Хуп-хура каçăнне хуп-хура чаршавне
Тайăнне1 çухатман çăлтăру çутипе
Шăтăрса тухнине асăрха, çĕр-анне:
Парăнмасть, пăрăнмасть — карăнсан та тӳпе
Хуп-хура сĕлкĕпе — пур-пĕрех тенĕ пек
Хĕсĕнсе-хирĕнсе тĕксĕме çĕнтерет:
Тĕллевпе тирĕнет. Курăнсан та кĕрмек2
Çĕнĕрен, тепĕр хут ĕмĕтне ĕмĕртет:
Сӳниччен çунасса, çутипе çурасса
Хуп-хура каçпала карнакан йăлхаха;
Аташса каясран çул-йĕре кăтартса
Кăкăру çийĕпе утакан халăхна.