Тăван чĕлхе


Ху чĕлхӳне ан хурла!


Хура халăх хушшинче тĕнчере мĕн пурĕ те 77 тĕслĕ чĕлхе анчах теççĕ. Тĕрĕссипе каласан, 77 тĕслĕ чĕлхе анчах мар, мĕн пурĕ 3000 чĕлхерен те иртет, тĕн таврашĕ те 1000 яхăн. Çак 3000 тĕслĕ чĕлхеллĕ халăхсенчен питĕ йышлăн çĕр мильюншар йышпа пурăнакансем те пур, тата питĕ сахалăн çĕршер пинĕн йышпа пурăнакансем те пур. Вĕсем пурте харпăр хăй тăрăшса пурăнаççĕ. Пирĕн чăваш чĕлхипе калаçакансем пĕр мильюн çура çывхараççĕ, çавăнпа çак мильюн ытларах йышпа калаçса пурăнакан чăваш халăхĕ çĕр мильюнлă халăхсем çумĕнче нимĕн те мар пек, анчах тата чăваш чĕлхинчен сахаллăн пурăнакансем те пур, вĕсене шутласан, чăваш йышĕ мĕльюн çурă та сахалах мар пек туйăнать, хамăра ăссăн пурăнма та пултармалла пек туйăнать мана. Тĕнчере чи йышлă халăхсем ак çаксем: чи малтан китайсем 480 мильюн çын, акăлчан чĕлхипе калаçакансем 100 мильюн, нимĕç чĕлхипе 100 мильюн, вырăс чĕлхипе те çавнашкалах, тата ыттисем те пур. Ун пек йышлă халăхсем пурте хăйсене уйрăм патшалăхсем туса пирĕн пек (сахал, вĕтĕ) халăхсене хăйсен ăшне çăта-çăта янă. Эпир те чăвашсем авалах вырăссен ăшĕнче пурăнатпăр, вĕсем пире çăтса илни питĕ нумай пулать ĕнтĕ. Тĕнчере пирĕн пек сахаллăн пурăнакан халăхсем эпир анчах мар, питĕ нумай. Çапла пирĕн [...] раççĕ. Мĕншĕн [тесен ...] çынсем пурте пĕр шухăшпа пурăнаççĕ, хăйсен чĕлхине, хăйсен тăван халăхне те пурте питĕ хытă юратса, питĕ хисеплесе ăна ытти ют халăхсене мăшкăллама памаççĕ. Хăйсен халăхĕ ячĕшĕн хытă тăрăшаççĕ вĕсем. Çакăн пек хăй халăхне, хăй чĕлхине хисеплесе хытă тăрăшнине курса ун пек çынсене Турă та пулăшать, вĕсен пурнăçĕсене малалла ярать. Кам хăй чĕлхине юратмасăр унтан йĕрĕнсе тăракансене Турă та юратмĕ, ун пек халăхсем Турă умĕнче те, ытти халăхсем умĕнче те малалла каяймĕç, вĕсем пурăннăçем пĕтсе çĕр çинчен çухалсах пырĕç. Сахал халăхсенчен пĕри чăвашсем терĕмĕр эпир. Вырăс патшалăхĕнче пурăнатпăр. Вырăс патшалăхĕнче, Раççейре, сахалăн халăхсем эпир анчах мар, Раççейре мĕн пурĕ 90 тĕслĕ халăх пурăнать; çак 90 тĕслĕ чĕлхерен чăвашсенчен сахаллăн пурăнакансем те нумай. Вĕсен хушшинчен латышсен, эстонецсен тата финсен йышĕсем пирĕнни пекрехех анчах, çапах вĕсен ячĕсем питĕ паллă, питĕ чаплă, вĕсене Раççейре пурте пĕлеççĕ. Вĕсем пурте вĕреннĕ, вĕсен хăйсен темĕн тĕрлĕ хаçат-журнал, тĕрлĕрен кĕнеке... Çаксене шутласан эпĕ хамăр чăваш халăхĕ çинчен аса илетĕп, мĕншĕн пирĕн чăваш халăхĕ пĕр шухăшлă мар-ши вăл? тетĕп. Ăçта вырăспа хутăш пурăнакан чăвашсем вырăс пуласшăн, тутарпа хутăш пурăнакансем тутара тухасшăн тăрăшаççĕ... Нумайăшĕ вĕреннĕреххисемех тăван чăваш чĕлхипеле çырнă кĕнекесене те, «Хыпар» хаçатне те вулама парсан: «мĕн вăл чăвашла кĕнекене е хаçатне! Эпĕ чăвашла вулама та пĕлместĕп» теççĕ. Çапла каланине эпĕ хамах питĕ нумай илтнĕ. Çак сăмахсем ху чĕлхӳне хурланисемех пулмаççĕ-и вара?! Апла хамăр кĕнеке-хаçатсене «урласан эпир нихçан та хальхи çĕрĕк ятран хăтăлас çук.

Малалла

Тăван чĕлхе сăпки


Тăван чĕлхе сăпкинче

Пин-пин сăмах çуралать,

Çав сăмахсен шутĕнче

Ман сăмахăм пурăнать.

 

«Тăван çĕр-шыв» сăмахра

Мĕнле кăна ырлăх çук.

Ытти хурăнташ халăхра

Хăйне майлă палăрать.

 

Çичĕ юта эс кайсан,

Нумай чĕлхе вĕренсен

Тăван чĕлхене ан ман —

Асту, вăл çепĕç сан.

 

Аннĕр чĕлхине савса,

Хăвăр йăха упраса,

Тăвансемпе ыр курса,

Пурăнăр, çынсем, ыр курса!

Упра эс çепĕç чĕлхене


Сĕм-сĕм вăрман таçтан кашлать,

Вăл ăс парса çапла калать:

«УПРА ЭС ÇЕПĔÇ ЧĔЛХЕНЕ!

Аçу-аннӳн чун пехилне».

 

Ав çавра çил те ӳкĕтлет:

«Вăю сан хăвăнтан килет,

УПРА ЭС ÇЕПĔÇ ЧĔЛХЕНЕ!

Манпа вăл вĕçтĕр инçене».

 

Сăваплă Атăл хумханать,

Вăл шавласа мăнаçланать:

«УПРА ЭС ÇЕПĔÇ ЧĔЛХЕНЕ!

Çĕкле куллен ун хăватне».

 

Çап-çутă уйăх çуталать,

Унти пике çапла калать:

«УПРА ЭС ÇЕПĔÇ ЧĔЛХЕНЕ!

Мала хур унăн илемне».

 

Сап-сар хĕвел йăл-йăл кулать,

Савса пăхса çапла калать:

«УПРА ЭС ÇЕПĔÇ ЧĔЛХЕНЕ!

Çын туйтăр унăн ăшшине».