Мăн Явăш


Ман хӳтлĕх


Хыçа юлать Çӳçел аялĕ,

Ярăнтарать Мăн-ту чуччу.

Салам сана, Мăн Явăш ялĕ,

Эпĕ таврăнатăп. Сан ачу.

Шăпам

(Усал-и вăл е ырă —

Ăна, тăванăм, хурлас мар.)

Таçта çитерчĕ те,

Çак вырăн,

Мана çуратнă çак путмар,

Пур ыйтăва та хăй пĕртен-пĕр

Татса пама пĕлет меслет.

Асран кайми аннеçĕм евĕр

Чĕнсе илет те тĕрĕслет.

Килсе çитсен,

(Курма кăна-ши?)

Çулра ĕшеннĕ, çуранах.

Сиплет вара ял-йыш канашĕ

Шалти, тулти пур сурана.

Кирлех пулсан — ятлать, чăтса тăр —

Çан-çурăмран тухать сив тар.

Сиппе килет çав, эс пĕр тапхăр

Каллех çын шутлă та патвар.

Инкек-асап, мана ан явăç.

Ял-йышăм, тарават ку чух.

Салам сана, асри Мăн Явăш,

Эп таврăнатăп, сан ачу!

Тăван ялăм


Чуна уçать кĕрленĕ сасă.

Мотор кĕвви янрать пĕр касă.

Пуç тăрринче татах вăл юрлĕ —

Авиаçул каçать ял урлă.

 

Ача пекех эп хĕпĕртетĕп,

Тăнлав çине çусан та юр;

Пилот картти çинче, пĕлетĕп,

«Мăн Явăш» тенĕ вырăн пур.

 

Çĕршывăмра ялсем сахал-и?

Кашни пикеннĕ халь ĕçе.

Тăван кĕтес, Мăн Явăш ялĕ,

Çӳлте тытать çак тивĕçе.

 

Вăл ĕлĕкрех юлса пыратчĕ.

Вăй пачĕ парти халь çине,

Ялйышăн çулăмлă хăвачĕ

Çĕнетрĕ ирĕк кунçулне.

 

Кунран-кунах тăвать вăл усĕм,

Пуласлăха курать чипер.

Ахальтен мар тăрать колхозĕ

Аттемĕр Ленин ячĕпе.

 

Çĕнел те ӳс, мала эс тух.

Пилот мухтатăр вĕçнĕ чух:

— Хула пекех Мăн Явăш ялĕ.

Çĕршывĕпех вăл паллă халĕ.