Чукун ҫул


Плащ


Кăçалхи Май уявне ирттернĕ хыççăнах, ман издательство ĕçĕпе Урал еннелле тухса кайма тиврĕ. Майăн пĕрремĕшĕнче çанталăк питĕ аван пулчĕ. Урамсенче май костюмĕ тăхăннă çынсем те чылаях курăнкаларĕç. Анчах майăн виççĕмĕшĕнче çанталăк пăсăла пуçларĕ те, эпир Свердловск патнелле çывхарса пынă çĕре çĕршыв лапкам-лапкам çунă çĕнĕ юрпа витĕнсе ларчĕ.

Çанталăк сивĕтрĕ.

Манпа пĕрле пĕр купере ларса пыракан çынсем: пери — Мускавран, студент, практикăна Урала каять, тепри — чукун çул çинче ĕçлекенскер, Курскран Тоболе, киле, отпуска таврăнать, виççĕмĕшĕ — Украинăри парфюмери фабрикĕн снабженецĕ, еврей, Урал таврашнелле фабрика валли темĕн илме каять. Эпĕ вĕсемпе часах çывăххăн паллашрăм.

— Ак япала, эпĕ, лайăх çанталăка шанса, çара пуçăн, пир костюм вĕççĕн тата туфлипе çеç тухрăм, — терĕ студент, канăçсăррăн чӳречерен пăхса.

Эпир пурсăмăр та чӳречерен пăхрăмăр — лапсăркка чăрăшсем хĕллехи пек юр айне пулса ларнă.

— Эсĕр вăрăм çула тухса курман пулмалла, — терĕ хайхи студента чукун çул çинче ĕçлекенни.

— Çук, эпĕ çула час-часах тухса çӳретĕп, анчах виçĕмкун çеç çанталăкĕ питĕ лайăхчĕ-çке-ха!

Малалла