I
Паттăрсем çинчен калакан юмахсем çапăçу хирĕнче çуралаççĕ.
Мĕн кăна каламастчĕç пуль Громов пирки! Кампа кăна танлаштармастчĕç пуль ăна!
Пĕр-пĕр ушкăнра ун ятне асăнсанах, пуçланатчĕ вара — итлесе кăна лар. Пĕри хăй курни-илтнине пĕлтерме юлташĕсене пӳлсех васкатчĕ, тепри тата çын курнине те хăй курнă пек туса тыттаратчĕ. Чăнни те, чăн марри те пурччĕ пулас çав халапсенче, çапах вĕсем чуна çĕклетчĕç. Пĕр сăмахпа каласан, пирĕн салтаксемшĕн Громов гвардеец пĕр-пĕр былинăри е юмахри паттăр пекех туйăнатчĕ.
Пирвайхи хут эпĕ çав чаплă танкист çинчен Карпат таврашĕнче илтсеттĕм. Перемышель хулине илнĕ чух фронтри хаçатсем унăн хăюлăхĕ çинчен нумай çырчĕç, унтан вара Громов çинчен чылай хушă нимĕнле хыпар та илтĕнмерĕ. Пĕр çапăçура вăл танкĕ-мĕнĕпех çунса кайнă, терĕç.
Нимĕç фашисчĕсене çĕнтерсен, пире Маньчжурие самурайсемпе çапăçма ячĕç. Кунта вара сасартăках Громов ячĕ тепĕр хут кĕрлесе кайрĕ.
Малтан ку хыпара нумайăшĕ ĕненесшĕн пулмарĕç: пĕрре вилнĕ çын чĕрĕлни çинчен калакан халапа, кирек мĕнле ăнлантарса парсан та, суя тесе шутларĕç. Çапах та ку хыпар тĕрĕсех пулчĕ.
Халунь-Аршань патĕнче хаяр çапăçусем пынă чухне, никам кĕтмен çĕртен, пирĕн фронтри хаçатсенче каллех Громов ячĕ курăнса кайрĕ. Вилнисен шутне кĕртнĕ танкист госпитальте темиçе уйăх выртнă хыççăн сывалнă иккен те (вăл çунса кайман-мĕн), каллех хăйĕн чаçне таврăнса, самурайсемпе çапăçма пуçланă. Нумай тăшман йăвине аркатнă вăл танкĕпе...
Хинганран пуçласа Порт-Артура çитичченех унăн ячĕ хаçатсенче курăнкаларĕ, салтаксен халапĕсенче те пĕрмаях илтĕнчĕ.
Эпир çав паттăра пурте юратса пăрахрăмăр, ун çинчен хисеплесе кăна калаçаттăмăр. Темшĕн-çке, хăйне курман пулин те, çав палламан Громов пирĕн тăван пекех туйăнатчĕ, ăна куçа-куçăн курса пĕр-икĕ сăмах та пулин хушас килетчĕ.
II
Пĕр вырсарникун Дайрен стадионĕнче пирĕн салтаксемпе китаецсем ăмăртса футболла вылятчĕç. Халăх питĕ нумайран стадионра тăвăрччĕ, пăчăччĕ, тӳсме çук шăрăхчĕ. Футболистсем каннă хушара эпĕ, вĕсемшĕн çунаканскер, киоск умне шыв ĕçме пырса тăрсаттăм. Шыв ĕçес текенсем нумайччĕ — манăн кĕтмелле пулчĕ.
— Каçарăр, сержант юлташ, эсир Алмазов пулас? — илтĕнчĕ хыçăмран çемçе хулăн сасă.
Эпĕ хăвăрт çаврăнса пăхрăм та пĕр самант ним чĕнмесĕр тăтăм. Чĕрем, темрен хăранă пек, кăртах сикрĕ.
— Тахçантанпах сирĕнпе тĕл пулса калаçма ĕмĕтленеттĕм — тӳр килмерĕ.
Ман умра яштака пӳллĕ офицер, гварди капитанĕ тăрать. Кăкăрĕ çинче икĕ рет çакса тухнă орденсемпе медальсем шӳлкеме евĕр йăлкăшаççĕ. Вĕр-çĕнĕ китель унăн кĕлеткине çăт тытса тăрать, — вăйлă та пиçĕ пек туйăнать çав анлă кăкăрлă, çинçе пилĕклĕ кĕлетке; ятран çĕлетнĕ кăвак галифепе çап-çутă хром атăсем те капитанăн йăрăс урисене илем кӳреççĕ, — çирĕп шăнăрлă та тĕреклĕ пек туйăнаççĕ çав урасем. Селĕм, килĕшӳллĕ пӳ-си. Анчах сăнĕ... Нихçан та курман эп ун пек çынна. Çавăнпа, тен, ăна курсан çӳçенсе илтĕм.
Палламан капитанăн пит-куçĕ темĕнле тĕксĕм, çунса хуралнă тейĕн... Кама аса илтерет вăл? Сарăрăх кăтра çӳç пайăрки, хура кăшăллă карттус айĕнчен тухса, куç харшисем çинелле усăнса аннă; сылтăм куç харшийĕ палăрмасть, çап-çара — ку вара ахаль те тĕксĕм сăна пушшех илемсĕрлетет. Кулман чухне ытла хăрушах та мар вăл, анчах кулнине курсан, ирĕксĕрех тепĕр хут çӳçенсе илтĕм. Чипер пит-куçа илем кӳрекен кулă капитанăн сăнне пушшех пăсать иккен...
— Каçарăр, капитан юлташ, эпĕ сире палласа илеймерĕм, — терĕм, алă тытнă май, ăшшăн кулма тăрăшса.
Капитан, шурă пурçăн перчеткине хывмасăр, ман алла тытса чăмăртарĕ. Эпĕ шутланă пекех, питĕ çирĕп те вăйлă иккен унăн алли, пăхма пысăках мар пулин те... Офицер йăлкăшса кулчĕ. Шăлĕсем йăлтăрти шурă, пĕр тикĕс. Кăмăлласа кулни мана кăштах лăплантарчĕ, çапах эпĕ çав кулла хăнăхса çитеймерĕм-ха.
— Çапла, паянччен пире паллашма телей килмерĕ. Эпе сире Порт-Артурта Май уявĕнче курсаттăм, — ответлерĕ палламан капитан, хушаматне пĕлтермесĕр. Вăл мана пушшех тĕлĕнтерчĕ.
— Парадра-и?
— Çук... Эсир вăл каç хула театрĕнче чаваш юррисене сĕрме купăспа каларăр. Ун чухнех паллашас кăмăл пурччĕ те сирĕнпе — халăх хушшинче шыраса тупаймарăм, ниепле те тĕл пулаймарăм... Юрăсемшĕн питĕ пысăк тав, — терĕ вăл, каллех ман алла чăмăртаса.
Эпĕ хĕрелсе кайрăм пулас: пит çăмартисем пĕçернине сисрĕм. Хирĕç нимĕн те калаймарăм. Ку йывăр шăплăх самантлăха çеç пычĕ. Палламан капитан, сасартăках мана шалтах тĕлĕнтерсе, чăвашла калаçма пуçларĕ:
— Алмазов! Эпир иксĕмĕр те пĕр енчисем вĕт! Эпĕ те чăваш, Вăрманкас каччи... Вăрманкас тесен, пĕлетĕр те пулĕ: ĕлĕк унта çуллахи праçниксенче ярмаркăсем вăйлă пулатчĕç...
Капитан, гвардеецсен йăлипе, мана хăвăртах хăнăхса ирĕклĕн те уççăн калаçни питĕ килĕшрĕ. Иксĕмĕр те вăрçăра пиçĕхнĕ салтаксем пулнине эпир часах ăнланса илтĕмĕр, çавăнпа та офицерăн юлташла калаçăвĕ мана, фронтра пайтах хура-шурă курнă çынна, пĕрре те тĕлĕнтермерĕ.
— Эсир, капитан юлташ, Громов мар-и? — ыйтрăм, хам умра кам тăнине тавçăрса. Çав самантрах хамăр салтаксем хушшинче калаçнине аса илтĕм: «хăрушă сăнлă пĕр капитан» çинчен пĕлтĕр кĕркунне питĕ тĕлĕнмелле халапсем каласа паратчĕç. Анчах эпĕ ун чухне çав халапсен геройĕ, мухтавлă та паттăр танкист, хамăр енчи чăваш пулнине тĕлĕкре те тĕлленмен. Çавăнпа та халĕ, унпа куçа-куçăн тĕл пулсан, пĕр самант ним калама аптăраса тăтăм.
— Йăнăшмастăп пулсан, эпĕ сире кăçалхи маневрта Цзинь-Чжоу крепоçĕ патĕнче курнăччĕ пулас, — сăмах хушрăм, чĕмсĕрлĕхе ирттерес шутпа. — Аякран кăна курсаттăм.
— А-а, — терĕ капитан кулса, — астăватăп... Хуань-Дань кĕперĕ патĕнче! Манассăм çук... Мана ун чухне генерал пĕтĕм дивизи офицерĕсем умĕнче хăтăрса илчĕ.
— Анчах та эсир çав генералах кайран сире хăй приказĕнче мухтанине асăнмастăр-çке? — терĕм эпĕ те кулкаласа.
