Шемшер ăçта, тиеççĕ,
Шемшер Йăш-шыв хĕрринче.
Йăш шыв ăçта, тиеççĕ,
Йăш шыв чăваш çĕрĕнче.
Чăваш ăçта, тиеççĕ,
Чăваш Раççей çĕрĕнче,
Раççей ăçта, тиеççĕ,
Раççей Совет çĕрĕнче.
Антун ăçта, тиеççĕ,
Антун Шемшер ялĕнче,
Антун лармасть килĕнче:
Çуркуннепе çухалать,
Уйра суха сухалать.
Çу кунĕсем çитсессĕн,
Ухлĕм ути ӳссессĕн,
Утă çулать улăхра,
Чапа тухать халăхра.
Пирĕн чăваш хушшинче,
Шемшер ялĕ хушшинче,
Антун туман ĕç те çук,
Ăна пĕлмен çын та çук,
Кĕркуннесем килсессĕн,
Антун ятне илтсессĕн,
Авăн çапать, тиеççĕ,
Аван тăрать, тиеççĕ,
Авлантарать, тиеççĕ,
Çĕн кин кĕртет, тиеççĕ.
Антун ывăл — сар ывăл,
Сар ывăл та — пĕр ывăл,
Антун кинĕ — сарă кин,
Сарă кин те — сапăр кин.
Антун туйĕ — вăйлă туй,
Вăйлă туй та — чаплă туй,
Вăйлă туйра ташлама
Вăйлă çынсем кирлĕ ăна.
Чаплă туйра юрлама
Юрă ăстисем кирлĕ ăна.
Вăйлă çынсем пулмашкăн
Совет влаçĕ кирлĕ ăна.
Юрă ăстисем пулмашкăн
Антун йăхĕ кирлĕ ăна.
Вăйлă çынсем пултăмăр,
Юрă ăсти пултăмăр.
Вăйлă туйсем иртсессĕн,
Тырпулсене кĕртсессĕн,
Шурă юрсем ӳксессĕн,
Çуна çулĕ ӳксессĕн,
Сăр вăрманне кайрăмăр.
Сар хыррине касрăмăр.
Хĕл кунĕсем иртсессĕн,
Сарă хĕвел хĕртсессĕн,
Чăрăшне те хыррине,
Юманне те çăкине, —
Хапха юпи пеккине,
Юр пек шурă хурăнне,
Сулă туса çыхрăмăр,
Сăрă тăрăх юхрăмăр.
Сулли пулчĕ — сулмаклă,
Кĕпер тума юравлă.
Çĕр пĕр çулхи юмансем
Çĕр пĕр сăвай пулчĕçĕ,
Икçĕр çулхи юмансем
Икçĕр сăвай пулчĕçĕ,
Виççĕр çулхи юмансем,
Виççĕр сăвай пулчĕçĕ,
Ĕмĕрлĕхе юлчĕçĕ.
Антун, Антун, тиеççĕ,
Чул кăлар-ха, тиеççĕ,
Çул-йĕр ту-ха, тиеççĕ,
Çулĕ пултăр çатма пек,
Çатма пек те çăтмах пек.
Çатма пекех çулпала
Кам çӳрĕ-ши мулпала?
Чунсăр çынна — чĕн тивмест,
Муллă çынна — мул тивмест.
Утсăр çынна ут тапмасть,
Утман ута кам çапмасть.
Çул-йĕр тавраш çуккипе —
Ут çӳреймест сиккипе.
Урхамах пек утсене
Çатма пекех çул кирлĕ.
Вутпа çӳрен утсене
Тытма пĕлен çын кирлĕ.
Утне хамăр тытăпăр,
Тимĕр утпа утăпăр.
Антун ун пек утсене,
Çатма пекех çулсене,
Курсан курнă тĕлĕкре
(Çулсем пулман ĕлĕкрех).
