Хĕрарăм


Хĕрарăма


Ирпелен хĕвел савса пăхсассăн

Çутă текĕр евĕр кантăкран,

Ачусем ахăлтатса кулсассăн —

Чи телейлĕ çын эс пурнăçра.

 

Тĕкĕртен пăхса тапса сикен тĕк,

Уçăлсассăн алăк юрласа,

Çакă вăл — телей, чунпа сисетĕн.

Мĕншĕн сан çӳрес пуçа усса?

 

Пиллĕ сăмаха ăша хыван тăк

(Яланах çутаттăр пурнăçа),

Алăк юрлĕ, тĕтреленмĕ кантăк —

Пурнăçра телей, телей хуçа!

 

Ик алла пин-пин ĕç...

Тăрмашатăн,

Черетре тăраç вĕсем кĕтсе.

Чĕрĕлле хĕрӳ памасть вут-шанкă,

Мĕн илемĕ çурт ăшши пĕтсен?!

Хĕрарăм куççулĕ


«Арçын алли кирлех çав», — теççĕ,

Арçынсăр юлнă кил-çуртра.

Вăй çитменнишĕн тертленеççĕ,

Вăйне ыйтаççĕ Турăран.

 

Хĕрарăм юхтарать куççулĕ,

Ытла хатарлă ун шăпи.

Савни çухалнă вăрçă çулĕ, —

Çапах кĕтет-ха Салампи.

 

Иртет сисмесĕрех хĕл кунĕ,

Сад пек чечекленет тĕнче.

Пурнасшăн халăхĕ, чĕрчунĕ

Хĕвелĕн ылтăн карринче.

 

Анчах хĕрарăмăн телейĕ

Арканнă иртнĕ вăрçăра.

Эс ху та, тантăшăм, пĕлетĕн, —

Юратнă çын пурнать чунра.

Алăк çĕмĕрни


Юнашарта хĕрарăма хĕнеççĕ.

Йĕмест,

Ыратнине, тен, пулнă уями.

Хулăн саспа темскер хушать хуняшшĕ,

Çухăрашать элекçĕ хунями.

 

Чĕтрет

Сив чир силленĕ пек ман пӳлĕм.

Манăн пырта хĕрарăм çăтнă сас.

Мĕнле сăмах калас-ши ман хĕрӳллĕн?

Хĕн-асапра мĕнле ман пулăшас?

 

Эй, чарăнăр!

Тек таврăнмасть чуралăх.

Е мантăр-им хĕрарăм вăл камне?

Вăл Пушкина,

Вăл Çеçпĕле çуратнă.

Çунат вăл панă Шуршăл ачине.

 

Пуçламăшĕн пуçламăшĕ — хăрарăм.

Пĕр путсĕр çеç хăять ал çĕклеме.

Чăн мăшкăл ку. Судран хăрамăп.

Пуçлатăп эпĕ алăк çĕмĕрме.