— Астăватăп, — ирĕксĕртереххĕн каларĕ капитан. — Чимĕр-ха, мĕн эпир стадионра ăшша пиçсе тăратпăр? Тĕл пулнă чух ларсах калаçар-ха, кăмăлăр пулсан, ăтьăр çывăхри ресторана. Чăвашсене курманни нумай пулать. Эсир чăваш иккĕнне пĕлсен, тем пекех хĕпертерĕм, курса калаçас килчĕ.
Эпĕ, футбол çинчен мансах, унпа кайма килĕшрĕм. Хăйпе калаçма та кăмăллă, анчах пуринчен ытла мана çак офицерăн, Квантун çурутравĕ çинчи паллă гвардеецсенчен пĕрин, тĕлĕнмелле сăнарне, унăн чун-чĕрине, шухăш-туйăмĕсене çывăхрах пĕлес килчĕ.
Эпир, стадионран тухса, хулари паллă Мацуба ресторанне кайрăмăр. Çул майăн Громов мана Дайрен хули çинчен эпĕ пĕлменнине нумай пĕлтерчĕ. Çак хула никĕсне те, Порт-Артурпа пĕрлех, вырăс салтакĕсем пуçласа хывнă иккен, анчах 1905 çултанпа кунта самурайсем хуçа пулса пурăннă.
— Акă каллех, хĕрĕх çул иртсен, эпир, Россия салтакĕсем, хамăр аттесем тунă хула урамĕсемпе утатпăр... Ман атте те тахçан ĕлĕк кунта пулнă. Тен, çак çурт никĕсне те вăл хывнă пулĕ, — терĕ Громов, пĕр капăр çурт çине кăтартса.
Эпир пасар вырăнĕ урлă каçрăмăр та, Чурин магазинĕсем умĕпе иртсе, ресторана çул тытрăмăр. Урампă пынă чух хирĕç пулнă салтаксемпе матроссем пире чыс парса иртеççĕ; çуртсем умĕнче шавлакан китаецсемпе мирлĕ японецсем те, эпир çывхарнине курсан, шăпланса, пирĕн çине пăха-пăха илеççĕ. Паллах ĕнтĕ, вĕсем капитан çине тĕлĕнсе пăхаççĕ. Анчах мĕн тĕлĕнтерет-ши вĕсене: унăн кăкăрĕ тулли орденĕсемпе медалĕсем-ши е чуна çӳçентерекен сăнĕ — пĕлместĕп...
Ресторанăн пысăк залĕ куç-пуç алчăрамалла йăлтăртатса ларать: унăн стенисем те, маччи те, тăватшар кĕтеслĕ çӳллĕ колоннисем те — йăлт тĕкĕртен; çав тĕкĕрсенче пĕр çын та вуннăн курăнать. Пальмăсем айĕнче — çаврака сĕтелсем, вĕсем тавра тĕлĕнтермĕш тумлă самăр çынсем, çурма çарамас ырханкка майрасем пирус мăкăрлантарса лараççĕ, улăм пĕрчи пек çинçе те вăрăм кĕпçе витĕр эрех ĕмеççĕ. Анлă сцена çинче джаз-оркестр темле фокстрот калать — çав кĕвĕре кушак сасси те, лаша кĕçĕнни те, автан авăтни те пур: хĕрĕнкĕ мăшăрсем нĕрсĕр хуçкаланса ташлаççĕ... Вĕсем — китаецсем мар, американецсемпе пĕрле килнĕскерсем... Квантун çарне аркатнипех капитализм шăрши пĕтмест иккен-ха...
Вырăс хĕрарăмĕ евĕрлĕ тумланнă çамрăк яппун хĕрĕ пире хĕпĕртенçи пулса йышăнчĕ, пĕчĕк тирпейлĕ пӳлĕме ертсе кĕчĕ те, пĕр кĕттермесĕр, пирĕн ума апат-çимĕç тата Харбин эрехне лартса пачĕ.
— Вырăс эрехĕ ку, рузги горики, — терĕ вăл, вырăс сăмахĕсене яппунла хуçкаласа. — Эпĕ пĕлетĕп, вырăссем йăваш эрех юратмаççĕ... Рузги горики... зверобой... самогонка... Халех сăра илсе килетĕп.
— Куратăр-и, мĕнле хыпкаланса çӳрет вăл, — терĕ кăпитан, официантка пӳлĕмрен тухсан. — Епле вĕсем пирĕннисене юрама тăрăшаççĕ! Вунă уйăх хушшинче вырăсла калаçма вĕренчĕç, тумланасса та вырăсла тумланса çӳре пуçларĕç. Анчах пире «Рузги горикипе» илĕртеймĕр: сирĕн пеккисене кăна мар курнă эпир çак тăватă çул хушшинче...
Официантка кĕрсен, капитан калаçма пăрахрĕ. Яппун хĕрĕ унпа тем çинчен ирĕлсе кайсах пуплеме тытăнчĕ. Вăл яппунла калаçнăран эпĕ нимĕн те ăнланаймарăм, Громов яппунла калаçнине итлесе, эпĕ тĕлĕнсе кăна лартăм.
Официантка темиçе хут «мадам» тесен, капитан аллинчи черккене лартрĕ те, çирĕп сасăпа:
— Арригато, муссуме, — терĕ сасартăк, ун çине тинкерсе пăхса.
Лешĕ пӳлĕмрен васкаса тухрĕ.
— Эсир яппунла та пĕлетĕр иккен? — терĕм эпĕ, нимĕн калама аптăраса.
Громов темшĕн питĕ тарăхрĕ, пĕр хушă чĕнмесĕр ларчĕ, унтан кулса ячĕ:
— Вăт айван! Официантка пирки калатăп-ха. Кам вырăнне хурать вăл? Леш залрисем вырăнне-и? Эпĕ — совет офицерĕ!..
Кăшт тăхтасан хушса хучĕ:
— А, яппунла тетĕн-н? Кăшт-кашт чухлакалатăп, ав, майĕ-шывĕ килсех çитмест те, çапах перкелешетĕп. Словарьсем тăрăх вĕренкелерĕм... Кирлĕ пулĕ терĕм... Эпĕ — танкист, мана пĕрре кăна мар тăшман тылне тухма лекнĕ.
Мухтавлă танкист хăнĕн пурнăçĕпе ĕçĕсем çинчен каласа парĕ тесеттĕм, анчах вăл хăй çинчен калаçма юратмасть иккен.
Эпир вара хамăр çуралнă çĕршыв çинчен сăмах пуçартăмăр.
Тăван çĕршывран аякра пурăнакан салтаксен йăли кирек хăçан та çапла вăл: пĕр енчи çынсем тĕл пулсан, яланах хăйсен çĕршывĕ çинчен юратса асăнаççĕ. Çичĕ ют хушшннче пурăннă чух тăван халăха нихçанхинчен те хытăрах юрататăн.
Капитан ытлашши сăмах ваклама камалласах каймасть пулас, çапах йăмраллă ялсемпе шурă тумлă хĕрсене аса илсен — сасартăках улшăнчĕ, хĕрӳленсех Тăван çĕршыв илемĕ çинчен калаçа пуçларĕ.
Унăн ăшă кăвак куçĕсенче, çемçе хулăн сассинче чуна ачашлакан, хăй еннелле туртакан темле варттăн хăват пурри сисĕнет. Малтанах ун пек çыннан кăмăлне ниепле те пĕлсе çитейместĕн е ăна терĕс мар ăнланатăн, анчах çывăхрах паллашнăçем ун пек çынна ху сисмесĕрех килĕштерсе пăрахатăн.
Чăнах та, этем кăмăлне хавăртах пĕлме çук. Тĕл пулсанах чуна çӳçентернĕ капитан — питĕ ăслă, ырă чунлă çын иккен. Вăл калаçнине итлесе ларнă хушăра, тӳрех калас пулать, эпĕ ăна юратса пăрахрăм.
Эпир аслă çĕнтерӳшĕн те, Тăван çĕршывшан та, хамăр тĕл пулса паллашнашăн та черкке çĕклерĕмĕр.
— Пĕлетĕр-и, Алмазов, эпĕ çитес кунсенчех Тăван çĕршыва таврăнатăп. Указ тăрăх мана киле ямалла турĕç: инвалид вĕт эпĕ... Инвалид! — терĕ Громов, хăварт салхуланса. «Инвалид» сăмаха вăл, такама тарăхнă евĕр, икĕ хут каларĕ. Çак самантра унăн сăнĕ пушшех тĕксĕмленнĕн курăнчĕ.
Эпĕ ун куллине йывăррăн йышăннине сисрĕ пулас вăл, ман çине шăтарас пек пăхса илчĕ те — нимĕн те чĕнмерĕ.
Çапах та ку йывăр саманта капитан хăех ирттерсе ячĕ.
— Çартан демобилизацилерĕç. Халь ĕнтĕ ăçта пурăнас килет, çавăнпа кайма ирĕк. Нумай пирĕн çĕршывра аван вырăнсем: Крым, Кавказ, Украина, Çĕпĕр — пур çĕрте те çывăх туссем пур. Анчах тăван кил еннех чун туртать. Учитель эпĕ. Каллех вĕрентме тытăнатăп... Комсомол организацин секретареччĕ те, пĕтĕм ял çамрăкĕ ман тавраччĕ, халĕ те кашни çырурах киле чĕнеççĕ. Вĕсем патне таврăнса, пĕрле ĕçлес килет. Çук, маншăн пулсан, çуралнă çĕршыва нимĕн те çитмест.