Ĕлĕк чухне, яш чухне,
Микулай патша чухне,
Микулнăна кайсассăн,
Микул панчен тухсассăн,
Кĕтĕк варăн катĕнче,
Хăрăк хурăн патĕнче,
Кĕтех пуçсăр юлаттăм,
Шур юр айне пулаттăм,
Шур пӳс айне пулаттăм.
Тем амакĕ хăтарчĕ,
Сар лашасăр хăварчĕ.
Сулăнк кайнă майĕпе,
Сарккам çуни мĕнĕпе,
Пĕррех! ӳкрĕ ту çинчен,
Каяс, терĕ, хуçинчен.
Хуçи юлчĕ хуçăлса,
Хăй лашинчен уйрăлса.
Хĕрес хучĕ хĕрĕх хут,
Таврăнмарĕ сарă ут.
Микул турă çăлмарĕ,
Лаша илсе памарĕ.
Шурă-шурă ту çинчен
(Шур калпакĕ пуçĕнче,
Шурă тăли уринче,
Сар кĕрĕкки — çийĕнче)
Чылай пăхса тăчĕ вăл,
Çаплах асрĕ çил-тăвăл.
Тĕрлĕ усал-тĕселсем,
Çил ачисем, хĕрĕсем,
Ун пуçĕнче вылярĕç,
Темĕн те пĕр вуларĕç,
Килне кайма памарĕç.
Килне каяс — килĕнче,
Ут пулмасан — витинче
Вутта мĕнпе каймалла,
Вут пулмасан — шăнмалла.
Унăн кама шанмалла,
Саркканах шырамалла.
Шурă юрсем ирĕлсен,
Шурта шуркут юрласан,
Уйсем-хирсем хуралсан,
Кайăк сасси илĕртсен,
Çынсем кайĕç акана,
Вăл кӳлеймĕ Сарккана.
Ухлĕм ути çитĕнсен,
Пиçсе çитсен, хĕрелсен,
Кĕт тытнипех ирĕлсен,
Çĕнĕ çава туптаса,
Килне-йышне вăратса,
Лаша кӳлсе тăратса,
Урапа çине лартса,
Çынсем кайĕç ут çулма,
Ут çулма та тыр вырма,
Уйран кĕлте турттарма.
Ун пур килтех юлмалла,
Юлмасан мĕн тумалла?
Ут пулмасан картара,
Хуть те çакăн каштаран.
Çул çитсессĕн — йăпанма,
Анне хушсан, — авланма,
Йăха-тĕпе çĕнетме,
Хурăнташа çĕнетме,
Хуньăм патне çӳреме,
Хĕрне лартса çӳреме,
Саркка сансăр пулмасть пуль?
Хуньăм хĕрĕ хура хĕр,
Утсăр çынна савмасть пуль?
Хуньăм хĕрĕ савсан та,
Хăйĕн чунне парсан та,
Хуньăм хĕрне памасть пуль?
Хуньăм хĕрĕ хура хĕр,
Мана илĕ хура çĕр.
Хура çĕре кĕрсен те,
Ӳтĕм çĕрте çĕрсен те,
Эпĕ сана манас çук,
Пĕрех пĕрле илес çук.
Хуньăм хĕрĕ хура хĕр,
Мана илĕ хура çĕр.
Эппин мана илтсе юл,
Эп чухăнне пĕлсе юл.
Пĕлсе юл та — сывă пул,
Сывă пул та — сыхă пул.
Антун çапла каларĕ,
Калла-малла пăхмарĕ,
Чăнкă-чанкă çыранран,
Шăпах чĕрĕк çухрăмран,
Лаши патне сикрĕ те,
Нуши умне ӳкрĕ те
Çын куçĕнчен çухалчĕ,
Кайран каллех çуралчĕ.
Шăлне çыртса, вăй пухса,
Ура çине тăчĕ вăл,
Умне-хыçне пăхрĕ вăл,
Ик-виç хутчен силленчĕ,
Усалсене çиленчĕ.
