Иван Яковлев


Чăваш чĕлхи улăпĕ


Пирĕн чĕлхе пĕтесрен,

Ĕмĕрлĕхе сӳнесрен

Эмелне тупаканни,

Сиплесе чĕртекенни,

Вилĕмрен çăлаканни,

Ячĕ-суме те палли

Пулнă Яковлев Иван —

Пиреншĕн чăн-чăн тăван.

Чăвашсемшĕн тăрăшса,

Мăшкăл-хуртан хăтарса,

Çутталла çул хывакан,

Çутă кун кăтартакан,

Унăн пурнăçĕ, утти —

Пирĕн пурнăçăн çутти.

Паллă халь чăвашсене

Шухăшĕ-ĕмĕчĕ те,

Кăмăлĕ-сипечĕ те.

Сыхласси чăваш мулне —

Çепĕç, ятпар чĕлхине.

Пурнăçлантăр ун пиллевĕ,

Чăвашсен вăл çут хĕвелĕ.

Халал


Икĕ хутлă йывăç çурт,

Çав çурта пĕлмен çын çук,

Яковлев ăсчах халалĕ

Илтĕнет асамлă халĕ:

 

Чыс, мухтав чĕлхемĕре,

Пурăн ĕмĕр-ĕмĕрех.

 

Килĕшӳ килте пулсан

Пурнăçу та ăнĕ сан,

Кĕвĕçӳ чунна ан çитĕр,

Пысăк вырăна та çитĕн.

 

Чыс, мухтав чĕлхемĕре,

Пурăн ĕмĕр-ĕмĕрех.

 

Ытлă-çитлĕ ăс пухсан,

Чăннипех чапа тухсан,

Теприне те пулăшсамччĕ,

Çул уçса ăна парсамччĕ.

 

Чыс, мухтав чĕлхемĕре,

Пурăн ĕмĕр-ĕмĕрех.

 

Савăнăçлă вăхăтра

Тав тусамăрччĕ Турра,

Пӳлĕхçĕ пире ан мантăр,

Çĕр çинче чăваш упрантăр.

 

Чыс, мухтав чĕлхемĕре,

Пурăн ĕмĕр-ĕмĕрех!

И.Я. Яковлев


Кăнна Кушки... Ăна туран куратăн:

Çырмаллă ял; ял вĕçĕнче çаран.

Тахçан кунта иккен тăлăх-туратăн

Кĕтӳ кĕтсе вăл ӳснĕ ачаран.

Ун чух чăвашăн пурнăçĕ, кун-çулĕ

Хăй пӳрчĕсем пек пулнă-çке хура.

Юхтарнă халăх тарпала куççулĕ,

Пуççапнă ĕмĕр Пихампар турра.

Ун ăслă юррипе юмах-халапĕ

Усраннă теççĕ хăвăл ăшĕнче;

Шуйттан çырми те Пыллăх,

Кашкăр лапĕ

Итленĕ вĕсене сĕм каçсенче.

Ĕмĕтленни-çунни те иртнĕ кăлăх,

Çырса хумашкăн сас палли те çук...

Çакна йăлтах курса ăнланнă тăлăх

Çĕрсем-хирсем виçсе çӳренĕ чух.

Вăл çитĕ тенĕ яланах мăнтарăн

Ятне илтсе тăма саманара,

Ак Чĕмпĕр çулĕпе тусан тустарнă

Ун çăпаталлă ачисем вара.

Патша саманинче вăл тем те тӳснĕ,

Нумай вăл курнă хурапа шурра.

Вăл лартнă çимĕç тертлĕн шăтса ӳснĕ,

Пур халăхпа çĕр асапне кура.

Сĕм чăтлăх витĕр çĕнтерсе тухасшăн

Вăл парăнмасăр утнă çутталла.

Ăна хавхалантарнă Ленин ашшĕ —

Ĕмĕтсемпе, ăспа, кăмăлпала.

...Ту айĕнче ларать мухтавлă Кушкă.

Малалла

Улăп


И.Я.Яковлева асăнса.