Вăл калама чарăнчĕ, унтан, халĕ çеç хăраса ыйхăран вăраннă çын пек, васкаса аллинчи сехечĕ çине пăхса илче.
— Каçарăр, Алмазов юлташ! Васкатăп: поезда ĕлкĕрес пулать, — терĕ капитан, сĕтел хушшинчен тухса.
Эпĕ Порт-Артуртан тухса кайиччен хамăр тепре тĕл пулса калаçасса шанатăп.
Громов мана хут татăкĕ çине хăйĕн адресне çырса пачĕ.
— Дайрена пĕр ĕçпе килсеттĕм, халĕ каялла васкатăп. Çитес канмалли кун сире хам патăма хăнана чĕнетĕп — ан кĕттерĕр.
Эпир алă тытса уйрăлтăмăр.
Громов çӳллĕ крыльцан вĕтĕ картлашкисем тăрăх çăмăллăн чупса анчĕ те хула варринелле, вокзал еннелле, васкаса утрĕ.
Пирĕн хыççăн крыльцана çамрăк яппун хĕрĕсем чупса тухрĕç; вĕсем те, хăйсен чĕлхипе тем пакăлтатса, капитан хыçĕнчен ман пекех пăхса тăрса юлчĕç.
Чăн та ун çине хыçĕнчен пăхна чух вăл хăйĕн илемлĕ йăрăс пĕвĕпе, çирĕп те çăмал уттипе темĕнле хĕре те килĕшмелле; çавăнпах-и, тен, ун çине йăпăлти японкăсем те, хăюсăр китаянкăсем те ăшшăн пăхса илеççĕ.
Эпĕ ун çине вăл курăнми пуличченех пăхса тăтăм. Чĕремре çав тери ырă туйăм çуралчĕ. Чăваш ачи çавнашкал паттăр та мухтавлă пулнишĕн хам телейшен савăннă пекех савăнтăм.
III
Унтанпа эрне иртрĕ. Вырсарникун ирех Порт-Артура тухса вĕçтертĕм. Дайренран Порт-Артура поезд пĕр-икĕ сехет çеç каять, çавăнпа та унта хăвăрт çитрĕм. Хулари патрульсем, хамăр салтаксемпе матроссем, мана кирлĕ урам тĕлне кăтартса ячĕç. Тĕрлĕрен кукăр-макăр, хĕсĕк тăкăрлăксемпе чылайччен çĕтсе çӳренĕ хыççăн пĕр пысăк сад умне пырса тухрăм.
Илемлĕ сад варринче капмар çурт йăтăнса ларать: тарри шĕп-шĕвĕр, крыльца карлăкĕ чĕнтĕрлĕ, вырăссен авалхи пӳрчĕсем майлăрах (тен, ку çурта та хĕрĕх çул ĕлĕкрех вырăс платникĕсем тунă пуль). Паллах, кунта пĕр-пĕр пуян самурай пурăннă ĕнтĕ.
Капмар çуртран инçех мар, сад чăтлăхĕнче, китайсен халтар-халтăр хура фанзи пытанса ларать.
Тинĕс чулĕ сарса тунă ансăр сукмак мана хайхи кермен умне илсе тухрĕ.
Крыльца картлашки çинче пер пĕчĕк китай хĕрачи тăрать. Илемлĕ çинçе сассипе вăл темĕнле юрă шăрантарать.
Эпĕ иккĕленсе чарăнса тăтăм: «Нивушлĕ каллех урăх çĕре килсе тухрăм? Çук, чӳрече каррисем шурă... Тем тесен те, кунта хамăр офицерсем пурăнаççĕ».
Пĕр самант юрă кĕввине тăнларăм. Хам тахçан илтнĕ темĕнле кĕвве аса илтерчĕ вăл, анчах ун пек кĕвве хăçан ăçта илтнине ниепле та тавçăрса илеймерĕм. Темшĕн чăвашсен авалхи хурлăхлă туй юрри евĕр туйăнчĕ вăл мана.
Хĕрача мана курсанах юрлама чарăнчĕ те, кайăк пек вĕлтлетсе, алăк хыçне пытанчĕ, эпĕ крыльца умне çитсен, вăл каллех ман ума тухрĕ.
Ку — пĕр вуникĕ çулсене çитнĕ хĕрача. Ун çийĕнче кăвак пурçăн кимоно. Хăй çаруран, çара пуçăн, йăмăх хура сӳсне икĕ пĕчĕк çивĕте пуçтарса хĕрлĕ хăю татăкĕсемпе çыхнă. Сăнĕ чипер, хура куçĕсем çăлтăр пек йăлкăшаççĕ. Вĕтĕ шăлĕсем пĕр тикĕс те шап-шурă.
Хĕрача, те хăраса, те вăтанса, ман çине хăюсăррăн кулса пăхать; кулли çав тери кăмăллă та илĕртӳллĕ — ун çине пăхнă май хăвăн та ирĕксĕрех кулас килет.
— Вырăс офицерĕ çакăнта пурăнать-и? — ыйтрăм çемçен.
Пĕчĕк китаянка хура куç харшисене кулăшла çĕклентерсе илчĕ те, вырăсла-китайла хутăштарса, юрланă евĕр сăмахсене тăсса каларĕ:
— Рузги габидан фанза мă-ю, рузги габидан поç-çол, поç-çол.
Пуçĕпе хăй (кивĕ крепость еннелле сулса катартрĕ. Громов килте пулманни мана самаях пăшăрхантарчĕ.
— Хăçан таврăнать-ши вăл, пĕлместĕн-и?
Хĕрача пуçне пăркаласа илчĕ.
— Пу-джă-до, ни-снай-у, ни-снай-у, габидан.
Эйĕ каялла каяс тенĕ чух, ман телее, верандăри чӳрече карри уçăлчĕ те, Громов курăнса кайрĕ.
— Çиньфу! Уçса кĕрт хăнана хăвăртрах, вăл хамăр «габидан», каларăм-çке сана ун çинчен.
— Ой, аван мар-çке, габидапа суйнă пекех пулчĕ! — хыпанса ӳкрĕ херача.
— Эсĕ айăплă мар, Çиньфу, эпĕ крепоçран халĕ çеç таврантам, — лăплантарчĕ ăна Громов.
— Ан пăшăрхан, чĕкеçĕм, эсĕ нимле усал ĕç те туман-çке, — терĕм эпĕ те кăмăллă хĕрачана, пуçĕнчен ачашласа.
Çиньфу ку сăмахсене ăнлансан питĕ хĕпĕртерĕ, икĕ пуç пӳрнине те ман енне «ăнтарчĕ те:
— О-о, рузги габидан питĕ ырă кăмăллă, вырăссем пурте аван! — терĕ.
Китаецсем Совет Çарĕн çыннисене — салтакран пуçласа генерала çитичченех — пурне те «габидан» тесе чĕнеççĕ. Вĕсен шучĕпе, ку мухтавлă ырă ят «çăлăнăç кӳрекен» тенине пĕлтерет иккен.
Пӳрт алăкĕ уçăлчĕ те, çенĕке Громов тухрĕ. Вăл ман алла тытса чăмăртарĕ. Халь тин ун аллине асăрхарăм: вĕсем те çунса, суранланса пĕтнĕ. Авă мĕншĕн капитан шăрăхра та шурă перчеткепе çӳрет иккен...
Пĕчĕк китаянка Громова курсанах пуçне çăмăллăн кăна тайса илчĕ.
Капитан кулса ячĕ, хĕрачана аллинчен тытса, ӳпкевлĕн каларĕ:
— Çиньфу, миçе хутчен каламалла сана, эпĕ самурай мар вĕт мана пуç таймашкăн. «Ырă кун» тесе çеç саламла.
Лешĕ палан пек хĕрелсе кайрĕ, çĕрелле пăхса пăшăлтатрĕ:
— Аттепе анне пуç тайса саламлани чĕререн юратнине пĕлтерет тесе вĕрентеççĕ...
Вăл мĕн каланине ăнланса илсĕнех кулса ятăмăр. Çиньфу, вăтанса, тулалла чупса тухрĕ.
— Тĕлĕнмелле хĕрача, — терĕ капитан, кулкаласа, — юратать мана. Уншăн пулсан, ман пекки тĕнчере никам та çук. Хăй калать. Совет салтакĕсем пурте паттăр, анчах эсĕ пуринчен те паттăртарах тет.
— Мĕншĕн сирĕн патăрта пурăнать вăл? — ыйтрăм эпĕ.
— Çук, ман патăмра мар... Ашшĕпе амăшĕ пур унăн кунта, юнашар пӳртре пурăнаççĕ. Кӳршĕсем эпир, — терĕ капитан.
