Пуянсене эп ăмсанматăп –
вĕсен те пурнăç çăмăл мар.
Пуян вырăнне лармастăп –
вырăнĕ унăн – кăвар.
Тӳперен ӳкмест пуянлăх –
ăна ĕçлесе тăваççĕ.
Нумай çынна çиет наянлăх –
ăмсанса кăна лараççĕ.
Пуянлăха ĕçпе тусан,
эс Турă умĕнче таса.
Аллу çинче ют юн пулсан –
ăнса пымасть пурнăçу сан.
Пуянлăх та вăл юр пекех,
ирĕлме те пултарать.
Чупать укçа та сиккипех –
паян – санпа, ыран – тарать.
Укçана тытма пĕлсен,
вăл чăнах та пулăшать.
«Унсăр ним те çук» – тесен,
пурнăç вĕçех улшăнать.
Пуянлăхĕ пурин те пур –
вăл пирĕн шалти пуянлăх!
Çумне пултарулăх хур –
çакă ĕнтĕ вăл – пуянлăх!