Çак вăхăтра аякра
(Ăçтан пĕлен çырмара),
Те вăрманта, те хирте,
Те пĕлĕтре, те çĕрте
Сарă лаши кĕçенчĕ,
Сарă Антун çӳçенчĕ,
Шыври туртрĕ — шывалла,
Уйри туртрĕ — уялла.
Вăрмантисем — вăрмана
Пыма чĕнчĕç Антуна.
Кунта, терĕç, кил, терĕç,
Хăв лашуна ил, терĕç.
Пăр çийĕпе утнă чух
Çултан пăрса ячĕçĕ.
Юра ашса утнă чух
Юр пек шурă пулчĕçĕ,
Юртса-юртса пычĕçĕ,
Юрла-юрла кулчĕçĕ,
Юха-юха юлчĕçĕ.
Шурă уйпа утнă чух
Шура кĕртсе ячĕçĕ,
Шурă упа пулчĕçĕ,
Шуса ӳкме хушрĕçĕ,
Шуса пыма хушрĕçĕ.
Шурă шăлне кăтартрĕç,
Курманнине кăтартрĕç,
Вăранманне вăратрĕç.
Вăрманпала иртнĕ чух,
Вăра-вăра ячĕçĕ,
Вар хĕррине ячĕçĕ.
Варпа шума хушрĕçĕ,
Варли пулма ыйтрĕçĕ,
Вăр çаврăнса утрĕçĕ,
Аллисене çупрĕçĕ,
Урисемпе тапрĕçĕ.
Тупманнине тупрĕçĕ,
Ту пуçнелле кайрĕçĕ.
Ту пуçнелле çитсессĕн,
Ту пуçĕнчен чĕнчĕçĕ.
Ял пуçнелле çитсессĕн,
Ял патнелле чĕнчĕçĕ.
Ял хĕррине çитнĕ чух,
Ялтан пăрса ячĕçĕ,
Çултан пăрса ячĕçĕ.
Çуна çулне тупсассăн,
Пĕр-ик утăм пуссассăн,
Çĕр пĕр çĕре пăхтарчĕç.
Ик-виç утăм тусассăн,
Икçĕр тĕле пăхтарчĕç.
Хевне тытса ухтарчĕç,
Куçран куççуль юхтарчĕç,
Питрен-куçран сăхтарчĕç.
Лаша çаплах кĕçенчĕ,
Хуçам кунта килсемччĕ,
Тенĕ пекех туйăнчĕ.
Тĕрлĕ çĕре çӳретрĕ
Питне юрпа шуратрĕ,
Усалсемпе хăратрĕ,
Тĕрлĕ шухăш вăратрĕ.
Çитсе-çитсе çӳресен,
Лаши çуккине пĕлсен,
Саркки пĕтнине пĕлсен,
Антун çапла каларĕ,
Ăна никам курмарĕ,
Курмарĕ те илтмерĕ,
Ун хуйхине пĕлмерĕ,
Пулăшмашкăн килмерĕ.
Пулмасть, терĕ, тупасси,
Урăх лаша тытасси.
Антун çапла каларĕ,
Умне-хыçне пăхмарĕ,
Тӳрех чупрĕ ялалла,
Сакăр çухрăм малалла.
Шăнса кӳтнĕ урине
Çăл шывĕпе çурĕ вăл.
Хăпаланнă пит-куçне
Хур çăвĕпе çурĕ вăл.
Хур çăвĕпе çунăран
Хур ури пек хĕрелчĕ.
Çăл шывĕпе çунăран
Çăл шывĕ пек тасалчĕ.
Таса сарă пит-куçне
Туçи хĕрсем пăхрĕçĕ,
Хĕрлĕ-хĕрлĕ тутине
Хĕрлĕçырсем пăхрĕçĕ.