1. Ахăрсамана

Ахрат тĕпне, сĕм вăрмана

Чăваш пытаннă хĕн-хуртан.

Çапах та ахăрсамана

Ăна асапсăр хăварман.

 

Ăна хăратнă киремет.

Çулран çĕттернĕ арçури.

Чăваш, эс пулнă, шеремет,

Чиркӳпеле патша чури.

 

Хаярлăх тулнă кăкăрна.

Ирĕкленмен çапах тĕнче.

Куççуль шăрçиллĕ юрруна

Упранă эс хуп хушшинче.

 

Шух ĕмĕтсем çутта чĕнни

Çитереймен телей тĕлне.

Тӳре-шаран хура ĕни

Кавленĕ сан кĕнекӳне.

 

Çапах эс шанчăк çухатман.

Чăваш, эс пурăннă кĕтсе

Хăвна çутта кăларакан

Хастар çын улăп килессе.

 

2. Кăвак хуппи

Ламран лама хыпар çӳрет.

Чăваш ачи, пĕл, хĕпĕрте!

Хут вĕренме илеççĕ, тет.

Шкул уçнă имĕш Чĕмпĕрте.

 

Кĕтсеччĕ улăп килессе.

Çав улăп — Яковлев иккен.

Тĕттĕмлĕхе ăспа сирсе

Çутта тухмашкăн чĕнекен.

 

Чăваш вăл, курнă хăй хĕн-хур, —

Малалла

Çырулăх ашшĕ


Тăван çырулăх ашшĕне —

Яковлева асра тытатпăр.

Чăвашлăхшăн чун ăшшине

Хĕлхем чĕртсе, çутса хăварнă.

Саспаллипе çырулăха,

Пире ыр пил парса хăварнă.

Малашлăха, малаллăха

Телейлĕ пурнăç халалланă.

Вăл уçнă Чĕмпĕрти шкулта

Чăваш çынни ăс мулĕ пухнă.

Вăл акнă вăрлăх пит шултра, —

Ăсчахĕсем çĕршерĕн тухнă.

Ивановпа Шупуççынни,

Тайăр Тимкки те Федор Павлов…

Вĕсем çунатланса çырни

Халь сумлă та мăнаçлă палăк.

Прометей


И.Я. Яковлев çуралнă куна асăнса

 

Тĕп асатте сăпки ман ялăм,

Кунта пуçлать тапма чĕри.

Мĕн ачаран, тĕреклĕ халлăн

Çĕре таптанă ун ури.

 

Çурла тытса тыр-пул та вырнă,

Сăнанă халăх пурнăçне.

Çăпатине те хуçнă, сырнă,

Анчах, çухатнă канăçне.

 

Чунне кăшланă тĕрĕсмарлăх,

Пĕрин — пурри, теприн — çукки.

Çынра юратнă пархатарлăх,

Кĕçех вăл çакнă шкул сумки.

 

Ачаранах темскер чухланă,

Тем кĕтнĕ тĕттĕм кĕтесре.

Мала утма сукмак шыранă,

Пĕр вĕçсĕр ишнĕн тинĕсре.

 

Çав тинĕсре Йăван, тен, курнă

Маякăн çутă пăнчине.

Кĕç тытăнать шыравлă пурнăç,

Çул чĕннĕ Кушкă ачине.

 

Халь янăрать тăван чĕлхеçĕм,

Вăл — пирĕн пурлăх та телей.

Тавах сана, Мăн Асаттеçĕм, —

Чăваш титанĕ, Прометей.

Аслă çутуçă


Чечек хуратпăр Яковлев умне.

Сăнарĕ курăнать ун улăпла.

Çĕн ĕмĕрти чăвашăн мăн çулне

Ун пилĕпе тăсатпăр малалла.

 

Ăс вĕрентме çеç мар, кун-çул тытма

Пултаракан нумай-нумай çынна

Вăй пачĕ шкулĕ ун çунат хушма,

Чăмăртанма, республика, сана.

 

Вăй-хал хурса вăл пурнăç тăршшĕпе

Ĕмĕтленни чăваш çĕрне çитет:

Мускав тĕреклĕ алă тăснипе

Пур ĕнтĕ пирĕн университет.

