Анкара


Ăстамбулăн ăстисем...


Ăстамбулăн ăстисем, –

ах тур-тур!

Кама хывнă-ши вĕсем –

пит маттур!

 

Манарийĕ, миçĕчĕ –

ах турах, –

çуталаççĕ хĕвелпе

йăлтăрах.

Ази те, Европа та

кунта пĕр,

вĕсене пĕрлештерет

тĕп кĕпер.

 

Эп тăратăп ик тĕнче

чиккинче,

шухăшлатăп: манăн кил

хăш енче?

 

Суккăр карчăк суллашать

анăçра.

Тимĕр тылă шалтлатать

тухăçра…

 

11.09.2007. Анкара. Ир.

Ăстампулта кăначчĕ...


Ăстампулта кăначчĕ, –

кур ăна, –

автобуспа чавап

Анкарана.

Кунта çук тинĕс çилĕ.

Çĕр хĕрет.

Ма тĕрĕксем вырнаçнă

пуш хире?

 

Урта çынни хăранăн

вăрманта

шыв çи хурахĕ

çитеймен кунта.

Ак мĕншĕн пăрахса

ăстампула

сăртсем çинче тĕпленĕ

тĕп хула.

 

Çав çăлăнăç çулпе

эп халь кăна

автобуспа çитеп

Анкарана.

Тĕрĕксене туртать кунта

тĕпри:

Ататюрка хупланă

вил тăпри.

 

11.09.2007. Анкара. Кăнтăрла.

Сирпĕнес тĕллевлĕ бомбăна...


Сирпĕнес тĕллевлĕ бомбăна

тупнине хам куçăмпа эп куртăм.

Çакă ĕç вăл пусмăрлуçă курдăн,

çĕрпе ирĕк кирлĕ мĕн ăна.

 

Питĕ тутлă çимĕç-ши вара

юнпала юрайнă юсман-ирĕк?

Урăх çук-ши майĕ, çулĕ пирĕн?

Çĕре ма юнпа çеç шăварас?

 

Çĕнтереймĕн, çыннăм, пăшалпа,

çиçĕмле çуталнă ăс-пуç кирлĕ,

ун хăвачĕ бомбăран та вирлĕ.

Тĕнчипех утасчĕ çак çулпа.

Тăван çĕр, чĕлхемĕрпе йăла

тутара, пире те кирлĕ мар-и?

Вăйпа мар, туссем, ăспа юлар.

Курд ĕçне кăштах та ырламарăм.

 

12.09.2007. Анкара. Ир кӳлĕм.