Вăл коридорти уçă чӳрече умĕнче чарăнса тăчĕ те садри пиçсе çитнĕ абрикоссемпе персиксем çине пăхса каларĕ:
— Ку çуртра вунтăватă çул японн офицерĕ хуçа пулнă. Авă, куратăр-и, улмуççисем айĕнче хăлтăр-халтăр фанза ларать? Унта Çиньфу ашшĕпе амăшĕ пурăннă. Чурасем вырăнне пулнă вĕсем... Самурайшăн ĕçлесе тĕртленнĕ. Пĕчĕк хĕрача та самурай пусмăрĕнчен хăтăлайман. Юрать-ха, вăл эпир килсе ирĕке кăлариччен хĕр пулса çитеймен. Кам пĕлес, мĕнле пулĕчче ун шăпи — Громов пĕр хушă чĕнмесĕр тăчĕ, мана пирус сĕнчĕ хăй те чĕртсе ячĕ, пĕрре вăраммăн туртса илчĕ, пирус тĕтĕмне хытă вĕрсе кăларчĕ. — Ку сада эпĕ пĕлтĕр хам танкпа чи малтан килсе кĕтĕм. Сад умĕнче виçĕ самурай пирĕн танка граната çыххисемпе сиктерме тăчĕ, анчах «смертниксен» ĕçĕ ăнмарĕ: виççĕшне те, утюгланă пекех, танк гусеницисемпе лапчăтса хутăмăр.
Громов, тем аса илсе, пĕр хушă шарламарĕ, вара, эпĕ ним чĕнмесĕр итленине кура, малалла каларĕ:
— Танка чартăмăр та, виçсĕмĕр те башня çине тухрăмăр. Часах пирĕн сада китаецсем килсе тулчĕç, анчах танк патне тӳрех пыма шикленсе тăчĕç. Пуринчен малтан пирĕн пата пĕчĕк китаянка, вунă-вуникĕ çулхи хĕрача, чупса пычĕ те мана чечек çыххи тыттарчĕ. Çав хĕрача Çиньфу пулчĕ. Мĕн ачаран самурайсен мăшкăлне тӳссе ирттернĕскер, вăл кашни кунах çăлăнăç çинчен кăна шутланă-мĕн, хăйĕн тăшманĕсене пĕр-пĕр улăп çĕнтерессе ĕмĕтленнĕ. Çав улăп вара, Çиньфу каланă тăрăх, эпĕ пултăм иккен. — Капитан кулса илчĕ. — «Гуань-гунь», терĕ китаянка мана çавăн чух: пирĕн чăвашсен Улăпне пĕлмест ĕнтĕ вăл, çавăнпа мана хăйсен улăпĕпе танлаштарать иккен. Эпĕ ют хĕрачана алă вĕççĕн çĕклерĕм те питенчен чуптурăм. Куна курсан китаецсем:
— Шанго-о-о! Рузги габидан шибăка шанго! — тесе кăшкăрса ячĕç.
Çитмĕл çулалла çитнĕ шурă сухаллă старик Çиньфу аслашшĕ-мен, вырăсла кăштах пĕлкелет: вăл хĕрĕх çул ĕлĕкрех çак хулара вырăс платникĕсемпе ĕçлесе пурăннă. Ватă китаец ман автомата чуптуса илчĕ те, пĕркеленсе пĕтнĕ пичĕ тăрăх юхакан куççульне çĕтĕк кĕпе çанни веçĕпе шăлса, каларĕ:
— О-о, мĕн тери ырă кăмăллă совет салтакĕ: вăл мĕскĕн чура хĕрне тăван пиччĕшĕ пек юратса чуптурĕ. Китаянкăна халиччен пĕр салтак та этем вырăнне хуман. Çиньфу, хĕрĕм, нихçан та совет салтакне ан ман: вăл пирĕншĕн Гуаньгунь паттăр пек пулчĕ, пире ирĕке кăларчĕ...
Çав кунтанпа садри китаецсемпе питĕ çывăх туслашрам, вĕсемшен эпĕ çăлăнăç кӳрекен «габидан» пулса тăтам... Пирĕн полк ку садран инçех мар вырнаçрĕ, эпĕ пурăнма кунта куçрăм. Çиньфу, ав, ман патăмран туха та пĕлмест, хам та ăна хăнăхса çитрĕм. Маттур хĕрача! Эпĕ ир çинче крепоçе, хамăр полка кайсанах, вăл ман пӳлĕме тирпейлеме тытăнать. Никам та ăна ĕçлеме хушмасть, çапах та хам таврăниччен пӳлĕмре тăккаланса выртакан япаласене йăпăр-япăр пуçтарса хурать. Каçхине хам çак диван çине канма выртсанах, Çиньфу ман пуç вĕçне пырса ларать. Эпе ăна вара Совет Союзĕнчи ачасен пурнăçĕ çинчен каласа паратăп. Ман калавсене итленĕ чух унăн хура куçĕсем йăлкăшса кăна çунаççĕ. Пĕртен-пĕр пысăк ĕмĕчĕ унăн — пирĕн çĕршыври ачасен пурнăçне курасси... Эпе ăна пасарта вырас хĕрачисен евĕрлĕ çипуç илсе патăм. Тăхăнмасть-ха: «Пысăк эрнере тин тăхăнатап», — тет. «Пысăк эрне» тесе китаецсем Çĕнĕ çул уявне калаççĕ, вăл уяв эрне хушши пырать.
Громов калама чарăнчĕ. Çав самантра пахчаран илемлĕ юрă илтĕнчĕ. Китаянкăн янравлă уçă сасси хам тахçан илтнĕ юрра килĕшӳллен шăрантарма пуçларĕ.
Эпĕ текех чăтса лараймарăм;
— Йăнăшатăп та-и, тен, анчах ку юрă мана чăваш кĕввине аса илтерет, — терĕм.
Громов хаваслăн кулса илче.
— Ара, китай юррисем хамăрăннисем майлăрах вет! Юрласса Çиньфу Вăрмар енчи чăвашсен туй юррине юрлать.
— Авă епле иккен! — тĕлĕнтĕм эпĕ. — Калатăп, ара, хамăр юрă майлăрах тесе.
Çапла калаçнă хушăра пĕрер пирус туртса ятăмăр. Громов вырăнĕнчен хускалчĕ:
— Ну, çитĕ верандăра лăрса, халĕ ман пӳлĕме кĕрсе курар, — терĕ вăл, алăк еннелле кăтартса.
Илемлĕ пĕчĕк пӳлĕм. Кăнтар еннелле тухакан пĕртен-пĕр пысăк чӳречене шăна-ӳпре кĕресрен шурă марльăпа карнă, çавăнпа пӳлемре ытла çутах мар. Сарă сĕтел умĕнче пĕчĕкçеç тирпейлĕ тумбочка ларать; кĕнеке çӳлĕкĕ çинче — кивĕ хуплашкаллă романсем (вĕсене капитан Порт-Артурти библиотекăран илнĕ пулас; ыйтмарăм) тата çар уставĕсем. Чӳречепе этажерка хушшинчн стена çумĕнче гитарăпа ылтăн авăрлă шпага (вăрçа трофейĕ пулас) çакăнса тăраççĕ. Сĕтел умĕнче бархатпа витнĕ икĕ пысăк кресло, тахçантанпах хутман камин умĕнче — пĕчĕк диван.
— Питĕ аван йăва тупнă-çке эсир, — терĕм, ун пӳлĕмне мухтаса. Анчах пӳлĕм илеме çинчен хăвăртах мантăм: мана ураăхи илĕртрĕ.
Хаçат-журнал хурса тултарнă сĕтел çинче икĕ сăнӲкерчĕк пуррине асăрхарăм. Пĕри арçын сăнĕ пулас, анчах ăна çурри таран хутпа хупланă, çавăнпа та çыннăн кĕлетки çеç курăнать: гварди мундирĕ, кăкăрĕ çинче орденсемпе медальсем. Тепри — çамрăк хĕр сăнĕ: чăвашла тумланнă чипер хĕр улмуççи айĕнче кулса тăрать...
хӳхĕм пике...
Ман туйăма сиснĕ пекех, Громов кулса каларĕ:\
— Ну, мĕнле, земляк, кăмăла каять-и?
— Камсем вĕсем? — ыйтрăм эпĕ, хам пăлханнине пытарма тăрăшса. Арçын сăнне мĕншен хутпа хупланине ыйтмарăм, эпĕ ытла нумай пĕлме тăрăшнăшăн капитан пăшăрханĕ терĕм.
— Камсем тетĕр-и? Чăвашсемех... Каччи... — терĕ вăл, анчах «каччи» кам иккенне каламарĕ, куланçи туса çеç илчĕ, вара ирĕксĕртереххĕн хушса хучĕ:
— Херĕ — хамăр ялсемех. Ялти ятла хĕр... Ачаран пĕрле ӳсрĕмер... Пĕрле вĕрентĕмĕр, пĕрле ĕçлеттĕмĕр. Комсомола та хам хыççăн кĕчĕ. Колхозра ĕçлет вăл... Темле ĕнтĕ, улшăнчĕ пуль çав унтан вара, — терĕ те капитан, вăрăммăн сывласа ячĕ.
Каччăпа хĕр çинчен вăл урăх каламарĕ. Хам та ыйтма шутламарăм: йăлăхтарас килмерĕ. Вара каллех çуралнă çĕршыв çинчен калаçрăмăр.
— Тăван ял сăнĕ улшăнчĕ пулас çак çулсенче, — терĕ Громов. — Хĕрсем çырса пĕлтерчĕç: вăрçă хыççăнах пирĕн çамрăксем ял варринчи çырмара пысăк сад ӳстерме тытăннă, тет, колхозра — электростанци, çĕнĕ клуб пур, тет...
— Ман хамăн та ялах чун туртать, тăват-пилĕк çул пулман-çке унта, — терĕм эпĕ те сăмах майăн.
