Кăнна Кушки


Икĕ ĕмерти икĕ пурнăç


1868

Атăл шывĕ ытла таса мар-ши?

Тен, куççуль вăл? Раççей ку йĕрет.

Бурлаксем сĕтĕреççĕ мăн баржа,

Çĕр çынни суха пуç сĕтĕрет.

Хура пӳрчĕ пек хурлă чăвашшăн

Шкул уçман. Чухламасть вăл хутла.

Çĕрӳ çук пулсан турт кайса баржа,

Вăю çук пулсан тупăк чутла.

 

* * *

Инçетре аякра ватă Чĕмпĕр.

Каччă тухрĕ Кăнна Кушкинчен.

Иван Яккăльч пыма ăна чĕннĕ

Вĕрентесшĕн-мĕн хăй шутĕнчен.

 

Пурнăç алăкĕнчен кĕрекеншĕн

Çитмĕл çичĕ е çиччĕ – çавах.

Хавхаланчĕ, васкарĕ Рекеев,

Чи пуян, чи телейлĕ чăваш.

 

Кив сăхман. Çăпата. Çӳхе çĕлĕк.

Пир кĕпе. Шур хутаç. Шăлавар.

Çул çинче тĕл пулсан ăçтан пĕлĕ, –

Чи хакли ун пачах çаксем мар.

 

Унпала тăван халăх шăпийĕ,

Чăвашсен чăн малашĕ унпа.

Çав çулпа утса тухĕç çĕр пинĕн.

Анчах халь… Халĕ йывăр утма.

 

Утма мар, пурăнма та пит йывăр.

Ыранхи кун çиме çăкăр çук.

… Ма таса-ши ытла Атăл шывĕ?

Малалла

Кушкă ачи