Пĕрисем тăрăшсах шуратаççĕ
Çийĕмри çулсене именми,
Çемçерех тĕшшĕме сăхланаççĕ —
Култарать шăлĕсем витменни...
Ухмахсем!
Витерми хупăпа чĕркĕмлеттĕн -
Ирсерен хулăнрах кун уртса.
Çумăнта вăтануллăн чĕтреттĕм
Çитме çук ăс-тăнна ăмсанса...
Айвансем...
Тавтапуç, кăн-кăвак куçлăскерĕм,
Тăхăнтарнă çунат хунтăлать1:
Тӳпӳне тĕмсĕлсех йӳпсемерĕм2
Ыттисен сĕнĕвне — хăстарать.
Теприсем...
Çаплипех çулсене шуратасшăн
Теприсем тиркевпе тирĕнсе...
Тумлантар малашне те, тархасшăн —
Пытанас ятупа витĕнсе
Виличчен…