— Пирĕн чун туртни мĕн вăл, Агин! Тăватă çул тăвата кун мар та-ха, çапах та Тăван çĕршыв чысĕшĕн тăватă çул мар, вунă хут ытларах Тăван çĕршыва курмасăр çичĕ ютра пурăннисем пур!
— Хĕрĕх çул? Çур ĕмĕр майлă! Кам вăл вара! Пĕр-пер эмигрант-и? Ĕненме те йывăр...
— Ĕненместĕр-и? — хĕрӳленсех каларĕ капитан. — А вăт итлĕр, сире чăн пулнине каласа парам.
Унăн калавне эпĕ чĕререн хумханса итлерĕм. Пĕр-пĕринпе юратса пурăннă каччăпа хĕрĕн ăнăçсăр шăпи ман асăма ĕмĕрлĕхех кĕрсе юлчĕ.
Ку — хĕрĕх çул ĕлĕкрех пулнă.
Владивостокра çамрăк мăшăр пĕр-пĕрне мĕн ачаран юратса çитĕннĕ. Вăхăт çитсен, вĕсем яланлăхах пĕрлешсе пурăнма калаçса татăлнă. Хĕрне çураçнă ĕнтĕ, туй кунне те палăртса хунă пулнă. Анчах вĕсен туйĕ пулайман. Порт-Артур крепоçĕнче тăракан салтаксем патне Владивостокран эмелсем ăсатмалла пулнă, çав ĕçе халĕ çеç медицина шкулĕнчен вĕренсе тухнă çураçнă хĕре те хушнă. Хĕр хăйĕн савнине хăвăрт таврăнма сăмах панă та, юлташĕсемпе пĕрле çар карапĕ çине ларса, инçе çула тухса кайнă. Порт-Атура вăл аванах çитнĕ, медикаментсене чиперех леçсе панă, анчах... çураçнă хĕр хăйĕн савнийе патне таврăнайман. Инкек çине синкек тенĕ пек, çав вăхăтра крепость çине японецсем вăрă-хурахла тапăннă — вара вăрçă пуçланса кайнă.
Паллах, çар врачĕ пулман вăл хĕр, Порт-Артура тăшман çавăрса иличчен Раççее тухса каймă та пултарнă. Унта ăна ашшĕ-амашĕпе пĕлĕш-хурăнташĕ, чун савнийепе тантăш-тусĕсем туй тума ирĕн-каçăн кĕтнĕ. Анчах паттар чунлă хĕр çапăçу хирĕнче юн юхнине хăй куçĕпе курса тăнă çĕртенех пăрахса кайма пултарайман. Унăн юлташĕсем, ватă фельдшерсем, хăйсен ирĕкĕпех Порт-Артурта юлнине курсан, вăл та унтах юлма килĕшнĕ, салтаксем хушшинче медсестра пулса ĕçлеме тытăннă. Нумай чаплă ĕçсем тунă çав хĕр çапаçу хирĕнче, сахал мар вырăс салтакне вилĕмрен çăлса хăварнă. Порт-Артура хӳтелекенсем ăна юратнă, хисеплесе «пирĕн йăмăк» тесе чĕннĕ. Квантун çурутравĕ çинче унăн ятне илтмен салтак та пулман, кашниех ун çинчен юратса калăçнă; паттăр санитарка чапĕ часах Петербурга та вĕçсе çитнĕ. Мухтавлă хĕре кĕмĕл медаль памалла тунă. Порт-Ăртурти хаяр çапăçусем унăн куçĕ умĕнче пулса иртнĕ. Вырăс полкĕсем сайралса, пĕтсе пынине, японецсем кунсерен пĕрер утăмăн та пулин, крепоçа хупăрласах пынине вăл хăй куçĕпе курса тăнă. Легендарлă паттăр крепоçа самурайсем йышăнса илес умĕн тин çав хăюллă хĕр юнлă траншейăсене пăрахса кайнă. Анчах сăлтавсăр кайман, хăйсем аманса пĕтнине пăхмасăр, паттăррăн çапăçакан гвардеецсем ăна икĕ полкăн штандарчĕсене (ялавĕсене) хăтарма ыйтса, çапăçуран тухмă хушнă. Вилекен салтаксем умĕнче тупа туса, паттăр хер полк ялавĕсене çапăçу хирĕнчен илсе тухнă. Çапах крепоçран тухайман вăл, йĕри-тавра Япони çарĕ тăнă. Вара хĕр вырăссем пăрахса кайнă пĕр печĕк пӳрте вырнаçнă та тăшман йышăннă хулара пӳрăна пуçланă.
Тем пек таврăнас килнĕ унăн Тăван çĕршывне, анчах полк ялавĕсене нимле те хăйпе пĕрле илсе тухма май пулман: японецсем вырăссене питĕ тĕплĕ ухтарнă. Ялавсене пăрахса кайма пултарайман вăл. Мĕнле пăрахса каян-ха вĕсене, вилекен ялавçăсем умĕнче Раççее илсе çитерĕп тесе тупа тунă пулсан?.. Вăл вара вырăссем тепĕр хут Порт-Артура таврăнасса кĕтме тытăннă...
Кунсем, уйăхсем, çулсем иртнĕ. Хӳхĕм хĕрĕн хĕрлĕ сăнĕ шуралнăçемĕн шуралса пынă, сарă кăтрисем кăвакарнă — вăл вăхăтсăр ватăла пуçланă. Тĕлĕнмелле сăлтавпа Порт-Артурта пурăнма юлнă вырăс хĕрарăмне самурайсем юратман. Мăшкăлланă та вĕсем унран, кулнă та, час-часах хĕсĕрленĕ. Хăй медицина ĕçне аван пĕлни çеç ăна вилĕмрен хăтарнă. Порт-Артурти китаецсен, самурай чурисен, пĕртен-пĕр тухтăрĕ пулса пурăннă вăл. Хĕрĕх çул хушши вăл тĕплĕ пытарнă ялавсене упранă, кунĕн-çĕрĕн тенĕ пек вырăссем Порт-Артура таврăнасса кĕтнĕ.
Кăçал тинех унăн кĕтнĕ ĕмĕчĕ çитрĕ: Порт-Артура чи малтан пырса кĕнĕ хĕрлĕ армеецсене вăл вырăс çарĕн кивĕ ялавĕсене тавăрса пачĕ... Çапла иртнĕ унăн хĕр ĕмĕрĕ — тăшмансем хушшинче çуралнă çĕршывран таçта катара, пĕчченлĕхре...
Эпир Громовпа иксĕмĕр те пĕр хушă чĕнмесĕр лартăмăр. Чĕрере ырă та ăшă кăмăл вăранчĕ. «Чăн та, пулаççĕ вĕт-ха çавăн пек тĕлĕнмелле, чăтăмлă та паттăр хĕрарăмсем!» — шухăшларăм пăлханса.
— Эсир Ядрова çинчен каларăр-и? — ыйтрăм юлашкинчен.
— Çавăн çинчен, — терĕ Громов.
Тен, çав паттăр хĕрарăмăн тертлĕ кунçулĕ шухăша янине палăртас мар тесе-ши, вăл куланçи пулчĕ те хаваслăн каларĕ:
— Ну, хамăрял! Паллашнă ятпа, асаттесен йăлипе, пĕрер черкке сыпар-ха. Часах уйрăлатпăр ĕнтĕ...
Черккесене çĕклерĕмĕр.
— Евгения Ильинична Ядрава сывлăхĕшĕн! — терĕ капитан.
— Хисеплĕ те мухтавлă хĕрарăмăн ĕмĕрĕ вăрăм пултар эппин!
Громов хĕрнĕçемĕн хĕрсе пычĕ. Халĕ ĕнтĕ унăн чĕлхи те салтана пуçларĕ, чунĕ те çемçелчĕ пулас. Калаçсан-калаçсан, вăл каллех тăван ялне аса илчĕ. Аса илчĕ те — сасартăк шăпланчĕ, сĕтел çинчи сăнӳкерчĕксем çине пăхса, чылайччен чĕнмесĕр ларчĕ, унтан вăраххăн, сăмахсене кăшт тăсарах, çапла каласа хучĕ:
— Яла тавранатăп. Мана унта... Таня кĕтет...
Вăл пуçне чиксе шăплансан, ман чĕрене темĕн ыраттармаллах чиксе илчĕ.
Капитан хăйĕн йывăр суранĕсене аса илни тӳрех палăрчĕ: вăл икĕ черкке умлăн-хыçлăн тултарса ĕçре те пуçне арăслан пек силлесе илчĕ, вăрăм кăтрисем çунса сăнсăрланнă питне хушласа хучĕç.
— Э-эх! — терĕ вăл, такама тарăхса. Вара пĕр сăмах та чĕнмесĕр, çурри таран хутпа витсе хуна сăнӳкерчĕкне мана тыттарчĕ.
Эпĕ сăнӳкерчĕкне пăхрăм та тĕлĕнсе кайрăм. Ку— Громов сăне! Куçĕ те, кăтра çӳçĕ те унăн, анчах пичĕ... унăн мар! Илемлĕ питçăмартисем, хĕрĕнни пек, икĕ енче те кăштах пăт путса тăраççĕ... Ытарма çук чипер каччă пулнă иккен вăл аманиччен!..
Сăнӳкерчĕкне хăй выранне хутăм та капитан çине пăхса илтĕм — чĕрем ыратса пăчăртанчĕ. Капитана хурлантарасран хăраса, нимĕн те шарламарăм..