 

Раççейпеле Европа шайĕнче

Пурнать, ĕçлет чăваш, юлмасть йышран.

Ун халалне тытать вăл асĕнче,

Çав халалпах упранĕ йăшасран.

 

Çутатрĕ патриарх чăваш чунне,

Хăй чĕлхипе каларĕ «Ыр хыпар».

Ăша хывса тĕнче кĕнекине

Çав хыпартан, туссемĕр, ан хăпар.

 

Чăвашшăн çеç-и — кӳршĕ халăхсен

Ăсне те чĕртрĕ тĕттĕм вăхăтра.

Çуталчĕ те малашлăхĕ вĕсен,

Ун ячĕ янăрать тĕнче тавра.

Ăс-хакăл улăпĕ


Чăваш пайтах ӳстернĕ паттăр,

Кашни маттур харкамăн ĕçĕнче.

Кун-çул хуçсан та шăтăр-шатăр

Вĕсем вилмеççĕ халăх асĕнче.

 

Мухтавлă Яковлев упрарĕ

Арканасран асаттесен чунне.

Никольский ячĕпе туптарĕ,

Çĕклерĕ халăх хăйĕн ăс-халне.

 

Сăпайлăскер, чăваш ĕçченĕ

Парне кĕтмесĕр ĕмĕр тăршшĕпе

Чăвашăн ăс-халне тĕпченĕ,

Тăван пек çывăх пулнă кӳршĕпе.

 

Чăваш кун-çулĕ те сăмахĕ,

Юрри-сăвви те кăмăлĕ-йăли —

Ак мĕн ун пурнăçĕн ахахĕ —

Упрасшăн çунтăн ĕмĕрсем валли.

 

«Мĕнрен кая чăваш хавалĕ, —

Тесе каларăн, — кӳршĕмĕрсенчен.

Хăй сăмахне татах вăл калĕ,

Часах вăл çĕтмĕ çакă çĕр çинчен».

 

Мĕн чул тĕпчевçĕ те «хыпарçă»

Туптарĕ вăл ăс-хакăл лаççинче!

Вăрман пекех ӳссе хăпарчĕ

Çав йыш эс кăпкалатнă çĕр çинче.

 

Сана тĕнчипеле чыслаççĕ,

Саланчĕç чĕппӳсем çич-çич ене.

Сан ятупа чăваш калаçĕ,

Ăс-хал хушса тĕнчемĕр çӳпçине.

Аслă Улăп


Аслă Улăп тетпĕр халĕ

Иван Яковлев Сана.

Ăслă çын вăл тесе калĕ

Пур чăваш ялан Сана.

 

Çыртăн пирĕншĕн çырулăх,

Парнелерĕн Эс букварь.

Пурте кирлĕ: ăс вăл — пурлăх,

Шкул та уçрăн Эс вăр–вар.

 

Вĕренме те, ĕçлеме те

Эс вĕрентрĕн чăваша.

Хамăр ята çĕклеме те

Çул кăтартрăн йăваша.

 

Эс хушаттăн упрамашкăн

Пур çĕрте те туслăха.

Пĕр-пĕрне шав пулăшмашкăн

Эс сĕнеттĕн халăха.

 

Халална Санне вулатпăр

Юратса эпир чунтан.

Пĕтĕм сунăвна упратпăр

Ним те çук хакли унтан.

 

Халь Турра та ĕненетпĕр,

Эсĕ панă халалпа.

Вĕренме ĕмĕтленетĕр

Пурте хамăр кăмăлпа.

 

Вырăс халăхне итлетпĕр,

Пурăнатпăр юратса.

Килĕшсе пĕрле ĕçлетпĕр,

Ырă тĕслĕх кăтартса.

 

Чĕлхене те пăрахмастпăр:

Вĕренетпĕр тăрăшса.

Çемьене сыхă усратпăр,

Кун кунлатпăр савăнса.

 

Пĕр-пĕринпе эпир сапăр,

Çӳреместпĕр чашкăрса.

Малалла