Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +16.3 °C
Ҫӗнӗ шӑпӑр ҫӗнӗлле шӑлать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: Пикшик ял тӑрӑхӗ

Сумлӑ сӑмах Культура

Кӑҫал Раҫҫей шайӗпе иртекен Литература ҫулталӑкӗнче, чӑвашсем вилӗмсӗр «Нарспи» поэма авторӗ К. Иванов ҫуралнӑранпа 125 ҫул тултарнине паллӑ тунӑ тапхӑрта Т. Кириллова аса илни вырӑнлӑ.

Тарас Кириллов 1880 ҫулхи нарӑс уйӑхӗн 12-мӗшӗнче, кивӗ стильпе, Етӗрне уесӗнчи Чӑваш Сурӑм вулӑсӗнчи Ҫеҫмер ялӗнче Кирилл Филиппов вӑтам хресчен ҫемйинче ҫуралнӑ. Ашшӗпе амӑшӗ ҫут тӗнчене килнӗ ачана Тарас ят хунӑ. Ҫулсем иртнӗ май вӑл Трак тӑрӑхӗнчи Мӑн Шетмӗри прихут шкулӗнче, ун хыҫҫӑн Ишекри икӗ класлӑ шкулра ӑс пухнӑ. 1899 ҫулта Т. Кириллов Хусан хулинчи учительсен семинарине пӗтернӗ хыҫҫӑн икӗ ҫул Етӗрне хулинче прихут училищинче, 1901–1903 ҫулсенче Шӑхасанти икӗ класлӑ шкулта учительте вӑй хунӑ. 1903–1905 ҫулсенче пултаруллӑ, мал ӗмӗтлӗ ҫамрӑк Хусан хулинчи миссионерсен курсӗнче малалла вӗренет. 1900 ҫулта Т. Кириллов ҫемье ҫавӑрать, Елизавета Васильевна Никольская хӗрупраҫпа венчете тӑрать. Елизавета пиччӗшӗ, Николай Васильевич Никольский, чӑвашсен пирвайхи хаҫатне, «Хыпара», кӑлараканӗ.

1903–1905 ҫулсенче, Тарас миссионерсен курсӗнче вӗреннӗ вӑхӑтра, ҫамрӑк мӑшӑр Н.

Малалла...

 

Спорт

Паян Красноармейскинчи тӗп стадионта «Ял пурнӑҫӗ» район хаҫачӗн парнисене ҫӗнсе илессишӗн ҫӑмӑл атлетика ӑмӑртӑвӗ иртнӗ. Унта 30 команда хутшӑннӑ. Сывӑ пурнӑҫ йӗркине пропагандӑланӑшӑн тата 65 ҫулхи юбилей ячӗпе Иван Прокопьева Красноармейски район администрацийӗн Тав хутне панӑ.

Ветерансен командисен йышӗнче Пикшик ял тӑрӑхӗ ҫӗнтернӗ. Кӗҫӗн класра вӗренекенсен хушшинче Мӑн Шетмӗ вӑтам шкулӗ малта пулнӑ. Иккӗмӗш вырӑна Трак вӑтам шкулӗ тухнӑ. Красноармейски вӑтам шкулӗ виҫҫӗмӗш вырӑн йышӑннӑ.

5–9-мӗш класра вӗренекенсен йышӗнче Красноармейски вӑтам шкулӗ ҫӗнтерӳҫӗ пулнӑ. Вӗсем хыҫҫӑн — Трак вӑтам шкулӗ. Пикшик вӑтам шкулӗн команди финиша виҫҫӗмӗш ҫитнӗ.

Аслӑ класра вӗренекенсен командисем хушшинче Трак вӑтам шкулӗ, Красноармейски вӑтам шкулӗ, Пикшик вӑтам шкулӗ малти вырӑнсене пайланӑ.

Ял тӑрӑхӗсен командисен йышӗнче каллех Пикшик енчисем маттур пулнӑ. Кӗҫӗн Шетмӗ ял тӑрӑхӗ — иккӗмӗш. Предприятисем, организацисем, учрежденисем хушшинче Красноармейски ял тӑрӑхӗн «Композит-21» команди пӗрремӗш вырӑна тухнӑ.

Малалла...

 

Патӑрьел районӗнчи Пикшик ял тӑрӑхӗнче ҫак шӑматкун йӑлана кӗнӗ уяв — Патӑрьел районӗн кунӗ — иртнӗ. Ӑна Пукрава халалласа кӑҫалхипе улттӑмӗш ҫул ӗнтӗ йӗркелеҫҫӗ. Патӑрьелсем вара ҫав куна чи лайӑх ял тӑрӑхне палӑртас тӗллевпе ирттереҫҫӗ-мӗн.

Уява вырӑнти пуҫлӑхсемпе пӗрлех районӑн хисеплӗ ҫынни Лев Кураков (чылайӑшӗ ӑна И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн ректорӗнче нумай ҫул тӑрӑшнӑ тӑрӑх пӗлет), ЧР Патшалӑх Канашӗн депутачӗ Петр Никифоров тата Кокель ячӗллӗ Пӗтӗм тӗнчери VII пленэра хутшӑнакан делегаци хутшӑннӑ.

Кирек епле уяври пекех тӗрлӗ чыслав та самай пулнӑ. Пикшикри халӑх театрӗ вара тинех машинӑллӑ пулнӑ — район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Николай Глухов йыша ГАЗель машина илме сертификат тыттарнӑ. Тата, паллах, халӑх юрланӑ-ташланӑ, савӑннӑ. Ял тӑрӑхӗсем хӑйсен ал ӑстисен пултарулӑхне кӑтартнӑ. Уява салют вӗҫленӗ.

Сӑнсем (126)

 

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (19.04.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 744 - 746 мм, 16 - 18 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Укçа-тенкĕ енчен ку эрнере хавшакрах. Укçана перекетлĕр. Харпăр тата професси хутшăнăвĕсенче йывăрлăхсем пур. Тен, юратнă япала çухалĕ. Эрне вĕçнелле йăлтах йĕркеленĕ. Ырă çынсем пулăшнипе çухалнă япалана тупаятăр. Юратнă çынпа хутшăну лайăхланĕ. Эсир ăна пуринчен ытла шанатăр. Юратнă çын çакна тивĕçлĕ пулинех.

Ака, 19

1936
88
Петров Юрий Филиппович, ветеринари ӑслӑлӑхӗсен тухтӑрӗ, профессор ҫуралнӑ.
1957
67
Петров Леонид Порфирьевич, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуҫа тарҫи
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
кил-йышри арҫын
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуҫа хӑй
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуҫа арӑмӗ
хуть те кам тухсан та
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть