Равиль Бикбаев


Тастамал


Çĕршыва ир-ирех таврăнатăп,

Е хĕвел анас чух таврăнатăп.

Савăнса, шăхăрса, таврăнатăп,

Хурланса, кулянса таврăнатăп, —

 

Урал тăвĕ умра куç куран талккишпе,

Тĕксĕм хĕрлĕ — каç-каç, сенкер çутă — ирпе.

Шутсăр тунсăх пусать хĕвел аннă чухне,

Шутсăр самăл тапать ман чĕре ирхине.

 

Мĕн тери чăтăм-тӳсĕмлĕ шăплăх тăрать,

Епле чаплă мăнаçлăх мана йыхăрать!

Эп куратăп çиçсе ялтăран Урала,

Асилетĕп пин тĕрĕллĕ тастамала.

 

Тĕрĕре — халăх чунĕ, хавасĕ, юрри.

Тĕрĕре — ун хавалĕ, хури те шурри.

Курăр унăн вут-хĕмлĕ кашни эрешне,

Çырса хунă унта ман çĕршыв кун-çулне.

 

Ак хĕрли — ку вăл паттăрăн юнĕ çиçет,

Ак хури — ку асаплă юрра пăлтерет.

Сенкерри йыхăрать куллен-кун çутталла,

Кĕренни, ялав пек, шав чĕнет малалла.

 

Писевви — тин çеç пиçнĕ пылак çырла пек,

Кăвакки илĕртет шыв-шурсен юррипе,

Ав, тепри Алтăр-çăлтăррăн çуттăн çунать —

Сарă тĕс, пушкăрт пылĕ пек, йăптăртатать...

 

Малалла

Хура та шурă


Вилĕм — шелсĕр те хăрушă,

Вилĕм — сивĕ те тискер.

Туйăнать тĕнче пуш-пушă —

Хăвармасть вăл нимĕскер.

 

Анчах пурнăç та хăватлă,

Вăл та, хăй черечĕпе,

Тĕттĕмрен, кĕлрен çунатлăн

Çĕкленет вут-кайăк пек.

 

Уйрăлми ик вăйăн çулĕ...

Ах, пĕлесчĕ — çак хăма

Тупăк-ши, сăпка-ши пулĕ

Хурланма е савăнма?

 

Тупсăмне халех эп тупăп.

Вăл ан тухтăр пăсăка, —

Тăшмансемшĕн пултăр тупăк,

Тусăмсемшĕн — сар сăпка.

 

Равиль Бикбаев, Пушкăртстан халăх поэчĕ

Çумăр


Çумăр! Сиплĕ çумăр!

Пĕлĕтпе çĕр, курăр,

Хытă тунсăхланă,

Халĕ — ыталаннă.

 

Савăнса чупатăп,

Аттăма хыватăп,

Çумăр ислетсен те,

Тăвар мар — чăтатăп.

 

Çумăр! Сиплĕ çумăр!

Тухăр, ырă сунăр!

Ан тивех, йĕпеттĕр,

Ырлăх çеç пиллетĕр.

 

Равиль Бикбаев, Пушкăртстан халăх поэчĕ