Çынна кĕртсе çук çылăха
Явап тыттарасси,
Хапсăнасси ют пурлăха —
Хальхи самант сасси.
Мĕн ачаран карса çăвар
Çын вăрçăнма пĕлет.
Атя-ха, тусăм, шăпланар,
Ватти сăмах илет.
«Кам алăпа сулкаласа
Вĕреннĕ çĕнтерме,
Ăна хăй пек хуравласа
Ан тăрăш витерме.
Кам чĕлхине чара пĕлмест —
Иртмен упăтерен.
Ăна шăпа телей кӳмест:
Хăтармĕ инкекрен.
Кам та пулин чипер сăнран
Курсассăн уссине,
Ăна, юлташăм, ан ăмсан,
Ан тăк пуш куççульне.
Хитре сăн-пит паян — кăвар,
Ыран вăл — кĕл кăна.
Юратупа çеç пурăнар
Мала хурса чуна.
Черкке пама манса кайсан
Сана уяв хуçи,
Эс кун пирки ан хаярлан —
Пыл мар эрех йӳççи.
Ан ман ват çын систернине,
Куçар йăхран-йăха:
Ăшна ярса черккерине
Ан тух эс ухмаха.
Ĕçри юлташ çӳлти шая
Сан шутупа кайсан,
Санах кайран хурсан кая,
Курсан паллаймасан,
Эс сур кăна çак çын енне,
Чунна ан кĕллентер:
Хăех ӳкет вăл çĕр çине,
Кĕтмест ăна минтер.
Кил-çуртунти çӳп-çап пирки
Кӳрше ан ӳпкеле:
Хуçалăхра тирпей тĕрки
Сан хăвăн тĕртмелле.
Ăнман ачу пулсан кахал,
Ăсне хушаймасан,
Çынна кăна шанни сахал,
Эс ху пулăшмасан.
Йĕрке тумашкăн хăвăнтан
Пуçла эс паянах,
Тухайтăр санăн аллунтан
Ыр ĕç çеç яланах.
Пире Турри хăй вĕрентет
Тытма çак йăлана.
Сана, çынна, телей кĕтет —
Ху Çын пулсан кăна».