Çуллахи каникулта эпĕ тăвансем патне Океаниан ятлă пĕр пысăк хулана хăнана кайрăм. Тăвансем мана лайăх кĕтсе илчĕç, хăналарĕç, хулапа паллашма илсе тухрĕç. Кунта парксем нумай. Ачасем выляççĕ, каруççельпе ярăнаççĕ, кимĕпе ишеççĕ, çухăраççĕ, ахăраççĕ. Пĕр хитре парк çумĕнче океан пуçланать. Тĕлĕнсе пăхса тăтăм-тăтăм та пĕр ула кушака курах кайрăм. Вăл эпĕ хăйĕн çине пăхнине сисрĕ те хăрушă саспа çухăрса ячĕ. Хăранипе айккинелле сикрĕм те океана кĕрсе ӳкрĕм.
Самай тарăн анса кайрăм. Куçа уçса пăхрăм та тĕлĕнсех кайрăм. Русалкăсем кайла-майла ишсе çӳреççĕ. Лайăхрах сăнаса пăхрăм та пĕр пĕчĕк пӳрт куртăм. Ун чӳречисенчен усалсем тула тухасшăн чĕрнисемпе чакаланаççĕ. Мана курсан савăнсах кайрĕç:
— Алăк уçса пар-ха, — теççĕ.
Вĕсене шеллерĕм, алăк уçма шутларăм. Уçăпа алăк патне çитсеччĕ, мана пĕр пĕчĕк пулă тĕртсе ячĕ, уçă çĕре ӳксе çухалчĕ.
— Киле каяс килмест пулас санăн, усалсене ирĕке ярсан киле таврăнаймастăн вĕт!!!
Хам та хăраса кайрăм.
— Киле каяс килет, — тесе макăрма пуçларăм.
— Макăракана чăтма пултараймастăп! Пăх, хыçра алăк пур. Вăл сана Çĕр çине киле таврăнма пулăшать.
Часрах алăк патне ишсе кайрăм. Кăшт кăна тĕкĕнтĕм, çĕр çине тухса чĕрĕлсе тăтăм.
Тепĕр кунхине тӳрех киле таврăнтăм. Килтисене хампа пулса иртнĕ тĕлĕнтермĕшсем çинчен каласа кăтартсан вĕсем мана:
— Урăх пĕччен ниçта та ямастпăр, — терĕç.
Унтанпа Океаниан хулине кайман. Тăрăшсах ишме вĕрентĕм. Тепре вăл хулана каяс пулсан эпĕ урăх шыва кĕрсе ӳкместĕпех, кĕрсе ӳксен те çийĕнчех ишсе тухатăп!