Пĕррехинче эпĕ пĕчченех вăрмана кайрăм. Кăçал кăмпа нумаях мар, вырăнăн-вырăнăн ӳсет. Манăн телейĕм пур пулас, пĕр уçланкăра икĕ карçынккалăх кăмпа тупăнчĕ, çав тери илемлĕ кăмпасем. Пĕрне тататăн, тепри куç хĕсет: «Мана та тат», — тет. Юрла-юрла кăмпа пуçтараттăм.
— Тавтапуç сана, ырă уçланкă, мана карçынккасене тултарма пулăшнăшăн, — çапла каласа киле пуçтарăнтăм.
Уçланкă хăйне тав тунăшăн савăнчĕ пулас, ман куç умне темĕн чухлĕ çырла кăларса тăратрĕ. Çырлисем хĕп-хĕрлĕскерсем, çав тери пысăкскерсем. Ун пысăкăш çырла нихăçан та курман, кашни çырли метр сарлакăш! Татасшăн — татаймастăп, çиесшĕн — çиейместĕп! Кăмпа татма илнĕ çĕçĕпе касса çисе пăхрăм та тĕлĕнсех кайрăм. Мĕн тери тутлă-ă-ă!
Киле васкаса чупса кайрăм та аттене хама пулăшма чĕнтĕм. Атте тракторпа килчĕ. Темиçе çырла татнипех трактор тулса ларчĕ. Киле кайса пушатрăмăр та ку хутĕнче КАМАЗпа каяс терĕмĕр. Пысăкраххисене хĕçпе касса илетпĕр те машина çине тиетпĕр.
Киле çитсен анне каларĕ: «Кунтан варени пĕçерме пулать», — терĕ.
Тепĕр кунне татах вăрмана кайрăм. Ват юман сарлакăш кăмпа куртăм. Икĕ метр çӳллĕшскер. Хам пĕччен илсе каяймастăп. Чупса пыракан мулкачсене пулăшма ыйтрăм. Хам кăмпа çине хăпарса лартăм, виçĕ мулкача кӳлтĕм те чиперех киле çитрĕм. Тăварларăмăр. Питĕ тутлă пулчĕ. Пурте тĕлĕнтĕмĕр.