Ут пулманран ун чухне
Урăххисем пăхрĕçĕ.
Микулая кăларсан,
Колхоз тума тытăнсан,
Тимĕр утсем туянсан,
Антун пулчĕ, çын пулчĕ,
Тимĕр ут хуçи пулчĕ.
Тимĕр-тимĕр утсене
Тимĕр çулсем кирлĕ ăна,
Хурçă-хурçă утсене
Хурçă çулсем кирлĕ ăна.
Хура-хура халăхпа
Хурçă çулсем турăмăр,
Халăхпа та пĕр шутпа,
Хурçă çулсен хĕррине
Хурăн лартса тухрăмăр.
Шур хурăнсен тăррине
Кайăк ларса юрлатăр.
Хурлăхансен хушшине
Шăпчăк ларса юрлатăр,
Аслă совет халăхне
Кунĕн-çĕрĕн ырлатăр,
Пирĕн пекех юрлатăр.
Антун çулĕ — çутă çул,
Çутă çулпа çӳреме,
Çил çуна пек çӳреме
Çилçунатсем кирлĕ ăна.
Çилçунатсем ӳстерме,
Çавраçил пек вĕçтерме
Чаплă колхоз кирлĕ ăна.
Колхоз лаши — тур лаша
Туртайманшăн ят илтмест,
Чупайманшăн чап илмест,
Чурăссишĕн ят илтет,
Хыт чупнишĕн чап илет.
Антун кинĕ пуласси —
Ылтăн орден çакасси.
Ĕçлейменшĕн ят илтмест,
Тĕрлейменшĕн чап илмест,
Чурăссишĕн ят илтет,
Тĕр ăстишĕн чап илет.
Ялта ятсăр пурăнма
Ятсăр çынсем мар эпир.
Çулта çынтан пăрăнма
Чапсăр çынсем мар эпир.
Çулпа чапа тухрăмăр,
Чулпа чапа тухрăмăр,
Паçпак ялĕн пуçĕнче
Пӳрт пек чулсем кăларнă.
Хыркассисен хыçĕнче
Хăйăрне çеç хăварнă.
Антун çулĕ — çутă çул,
Çутă çул та такăр çул,
Автомашин çӳреме,
Мотоциклет çӳреме,
Сарă хĕрпе çӳреме,
Сар каччăпа çӳреме.
Антун çулĕ — çутă çул,
Çутă çул та такăр çул,
Такăр çулпа тапрăмăр,
Тăхăр тантăш тупрăмăр.
Çулĕ тухрĕ — Кӳкеçе,
Унта пирĕн кукаçей,
Кӳкеç ăçта, тиеççĕ,
Антун çулĕ çумĕнче,
Шур Шупашкар çумĕнче.
Шупашкар ăçта, тиеççĕ,
Ĕçчен чăваш çĕрĕнче,
Аслă Атăл хĕрринче.
Атăл ăçта, тиеççĕ,
Атăл Раççей çĕрĕнче,
Аслă Совет çĕрĕнче.
Антун çулĕ — çутă çул,
Çутă çул та такăр çул,
Шупашкара çитерчĕ,
Шур кулачă çитерчĕ.
Пĕлменнине пĕлтерчĕ,
Курманнине кăтартрĕ,
Çĕнĕ юрă çуратрĕ;
Антун юрра шăратрĕ;
Хура халăх итлерĕ;
Хурламашкăн пĕлмерĕ.
Юрламашкăн — юрларăм,
Юрла-юрла тарларăм.
Тара шăлма — тутăр пур,
Выртса канма — вырăн пур.
Тара шăлас тиетпĕр,
Выртса канас тиетпĕр,
Кансан, тăрас тиетпĕр,
Каллех юрлас тиетпĕр.
Антун çулĕ — çутă çул,
Çутă çул та такăр çул,
Çулĕ çитрĕ Мускава,
Антун тухрĕ мухтава.