Пирĕн шкулта çулленех вăрмана похода каяççĕ. Кăвайт чĕртетпĕр, çулталăк хушшинче пухăннă «иккĕсене» çунтарса яратпăр. Кăвайт умĕнче юрăсем шăрантаратпăр, сăвăсен конкурсĕ иртет. Физкультура учителĕ Сатлайкин Иван Иванович, тĕрлĕ вăйă-ăмăрту ирттерет. Мечĕкпе чупасси, чăрмавсем витĕр тухасси, футбол вăййи — çаксем чăннипех те хаваслă та илĕртӳллĕ!
Чи-чи интересли, паллах, кăвайт чĕртсе хуран çакса яшка пĕçерсе çиесси. Яшка кăна мар, çĕр улми нимĕрĕ те, салат та пĕçерсе хырăма тултаратпăр. Техĕмлĕ чей вĕретсе ĕçетпĕр. Пĕр-пĕрне килтен илсе килнĕ икерчĕ-кукăльпе хăналатпăр.
Кăçал та, ыран вăрмана каяссине пĕлсен, пурте: «Урра!» — тесе кăшкăрса ятăмăр. Тӳрех камăн мĕн илсе килмеллине пайлама пуçларăмăр. Коля хуран илме килĕшрĕ, Сашăпа Ирина витре илсе килме пулчĕç. Ксюша çăпала, Галина Вячеславовна çĕçĕ илме пулчĕ. Кашниех темиçе çĕр улми, сухан, кишĕр, сĕт, çăмарта...
— Вăрманта асăрхануллă пулăр, пĕччен путеке тукмак тытать, пĕр-пĕринчен ан уйрăлăр, — асăрхаттарать вĕрентекен.
Сакăр сехетре пурте пуçтарăнчĕç. Çĕр улмине ялтах тасалас терĕмĕр. Качча карти урамĕнче (Мĕншĕн «Каччакарти урамĕ» ят панине пĕлес килет пулĕ-ха сирĕн. Мĕнех, каласа парар. Ĕлĕк качча кайсан уйрăлса тухакансем çĕнĕ урам йĕркеленĕ, Çамрăк мăшăр кил-çурт çавăрнă. Пурăна киле самаях пысăк урам пулса кайнă.) Ольга Викторовнăсен умĕнчи çăл умĕнче çĕр улмине çуса тасатрăмăр, витресене шыв тултарса вăрманалла çул тытрăмăр.
Кашни класăн хăйĕн вырăнĕ пур. Сĕтелĕ те, сакĕ те, хуран çакмалли те. Пирĕн вырăнта халĕ пире пуçламăш класра вĕрентнĕ Марина Георгиевнăпа Нина Вениаминовна хăйсен вĕренекенĕсемпе.
— Айтăр пирĕн класс вырăнне! — сĕнчĕ Галина Вячеславовна. — Ачасем хăйсемех йăлтах майлаштарнăччĕ...
Унăн сасси темшĕн чĕтренчĕ, куçĕсем хурланчĕç.
— Эпĕ пĕлетĕп вăл мĕншĕн хурланнине. Унăн вĕренекенĕсем вуннăмĕш класа кӳршĕ яла вĕренме çӳреççĕ çав кăçалтан пуçласа, — тет Катя пăшăлтатса Альăна.
Эпир Галина Вячеславовна кăтартнă çĕре кайрăмăр. Пăхкаларăмăр, хуран çакмалли вырăнĕнчи шалчасем çирĕпех мар пек туйăнчĕç.
— Халех юсатпăр!
Сашăпа Коля таçтан пуртă тупса килчĕç, шаккама тытăнчĕç.
— Тăхтăр–ха, тăхтăр! — ăшталанать Галина Вячеславовна, Иван Ивановича чĕнетпĕр.
— Хамăрах!
— Тем пулас-килес пур, Иван Иванович, Иринăн ашшĕ, майлаштарса парать. (Галина Вячеславовна пире пĕчĕк ачасем тесе шутлать пулас, эпир килте аттесемпе вутă та çуратпăр!)
— Мĕн пулчĕ?
— Тăхтăр-ха, тăхтăр, тупăшса ан калаçăр. Вырăн халех пулать! Пĕр-икĕ çирĕпрех шалча тупса килĕр-ха!
