывăрлăхсем пур. Тен, юратнă япала çухалĕ. Эрне вĕçнелле йăлтах йĕркеленĕ. Ырă çынсем пулăшнипе çухалнă япалана тупаятăр. Юратнă çынпа хутшăну лайăхланĕ. Эсир ăна пуринчен ытла шанатăр. Юратнă çын çакна тивĕçлĕ пулинех.

Ака, 20

1874
150
Золотов Василий Гордеевич, халӑха ҫутта кӑларас ӗҫе йӗркелекенӗсенчен пӗри ҫуралнӑ.
1983
41
Иванов Алексей Иванович, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи, журналист редактор вилнӗ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуҫа хӑй
хуҫа тарҫи
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуть те кам тухсан та
кил-йышри арҫын
хуҫа арӑмӗ