Тумлам
хĕвелпеле пĕрлех
вăранчĕ.
Вăранчĕ те —
ĕçе пикенчĕ:
тумлать, тумлать, тумлать вăл чул çине,
тумлать вăл кунĕпех
хĕвел аничченех,
тумлать вăл эрнипе,
уйăхĕпех тумлать,
пĕчикçĕ тимĕрç пек
ĕмĕрĕпех ĕçлет —
хуллен-хуллен
çав авалхи чула вăл тĕпретет.
Тумлам тумлать —
хĕм сирпĕнет чултан!