Танкист тата тепĕр черкке тултарса ĕçрĕ, каллех, пуçне сулса, кăтра çӳç пайăркисене пичĕ çине сапаласа антарчĕ.
— Çапла, Алмазов... Таня эпĕ мĕнле сăн-питпе таврăнасса пĕлет. Таврăн, кĕтетĕп, тет вăл çырăвĕсенче. Анчах ман... унăн куçĕ умне курăнса, чĕрине çунтарас килмест.
Офицер пирус чĕртрĕ, пуçне чиксе, чылайччен чĕнмесĕр ларчĕ, пирус тĕтĕмне сăмса витĕр кăларса ячĕ; камин çинче пĕчĕкçеç статуэтка —Лермонтов, ун çине пăхса каларĕ:
— Таньăсăр мана халь, тăванăм, сар хĕвел та ăшăтаймасть... Перемышль хулине илнĕ чух ман танк чи малтан пынине те пĕлет вăл, Хинган урлă чи малтан каçаканни кам пулнине те... Йăлтах çырса пĕлтернĕ ăна юлташсем... Порт-Артура çĕр чĕтретсе кĕрекен пĕрремĕш танк çинче те эпех пулнă. Çапах та йывăр мана... Иртен-çӳрен ман çине çӳçенсе пăхнăн туйăнать.
Капитан каллех кăтра çӳçне пичĕ çине лăст! çеç сапаларĕ, унтан сĕтел çинчи чипер хĕрĕн сăнӳкерчĕкĕ çине пăхса, хуллен кăна каларĕ:
— Мăнтарăн, е Таня та çӳçенсен?..
Чĕремре темле çинçе хĕлĕх татăлса кайнăн туйăнчĕ, пыра тем капланчĕ.
— Кăлăхах иккĕленетĕр, капитан юлташ, Евгения Ильинична Ядрова пеккисем çынна сăн-питрен пăхса хакламаççĕ, — терĕм ăна хăйне кĕтсе пурăнакан Таня та çав паттăр хĕрарăм пекех пуласса систерес шухăшпа.
— Евгения Ильинична?.. Çапла, ун пеккисемпе пĕтĕм Тăван çĕршыв мухтанма пултарать, — терĕ те Громов вăхăтлăха шухăша кайса ларчĕ. Чи йывар шухăшĕ сирĕле пуçларĕ пулас: вăл çăмăлраххăн сывласа илчĕ те темшĕн, пĕлеймерĕм, те эпĕ Таньăна Порт-Артур героинипе танлаштарма пăхнишĕн:
— Тавтапуç, тăванăм, — терĕ.
— Эпир унпа туслă. Хамар Порт-Артура килсе кĕне кун вăл мана ыталаса чуптурĕ,— терĕ Громов сасартăк.
Капитан кам çинчен сăмах хускатнине тӳрех тавçăрçа илеймерĕм.
— Кам чуптуре?
— Евгения Илинична... Эпĕ ун патĕнче час-часах пулкалатăп... Эсир ун патĕнче пулнă-и?
— Çук, пулаймарăм-ха.
— Атьар, кăмăлăр пулсан, кайса килер, шапах вăл мана паян пырса курма ченнĕчче.
Эпĕ унпа хаваслансах килĕшрĕм.
IV
Пĕр пĕчĕк илемлĕ сада кĕтĕмĕр те (кунта йĕри-таврах садсем) шурă чул çурт еннелле такăр сукмакпа утрăмăр.
— Малтан вăл мунча пек хура пӳртре кăна пурăннă, халĕ, хамăр килсен, генерал ăна çак çурта вырнаçтарчĕ, — терĕ капитан.
Эпир икĕ хутлă илемлĕ çурт умне çывхарнă май пире хирĕç хамăр офицерсемпе салтаксем тухрĕç. Вĕсем, пирĕн пекех, Ядровăпа курса калаçма килнĕ иккен.
Громов хамăра хирĕç чупса тухнă медсестрапа калаçса юлчĕ. Эпĕ ытти офицерсемпе пĕрле Евгения Ильинична патне кĕтĕм.
Аслă сутă пӲлĕм. Мал енчи стена çумĕнче — икĕ сăнӳкерчĕк. Пĕрин çинче пирĕн маршал ватă героиньăна «Отечественнăй вăрçă» орденĕ тата «Японие çĕнтернĕшĕн» медаль панине кăтартнă. Теприн çинче — окопра бруствер çумне таянса тăракан санитарка. Ӳкерчĕк айне ун ятне çырман пулин те ку хĕр Ядрова иккенне тӳрех тавçăрса илтĕм. Епле чипер пулнă иккен вăл хĕрĕх çул ĕлĕк!
Халь ентĕ паллас çуклах улшăннă. Унăн тахçан ылтăн ука пек ялкăшнă çӳçĕ шап-шурах, тулли те илемлĕ пулнă сăн-питĕнче çамрăклăх палли юлман: хĕрех çул хушши чăтса ирттернĕ хуйхă-суйхă унăн пичĕ çинче çухалми тарăн йĕрсем хăварнă. Анчах çак çирĕп чĕреллĕ хĕрарăмăн куçĕсем халĕ те сӳнмен-ха. Хăйĕн патне пынă совет офицерĕсемпе салтакесене саламланă чух унăн куçĕсенче савăнăç хĕлхемĕ ялкăшать.
Кресло çинче ларакан ватă героиня патне умлăн-хыçлăн пырса, унăн чĕтрекен вăйсăр аллине тытса чамăртатпăр.
— Тавтапуç, сире, килсе савăнтарнăшан, тавтапуç! — тет вăл кашни совет салтакнех хисеплесе. Хăйĕи ĕмĕрĕнче темĕн те пĕр курса ирттернĕ хĕрарăм утмăл çултах вăйсăрланса çитнĕ-мĕн. Вăл пĕрмаях типсе пыракан тутине шыв сыпса йĕпетсе илет те, каллех иртнине асăнса, хĕрех çул ĕлекрех Порт-Артурта пулса иртнĕ çапăçусем çинчен каласа парать.
— Мухтав сире, паттăрсем, мухтав! — тет вăл кашни чарăнмассерен, шыв сыпнă хыççан. — Савăнтартăр ватăлмалăх кунăмра... Башня çинче вĕлкешекен хĕрлĕ ялава ирсерен тухса пăхатăп та, чунăм хĕпĕртет. Урамра хамăр салтаксен юррисене илтсен, чунăм савăнать. Тăван юрăсене илтменни питĕ нумай пулатчĕ, ачамсем... Çамрăксем те халь пачах улшăннă та, юррисем те пирĕн вăхăтри пек хурлăхлă мар. Тавтапуç, ывăлăмсем!..
Унăн сасси вăйсăррăн тухать пулин те, çав чĕтрекен сасăра телей туйăме пурри сисĕнет. Çенĕкре Громов калаçса ӳсĕрни илтĕнсенех карчăк пăлханса кайрĕ, унăн пĕркеленчĕк пичĕ çинче, пĕчĕк ачанни пек, савăнăç кулли выля пуçларĕ; куçĕсем кăштах шывланчĕç. Капитан пӳрте кĕрсен вара хале çеç аран-аран калаçакан карчăк хускалчĕ те ури çине тăчĕ...
— Сывлăх сунатăп, Ильинична! — терĕ Громов, героиня аллине чуптуса. Вăл пĕшкенчĕ те, телейлĕ карчăк ăна, тăван ывăлне юратнă пек, çамкинчен чуптуса илчĕ.
— Григорий... Гришенька! — терĕ вăл, капитана хăй ытамĕнчен вĕçертмесĕр, унтан вăйсăрланчĕ пулас, кăштах сулăнса кайрĕ.
Громов ăна каллех кресло çине вырнаçтарса лартрĕ, хăй те унпа юнашар пукан çине ларчĕ.
Громовпа Ядрова, тахçантанпах пĕр-пĕрне курман ывăлĕпе амăше калаçнă евĕр, питĕ ăшшăн калаçрĕç. Çакна курсан, эпĕ пĕрре хурланса, тепре савăнса кайоăм. Туйĕ пуличченех савнийĕнчен уйралнăскерĕн, çемьеллĕ пурнăçпа пурăнса кураймасăр, ĕмĕрне ют çĕршывпа тăшмансем хушшинче телейсĕррĕн ирттернĕ хĕрарăмăн хăйĕн ачисем пулманни мана хурлантарчĕ. Анчах сав паттăр хĕрарăм совет салтакне хайĕн тăван ывăлĕ вырăнне йышăнни тата гвардеецсем хушшинче вăл пуринчен ытла Громова юратни мана, чăваша, савăнтарчĕ. Громов çине пăхуçăн ман чĕрем савăнăçпа, тивĕçлĕ мăн-кăмăллăхпа тулчĕ.
— Григорий мана вилĕмрен хăтарчĕ, çунакан пӳртрен йăтса тухрĕ. Порт-Артуртан тарас умĕн самурайсем мана çунтарса ярасшăнччĕ, — терĕ Ильинична сăмах майĕн, ман енне çаврăнса.
Эпĕ икĕ паттăр çине пăхса савăнса лартăм.
— Ильинична, — терĕ капитан, — эпĕ Дайрена, совет консульствине кайса килтĕм. Калаçса татăлтăм ĕнтĕ: пăрахут килсенех Тăван çĕршыва тухса каятпăр; пире иксĕмĕре уйрăм каюта пама пулчĕç...
— Тавтапуç, ывăлăм, тавтапуç! — терĕ карчăк хĕпĕртесе унăн куç хăрпăкĕсем куççулĕпе йĕпенчĕç. — Курас килет ĕнтĕ çĕнĕ Раççее, ачамсем, мĕнлерех-ши халь унта?
Уйрăлнă чух вăл Громова каллех çамкинчен чуптурĕ. Пире ăсатма медсестра тухрĕ.
— Килсе куркалăр эсир, Ильиничнăн сывлăхĕ начарлансах çитрĕ, тен, нумаях та пурăнаймĕ. Çĕркаç вал виçĕ хутчен аптраса ӳкрĕ, уколсем тусан çеç кашт сывлăш çавăрса илчĕ. Инфаркт. Питĕ шанчăксăр ун сывлăхĕ, — пĕлтерчĕ вăл капитана.
— Юрĕ, юрĕ, Машенька... Инкек-мĕн пулсан, астăвăр, тӳрех мана систерĕр, —терĕ капитан, хĕрпе сывпуллашса.
Ильинична патĕнчен тухнă хыççăн эпир историлле палăксемпе чаплă вырăнсене курса çӳрерĕмĕр. Громов мана хĕрĕх çул ĕлĕкрех вырăс салтакĕсем тунă фортсене, блиндажсемпе окопсен ишĕлчĕкĕсене катартрĕ. Вырăс салтакĕсен масарĕ çине те кĕрсе тухрăмăр.
Мăкланса ларнă авалхи чул хĕрессене совет салтакĕсем чечексемпе эршленĕ. Тĕп хĕресĕ умĕнче хисеплĕ хурал тăрать. Пирĕн пекех, ытти офицерсемпе салтаксем те канмалли кун çак историлле вырăнсене курса çӳреççĕ.
Хваттере эпир ывăнса таврăнтăмăр. Каç пулса килетчĕ, çапах та эпĕ, Громов кăмăлне çырлахтарас тесе, ун патĕнче тепĕр сехетлĕхе юлтăм. Анчах та савăнăçлах пулмарĕ ку вăхăт.
Çиньфу, пире хирĕç тухса, алăк уçса кĕртрĕ. Эпир сĕтел хушшине кĕрсе лартăмăр та кăштах апатлантăмăр.
— Каçарăр, — терĕ Громов сăмах майĕн, — эпĕ хам яланах полкри столовăйра апатланатăп, çаванпа та сире нимĕнпе хăналама аптăрарăм...
Мĕн чухлĕ ырă кăмăл ун чĕринче! Ăшă та, çепĕç те, паттăр та вăл. Çавăнпа та-и, тен, Çиньфу ун çине питĕ ăшшан, питĕ тимлĕн сăнаса пăхать (хытă кĕлтăвакан çынсем турăш çине çавăн пек ĕненсе пăхаççĕ пуль)... Хальхинче, те эпĕ пуртан, Громов хĕрачана хăй патне чĕнсе илсе каларĕ:
— Çиньфу, санăн киле кайма вăхăт ĕнтĕ... Аннӳ кĕтсе ывăнчĕ пуль, каях, чĕкеçем...
Хĕрача кăштах пăшăрханнă пек пулчĕ:
— О-о, манăн киле каяс килмест! — терĕ вăл.
— Аннӳ кӳренме пултарать... Кĕçĕр эпĕ гитара каламастăп, халех çывăрма выртатăп. Эсĕ те кайса çывăр ĕнтĕ.
Капитан ăна куçĕнчен ачашласа илчĕ.
— До-си-вя-тани, габидан! — терĕ хĕрача, ман еннелле çăмăллăн пуç тайса, хăй каллех капитан çине юлашки хут ытарăйми илемлĕ кулса пăхрĕ, унтан, кайăк вĕçнĕ пек, аллисемпе хăлаçланса, пӳлемрен чупса тухрĕ.
— А-спокойно и-ночи! А-спокойно и-ночи-и!
Унăн шăнкăрав пек уçă сасси пахчари чăтлăхра янăраса çухалчĕ.
— Питĕ шел ăна çакăнта хăварма, — терĕ Громов, хĕрача сасси илтĕнми пулсан. —Маньчжурире самурайсен пусмăрĕ текех çук пулин те, чухăн китаецсене пурпĕрех хĕсĕрлекен нумай-ха... Америка капиталисчĕсене сутăннă ирсĕр гоминданавецсем китай халăхĕн ирĕклехне тĕтерсе хума тăрăшаççĕ. Паллах, вăхăт çитĕ — Китайра чухăнсем влаçа хăйсен аллине илĕç, çĕнĕ пурнăç тума тытанĕç, пур хура вай та путланĕ, анчах унччен халăха йывăр килет-ха... Çиньфуна хĕрхенетĕп... Хамăр çĕршывра пулсан, унран пысăк талантлă артистка пулĕччĕ-и тен: музыка енĕпе унăн пысăк пултарулăх пурри палăрать. Сасси епле!
Громов шухашĕпе килĕшрем. Çиньфу пирки хам та çавăн пекех шухăшлаттăм.
Пĕчĕк китаянкăн хурлă шăпине пула çуралнă йывăр шухăшсене сирсе ярас тенĕ пекех, капитан çирĕппĕн каларĕ:
— Пурăнсан курăпăр-ха, Алмазов, Çиньфу телейне те. Вăл та хăйĕн телейне тупĕ... Вăхăт çитĕ, Китай ĕçхалăхĕ те хăй хуçа пулса тăрĕ. Çак аслă халăх та совет халăхĕпе çывăх туслашĕ! Эпĕ вăл вăхăт килессе ĕненсе тăратăп. Китаецсем пире юратнине ху та куратăн, тусăм... Анчах халлĕхе эпир çав пĕчĕк хĕрачаран темисе хут телейлĕрех!.. Ан тив, пит-куçăм юрăхсăра тухнă пултăр — шăмшакăм çирĕп-ха, чĕрем хĕрӳллĕ. Никам та пусмăрламасть мана. Тăван çĕршывăмăрта хамăр хуçа.
Громов тăруках калаçма чарăнчĕ те чӳрече патне пычĕ. Пахчаран Çиньфу сасси илтĕнчĕ:
— Çыру! Çыру, габидан!
Хĕрача пӳлĕме чупса кĕчĕ те Громова хура конверт тыттарчĕ.
Капитан конверта васкавлăн чĕрсе уçрĕ, пĕчĕк хут таткине хыпăнса вулама тытăнчĕ. Унăн пӳрнисем хуллен чĕтре пуçларĕç, питçăмартисем туртăнса пĕрĕнчĕç. Вăл диван çине вăйсăррăн ларчĕ.
— Евгения Ильинична!..
Капитан хут таткине мана тыттарчĕ. Эпĕ ăна хăвăрт вуласа тухрăм. Мĕнпурĕ те икĕ йерке çеç çырнă:
«Евгения Ильиннчна вилет. Юлашки хут сире курасшăн. Хăвăртрах килĕр».
Хурлăхлă хыпар чĕрене хĕссе илчĕ. Нимĕн те калаймарăм.
— Алмазов, каçарăр! Шел, полка кайма вăхăт сирĕн, — терĕ Громов, хыпаланса тумланнă май. — Çитес вырсарникун килсе курăр. Каçарăр, васкаса уйрăлмалла пулчĕ. Эх, Ильинична, Ильинична!..
Капитан пӳлĕмреп чупсах тухрĕ. Эпĕ те ун хыççăн утрăм.
Пĕчĕк çыру сĕтел çинче выртса юлчĕ.
V
Тепĕр каçхине пирĕн батальона почтальон çĕнĕ хаçатсем илсе килчĕ.
Порт-Артур хаçачĕсем Евгения Ильинична Ядрова вилни çинчен хурланса пĕлтереççĕ. Унăн ятне хура рамка ашне пысăк саспаллисемпе пичетленĕ.
Хурлăхлă хыпар. Анчах героиньăн паттăрла пурăнса ирттернĕ ĕмĕрĕ чĕрере хурлăхпа пĕрлех темĕнле ырă туйăм, мăнкăмаллăх çуратрĕ.
Ман каллех Громова курса калаçас килчĕ. Мĕнле-ши вăл? Мĕнешкел йывăр пуль ăна çак вăхăтра...
Çĕрле хамăр полкри пĕр взвод Порт-Артуртан гарнизон хуралĕнчен таврăнче, вăл Ядровăна пытарнă çĕрте пулнă нккен. Хам палланă чăваш ачи Назаров ефрейтор та унта пулнине пĕлсен, эпĕ ăна тӳрех хам пата чĕнтертĕм.
Таврари хыпарсене яланах пĕлсе тăракан Назаров мана Евгения Ильиничнăна мĕнле пытарни çинчен тĕпĕ-йĕрепе каласа пачĕ.
— Шел, сержант юлташ, эсир пулаймарăр унта, халăх тем чухлĕччĕ... Громов та пурччĕ. Вăл тупак хыçĕнчен пуринчен малтан утса пычĕ. Хашпĕрисем ăна Ядрова ывăлĕ вырăннех шутлаççĕ пулас...
Сăмах ваклама юратакан ефрейтор вĕçĕмсĕр, сывлăш çавăрмасăр тенĕ пек, пакăлтатма пуçларĕ, калать-калать те мана кăлт çеç чавсипе тĕртсе илет. Громов çинчен калаçнă чух вăл яланах хăй ăçтине те, камне те манать, чаплă танкиста пур салтакран та хытарах юратать...
Ытла та вăрăм пек туйăнчĕ мана çав эрне! Юлашкинчен, çапах та, тунсăхласа çитнĕ чĕреме пусарма вăхăт çитрĕ-çитрех. Вырсарникун! Эпĕ ирех Порт-Артура тухса вĕçтертĕм.
Акă палланă сад. Улмуççи турачĕсем, пулса çитнĕ панулмисем пуснăран, йывăррăн çĕрелле усăнса тăраççĕ: абрикоссемпе персиксем хĕрелнĕ, иçĕм çырли пиçсе çитнĕ... Епле илемлĕ те пуян сад!
Акă чĕнтĕрлĕ крыльца...
— Кам ку?
Крыльца картлашкисем çинче вырăсла тумланнă хĕрача ларать. Пуçне уснă пирки сăнне курма çук: сăмăх хура çӳçĕ кăна хĕвел çутинче хура ука пек йăлкăшать. Ун çийĕнче сенкер пурçăн кĕпе, урисенче — шур чăлхапа шур пушмак, çӳçне икĕ пĕчĕк çивĕте пуçтарса симĕс хăю татакĕсемпе çыхнă. Хăйĕн çипуçĕпе вăл мана илемлĕ пуканене аса илтерчĕ.
Ура сассине илтсенех хĕрача, хăранă евĕр, кăртах сиксе, пуçне çĕклерĕ.
— Çиньфу?! Эсĕ-çке ку?
Пĕчĕк китаянка хускалмарĕ, тути çеç куланçи пулчĕ, шурă шăлссем илемлĕн йăлтăртатса илчĕç, анчах хура куçĕнчи хурлăхĕ пĕрре те çухалмарĕ.
— Мĕн пулнă сана, чĕкеçĕм? Капитан ăçта? — ыйтрăм эпĕ унран, лăпкăрах пулма тăрăшса.
Хĕрача чĕнмерĕ, пуçне пăркаласа илчĕ çеç. Эпĕ унăн хуйхине пĕр сăмахсăрах ăнлантăм, тӳрех чухласа илтĕм: Громов Раççее тухса кайнă... Чевĕлти чĕкеç чĕлхиллĕ, яланах хаваслă пулнă хĕрачан хурлăхе ман чунăма ыраттара пуçларĕ.
— Ан хурлан, Çиньфу, хурланма кирле мар, — терĕм, хăрача çумне тусанлă картлашка çине ларса, ăна та, хама та лăплантарас шухăшпа.
— Габидан ă-ска-зал: «До-си-ви-тани, Синьфу, до-си-ви-тани!..»
Хĕрача калас сăмахĕсене каласа пĕтереймерĕ, каллех хурланса ĕсĕклеме тытăнчĕ.
— Çиньфу, капитан хăçан тухса кайрĕ?
— Паян, хĕвел тухсанах... Пăрахут çĕркаç килчĕ, тет. Вара вăл çĕрĕпех çывăрмарĕ, çĕрĕпех манпа... манпа калаçрĕ.
— Мĕн çинчен калаçрăр эсир, Çиньфу?
— Габидан çинчен тата Таня ятлă мейин çинчен... Таня вăл — пит чипер, пит мейин. «Юратĕ-ши вăл мана?» — тет габидан. «О, юратать! Сана пурте юратаççĕ!» — терĕм... терĕм те эпĕ... вара мана: «Ырă кăмăлла-çке эсĕ, Çиньфу. Эсĕ каланă пек пултăрччĕ», — терĕ. Калăр-ха мана, Али-мазă габидан, тĕрес каларăм-ши эпĕ ăка?
Пĕчĕк китаянка, хăйĕн телейĕ эпĕ калас сăмахран килнĕ пекех, шывланнă куçĕсемпе ман çине шанчăклăн пăхрĕ. Эпĕ ăна пĕтĕм чунтан хĕрхентĕм.
— Тĕрĕс калана эсĕ, Çиньфу! Ăна пурте юратĕç, — терĕм.
Ман сăмахсем, чăнах та, хĕрачана савăнтарчеç пулас, вăл илемлĕн йăлкăшса кулчĕ.
— О-и, габидан телейлĕ пулсан, эпĕ те вара телейлĕ! — терĕ хĕрача, чĕкеç çунатти пек хура куç харшисене кулăшларах çĕклентерсе.
— Уйрăлнă чух вăл мĕн каларĕ сана, Çиньфу?
— Уйрăлнă чух вăл... вăл мана каларĕ... Çиньфу, эсĕ ан макăр терĕ... Çитĕнсе çитсен, ак, Мускава та пырса курăн-ха терĕ. Мускава кĕртеççĕ-и мана, Али-мазă?
— Кĕртеççĕ, Çиньфу, кĕртеççĕ... Капитан ман валли нимĕн те парса хăвармарĕ-и?
— Ах, габидан, каçарăр! Эпĕ мансах кайнă, сире пама вăл çыру хăварчĕ, — терĕ те Çиньфу, мана хĕвĕнчен пĕчĕк кăвак конверт кăларса тыттарчĕ.
Эпĕ, хĕпĕртенипе, ним тăвайман енне, хĕрачана питĕнчен чуптуса илтĕм.
— Тавтапуç, чĕкеçĕм!..
Пăлханнипе чĕтрекен аллăмсемпе конверта чĕрсе уçрăм та Громов çырăвне вулама пуçларăм. Ака мĕн çырнă вăл хăйĕн çырăвенче:
«Хисеплĕ юлташăм Агин!
Пирĕн тепре тĕл пулаймасăрах уйрăлмалла пулчĕ: тепĕр икĕ сехетрен эпĕ пăрахут çине ларатăп та Порт-Артуртан тухса каятăп. Сирĕнпе Квантун çурутравĕ çинче тĕл пулнисем нихçан та асран каяс çук. Ан кулянăр, курнаçăпăр-ха, тен, каллех. Чăваш çĕршывне таврăнсан, эсир ман пата кĕрсе тухасса шанатăп, адресне пĕлетĕр. Усал сăмахпа ан асăнăр. Хама хам телейсĕр вырăнне хуратăп тесе ан шухăшлăр; эпĕ пессимист мар, пурнаçа виçесĕр, нихçанхинчен те ытларах юрататăп. Ĕмĕтсем нихçанхинчен те пысăкрах. Эпĕ — телейлĕ!
Сывă пулăр, Чăваш çĕршывĕнче тĕл пуличчен!
Громов»
Çыру айне тата хушса çырнă:
«Агин, Çиньфуна ан пăрахăр, канмалли кунсенче кайса куркалăр ун патне. Унăн пурнăçĕ çинчен эсир мана çыру урлă пĕлтерсе тăрасса шанатăп».
Çиньфупа чылайччен шăкăлтатса калаçса лартăм. Майĕпен лăплансах пычĕ вăл, тек макăрмарĕ. Эпĕ ăна хăй патне час-часах çӳреме сăмах парсан, вăл хавасланчĕ, ман çине Громов çине пăхнă пекех ăшшăн та ачашшăн тинкерсе пăхма пуçларĕ.
— О-о! Килĕр, Али-мазă. Килĕр! Габидан патне пĕрле çыру çырăпăр. Хăйте ман пата нумай-нуман çыру ярăп терĕ. Яланах килĕр, сире, вырăссене, атте-анне те питĕ хытă юратать, — савăнăçлăн каларĕ хĕрача.
— Чипер юл, Çиньфу, асту, тек ан макăр ĕнтĕ, — терĕм, унăн çемçе аллине чăмăртаса.
Вырăсла тумланнă пĕчĕк китаянка мана алă сулса ăсатрĕ.
— До-çи-ви-тани, Али-мазă габидан! До-çи-ви-тани!
* * *
Поезд Гаолян хирĕсем урлă ыткăнса пырать. Чукун çул икĕ айккинче те пĕчĕк ялсемпе уйрăммăн ларакан шура фанзăсем, ешĕл садсемпе çул юпписенчи чул юпасем вĕлтлете-вĕлтлете юлаççĕ.
Эпĕ, вагон чӳречинчен пуçа кăларса, хыçа юлнă мухтавлă хула çине, ăна пирвайхи хут курнă пек, ытарайми пăхса пыратăп.
Мăнаçлăн курăнать аякран Порт-Артур! Çĕнтерӳ башни çинче, катаран курăнса, хĕрлĕ ялав — Çĕнтерӳ ялавĕ вĕлкешет.
Çав ялава Порт-Артур çинче ялкăштарас тесе, эпир, совет салтакĕсем, Гоби пушхирĕ урлă, Хинган тăвĕсемпе Маньчжури сопкисем урлă каçса килтĕмер. Паттăр гвардеецсен вилĕмсĕр ĕçĕсем яланах асăмра юлчĕç. Вăл паттăрсене асăннă чух эпĕ чи малтанах чи паттаррисенчен пĕрне, хамшăн çав тери çывăх гварди капитанне — Григорий Громова аса илĕп. Эпĕ çеç мар, пĕлекенсем пурте ырă та ăшă кăмăлпа асăнĕç ăна. Асăнĕç, нихçăн та манмĕç, мĕншĕн тесен вăл — пирен вăхăтри герой.