Нимĕн те ытти кирлĕ мар,
Мĕн хаклăрах санран урăх?
Эсĕ манпа чух юнашар —
Çук чĕремре нимле хурлăх.
Ытлашши кирлĕ мар мана,
Сан ятна çӳлерех çĕклесчĕ,
Пĕтĕм пурнăçăмпа сана
Тивĕçлĕ пулма пĕлесчĕ.
Кĕтĕм эп шыва та вута —
Сан пилӳпе — парăнмарăм,
Çавăншăн сан умăнта
Тӳлесе татайми ман парăм.
Куçусен кăвак шуçăмне
Ĕмĕр чĕремрех тытасчĕ,
Юлашки сехетре куç умне
Сана кăларса хытасчĕ.
Пулччĕ эс, анне, яланах,
Пурăнччĕ ыррăн та сыввăн!
Маншăн эс тăван çĕр майлах:
Сан сăнарлах ман çĕршывăм.
1943. Курск пĕкки.