Хуркайăк çулĕ


Çывăрса тăранман...


Çывăрса тăранман. Пуç вĕри.

Е килтен инçетришĕн чирлерĕм?

Е ĕшентĕм-ши çавă тери,

çĕре сăвă çырса эп çĕрлерĕм?

 

Сывлăх çурчĕ кĕтмест.

Çук ман полис,

арăм чикнĕ эмелĕм кăна.

Чирлесессĕн ютра мĕскер пулĕ?

Умĕнчен хыçĕ юлтăр хăнан.

 

Çак сăмахăм чăнпа тӳр ан килтĕр,

халех хăптăр манран чир-амак!

…Тĕлĕнтермĕш! Çĕклентĕм, йăл илтĕм.

Вĕçтерем парнесем шырама!

 

15.09.2007. Анкара. Ир кӳлĕм.

Çур çĕр иртнĕ тĕле ыйхăм çĕтрĕ...


Çур çĕр иртнĕ тĕле ыйхăм çĕтрĕ.

ăш вăркать, чунăм канăç пĕлмест.

Уйрăлма туссенчен вăхăт çитрĕ,

çавăнпа çывăрассăм килмест.

Кантăкран хула шавĕ кĕмерĕ.

Тÿпере самолет мĕлтлетет.

Сăввăма çыричен вăл кĕтмерĕ,

таçталла ĕнтĕ халĕ вĕçет.

 

Эп Хуркайăк çулне те курмарăм.

Алтăр çăлтăр та çук пек, туссем.

Е кунта Чăвашри тÿпе мар-и,

кунта урăх тÿпе те тĕссем?

Çĕрлехи Анкара маншăн ютă.

Палламастăп ăна, кай-кай-кай!

ăçта эсĕ, автобусăм-утăм,

хăвăртрах килелле илсе кай.

 

15.09.2007. Анкара. Ирпе 3 сех.