Петĕр Хусанкай


Хусанкай


Хусанкай хăйĕн пĕтĕм вăйне,

Çăлтăр пек çуталан ăс-халне,

Пархатарлă хĕрӳ пурнăçне

Парнелерĕ тăван халăхне.

 

Хусанкай тăван халăх ятне,

Илĕртӳллĕ чĕлхе илемне,

Ун сăваплă сӳнми хăватне

Илсе тухрĕ тĕнчемĕр умне.

 

Хусанкай пиллесе хăварни,

Унăн хаклă, асамлă парни

Нихăçан тухас çук асăмран, —

Ăна уншăн тавах чун-вартан!

 

Хусанкай чунĕпе, ĕçĕпе,

Янăравлă сăвви-юррипе

Юлчĕ пирĕн пин-пин чĕрере,

Юлчĕ пирĕн асра — ĕмĕре!

Хусанкай лампи


1

Чунрине май пур таран

кăшт калайăп-и?

...Ман сĕтел çинче ялан —

Хусанкай лампи.

 

Парнеленĕччĕ ăна

ывăлĕ тахçан.

Çутă ункă... Мĕн кăна

эп унра курман?

 

Пушкин сăнлĕ кабинет

çавă çутăра.

Акă амăшпе пуплет

пĕчĕк кухньăра.

 

Акă Йăлăм, пыл шăрши...

Пĕр кĕввех поэт:

«Пырăр-ши» те «пымăр-ши», —

интонацилет.

 

2

Антрацит хĕмленнĕнĕх

йăлт çиçет кулли.

Унсăр халь, тен, тĕксĕмрех

ун тăван хули?

 

Шутламастăп-ха апла!

Упрĕ ĕмĕрнĕ

çĕр-çĕр ял, вуншар хула

унăн сăнарне.

 

Хурарахчĕ куç хури,

хурланма тивсен:

«Вĕтĕ те,— вĕçĕ-хĕрри

çук-мĕн вĕт чунсен».

 

Халăх палăртнă этем

пулнине пĕрех

пил пек туйнă вăл теем

хăй Сиктĕрминчех.

 

Ылтăнлатрĕ пиллĕ ĕç

пиллĕ сăнара;

пурнăçа шанманни çеç

çукчĕ çав сăнра.

 

3

Малалла

Сăвăçа — сăвăçран


П. Хусанкая

 

Ача-пăча!.. Хĕлле çил витĕр

чупса кĕреççĕ те пӳрте

тем тупнă пек калаççĕ: «Питĕ

«сана саватăп эп, атте!»

 

Кайран вара — янах хуралĕ, —

тирпейлĕ, ăслă йĕкĕтсем

шухăшларах пуплеççĕ халĕ, —

шухăшларах юратнăçем.

 

Çапла-çке юрату юмахĕ:

хуллен кĕрет вăл йĕркене.

Ĕнер çеç пулнă пек, асрах-ха

упратăп Шупашкар каçне.

 

Эп унăн кантăкне сăнатăп,

лере, тăваттăмĕш хутра,

ун мĕлкине хăш чух куратăп

вăл иртнĕ чух çут ункăра.

 

Ах, Вагнер, эс çапла тинкернĕ

тахçан Бетховен мĕлкине,

эс музыкăра çеç çитернĕ

ăна курас ыр ĕмĕтне.

 

Тен, çывăх Моцарт пит инçе пек

такамшăн туйăннă çапла...

Эп çакă виçепе виçетĕп

ун чух пăлханнă кăмăла.

 

Тен, халь урăхларах куратăп,

ăна çапла тинкернĕскер,

тен, канашне сахал тăнлатăп,

унччен савса итленĕскер?

 

Эппин, ман кăмăла пĕлтерччĕр

Малалла

Хусанкай кĕнекисем


(Реквием вырăнне)

 

Çӳренĕ çĕртен çитме май килсен

Çитсе тапта ман тăпрама...

П. Хусанкай

 

(Сăн ӳкерчĕк айне халалласа çырни, 1957).

 

Акă ун кĕнекисем,

пилĕк-ултă кĕнеки...