Иван Иванович самантрах пире кăвайт вырăнне юсаса пачĕ. Кăвайт чĕртсе ярса хуран çакса ятăмăр. Кĕçех яшка вĕреме кĕчĕ. Чей хуранне чей курăкĕ ятăмăр, Наташăсен кукамăшĕ пахчара ятарласа чей курăкĕ лартса çитĕнтерет.
Чей тути тавраналла сарăлчĕ.
Апатланнă хыççăн вутă-шанкă пуçтартăмăр, костер чĕртме пуçтарăнтăмăр.
— Кам маларах чĕртсе яма пултарĕ-ши? — тесе ăшталанатпăр. Эпир пĕрремĕш пултăмăр!
Кĕçех кăвайт ялкăша пуçларĕ. Сăвă конкурсне хутшăнтăмăр, «Яланах пултăр мир!» юрă шăрантартăмăр, юлташсен юрри-сăввине пăхса килентĕмĕр.
Тĕрлĕ вăйă вылянă хыççăн (чупассипе Саша Андреев пĕрремĕш пулчĕ, маттур пирĕн класри Саша, районта та пĕрремĕш вырăн йышăнать вăл час-часах!) эпир вучаха шыв сапса сӳнтерме ун патне пытăмăр. Мĕскер ку. Пăхăр-ха, пăхăр! Кăвайт çийĕн темĕнле хĕррисене чăваш тĕррипе эрешленĕ алăк явăнать! Кайăк пек вĕçет! Унталла-кунталла сулланать, вĕçнĕçем пире: «Килĕр! Килĕр!» тенĕн куç хĕссе илет!
Тĕлĕнсе пăхса тăратпăр. Кăвайт çунса пĕтрĕ. Алăкĕ тăрса юлчĕ!
Ытти классем хăраса тарса çухалчĕç. Хамăр та хăратпăр-ха. Катьăпа Аля учителе аллинчен ярса тытрĕç.
— Ан хăрăр, — лăплантарать вăл вĕсене. Ывăннипе куçа курăнать пулас.
Кăвайт çунса пĕтрĕ. Алăк тăрса юлчĕ. Туртса пăхрăмăр. Питĕрнĕ, уçăлмасть. Пĕр кĕнекере вуланине аса илтĕмĕр.
— Ырă алăк! Илемлĕ алăк! Тархасшăн уçса пар алăкна! — тет Ирина.
Алăк уçăлса кайрĕ. Эпир кулса каларăмăр, алăк пире ĕненчĕ, чăннипех уçăлчĕ. Шала кĕтĕмĕр. Мĕн тери илемлĕ уçланкă! Мĕн тĕрлĕ чечек çук-ши кунта! Кун пек чечек ниçта та, нихăçан та, нимĕнле кĕнекере те курман!
— Пăхăр-ха, пăхăр, пĕр майра пуçне пилĕк пурçăн тутăр çыхнă! Сăнарах пăхрăмăр та, чăнах та, чечексем пуçĕсене пурçăн тутăрсем çыхнă! Мĕн тĕрлĕ кăна лĕпĕш вĕçмест-ши тата! Хĕрлĕ Чутайри музейра лĕпĕшсен куравне йĕркеленĕччĕ, эпир класпа унта экскурсине кайса куртăмăр. Çак кураври мĕн пур лĕпĕш кунта вĕçсе килнĕ!
Лĕпĕшсем хыççăн чупкаларăмăр. Чечексене шăршласа пăхрăмăр, тутлă-çке! Чи хитре чечекне пĕрне татрăмăр та, ун ăшĕнчен çĕлен сиксе тухрĕ. Хăраса кайрăмăр та алăк патнелле чупрăмăр. Алăк хупăнса ларнă!
— Ырă алăк! Илемлĕ алăк! Тархасшăн уçса пар алăкна!
Алăк уçăлмасть. Çĕлен çине пăхрăмăр та, ун чĕлхи çинче алăк уççи çакăнса тăнине куртăмăр... Туртса илесшĕн тапаçланатпăр. Çĕлен хирĕç сикет, чашкăрать.
— Вăрăм-вăрăм вăрăнчăк, ылтăн пуçлă кĕмĕлчĕк, пар-ха уççа! Памасть.
Пĕрле шутларăмăр та çапла тăвас терĕмĕр. Саккăрăн сакăр еннелле чупса каятпăр, çĕлене йĕкĕлтетпĕр. Пĕрре сикрĕ, иккĕ сикрĕ, виççĕмĕшĕнче уçă тухса ӳкрĕ. Арçын ачасем çил ачисем пек хăвăрт чупса кайрĕç те уçăна туртса илчĕç.
Çĕленĕ тарса çухалчĕ. Алăк та таçта çухалчĕ. Алăк витĕр тухмасăр киле таврăнаймастăн. Алăка шыраса Элĕк районĕнчи Тури Выл еннелле утрăмăр.
(Штанаш сали Тури Вылтан пилĕк çухрăмра вырнаçнă. Чăваш халăх писателĕ Александр Артемьев та 1941-мĕш çулта пирĕн шкултан вĕренсе тухнă.)
Улмуççи варĕ витĕр тухрăмăр. Кунта улмуççисем нумай, Пурте çеçкере, пыл хурчĕсем ырми-канми ĕçлеççĕ. Сар хурăн вăрманĕнчен иртрĕмĕр, ку вăрманта йăлтах хурăнсем. Кăкăрĕсем çине çап-çутă тенкĕсем çакнă, шап-шурă кĕпе тăхăннă. Тăпăл-тăпăл йăрăс пӳлĕллĕ çамрăк хурăнсен ешĕл çулçисемпе ачаш çил вылять. Шăлан варĕ айккине тăрса юлчĕ. Леререхре — Мăкшă. Кунта мăк нумай шăтать. Унтан Мăкшă çырми Выл юхан шывне юхса тухать. Çăллă вар, Илемлĕ вар... Варсем нумай кунта.
Çул урлă мулкач сиксе иртсе кайрĕ. Пире курсан шĕшкĕ кутне лăпчăнчĕ. Шурă кĕрĕкне хывса сăрă кĕрĕк тăхăнса çитереймен-ха хăй.
Выла шывĕ патне çитрĕмĕр.
— Çилĕн çунат çук, шывăн турат çук, асăрхануллă пулăр, — тет Галина Вячеславовна.
Шыв хĕррипе уткалатпăр, алăк шыратпăр. Çыранĕсем сийлĕ-сийлĕ, тăпри тĕллĕн-тĕллĕн сарă, шурă-хĕрлĕ, симĕс тата урăх тĕслĕ.
Тури Выл еннелле пăхсан тĕлĕннипе кайсах ӳкеттĕмĕр. Пĕр чул çурт та курăнмасть. Çуртсене улăмпа витнĕ. Çынсем лашасемпе анасене сӳрелеççĕ.
Алăпа тем хăлаçланаççĕ.
— Эп пĕлетĕп вĕсем мĕн тунине. Вĕсем тырă акаççĕ! Эп кĕнекере вуланăччĕ, ĕлĕк хресченсем тырă çапла акнă.
— Кино ӳкереççĕ пулмалла...
— Кăкăр ачисене те шеллемен, вĕсене тата мĕн тума илсе тухнă-ши?
Урăхла тум-тир. Ват асаннесен арчинчен тупса тăхăнса янă пулас Кашкăр шăлĕсене шакканăн туйăнчĕ. Туйăннă çеç пулнă. Вăрманта урлă ура утаман мăшлатса сывлани илтĕнет, апат шырать пулас.
Пĕр пысăк хыр тӳпенелле кармашать.
— Хыр тăрне хăпарса пăхар! — сĕнчĕ пĕри.
— Эп халех!
— Эпĕ те!
Сашăпа Коля хыр тăррине хăпарса кайрĕç.
Унччен те пулмарĕ, пĕр ушкăн кайăк вĕçсе килчĕ, пĕлĕте хупласа хучĕ. Туратсем çине ларса тулчĕç, арçын ачасене сăхасшăн. Лешсем акăлчан чĕлхипе тем каларĕç, ют чĕлхепе калаçнинчен тĕлĕнчĕç пулас. Мĕнле вĕçсе килчĕç, çапла вĕçсе тарчĕç. Çăхан вĕçсе килчĕ. Тумил-тумил тумтирпе, хура сăхман аттипе, йĕс тĕрĕллĕ пиçиххипе. Сăнран пăхма хитре пулин те унран хăратпăр.
— Асанне çăхана курсан яланах, лешĕ кăранклатма пуçласан: — Тьфу!Тьфу! Хăв çулупа хăвах кай! — тесе каласа сăх-сăхса илет.
— Тьфу! Тьфу! Хăв çулупа хăвах кай!
Çăхан сассипе темиçе ула курак вĕçсе килсе ларчĕ: импĕл-тимпĕл тумтирпе, пилĕк урлă хырмоли, хура сăран атăпа.
Пирĕн çине пăхса тем çухăраççĕ.
— Ачасем! Кунта мул чавса пытарнă! Мĕн чухлĕ ылтăн эреш! Мĕн чухлĕ укçа!
— Эпир вăрă-хурахсен станĕ патĕнче пулас. Хăвăртрах кунтан тармалла! Çакăнта вăрă-хурахсем çынсене кĕтсе лараççĕ, çынсене вĕлерсе шăтăка чавса хураççĕ, укçисене туртса илеççĕ. Хăвăртрах киле тармалла! — тет Галина Вячеславовна.
— Ан васкăр-ха! — çапла каласа арçын ачасем пире хыр çинчен хурахсен мулĕсене пăрахса пама пуçларĕç.
Эпир пĕр-пĕринпе тупăшсах пуçтаратпăр.
Çăханпа ула курак вĕçсе тарчĕç. Тăпăр-тăпăр хура атăллă кĕлеткинчен хӳри вăрăм чакак килсе ларчĕ.
— Чак-чак, вăрă-хурахсем килеççĕ, — тесе систерет пулас. Чăнах та бандитсен урхамахĕсен сассисем илтĕнеççĕ...
— Мĕнле çăлăнмалла?! Пăхăр-ха, çĕлен! Паçăрхи çĕлен!
Пире курсан çĕлен тарса çухалчĕ. Хытах хăратнă пулас эпир ăна. Çаврăнса пăхрăмăр та — хайхи алăк тăра парать. Арçын ачасем çĕре сиксе анчĕç. Аниччен пире тăхăр шăпăр персе пачĕç (Вупăр карчăк шăпăрĕсене типĕтме çакнă пулнă). Кашни пĕрер шăпăр çине ларчĕ, алăкĕ хăйех уçăлчĕ, килелле вĕçтертĕмĕр.
Çӳлте хур кайăксен савăнăçлă сассисем илтĕнеççĕ, вĕсем кăнтăртан тăван тавралăха вĕçсе килеççĕ.
Киле таврăнсан атте-аннене парнесемпе савăнтартăмăр. Малтанах вĕсем пире ĕненмерĕç, анчах та эпир япаласене вăрă-хурахсен станĕнчен илсе килнине пĕлсен, ĕненчĕç. Пирĕн ентешĕн, Василий Лебедевăн, «Чăваш халапĕсем пурнăçа çывăх» халапне вĕсем те вуланă.
Ĕненетĕр-и, ĕненместĕр-и, енчен те ĕненместĕр пулсан, пирĕн пата килсе курăр, эпир сире эрешсене кăтартăпăр.
Ăнлантару
19-мĕш ĕмĕрти вăрă-хурахсен станĕнче Хĕрлĕ Чутай районĕнчи Штанашри 5-мĕш класра вĕренекенсем:
1. Андреев Александр
2. Лобова Ирина
3. Ильина Екатерина
4. Коннова Алевтина
5. Семенова Ксения
6. Соловьева Наталия
7. Сатлайкина Ирина
8. Софронов Николай
пулса курнă.
Вĕсемпе пĕрле акăлчан чĕлхи вĕрентекенĕ, Чăваш Республики писательсен союзĕн членĕ, 5-мĕшсен класс руководителĕ Зотова Галина Вячеславовна çӳренĕ, вăлах хайлава пичете хатĕрленĕ.
2008-мĕш çулхи авăн уйăхĕн 25-мĕшĕ.