Андриан Николаев


Андриян Николаев


Халапсенче вĕçеççĕ улăпсем те,

Халапĕсем те ĕнтĕ чухăнрах.

Çул хыврĕ вĕçсĕр уçлăха этем те,

Пире халь çăлтăрсем те çывăхрах.

 

Малтанхисен йышне чăваш ачи те

Кĕмешкĕн тивĕç илчĕ тĕнчере.

Паян таçта-таçта такам та çитĕ,

Пĕлменнине пĕлейĕç инçетре.

 

Çĕн çул хывакансен мухтавлă ĕçĕ

Хисеплĕрех упранĕ малашне.

Эс Уйăх тавраллах çӳренĕ теççĕ,

Эс тĕплĕрех сăнанă ун сăнне.

 

Хастарлăх, тӳсĕмлĕх, сăпайлăх вăйĕ

Чăваш ятне çĕклерĕ ĕçӳнте.

Паян пире мĕскĕнлетме кам хăйĕ? —

Пирте вăй пур ытти ар-хĕрĕн те.

 

Вĕçевçĕ-улăп, тус-йышу пиллерĕ

Сана инçе-инçе вĕçме çунат.

Халь вĕсене те тав туса илер-и? —

Пире тăванлăх ăнăçу сунать.

Ентешĕме халалласа


Тĕнчере тĕлĕнмелли нумай.

Шухăшлатăп халĕ эп пĕрмай.

Çĕр çинче пурнатпăр савăнса,

Уçлăха вĕçетпĕр тăрăшса.

Андриян çул хыврĕ уçлăха,

Мухтавне вăл пачĕ халăха.

Тĕнчипе пĕлеççĕ Чăваша,

Саламлаççĕ пирĕн паттăра.

Мухтанатăп хамăн ентешпе,

Савăнатăп хам чăваш пулнишĕн.

Вил тăпри çине çӳретĕп чечекпе,

Тав тăвап чăвашшăн тăрăшнишĕн.

А.Г. Николаевпа пĕрле


Пĕррехинче эпир аттепе сурăхсем пăхма кайрăмăр. Хутаçа тутлă апат-çимĕç чикрĕмĕр. Асаттен пушшине илсе уя тухрăмăр Çанталăк юмахри пек хитре, ăшă, янкăр хĕвел пăхать. Çӳресен-çӳресен сурăхсем выртрĕç.

Эпир аттепе апатлантăмăр та канма тесе пирĕнтен инçех мар ларакан утă купи патне кайса выртрăмăр. Выртсан-выртсан эпĕ çывăрса кайнă...

Çуралнă ял. Эпĕ ял варринче тăратăп. Юнашар — Андриян Григорьевич Николаев. Пĕр-пĕрне сывлăх сунатпăр. Мана хăйпе пĕрле космоса пыма чĕнет. Çӳлти тĕнче çинчен эпир тăван ен урокĕсенче вĕреннĕ-ха... Пĕр сăмахсăрах А.Г. Николаевпа килĕшрĕм. Акă эпир иксĕмĕр космоса çитрĕмĕр.

Андриан Григорьевич: «Женя, сан мĕнле планета курас килет?» «Марс, Марс çинче пулса курас килет», — тетĕп. Нумай та вăхăт иртмерĕ эпир Марс çине те çитрĕмĕр. Унта та сурăхсем çӳреççĕ. Кунта та ман вĕсене пăхмалла иккен. Халĕ эпĕ вĕсене аттепе мар, Андриян мучипе пăхатăп.

Вăл мана Марс çинчи пурнăçпа паллаштарать, хаш-пĕр япаласене тыттарса та кăтартать. Унта лайăх пурнăç. Çынсем пĕр-пĕринпе хирĕçмеççĕ, усал сăмахсемпе калаçмаççĕ, эрех ĕçмеççĕ.

Марс çинче çӳренĕ хыççăн эпир Хĕвел патне çитрĕмĕр. Аттепе анне валли мĕн те пулин илсе таврăнас-ха космосран тесе шутлатăп. Хĕвел пайăркине аттепе анне, пиччепе аппа, йăмăкпа шăллăм, асаттепе асанне валли кĕсьене чикрĕм. Андриан Григорьевич манна çăлтăрсемпе те паллаштарчĕ. Унта та эпĕ тăвансем валли çутă çăлтăр пайăрки илтĕм.

Малалла