Калăн — ун япалисем,

калăн, — ал ăсти вилсен

унсăр юлнă ал пăчки...

маншăн — çавăн пек вĕсем, —

сăвă пуххисем çеç мар,

«вилĕмсĕр аç-тăн» çеç мар!

Тен, платник япалисем

вăл вилсен ун ывăлне

туйăнаççĕ çапларах:

вĕсенче куллен-кунах

ал ăшши упраннă пек,

тăлăха пĕр çав анчах

сасăсăр ăшăтнă пек... —

«Камччĕ саншăн вал?» — тесен

шăллăмăрсене шавах

хурланса чун-чĕререн

калăп эпĕ пĕр сăмах:

ăшăччĕ вăл, ăшăччĕ!..

Тăлăх ӳснĕ ачасем,

кăшт çырма пуçланисем,

çав ăшша кăштах туйма

туртăнатчĕç ун енне, —

ват салтак, вĕсен чунне

вăл пĕлетчĕ ăшăтма, —

Малалла

Манăн пурнăç


Аттеçĕм пулнă ман Юман, —

Паллах, ку ăнсăртран пулман.

 

Асаттепе ыр асанне

Чунтан юратнă ывăлне.

 

Юман пек — пурăнтăр пин çул,

Тесе çапла ят хунă пуль.

 

Анчах шутланă пек пулман, —

Ир хăрнă ман атте-юман.

 

Пач пулса тухнă урăхла —

Кĕç шĕкĕ çинĕ хурахла.

 

Кăра çил хуçнă силлесе,

Ăна тăман вăл шеллесе.

 

Аттеçĕм хăрнă вăхăтсăр, —

Пире хăварнă хăтлăхсăр.

 

Шăллăмпала мана анне

Пĕччен кăларчĕ çул çине.

 

Ай-хай тумхахлăччĕ çав çул,

Суратчĕ чун, ыратчĕ хул.

 

Мана, айван юманккана,

Тӳсме тивмерĕ мĕн кăна!

 

Анне те кĕчĕ час çĕре

Эпир ача чухнех, эре.

 

Çапах пурте начар пулман,

Ыйткалама тухса кайман.

 

Совет Союзĕ пулчĕ кил,

Ӳстерчĕ вăл, вăл пачĕ пил.

 

Çапла шăллăмпала мана

Çынна кăларчĕ. Тав ăна!

 

Тĕл пулчĕ Петĕр Хусанкай, —

Малалла

Пушаннă килĕм-çуртăм, каçарсам, каçар...


Пушаннă килĕм-çуртăм, каçарсам, каçар,

сана кая юлса асилтĕм пулĕ.

Халь каччă мар эп ĕнтĕ, - кукшаланнă ар.

Пĕр çакăнта ман кăмăлăм йăлт тулĕ.

 

Сăваплă пӳртĕмпе асамлă вырăнсем,

кунта тăванăмсен тухайнă чунĕ,

кунти тавралăхра çӳреççĕ пуль вĕсем.

Çитсессĕн вăхăт ывăлне те чĕнĕç.

 

Пурнасчĕ-ха татах та, саншăнах, аннем.

Ху ватлăхна кĕричченех куç хупрăн,

леш тĕнчере кăна, тен, канăç тупрăн.

Ман саншăн та пурнасчĕ, пурнасах теем.

Кунта мунча ларатчĕ. Пĕр ирпе унта

Турри тăвансене çĕн кайăк панă,

тем сăлтавпа çав ачанне вăл çакăнтах

ури çине лартайнă пысăк паллă.

 

Лапки пулманччĕ те ытла çӳллех,

унтан ӳксен ураçăм мăкăлтаннă.

Ларасчĕ тĕк тесе вăрçап хама каллех.

Мана, тен, Турă чăн та сакăлтанă?

 

Элкер ентешĕме, унтан Хусанкая

чылай малтан туя тыттарнă Турă.

Чăвашлăх хирĕнче юлассăм çук кая,

çырса курманччĕ-ха хальччен халтура.

 

Састашĕ ăнăçсăр. Ыйтатăп каçарма.

Малалла