Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +10.3 °C
Ват ҫынтан кулма хушман.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпар: «Раҫҫей чӑваш пики-2006» конкурс иртрӗ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Аçтахар Плотников 30.10.2006 20:55 | 1822 хут пӑхнӑ

Маларах пӗлтернӗ тӑрӑх, юпа уйӑхӗн 28-мӗшӗнче, Мускавра пӗтӗм Раҫҫей шайенчи «Раҫҫей чӑваш пики-2006» конкурс иртрӗ. Конкурса республикӑсемпе облаҫсенчи конкурсенче ҫӗнтернӗ 9 пике хутшӑнчӗ. Пикесем Чӑваш Енрен, Тутарстанран, Пушкӑртстанран, Мускавран, Чӗмпӗр, Тюмень, Мурманск облаҫӗсенчен, тата Пермь Енӗнчен пулчӗҫ. Тутарстан Республикинчен икӗ пике пулчӗ. Пӗри Хусан хулинчен, тепри хӑй Тутарстанран.

Чӑваш пикисем хӑйсен ӑсталахне 6 ӑмартура кӑтартрӗҫ: хӑйсем ҫинчен тата пурӑнакан хутлӑхӗ ҫинчен каласа кӑтартрӗҫ, паллӑ чӑвашсем тата чӑвашсен пурнӑҫӗнче усӑ курнӑ хатӗрсем ҫинчен пӗлӗвне кӑтартрӗҫ, спортпа туслӑ пулнине тата пултарулахпа туслӑ пулнине палӑртрӗҫ.

Пӗрремеш вырӑна тата 30 пин тенкӗне Анна Буркина (Чӗмпӗр облаҫӗ), иккӗмӗш вырӑна тата 20 пин тенкӗне Нина Казакова (Тутарстан), виҫҫӗмӗш вырӑна Ирина Такина (Чӑваш Ен) тивӗҫрӗ.

Конкурс хушшинче куракансене хӑйсен пултарулӑхӗпе паллӑ чӑваш ансаблӗсем "Эревет" тата "Илемпи", Чӑваш Енӗн халӑх артисчӗ Вячеслав Христофоров, тата чӑваш эстрадин паллӑ юрӑҫӗсем Светлана Яковлева, Татьяна тата Стас Владимиров савӑнтарчӗҫ.

 

Конкурсри сӑнӳқерчӗксем

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем