Фортепьяно умĕнче ларакан арçын ачан чĕринче, кайăк вĕçсе иртнĕ пек, çĕнĕ туйăм вĕлтлетсе илчĕ те, ача тăрăшсах çавна музыка чĕлхипе каласа пама хăтланчĕ. Пӳрнесем айĕнчен тухакан кĕвве вăл, темиçе хутчен те нота хучĕ çине çыра-çыра хурса, тепĕр хут фортепьянăпа каласа пăхнă хыççăн чĕрсе тăкрĕ: çук, ку питĕ аякра-ха хăй мĕн шыранинчен…
Туйăмĕ — хевеллĕскерччĕ. Ахăртнех, тулти хĕвеллĕ çанталăкран, савăнăçлă ачалăхран килнĕскерччĕ пулас. Унта савăнăç çеç мар, таçта шанчăклăн туртăнни те, тунсăх та пурччĕ…
Каç енне амăшĕ, хулари пĕр общежитири воспитательница, ĕçрен таврăнсан, арçын ача, килтен тухса, поселок урамĕ тăрăх уткаласа çӳрерĕ. Шухăшласса та вăл нотăсемпе, кĕвĕ сыпăкĕсемпе шухăшларĕ, анчах пуçне пĕлнĕ кĕвĕсем кăна кĕчĕç.
Хăйĕнче те ăнланса çитерейменни нумай иккен-ха унăн. Вĕренсе çитĕ-ши вăл хăçан та пулин чун-чĕри мĕн сисни-туйнине асапланмасăрах хĕлĕхсем çине тытма, туйăм-сисĕме чăн-чăн хăйĕн ятне пама?
Вунтăваттă тултарчĕ Славик. Хулари музыка училищин иккĕмĕш курсне пĕтерчĕ. Унăн тĕп инструменчĕ — сĕрме купăс. Фортепьянăпа та мухтаççĕ ăна. Сассине те тиркемеççĕ. Вĕренсе тухсан, концертсенче сĕрме купăс е фортепьяно каласси те, çемçе тенорпа юрласси те Славике ытлах илĕртмест. Консерваторие лексе композици енĕпе вĕренме ĕмĕтленет вăл. Училище хорĕ кăçал Славик хывнă ача-пăча юррисен ярăмне хула халăхĕ умĕнче янăратрĕ. Унăн сĕрме купăспа каламалли ноктюрнĕпе фортепьяно валли çырнă пьесине те ырласа йышăнчĕç. Пĕрне вăл икĕ эрне каялла вĕренекенсен концертĕнче хăех каласа пачĕ. Вăрман пек кашласа алă çупрĕ филармони залĕнчи халăх çамрăк композитора саламласа.
Нумай-ха çав пĕлменни… Акă, паян çур кун асапланса та, хăйĕн ăшри çĕнĕ кĕввине чĕлĕхсем çине кăлараймарĕ вăл. Сăлтавĕ çав кĕвĕ-туйăм мĕнрен килнине тĕплĕн пĕлменни пулчĕ.
Арçын ача, музыкăра вăйсăррине туйса, хăйпе хăй çав тери кăмăлсăр, чунĕпе тулашса таврăнчĕ урамран.
Поселокри тăватă хваттерлĕ çуртра пурăнаççĕ вĕсем амăшĕпе иккĕш. Вĕсенпе пĕрешкел çуртсем улăха тăрăх урамра речĕпех. Славиксен хваттерĕ улăх урлă, хир урлă хула еннелле, çурçĕр-хĕвелтухăçнелле пăхать. Çулталăк та çитмен-ха вĕсем ку хваттере пурăнма килни.
Хăйĕн тăван ашшĕ-амăшне пачах астумасть Славик Сарра Архиповна ăна хулари милици уйрăмĕ çумĕнчи ача-пăча пӳлĕмĕнчен усрава илсе килнĕ. Ултă уйăхри ача хăш халăхран пулнине те никам пĕлмен, хăшĕсем ăна вырăс пек, теприсем Итали çынни пек теççĕ. Славикшĕн пулсан, вăл — чăваш ачи.
Славик уçăлса таврăннă çĕре Сарра Архиповна, пиçен мамăкĕ пек çемçе шурă çӳçлĕ карчăк, каçхи апат хатĕрлеме ĕлкĕрнĕ.
Славик кухньăна кĕчĕ те, сăмсине хир фиалки шăрши çапсан, сасартăк паçăр хăй музыка чĕлхипе каласа пама хăтланса асапланнă чухнехи туйăм чĕрине таврăнчĕ. Çакăччĕ пуль — ăна пуçарса яраканни. Анчах ăçта тĕл пулнăччĕ вăл ку шăрша? Э, ирхине-çке, çенĕкрен тухнă чух, пилĕк çӳллĕш карлăкпа çеç уйрăлса тăракан кӳршĕ алăкĕнчен кĕрсе çухалнă шурă кĕлетке вăркăштарса хăварчĕ ăна.
Куçне чарса пăхса тăчĕ халь Славик ун амăшĕпе пĕрле чей ĕçсе ларакан çитĕннĕ хĕр çине. Арçын ача шăтарасла пăхнине кура, хĕр те чей стаканне сĕтел çине лартсах Славике сăнарĕ.
— Сывлăх сунатăп, Славик, — терĕ вăл, пит-куçĕпе хаваслăн çиçсе.
Славик ун çине çапла тинкерсе пăхнăшăн хăйĕнчен хăй вăтанса кайрĕ.
— Сире те, Эльвира, каникула таврăннă ятпа саламлатăп, — терĕ вăл, залалла иртнĕ май.
Эльвира Хусанти химипе технологи институтĕнче вĕренет, халĕ вăл виççĕмĕш курс пĕтерсе çуллахи каникула таврăннă. Кăçал хĕллехи каникула килсен курнăччĕ ăна Славик малтанхи хут. Пĕчĕк питлĕ, мулкач куçĕ пек пысăк чакăр куçлă, шурă сăнлă хĕр вăл, Славикрен пĕр улт-çичĕ çул аслăрах. Хăй таврăничченех-ха Эльвира кăçал качча тухмалла текен сăмах çӳрет. Халĕ те вĕсем Сарра Архиповнăпа иккĕш çавăн çинченех калаçаççĕ пулас. Сарра Архиповна «кам?» тенине хирĕç хĕр «инженер» тесе тавăрчĕ.
Славик хĕр тухса каймасăр апат çиес мар тенĕччĕ, анчах амăшĕ хистесех чĕннĕрен, çын умĕнче хăй çинчен нумай калаçтарас мар тесе, ирĕксĕрех сĕтел хушшипе ларма тиврĕ. Хырăм выçă пулин те, хĕрпе юнашар ларнăран çиме именсе, вăл чей кăна ыйтрĕ. Хăй вара текех çав тери çывăхра ларакан хĕрĕн куçне пичĕ çинче туйса канăçсăрланчĕ. Хĕрĕ тата, çакна сиссе, юри асаплантарчĕ: йăл кулкаласа, хĕм çиçтерекен куçĕпе Славикĕн куçне шыраса, васкамасăр пĕчĕккĕн чей сыпрĕ. Славик варени чашăкĕнчен чей кашăкĕпе пĕр çырла ăсса хыпрĕ те çăвара юлнă çырла вăррине ниçта чике пĕлмесĕр чĕлхипе кустарчĕ. Кружкăпа панă сахăрсăр чейне вăл çав пылакĕ пĕтнĕ çырла шăммине ĕмсех аран-аран ĕçсе ячĕ, йăлт тара ӳкрĕ. Юлашкинчен, хĕрĕн вĕтелекен куçне текех тӳссе лараймасăр, сĕтел хушшинчен сиксе тăчĕ те пӳртрен тухса кайрĕ.
Эльвирăпа карчăк тĕлĕнсе юлчĕç.
«Ухмах! — вăрçрĕ хăйне хăй арçын ача тулта. — Мĕн айванлантăм эп!?. Мĕн сăлтав пур ман ун çумĕнче канăçсăрланса ларма? Фиалка шăрши?.. Тупнă япала!.. Тата тем тумаллаччĕ ман вăл таврăннипе!.. Хăçан танлашам эп вĕсемпе?.. Тепĕр икĕ çул училищĕре вĕрен… Унтан — те кĕреетĕп-ха консерваторие… Çук, фиалка шăрши марччĕ пуль шыранă кĕввĕн сăлтавĕ, темскер урăххиччĕ…»
Кӳршĕ алăкĕ шалтлатни илтĕнсен тин Славик каялла пӳрте кĕчĕ. Тепĕр кунне те Славик çав ăшра вĕлтлетсе çухалнă туйăмран килнĕ кĕвĕпех асапланса ларчĕ, анчах каллех нимĕн те пулмарĕ. Вара вăл пӳрте питĕрсе урама тухрĕ.
Кил умĕнче ăна Эльвирăн амăшĕ, çу кунне пăхмасăрах çăм тутăрпа чăптаннăскер, тытса чарчĕ.
— Ак, Славикпе кайăр, — терĕ вăл, хĕрĕ енне çаврăнса. — Славик, ертсе кай-ха Эльвира аппупа Георги пиччӳне çĕве мастерскойне… Тĕлне пĕлместпĕр, теççĕ. Мана, чирлĕскерпе, тапратса тухрĕç.
— Пыратăн-и? — Славик çине ыйтуллăн пăхрĕ хĕр.
— Мĕнех… Атьăр, — «Георги» тенĕ çын çине сăнаса пăхрĕ Славик: «Каччи пуль ĕнтĕ».
— Эсĕ çулне кăна кăтарт. Ху пымасан та пултаратăн, — терĕ хĕр.
Славик чĕнмерĕ. Вĕсем бульварпа кайрĕç.
Урамĕн ячĕ çеç бульвар-ха. Вăл тăват-пилĕк çул каялла кăна хир пулнине асилтерме те пăрахман. Кунта халĕ те чăрăш тăрри, сӳсен, хĕрлĕ-кĕрен вăрăллă чĕкеç ути, çунса кайнă лампочкăна аса илтерекен пуçлă хăлха çакки курăкĕ ӳсеççĕ. Ĕмĕрĕсене çакăнта йăва çавăрса ирттернĕ тăрисем те — иртнине манаймасăр — бульварах киле-киле лараççĕ. Пĕр каçрах купаланнă çĕнĕ пӳрт тăрринче тĕлĕннĕ хĕрхи вĕçсе тăрать. Çĕре сулхăн мĕлке те ӳкереймен тутар вĕрени айне пĕчĕк хĕрача ларнă та бульварта пуçтарнă тĕрлĕ çеçкесене, шурă платье арки çине майлаштарса, ывăç тупанĕпе çапать. Ун кĕпи арки тавраллах çав тĕрлĕрен чечек ӳкерчĕкĕсем тĕрленнĕ, анчах сарри те, хĕрли те, кăвакки те хура тĕслĕ.
— Чечеклĕ кĕпе тăхăнас килчĕ-им, ачам? — тет Эльвира, ун умне кукленсе. — Çуса та каймасть ĕнтĕ халь…
Хĕрача, палламан çынсенчен ютшăнса, хăрах аллипе куçне, тепĕр аллипе кĕпе аркине хуплать, кĕç-вĕç йĕрсе ярас пек, куç айĕн пăхса, тутине тăсать, унтан сиксе тăрать те тара парать.
Эльвира тарнă ачана ĕмĕтлĕн савакан куçпа ăсатать, Георги çине йăпăрт пăхса илет. Георги вара, куçĕнчен çеç сисĕнмелле кулăпа телейлĕн çуталса, вăтанса кайнă хĕре хулĕнчен тытать. Хĕрĕн аллинче — хутпа чĕркенĕ тĕркем. Кăшт çĕтĕлнĕ кĕтессинчен пĕркенчĕклĕх çӳхе пурçăн курăнать.
Каччăпа хĕре Славик уй варрине килсе ларнă поселокăн вăрман уçланкинчи вĕçне ертсе тухрĕ. Мастерскоя лешсем пĕрле кĕчĕç.
— Васкамастăн пулсан, кĕтсе тăр пире, — тесе хăварчĕ Эльвира арçын ачана.
Славик карта çумĕнчи пĕрене çине ларчĕ. Кăнтăрларан иртнĕ хĕвел çунтарса пăхать. Унтан пытанма вăрмансăр пуçне пĕр пысăк йывăç сулхăнĕ те тупаймăн халь ку çĕнĕ поселокра. Çуртсем нумайăшĕ хулари пекех. Çыннисем те хулара ĕçлеççĕ. Çакăнпа пĕрлех çутçанталăкĕ — ялăн. Çакна май хулари пек те мар, ялти пек те мар хăйне евĕр кăмăл-туйăм кунта çыннăн.
Хĕрпе каччă мастерскойра нумаях тăмарĕç.
— Эс кунтах-и-ха, Славик? — терĕ Эльвира, арçын ачаран кăшт çеç иртсе кайманскер.
— Хăвăр кĕтме каларăр та.
— Чăнах та… — терĕ хĕр, аса илме тăрăшнă пек. — Атьăр, çак вăрмана кĕрсе курар.
Поселокăн икĕ вĕçĕнче те вăрман пур. Ку вăрманĕ хулапа каякан шоссе леш енчи мăн вăрмантан поселок çумне татăлса юлнă. Урлă каçсан, турех поселок улăхне тухатăн. Илемĕ — хулан йывăç питомникĕ те çаралнă вар хушшисем. Вар хушшисенчен, хăва-çӳçе тĕми айĕнчен, çăлкуçсем тапаççĕ. Ир-каç çăра тĕтре пухăнса тăрать. Вăрман кайăкĕсемпе тупăшса, улăх кайăкĕ — карăш авăтать.
Вăрманта Славик çырла пăхкаларĕ. Эльвира чечексем шырарĕ. Георги: «Эх, аван! Ах, аван кунта!» — тесе хăлаçланчĕ. Унтан ешĕл партас тымарри тăпăлтарса килчĕ.
— Çакна пирĕн хĕрсем, хĕрлĕ пулма, чăмласа пите сĕреççĕ. Кур, чăн-чăн женьшень пек, — силлесе кăтартрĕ вăл çын мăйĕпе пуçĕ майлă черетленсе кайнă пӳрне хулăнăш тымар сăнчăрне.
Эльвира килтен тухнă чухнехи пек хавасланмарĕ, чĕнмесĕр пычĕ, Георгирен аяккарахра çӳреме тăрăшрĕ. Сăнĕ эрлĕклĕ курăнчĕ. Вара Славикĕн ăна темшĕн шеллес килсе кайрĕ.
«Чăнах качча каять-ши вăл? — шухăшларĕ Славик, Эльвира пĕччен юлсанах тем шухăша кайса чарăннине асăрхаса. — Чăнах пуль». Хĕр тепре пĕччен юлсан, Славик ятарласа ăна тĕмĕ хыçĕнчен сăнаса тăчĕ.
Хĕрелсе кайнă та, пуçне çĕкленĕ те — тăрать ăвăс вулли çумне таянса. Ăнсăртран пуçне пырса кĕнĕ вăрттăн шухăшĕнчен хăй вăтаннă тейĕн. Георги ун патне пырсан, вăл карт! сикрĕ те намăсланнăн йăл кулса илчĕ. Çак самантра хĕр тĕлĕнмелле илемлĕн курăнса кайрĕ. Çак çĕнĕлĕхе унра каччи асăрхамарĕ те пулас — хĕре тӳрех пилĕкĕнчен ыталарĕ. Эльвира каччин аллипе сăмахсăрах сирчĕ. Çак самантрах ун питĕнче тин çеç выляса тăнă çĕнĕ илем çил çинчи хунар çути пек сӳнсе ларчĕ. Паллама çук улшăннă хĕртен каллех Славик паллакан Эльвира пулса тăчĕ. Хĕр вара кăмăлĕ çук çĕртенех хавасланнă пек пулса кайрĕ. Сăлтавсăрах кулчĕ. Вăл макăрас вырăнне кулнă пек туйăнчĕ Славике. Вăрманта е пĕр енчен, е тепĕр енчен унăн виçесĕр çĕкленчĕк сасси илтĕнчĕ. Ним çукранах сăмах турĕ вăл. Пĕчĕк уçланкăра пĕрин çурăмĕ çине тепри хăпарса тăрса палан çеçки хуçакан икĕ хĕрачаран та чĕнмесĕр иртмерĕ вăл. Кĕçех Славик çывăхĕнчех унăн:
— Мĕн тăватăр эсир кунта? — тенĕ сасси илтĕнчĕ. Ку сасса хирĕç хихиклетсе илчĕç. Вара — çăва тухсан сасартăк тăсăлса кайнă çинçе кĕлеткеллĕ хĕрачасем малтан виçеллĕ пулнă та, халĕ çур пĕçĕ таранах кĕскелсе юлнă платйисене, шăши хӳри пек çивĕчĕсене вĕлтĕртеттерсе, çуйхашса чупса иртрĕç Славик умĕнчен — тăрна ушкăнĕ пек.
— Кил-ха кунта, Славик, — мĕн кăтартатăп!.. — чĕнчĕ Эльвира.
Славик кăпчанкă тĕми умне кукленнĕ хĕр патне пычĕ.
Эльвира темшĕн вăтанкаласа йăл кулать.
— Кур-ха…
Унта кайăк йăви иккен. Йăвинче — тин çăмартаран тухнă пысăк чăмăр хырăмлă, сар сăмсаллă виçĕ чĕпĕ. Çурăмĕсенче кăмăскаланнă çимĕç çинчи пек кăвакрах сайра мамăк пур. Чĕпĕсем пуçĕсене çĕклемесĕр пашкаса выртаççĕ.
— Мĕн пулнă вĕсене?
— Хĕрачасем, ав, темле хурт çитернĕ.
— Вилмеççĕ-и капла?
— Чăш-ш! — хăрах аллипе Славик çăварне, тепĕр аллипе йăвана курăкпа хупласа хучĕ хĕр. — Георги килет… Ăна ан кăтарт. Илемсĕр халь вĕсем… Вăл кулма тытăнать.
Славике пуринчен ытларах чĕпĕсене кăтартнă чух хĕр епле çуталса-кăмăлланса кайни, ун пичĕ-куçĕ епле хĕм сапни тĕлĕнтерчĕ. Паçăрхи Эльвирăран каллех паллама çук илемлĕ урăх хĕр пулса тăчĕ.
«Хăйĕн шухăш-туйăмне кура мĕнле çав териех улшăнма пултарать çын?» — шухăшларĕ Славик куçне чарса хĕре сăнанă май.
Эльвира, кукленнĕскер, ăна хирĕç выляса çеç сĕкем пек тăвакан така евĕр йăлкăшса пăхса илчĕ.
— Куçна хуп, çăварна кар, — терĕ вăл ачашшăн, аллине хыçалалла тытса.
Славик хăй мĕн тунине шухăшласа илме те ĕлкĕреймерĕ — çăварне пĕрлĕхен пĕрчи кĕрсе выртнине чĕлхипе сисрĕ.
— Атя, Георгирен таратпăр! — терĕ Эльвира сасартăк, пуçне чарусăррăн ывăтса илсе.
— Атя…
Хĕр Славике аллинчен ярса илчĕ те йывăçсем хушшипе туртса кайрĕ.
— Ав, лере сукмак пур! — аллипе тепĕр еннелле кăтартрĕ Славик. Хĕр сукмак çинче, каллех мала ӳксе, Славике алран çавăтса чупрĕ. Славик хĕрĕн ури кĕли çине таптасран кăшт туртăнарах пычĕ. Ăна текех пит-куçран та алăран вăрăм сарă çивĕт сулланса çапăнчĕ. Хĕрĕн пуç тӳпинчи çӳç йĕппи çинче вылякан хĕвел хĕмĕ куçа шартрĕ.
Сукмака карта пӳлсе хурсан тин вĕсем чупма чарăнчĕç.
Пилĕк çӳллĕш вĕрлĕк карта урлă Славик алпа тытмасăрах сиксе каçрĕ. Тăвăр аркăллă шурă платье тăхăннă хĕр, каçма хатĕрленсе, пушмакне хыврĕ.
— Пулăш-ха мана… Ху кунталла ан пăх, — хăй енне çурăмпа çавăрса тăратрĕ вăл Славике, хăрах аллипе ачан хулпуççийĕ çине тĕренсе. Славик хăйĕн ĕнсине вĕри сывлăш çапнине, çурăма та хыçри кĕлеткерен ăшă варкăш тивнине сисрĕ. Вара хĕр алли айĕнчи ача ӳчĕ сăрăлтатса кайрĕ: тулли чейник вĕреме кĕрес умĕн çавăн пек сăрăлтатать.
Славик çурăмне мечĕк пек пиçĕ япала сĕртĕнсе илчĕ те, çĕре Эльвира сиксе анчĕ, кукленсе ларса, платйипе туртса тӳрлетрĕ, пăлханса кайнă арçын ача çине йăпăрт пăхса илчĕ.
Малалла алла-аллăн тытăнмасăрах утрĕç. Эльвира малта пычĕ. Хушăран вăл йăпăрт çеç каялла çаврăнса пăхрĕ те, ача айăплăн куçне тартнине кура, йăл кулса илчĕ, кĕлеткипе алхасуллăн вылянса утрĕ. Çапла вылянни те çав тери килĕшет ăна. Ярса пусмассерен тулли ура хырăмĕ çинче сарă ука тек пĕрчисем йăлтăртатса илеççĕ. Тӳрĕ те тĕрĕс ура — кирлĕ çĕрте çинçелнĕ те сарăлнă йăрăс кĕлетке валлиех пулнă темелле çав.
— Ăçта каятпăр-ха эпир? — сасартăк чарăнса тăчĕ Эльвира.
— Пĕлместĕп, — пуçне чикрĕ Славик. Хăй ку вырăнсене питĕ лайăх пĕлет пулин те, «çавăнта кайăпăр» теме пултараймарĕ вăл. «Кайăпăр» тени темле хапсăнăва е пĕр кăмăл тупма ыйтнине пĕлтернĕ пек пуласран, асăрхамасăр ӳкнĕ сăмахпа хĕре кӳрентересрен хăрарĕ вăл.
Эльвира ĕненмелле мар хаваслăн ахăлтатса кулса ячĕ те сукмакпа анаталла утса анчĕ.
Хĕр кăмăлĕ сасартăк улшăннăран Славик ун хыççăн пыма та, каялла кайма та аптраса тăчĕ. Унăн кулли хальхинче: эс манпа пĕрле пыни те, пыманни те пĕрех, мĕншĕн тесен эс маншăн никам та мар, кӳршĕ ачи кăна, тенĕ пек илтĕнчĕ.
Славик пуçне сулласа илчĕ те чунĕ-кăмăлĕпе паянчченхи тапхăра таврăнма, хăйне çак вырăнта ĕнерхи-виçĕмкунхи пекех туйма хăтланчĕ.
…Тахçан пĕве пулнă çакăнта. Пĕве пуçĕ урлă урапа çулĕ выртнă. Ватă йăмрасем те, ав, сыхланса юлнă. Йăмра вуллисем, касса лартнă хунавран ӳснĕскерсем, акăш-макăш пăркаланса-хуçкаланса, хăвăлланса та шăнкăрч йăви ани майлă шăтса пĕтнĕ. Вăл шăтăксене вăрман кайăкĕсем йăва çавăрнă. Йăмрасем тăрринче ир пуçласа каçченех саркайăксем юрлаççĕ. Пĕрре-иккĕ кăна мар ларнă çакăнта арçын ача. Çулçăсем тĕрлĕ саслăн шĕпĕлтетнинче те музыка тытнă, çĕлен лашин чăрлатакан çунаттинчен те кĕвĕ кукри илнĕ. Нумай шухăш çуралнă кунта. Çакăнта чух Славик хăй тĕнчере çĕр çул, пин çул каялла та пурăннă пек туйнă. Çав вăхăтри пĕр-пĕр питĕ хаклă туйăмĕ те, е телейлĕ, е эрлĕклĕ кăмăл тыткăнне илекенскер, кĕтмен çĕртен чĕрене пырса кĕнĕ…
…Çапла пулнă.
Ача халь çак пĕлнĕ тавралăха та паллаймарĕ. Куç умĕнчи тавралăх пăхса тăнă çĕртех иртнĕ вăхăта утса кĕчĕ. Умра иртнĕ вăхăтран таврăннă сăнсем тăраççĕ. Ĕнерпе паян хушшинче çĕр çул иртнĕ пек. Тавралăхĕ çавах пулин те, Славикĕ çавă мар… Ку тавралăха ĕнтĕ çĕнĕрен хăнăхмалла. Аса илмеллисем те пачах урăх кунта. Чĕрене урăхла кăмăл ӳкерет вăл…
Темскер пулса иртрĕ кунта…
Славик сукмакпа ерипен утса аннă чух хăвасем хушшинчи тăп-тăрă пĕве кĕперĕ çине пăхрĕ те тăп! чарăнса тăчĕ… Пĕлĕт айĕнчен хĕвел тухсан, тĕнче çуталса каять. Халĕ вара хĕвел пăхнă тĕнчерех тепĕр çутăрах хĕвел пăхса ячĕ темелле: юмахри сарă кун çĕршывĕ уçăлса кайрĕ…
Ун умĕнче — шывран тухнă чăн-чăн вутăш-хĕр хăйĕн ылтăн çӳçĕ ăшĕнче, хăйĕн вăрăм çӳçĕ çинче ларать. Çутă сăнĕ — хĕвеле хирĕç тытнă таса панулми пек, витĕр пăхсан, вăрри курăнса каяс пек. Кăвак куç шăрçи çине ылтăн сехет йĕппи пек хĕвел хĕмĕ пырса ларнă та — енчен енне çаврăнкаласа тăрать.
Ун çине пăхсан, тĕнче çаврăнса, вăхăт пăсăлса кайнă пек туйăнчĕ ачана.
Эльвира кĕпе çума тунă кĕпер çине алли-урине майлашнă та тутине хĕстернĕ çӳç йĕппи вĕçĕнче хĕвел хĕмне фокусник пек вылятса, каçăрларах ларса, çӳç турать. Кăпăшка çӳç ăшне путнăскер, вăл кăшт çил вĕрсенех вĕçсе çĕкленес пек туйăнать. Шывра — унăн кутăнла ӳкнĕ мĕлки.
Чунĕпе пăлханса кайнă арçын ача пĕрле килнĕ хĕр çине халь тӳррĕн пăхма хăяймарĕ. Хĕрĕн шыва кутăнла ӳкнĕ мĕлки кĕтмен çĕртен вăтантарса, ун юпне вутпа хыптарса ячĕ.
Пĕрле килнĕ Славик сасартăках улшăннине асăрханă хĕр хăй енне ача тепре çаврăнса пăхасса чăтăмсăррăн кĕтрĕ. Славик вара аптрасах ӳкрĕ.
— Ан пăх ман çине çапла! — терĕ вăл сасартăк, хĕр енне кӳренĕçлĕн çурăмĕпе çаврăнса ларса.
Эльвира кулса ячĕ.
— Славик… Итле-ха… Сан çине пăхнă май, эсĕ питĕ кулăшла пулса каятăн. Кӳр-ха, тепре пăхам, — ачана хулпуççинчен тытса хăй енне çавăрма хăтланчĕ хĕр.
— Кай, — çӳç шăршиллĕ çемçе алла сирчĕ Славик.
— Эс халь юмахри пек, — терĕ Эльвира, кулкаласа. — Сĕт кӳллине кайса янă ача кĕмĕл такана çинче ылтăн панулмипе выляса ларать, тет, тавралăха йĕри-тавра çутатать, тет. Çав ача пек эс халь. Темле ахаль çын пек мар.
Хĕр кулма чарăнчĕ те пĕр хушă шăпăртах ларчĕ.
— Славик, юрласа кăтарт-ха мĕн те пулин, — терĕ вăл самайран пачах урăх кăмăлпа.
— Эс кулатăп, — юптарнă сасăпа тавăрчĕ ача, ун енне çаврăнмасăрах.
— Кулмастăп. Пĕрре те илтмен-çке-ха эп сан сассупа. Славик ĕненмесĕр çаврăнса пăхрĕ те, хĕр чăнласах ыйтнине кура, парта хушшинчи ача пек ура çине тăчĕ. Унăн çырă куç шăрçи — пропеллер курăнми çаврăннинчен пулнă евĕр — чĕрĕ тĕспе вылярĕ. Питне çеçке пек хĕрлĕ тĕс тухрĕ, сарăлса пырса, пĕтĕм сăн-питне, хăлхине хыпса илчĕ.
Арçын ача, шурă пурçăн кĕпи аркине хура шăлавар айне чикнĕскер, тавăрнă çаннине кăштах çĕклерĕ, чĕн пиçиххине тӳрлеткелерĕ, юсанса тăрса, Эльвира çине пăхса илчĕ те юрласа ячĕ:
Эй, эп савнă, юратнă куçсем, —
Сĕм кăваклăхра ик хура çăлтăр.
Хама хам мăшкăллас тесе
Юррăмпа сире çутрăм-ши йăлтăр?
Славикĕн çамрăк сасси — музыка ăсталăхне вĕреннипе тасалса уçăлнăскер — хĕре пурнăç кулленлĕхĕнчен ĕмĕтленме çеç майĕ пур тасалăхпа, пысăк чунлисен сăваплă туйăмĕсемпе тулнă тĕнчене илсе тухрĕ. Ăмсанса сăнарĕ вăл çав тĕнчене çывăх ачана. Пăхма — ытти ачасем пекех вăл. Тен, куçĕ хăватлăрах пуль — хăлат пăхнă пек. Юрланă чух — вунтăваттăри ача пек мар, ӳссе çитнĕ йĕкĕт пек, юмахсенчи çамрăк принц пек курăнать. Сасси те, хусканăвĕсем те ахаль чухнехи пек именчĕк те çыхланăçлă мар — ирĕклĕ, хăюллă. Çĕр çинче халĕ вăл пурне те сирсе ывăтрĕ те юрăпа кăна тăрса юлчĕ тейĕн. Сăнĕпе çуталса илемленчĕ. Çак пурнăçран уйрăлса, пачах урăх тĕнчене вĕçсе кайрĕ. Вăл ĕнтĕ кунти çынсене сăмах хушасса та ĕненме хĕн. Çĕр çинче вăл хăйне тивĕç юлташ тупайманнипе кăна, ăна шыраса, йăнăшпа, ахаль çын çумнех килсе лекнĕ…
Куçне илмесĕр сăнаса ларчĕ Элвира арçын ачана. Çиелтен пăхма — хĕр чунĕ ыратнă пек, хурланнă пек курăнчĕ. Славик çаплах юрларĕ:
Анчах, савнă куçсем, кăн-кăвак
Тавракурăмăра çыннăмсемшĕн
Кăтартма илсе тухрăм та ак, —
Кăвакран вĕсем кулчĕç темшĕн.
— Çитет! — ура çине сиксе тăчĕ Эльвира.
Вăл пушмакĕсене йăтрĕ те çӳçне тирпейлесе пĕтермесĕрех чупса кайрĕ. Унăн аллинчи пулă çунатти пек хĕрлĕллĕ-пурçăнлă витĕр курăнакан тутăр вĕлкĕшсе пычĕ. Тутăрне аллинчен çил тăпăлтарса илсе вĕçтерсе кайрĕ, хĕр ăна çитсе тытрĕ те улăх тăрăх, хăлха çакки курăкĕн пуçĕсене вĕçтерсе, тылла-пуççи çинчи йăвасенчен текерлĕксене шуйхатса кăларса, поселок еннелле талкăшрĕ.
Славик хăй ăçта тăнă çав вырăнах çерем çине ларчĕ.
Мĕншĕн тарчĕ-ха Эльвира? Мĕн килĕшмерĕ ăна? Хĕр ăсне тавçăрса илме мар, хăйĕн чĕринче мĕн пулса иртнине те ăнланмарĕ вăл, улăх леш енчи сăрт-хир урлă курăнакан хулан хăш-пĕр çурчĕсемпе телемачта çинелле ним тĕлсĕр пăхрĕ. Ларсан-ларсан, чунĕ пĕрре хурланса, тепре сăлтавсăрах хăпартланса килнĕ пек пулчĕ, ыратупа ылмашрĕ. Эрлĕкпе телей вучĕ чĕрене вĕрин пăчăртарĕ.
Çĕнĕ туйăмсен тĕнчи валли алăк уçăлчĕ ун чĕринче. Çав тĕнчере куллен курнă япаласем те яланхи пек мар. Канăç та пăлхав, савăнăç та хуйхă, телей те асап — пĕртăван кунта. Чи хаклă та чи шелсĕр çын пур кунта: телейлĕ тăвĕ е халичченхи ырлăх туйăмне те туртса илĕ, хитрелетĕ е илемсĕре хăварĕ, хавхалану кӳрĕ е чи таса ĕмĕтĕн çунаттине те хуçĕ…
Тĕнче улшăнчĕ паян… Вăл иккен — савăк та хурлă, ырă та шелсĕр…
Кулленхи япаласенчех çĕнĕ тĕссем выляма тытăнчĕç. Илтĕнмен сасăсем янра пуçларĕç. Çак çĕнĕлĕхсемпе çамрăк пуç ӳсĕрĕлсе кайрĕ.
Вăрахчен вырăнтан тапранмасăр ларчĕ Славик.
Вăхăт каçалла сулăннине пăхмасăрах шăратса çунтаракан хĕвелпе улăх сăртĕнчи çурта пек шурă хурăнсем ирĕле пуçларĕç тейĕн: юхса анчĕç вĕсенчен улăхалла йĕпенсе хуралнă вырăн пек курăнакан мĕлкесем. Поселок çумĕнчи ял кĕтĕвĕ те, макăрашса-мĕкĕрешсе, улăх тăрăх ялалла иртрĕ. Кĕтӳçĕсем выльăхĕсене, ирхинехи пек, хыçалтан хăваласа мар, халĕ хăйсем çинех кĕрсе каяканскерсене пушăпа шартлаттарса та аран чаркаласа, кĕтӳ умĕнче утса пычĕç. Пĕчĕк пĕвере ĕнтĕ кушак пуçлă ăтăр, вăрăм хӳрипе çул тыткаласа, шыв çийĕнченех ишсе çаврăнма тапратрĕ. Пĕверен хăпаракан ăшă пăспа пĕрле шапа хупаххисенчен чĕр хăяр шăрши сарăлчĕ.
Те кăнтăрла ăшă тивнипе, ачан пуçĕ ыратрĕ, ăшĕ пăшрĕ. Тĕттĕмленсен тин килнелле утрĕ вăл. Умра вут-кайăксем пек вылякан поселок çутисем çине тĕлĕкри пек пăхрĕ. Кил умĕнче кăшт тăхтаса тăчĕ: ăнсăртран Эльвирăна тĕл пуласран темшĕн хăрарĕ вăл. Телее, кил умĕнче никам та пулмарĕ. Йăвинче çывăрсах каяйман чĕкеç чĕпписем çеç меллĕрех майлашкаласа вĕркĕлтетеççĕ.
Ним сасă тумасăр асăрханса пӳрте кĕчĕ ача, каçхи сывлăм нӳретнĕ ботинкипе таса урайне йĕрлесе, чĕрне вĕççĕн зала иртрĕ, фортепьяно умне ларса, аллине клавишсем çине хучĕ, анчах та пăтравлă, канăçсăр туйăмсем музыка чĕлхине кĕресшĕн пулмарĕç.
* * *
Темиçе кун тĕлĕкри пек пурăнчĕ Славик. Хăйĕнче те нумай çĕнĕлĕх асăрхарĕ.
Канăçсăр шухăшсемпе çĕр варринчех сике-сике тăма та кунĕпе хырăм выçнине туймасăр пӳлĕмре ларма та, аллипе клавишсем çине хунипех пĕр нота тĕкĕнсе пăхмасăр, ĕмĕтсемпе тĕлĕрсе, шухăшсăрлăхра çӳреме те пултарать ĕнтĕ вăл.
Килтен вăл сайра тухкаларĕ. Кĕнеке тытрĕ — ăна вулаймасăрах пăрахрĕ, сĕрме купăсне тытрĕ — хĕлĕхне сĕртĕнсе пăхмасăрах каялла хучĕ. Чунĕ ун чăтăмсăррăн такама кĕтрĕ. Пӳлĕме халь-халь питĕ кирлĕ çын килсе кĕрессĕн туйăнчĕ. Анчах тем чухлĕ кĕтсен те, никам та килмерĕ.
Стена витĕр кӳршĕсен алăк сасси илтĕнмессерен вăл шарт! сиксе пуçне çĕклерĕ, кăкăрĕнчи сывлăшне чарса итлесе тăчĕ. Унта хăш чĕлхепе калаçнине те уйăрма хĕн. Йăвинчен хăратса кăларнă курак пек шапăлтатса çĕкленнĕ кулла та кĕвĕллĕн кусса кайнă çинçе сасса кăна ăнланмалла: вĕсене хаваслă.
Чун ыратса, кӳтсе тăрать. Кăшт лăпланнă пек пулсанах çĕнĕрен вĕрĕлтерет çав ыратăва е алла-аллăн пыракан пĕр-пĕр мăшăр кантăкран вĕлтлетни, е каçхипе çывăх кĕтесре икĕ мĕлке çыпçăнса тăни, е тата çĕр варринче кӳршĕ алăкне такам хăйи-хăйми силлени.
Эльвирăна курсанах арçын ача чĕри пăлхавлăн ăшăнса сикрĕ. Славик хирĕç килекен хĕртен хăй сисмесĕрех аяккалла пăрăнчĕ. Чунĕ вара кашнинчех — хăйĕн кăмăлпе хуçнăшăн, мĕн тăвас тенине тума чарнăшăн — хирĕçсе турткаланчĕ.
Чирлĕ çын пек çӳрерĕ Славик.
Пĕр каçхине вăл киле таврăнса зала кĕчĕ те — шартах сикрĕ.
Залра Эльвира йăл кулкаласа ларать. Славик амăшĕ ăна валли диван çине вырăн сарать. Эльвира килне пĕчченех юлнă-мĕн те — пĕччен çывăрма хăрать-мĕн. Çавăнпа çĕр каçма кунта килнĕ.
Славикпе Эльвирăн вырăнĕсем хире-хирĕçех пулчĕç: Славик — кăмака çумĕнчи кравать çинче, Эльвира — диван çинче. Сарра Архиповна хăй, Славике музыкăпа ĕçлеме чăрмантарас мар тесе, тахçантанпах малти пӳлĕмре çывăрать, мĕншĕн тесен Славик час-часах çĕрне-çур çĕрне пăхмасăрах вырăн çинчен сиксе тăрса е фортепьяно тăнкăртаттарать е сĕрме купăс нăйкăштарать. Кӳршĕсене музыка чăрмантарасран зал стенисене те кĕççе хурса çапнă.
Славик çын пуррипе фортепьяно умне лармасăрах çывăрма кĕрсе выртрĕ.
Хĕрĕн тумтирĕ те, сехечĕ те хăйпе пĕрлех пулнă пек, вăл çав япаласемпех çуралнă пек, çавсенчен пĕрне илсенех вăл урăх çын пулса тарас пек туйăнать. «Мĕн пур-ши ун çумĕнче çав териех канăçсăрлантараканни, чуна пăлхатаканни?» — шухăшларĕ Славик, хĕр çине вăрттăн пăха-пăха илсе. Унăн хĕрте мĕнле те пулин кăлтăк тупас килчĕ. Çавна тупсан, вăл ăна тиркесе тăкĕччĕ, текех чунне пăлхатмĕччĕ… Лăпланĕччĕ… Çутта сӳнтерсен, Славик тĕттĕмре чĕнтĕрлĕ аркăллă шурă сорочка вĕççĕн мĕлтлетнĕ кĕлеткене лайăхах сăнаса юлчĕ. Хĕр Славике хирĕç пăхса выртрĕ. Тĕттĕмре Славик те хĕр çине хăюллăрах пăхрĕ, анчах темĕн чухлĕ пăхсан та унăн пĕр кăлтăкне те тупаймарĕ. Ытти çынсенче часах асăрхаканччĕ вăл çавна.
Тĕттĕмре хĕр çинелле тинкернĕ куç хăш вăхăтра хупăннине те астумасть Славик. Çывăрса кайсан, вăл тĕлĕк курчĕ. Пĕр Эльвира пек хĕр, анчах вăл мар, темле балерина евĕрлĕскер, ун умĕнче йăл кулса тăрать. Ытарми хитрескер, кăштах юратаканскер. Славик патне килнĕ вăл. Славик ăна, çăмăлскерне, йăтать те хăй тавра çавăрать, ыталать… Чĕринче — вĕçĕмсĕр телей туйăмĕ. Ку хĕр — Славик ĕмĕр шырани. Анчах ун халех Славикрен уйрăлса каймалла, çавăнпа та чĕрене ырату тулнă. «Çук, ямастăп эп сана ниçта та», — тет Славик. Çак вăхăтра сасартăк тăн килсе кĕрет: «Ку чăн мар-çке, ку — тĕлĕкре…» Анчах пĕрре те тĕлĕкри пек мар, чăн пекех. Мĕншĕн тесен телейĕ çав тери пысăк… Çухатас марччĕ ăна. Тĕлĕкрен хамăр тĕнчене илсе тухасчĕ. «Мĕн пулĕ унпа пĕрлех вăранса кайсан?..»
Çак шухăшпа Славик çăмăл кĕлеткене хăй çумне хытă пăчăртаса тытрĕ те куçне вăйпа уçса ячĕ, кравать çине тăрса ларчĕ.
…Унпа пĕр харăсах диван çинчен Эльвира çĕкленчĕ… Кăвак çутă ӳкнĕ пӳлĕмре куçне чарса Славик çине пăхрĕ.
— Славик, — терĕ вăл шиклĕ сасăпа. — Кам пăрăнса кайрĕ, ара, сан çумран, шурă кĕпеллĕскер?
— Мĕнле? — терĕ Славик. Ăна хăйне те, чăн та, темле шурă кĕлетке вĕлтлетнĕ пек курăнчĕ. Хĕр çапла ыйтнă хыççăн вăл халь çӳçенсе кайрĕ. Кравать çинчен анчĕ те хăвăртрах çутă çутса ячĕ. Пӳлĕмре уткаласа çаврăнчĕ, кравать айне, гардероб хыçне пăхрĕ.
Алăк та, чӳречесем те питĕрнипех. Славикĕн çӳçĕ те чăшăлах тапранчĕ.
— Çук никам та…
— Чăнах, чăнах! — çавнах çирĕплетрĕ хĕр, хăрах алли çине çĕкленнĕскер, тепĕр аллипе кăкăрĕ тĕлне çитти тытса. — Шап-шур кĕпеллĕ, сарă çӳçлĕ… Таçта кайса кĕчĕ…
— Хĕрччĕ-и?
— Каччă пулмалла, çап-çамрăк, хитрескер.
— Суятăн эс, — чăнласах хăрама пуçларĕ Славик.
— Суя сана. Ак халь сана курнă пекех куртăм… Таçта ман паталла килнĕ пек туйăнчĕ…
Славик ним калама та аптрарĕ.
— Ы-ый, çывăрма та хăратăп ĕнтĕ халь, çутта ан сӳнтер-ха, — терĕ хĕр.
Вара çутă тул çутăлса киличченех çунчĕ. «Эпĕ ĕнтĕ йĕрĕхсене, шыврисене те вутăш-хĕрсене ĕненме тытăнтăм-ши?» — шухăшларĕ Славик, хăйĕн çан-çурăмĕ сăрăлтатнинчен те хăраса. Хĕрĕн те çакăн пек шухăшсемех пулчĕç пулас.
Эльвира та, Славик те халь çывăрса каяймарĕç. Иккĕш те куç хупсанах çӳçене-çӳçене илчĕç, вара, хире-хирĕç выртнăскерсем, куç хупанкисене уçса, пĕр-пĕрин шиклĕ куçĕсемпе тĕл пулчĕç. Кăшт ыйхăланă Славик ним именмесĕрех пăхрĕ çав куçран. Хăй куçĕ хĕрĕн куçĕпе тĕл пулсанах унăн чунĕнчи шик ирĕлсе çухалчĕ, ун вырăнне çав тери телейлĕ туйăм йышăна пуçларĕ. Хĕр куçĕнчен хăй çапла кушак куçĕнчен пăхнă пек ним именмесĕр лăпкăн пăхма пултарнишĕн, вăл çапла пăхнине хĕр те тӳлеккĕн йышăннишĕн телейлĕ пулчĕ вăл. Çав тери çывăх, çав тери хаклă туйрĕ Славик халь çак хĕре. Хăйне те хĕршĕн çавăн пекех хаклă, çывăх шутларĕ. Чĕре çемçе те ырă, кăштах эрлĕклĕ, анчах пĕр асапсăр туйăмпа тулчĕ. Çывăрса кайсан, Славик тĕлĕкĕнче çак пӳлĕмех, пӳлĕмри диванах, диван çинчи хĕрех, унăн куçнех тата хăйне, хĕре хирĕç кравать çинче выртаканскерне, курчĕ. Çапла выртнă май краватьпе диван юнашарах çывхарса ларчĕç пек, вăл хĕре аллинчен тытрĕ пек, хĕр çакна йăлтах кăмăллăн йышăнчĕ пек…
Тĕлĕнмелле ырă, телейлĕ туйăмпа вăранса кайрĕ Славик. Вăрансан вара диван çинче никам та çуккине курчĕ. Унăн халех Эльвирăсем патне чупса каяс килчĕ. Хĕр хăй те йăпăртлăха çеç таçта тухнă та — халь-халь каялла кĕмелле пек. Вăл — çав тери хаклă, çав тери çывăх çын — пултараймастех кĕмесĕр… Славик те уншăн — хаклă та çывăх…
Кăнтăрла иртиччен çывăрнă иккен Славик, темиçе каç йĕркеллĕ ыйхă татманскер…
Славик çăвăнса тумланчĕ те пӳлĕм чӳречине уçса ячĕ. Çамрăк сад пахчинчен пӳлĕме виктори шăршиллĕ, тăри сассиллĕ уçă сывлăш вăркăнса кĕчĕ. Çакăнпа пĕрлех чĕкеç пек вĕçсе кĕчĕ чĕрене çăмăл та илемлĕ кĕвĕ. Славик, ку кĕвве асран çухаличчен хĕлĕхсем çине тытасшăн пулса, сĕрме купăсне ярса илчĕ.
Акă, кантăкра хаклă çын та курăнса кайрĕ.
— Ниçта тухмасăрах сĕретĕн? — терĕ йăлкăшса тăракан Эльвира. — Атя, шыва кĕме… Тулта мĕнешкел ырă паян! Эс тин çывăрса тăтăн пуль-ха?
— Халех, Эльвира! — терĕ Славик виçесĕр çĕкленчĕк сасăпа. Вăл сĕрме купăсне хучĕ те Эльвира тул енчен пулăшнипе чӳречене хупрĕ, вара пӳрте питĕрчĕ, хĕр патне тухрĕ.
Вĕсем пахча витĕр улăх сăрчĕ хĕррипе поселок варринчи пĕве еннелле утрĕç.
Тулта, чăн та, ытарайми ырă кун.
Поселок çинче июль пуçламăшĕн чăн тӳпине хăпарса çитнĕ хĕвел шăранать. Çырма леш енчи ыраш ани çийĕн шăрка сарриллĕ шевле чĕлтĕртетет. Тăрă сывлăш тăри юррипе чĕтрет.
Йăлтах хĕвел айĕнче ларакан çак поселок çине пăхсан, Славик хăй те таçта кăнтăр енче, хĕвел хытă хĕртнĕ çĕрте, çуралнă пек туйрĕ. Çуралнă çĕршыва та, сăпкари вăхăта та аса илнĕ пек пулчĕ… Хăйĕн çинелле ӳпĕннĕ çав тери хаклă та илемлĕ сăн-пите те, амăшĕн сăн-питне, тĕтреллĕн курчĕ.
Хĕрпе юнашар утакан арçын ача пынă çĕртех çăмăллăн сиксе такам пахчинчен усăннă çĕмĕрт сапакине татса илчĕ. Унăн мĕнпур хусканăвĕнче, сăн-питĕнче виçесĕр хаваслăх вылярĕ.
— Пĕлетĕн-и, — терĕ Эльвира, Славик çине пăхса, — мĕншĕн çын пăрăннă пек туйăннă каçпа мана сан çумран?
— Мĕншĕн?..
— Эсĕ мĕнле тĕлĕк курнăччĕ ун чух?
— Эпĕ-и?.. Астумастăп… — терĕ Славик, телейлĕн йăлкăшса.
— Эппин, мĕн шухăшланăччĕ çывăрса кайиччен? — йăл кулса пăхрĕ хĕр арçын ача çине.
— Каламастăп…
— Каламастăн? Мĕншĕн? Эппин, хам калам-и?
— Ну? — хĕреле пуçларĕ Славик.
— Эсĕ ман çинчен е урăх хĕр çинчен шухăшланă. Çапла-и?
— Н-у? — вăтанса кайрĕ Славик.
— Сăлтавĕ çавă пулнă та ĕнтĕ. Эпĕ те темĕнле принца курса выртаттăм. Ку вăл йăлтах сан пуçунтан ман пата çитнĕ сигналсем пулнă…
— Ăçтан пĕлетĕн вара эс? — хăлха таранах хĕрелсе кайрĕ Славик.
— Мана пĕр палланă гипнотизер ăнлантарса пачĕ… Пĕр сăмахпа каласан, эсĕ мана гипнозласа хунă… Эп вара тĕлĕкре эсĕ мĕн тĕлленнинех курнă. Эс тăрса ларсан, эп те тăрса ларнă. Ман куçа вара — эсĕ шухăшланă çын курăннă. Темле çамрăк та хитрескер…
Славикпе Эльвира, çерем çине хĕвелпе хĕртĕнме тăсăлса выртнă темиçе мăшăртан иртсе, пĕве хĕррипе ларчĕç.
— Çапла-и?
Славик кăшт сисĕнмелле пуçне сĕлтрĕ.
— Ав, епле чарусăрскер эс…
Славик, хĕртен аяларах ларнăскер, ун çине куç çĕклеме те именсе кайрĕ. «Апла вăл Славик ун çинчен шухăшланине сĕмсĕрленни, тĕлĕкре курнине кӳрентерни тесе шутлать. Çавăншăн вăл Славике намăслантарать. Епле, огнетушитель пĕрĕхтернĕ пек, пăхса илчĕ вăл… Чĕринче пĕр хĕлĕх те ăшшăн хускалмасть ун…»
Телей туйăмĕ кĕтмен çĕртен хурлăхлă ыратупа улшăнчĕ.
Славик кăшт çеç хыçалалла çаврăнса пăхрĕ те, çивĕтне салтакан хĕр ăна кĕтелле япала панă пек йăл кулса кăтартрĕ. Анчах Славик тавăрса параймĕ çав ăна ним шухăш-туйăмсăр йăл кулă, ирĕклĕ тыткалу, çăмăл сăмах…
Славик кĕнттемлĕхĕпе темĕнле аван мар ĕç пулса иртрĕ те, халь ĕнтĕ йăлăнса та каçару витмĕ, тенĕн çав. Ун çывăхĕнче ларма та намăс халь. Ун енне çаврăнса пăхма та хăрушă.
Чирлĕ кăмăл çавăрса илчĕ Славике. Çынсем пур — хĕртĕнеççĕ хĕвелпе.
Акă, утаççĕ вĕсем, поселок хĕрĕсем, тăвăр аркăллă юбка-платье тăхăннăскерсем, чăх йăвинчен кĕпе аркипе çăмарта йăтса аннă пек мăкăлтатса, хăйсем те мăшăр çăмартана аса илтерсе, ӳт-кĕлеткене палăртма тăрăшса. Тăсăлса выртнă, ав, хĕрпе каччă çерем çине юнашар, купальня вĕççĕн, куçран-куçа пăхса кулаççĕ.
Славик те вара Эльвира умĕнче халь çавсем пек çарамасланĕ-и? Ăна хисепленинех, ăна чунлă çын вырăнне хунинех пĕлтерĕ-ши ку? Мĕнпур таса туйăма ун умĕнче вараласа хуни пулмĕ-ши ку?
Çывăхрах тăвăр труссиклĕ йĕкĕтсем уткалаççĕ. «Эльвира курмарĕ-ши вĕсене?» — Славик йăпăрт каялла çаврăнса пăхрĕ.
Хĕр пуçне хыçалалла ывăтнă та, кăкăрĕпе каçăрăлса, платйине çĕклет. Кĕпе айĕнчен хĕвел пайăрки тивмен шурă ӳт тухать.
Темскер пулса иртрĕ ачапа… Тикĕс тапакан чĕри кăртах турĕ. Вăл — ĕненесшĕн пулмасăр — тепре пăхрĕ те купальнăпа кăкăрлăх вĕççĕнех юлнă хĕрĕн сĕтри кӳкен çырли пек икĕ кăвак куç шăрçине тĕл пулчĕ.
Пĕтĕм кĕлеткипе чĕтренсе çӳçенчĕ те Славик шыв хĕррипе чупса кайрĕ. Хĕртĕнме выртнă çын çине такăнса ӳкрĕ, лешĕ тискеррĕн çухăрса ячĕ. Эльвира та ура çине сиксе тăчĕ.
— Славик? Ăçталла эс?
Славик, ăнран тухнă пек куçне ялкăштарса, малалла чупма тăчĕ.
— Славик! — çитсе тытрĕ ăна Эльвира. Хăраса та тĕлĕнсе куçран тинкерчĕ вăл ачана. Çав куçра — ӳпкев те, хурлăх та, тасан хыпса çунни те тата темскер, ăнланма çукки, пурччĕ. Тем тавçăрса илнĕ пек пулчĕ хĕр… Славике аллинчен вĕçертрĕ. Хăй тăрăххăн пăхса пуçне силлесе илчĕ, вăтанса хĕрелсе кайрĕ, чĕлхи çĕтрĕ…
Çарамас хĕр çав тери çывăха килнипе ăнран кайнă ача тăвайккине чупса хăпарчĕ, сăрт хĕррипе хирелле ыткăнчĕ…
…Тепĕр тем вăхăтран-çке Славик пуçне çĕклерĕ те — хăй ыраш ани хĕрринче сăртра выртнине ăнланчĕ… Тăрса ларчĕ.
Лăчăрăннă шурă тăрăллă курăк тунисем те чăшăлтатса çĕкленчĕç.
Хĕвеллĕ тӳпере тăрисем, — хăйсен таçта-таçта çити чĕтренсе саланакан вĕçĕмсĕр юррине юрласа, — çунаттисене хытă çаврăнакан япала пек курăни-курăнми вĕлтĕртеттерсе, пĕр вырăнта тăрлатса тăраççĕ.
Вăрах вăхăт йывăр чирлесе выртнă хыççăн пĕрремĕш хут çут тĕнче курнă пек туйрĕ халь Славик. Акă, халь вăл, халсăрскер, тăна кĕрсе те çитейменскер, ларать çаран çине пăхса.
Чăнлăх… Чуна амантакан, таса туйăмсене хисепе хуман чăнлăх та пур-мĕн илемĕн те. Таса туйăмĕнче хăйĕнче те шелсĕр чăнлăх пур. Хатĕрленсе çитмелле пуль çав пурнăçăн шартакан çутипе куçа-куçăн тăма. Ним те çукчĕ пуль пăрахса тармалли. Мĕнех? Шыва кĕме килнĕ.
Пурте çавăн пек шыва кĕреççĕ. Славик хăй те пĕрре мар хĕрачасемпе пĕрлех шыва кĕнĕ. Ним аван маррине те сисмен — хăйшĕн те, ыттисемшĕн те. Кам пĕлмест çыннăн ура, пĕçĕ, кĕлетке, кăкăр пуррине… Нихçан та пăлхатман ăна çынсен çавсем пурри.
Анчах — Эльвира?.. Ĕмĕрте те курма шутламан ăна Славик çапла. Çынсене те, Эльвирăна хăйне те кăтартас килмен унăн ăна çапла.
Упра — юмах тĕнчи сăнарĕччĕ. Вăл кĕлеткесĕр, йывăрăшсăрччĕ. Ут-пӳсĕрех нумайччĕ унра ăнран яраканни. Ак ĕнтĕ халь вăл юмахлăхран тухрĕ, чăн кĕлеткипе, йывăрăшĕпе çак кулленхи пурнăçа килсе кĕчĕ. Çырлахăйăн-и çын çинчен ĕмĕтленнипе кăна? Вăл ĕнтĕ — кĕлеткеллĕ, ӳт-пӳллĕ. Унăн нимĕн те ыттисенчен кая мар.
Пулма пултарĕ-и пĕр çыннăн çавăн чухлĕ мул?.. Сасартăк вăл Славикĕн пулса тăрас пулсан?..
Çук… Ăнран кăларĕччĕ ăна ку телей…
Эльвира… Хăй мĕнлине вăл хăй те пĕлмест пуль…
Акă, паян шыва кĕнĕ чух ăнсăртран пăхса илĕ те вăл хăй тăрăххăн — курĕ, хак парĕ… Калĕ: «Ак мĕнле иккен эпĕ… Хам кампа шыва кĕме килетĕп тата!..»
Ма килчĕ-ши вăл пĕрех хут шыва кĕме!
Ним вырăнне те хумасть çав вăл Славике, ун умĕнче ним пăлхану-именӳ те туймасть, хăй хĕр иккенне те, Славик арçын иккенне те манса каять. Хăй хисеплекен е савакан çын умĕнче апла хăтланмĕччĕ çав.
Славик ерипен лăпланса пычĕ.
…Улăха такам качака путекки килсе вĕренленĕ. Путеке пĕр хаваслă йытă çури пырса çулăхнă. Йытă çури вĕрентен шăлĕпе çыртса туртать те путек умĕнче сиккелесе тăрать. Тарăхса çитнĕ путек ун çине сиксе ӳкет, йытти тарнă пек пулать те, путек çиме тытăнсан çĕнĕрен вĕрентен пырса туртать.
Çак кулăшла вăйăра йытă çурине чунтанах шеллерĕ Славик. Вăл хăйне те халь çав йытă çури вырăнĕнче туйрĕ. Тем хăтланса та — уншăн вилме хатĕр пулса та — çавăраймĕ ĕнтĕ йытă çури качака чунне хăй енне.
Арçын ачан канăçсăр шухăшсемпе хĕрнĕ пуçĕ ыратрĕ. Куçĕ — умра ăшă шевли вылянă пек — ылмаш кăтартрĕ.
Çурăм хыçĕнче, ыраш ăшĕнче, путене и-ив! тесе кăкăрне сывлăш туртса илет те авăтма пуçлать, пĕр канмасăр ултă хутчен авăтнă хыççăн кăшт чарăнса тăхтать. Славик ура çине тăрсан, вăл юррине вăта çĕртенех татрĕ те, çунаттисемпе вĕреме кĕнĕ шыв пек лăпăр-лăпăр-р! тутарса, ана варринелле вĕçсе ӳкрĕ.
Славик, вар хушшипе анса, йĕри-тавра чулсем хуркаланă çăлкуçĕнчен сивĕ шыв ывăçласа ĕçрĕ, çырана хăпарса, ыраш ани хĕррипе поселокалла утрĕ.
Пĕве хĕрринче виç-тăват çулсенчи хĕрача, аллисемпе çапса, сиккелесе, «атте» те «атте» тесе çухăрса, çыранта чупкалать. Сиксе чĕтрекен ачана çамрăк хĕрарăм ниепле те «путмасть вăл» тесе ăнлантарса ӳкĕте кĕртеймест. Хĕвелпе хĕртĕнекен çамрăксем те, çакна кура, пуçĕсене тăратнă. Эльвира çумĕнчен шыва кĕмелли пĕчĕк тăвăр труссиклĕ йĕкĕт çĕкленчĕ. Ку — Георги пулчĕ… Вăл, аллисене пилĕк çине тытса, автан пек каçăрăлса уткалать хĕр умĕнче…
Славик хăйне кĕтмен çĕртен сăлтавсăрах кӳрентернĕ çын вырăнĕнче туйма тытăнчĕ.
Эсĕ куçпа пăхма именсе тăратăн… Сана ăнран янă япалара ним тĕлĕнтерекенни те çук иккен çынсемшĕн. Пăхма юраманни те, иментерекенни те, упрама кирли те çук… Сана пăлхатакан «илем» вĕсемшĕн — магазинта куллен кирлĕ япала çумне хушса панă тавар кăна…
Хĕрĕ сисмест-ши çакна?
«Пĕр-пĕринче мĕн пурри-çутçанталăк пархатарĕ. Этемсем хушшинче пулакан хутшăнусем — çутçанталăкăн кулленхи ĕçĕ-хĕлĕ», — çапла тавăрать Славике икĕ çамрăк пĕр-пĕринпе ирĕклĕ тыткалани.
…Каç еннелле вĕсем, алла-аллăн тытăнса, улăх тăрăх утса кайрĕç.
Çапла… Эс «илем» тесе ят панă япала — санăн мар. Чунĕ-чĕрипе, йăл куллипе, тунсăхлăн пăхакан куçĕпе, кăпăшка çӳçĕпе те кĕлеткипе — пĕтĕмпех, пĕтĕмпех такамăн…
Сасартăк — кăвак хуппи уçăлса кайнă пек пулчĕ пуçра та, чĕрере те… Вĕри шухăшсемпе пиçсе кайнă пуç мими те, çунтаракан туйăмсемпе ыратса ывăннă чĕре те лăпланнă пек пулчĕç.
Арçын ача аллине сĕрме купăс тытрĕ.
Чĕринчи мĕнпур асапа кăтартса парасшăн пулчĕ Славик сĕрме купăспа. Темиçе кун асапланса та ăшран хĕлĕх сине тухман туйăмсем, халĕ сасартăк çирĕп йĕркене пăхăнса, кĕвĕллĕн янраса, нота хучĕсем тăрăх чупса кайрĕç. Страница хыççăн страница çав кĕвĕсемпе тулса купаланчĕ.
Тулхăрсах ĕçлерĕ Славик… Хăйĕн чунне ыраттарнăшăн тавăрма шутларĕ тейĕн. Тасалăхпа, чун пуянлăхĕпе илемлĕхĕпе тавăрĕ вăл. Илемлĕх тĕнчине кĕрсе кайса чунĕпе çавăнта пурăнса, çынсене те çавăнта туртса, вăл хăй те илем пулса тăрĕ. Çапла хуравлĕ вăл — чуна ырату кӳрекенсене, телее туртса илекенсене, çынна ним вырăнне хумасăр, унран пăрăнса утакансене..
Çакăн хыççăн каллех Эльвирăпа тĕл пулсан, ун умĕнче хĕрелсе пăлханса тăрĕ-и Славик? Каллех чĕрине вĕрин сиктерĕ-и?
Туйăмсем хĕлĕх çине тухнă май Славик хавхаланчĕ, мăнаçланчĕ, хăйне ырату кӳрекенсенчен çӳллĕрех çĕкленнĕ пек туйрĕ.
Пултараймĕ-им вăл, чăнлăха яр-уçă куçпа хирĕç пăхса, ăна турткалашмасăр, кӳренмесĕр йышăнма, ăна — вăл мĕн тери хаяррине пăхмасăрах — хисеплеме, ун çине асапланмасăрах ытарлăн йăл кулса пăхма, тата — кăмăллăн тиркеме те!
Славик çырса пĕтерчĕ. Ку фортепьянăпа пĕрле сĕрме купăспа каламалли пьеса пулса тăнине курчĕ.
Чунĕ те ун сасартăках лăпланчĕ, канăçнă пек пулчĕ. Эльвирăпа Георги кӳнĕ ырату та çак кĕвĕ çумĕнче ниме тăман пĕчĕк япала пек çеç туйăнчĕ.
Çапах та хăйне вăл халь чирлĕ туйрĕ. Ку чир мĕнрен килнине çеç тавçăрма та шутламарĕ.
Арçын ача яланхи пекех амăшĕ вĕретсе лартнă чейникрен хура кофе ярса ĕçрĕ те хăй мĕн çырнине малтан пуçласа вĕçне çити каласа пăхма тытăнчĕ. Аллисене клавишсем çине хучĕ. Пӳрнисем, инструмента тĕрĕслемелле, клавишсем тăрăх варринчен ик еннелле чупса кайрĕç те каялла килсе варринче чарăнчĕç… Вара тĕнчене çуралнă çĕнĕ музыка шыв пек шарласа пӳлĕме тулчĕ те ирхи кăвак çутă çапнă тавралăха уçă кантăк витĕр юхса тухрĕ, çамрăк садран тĕтреллĕ, карăш сассиллĕ улăха анчĕ, вăраннă шăпчăк юррипе тулнă вăрманалла саланчĕ.
Чуна хĕвеллĕ те ăшă çĕре илсе кайрĕ вăл, ачалăхăн чи хӳхĕм саманчĕсене чĕртсе тăратрĕ, кулленхи тĕссĕр ваклăхсенчен хăтарса, пысăк тĕллевлĕ, хитре ĕмĕтлĕ пурнăçпа чун-чĕрешĕн тăвăллă тĕнчене илсе кĕчĕ.
Ĕнтĕ тул çутăлса килчĕ.
Эльвира та çак çĕр çывăрмарĕ.
Çак уйăхсăр ăшă каçăн тухатăвĕпе тулнă вăрман уçланкинче унăн пĕрремĕш хĕр куççулĕ ӳксе юлчĕ. Тусĕнчен уйрăлсан та килне кĕмерĕ вăл. Тусĕ каçхинех парнеленĕ чĕрĕ чечек çыххинчен шаннă çеçкесене суйла-суйла пăрахрĕ, анчах чечексем пĕрин хыççăн тепри шансах пычĕç.
Улăх тăрăх çӳресе, пушмакĕпе чăлхи те витĕрех сывлăмпа исленчĕ ун. Ирхи сулхăн шăмшака çӳçентерчĕ, анчах хĕр, шăннине туйсан та, килне таврăнма васкамарĕ. Чун ыратăвĕ пысăкрахчĕ çав ун. Çавăнпа та вăл — хăйне хăй курайми пулса — ӳт-пĕвне шелсĕррĕн асаплантарнипе чунне пусарма шутларĕ.
Тавралăха ирхи кăвак çутă ансан, улăхран хăйсен килкартине хăпарнă чух, чуна юмахри пек туйăм илсе кĕрекен музыка илтсе чарăнса тăчĕ Эльвира. Ку чăн мар, ахаль çеç илтĕннĕ пек туйăнать-тĕр, тесе шутларĕ вăл малтан. Пĕтĕм поселок тутлă ыйхăра-ха. Е тата такам Эльвира пекех ыйхăсăрри пур-ши çак тӳлек тĕнчере? Мĕнле çын-ши вăл çур çĕр иртни виç сехетре пĕчченех музыкăпа йăпанаканскер?
Çамрăк сада уçă чӳречерен яртах çутă ӳкет. Пӳлĕмре мĕн пурри янкăр курăнать. Унта урай варринче аллине сĕрме купăс тытнă арçын ача тăрать.
Тĕнче тутлă ыйхăра тĕлĕрнĕ чухнехи музыка, тӳлек тавралăха ирхи кăвак çутăпа пĕрле тăкăнакан музыка… Мĕн пур-ши кунтан ытларах чуна тухатаканни, чĕре патнех çитекенни?
Эльвира йăпшăнса, чĕрне вĕççĕн пусса сада кĕчĕ те хурлăхан тĕми айĕнчи пĕчĕк сак çине чӳречене хирĕç ларчĕ.
Пӳлĕмре ура çинче тăракан шурă кĕпеллĕ арçын ача, янаххипе кăшт çеç сĕрме купăс хĕстерсе, хушăран нота хутне уçса хума çеç чарăнкаласа, музыка шăрантарать. Сăнĕ ун йăлтах çиçет, вылять, пĕр тĕксĕмленет, пĕр çуталса каять, куçĕ пĕрре хĕсĕнет, тепре чарăлать. Хурлă тĕлсенче ача, пуçне чиксе, чунĕ ыратнипе асапланса тăнă пек туйăнать, унтан сасартăк хурлăха сирсе пăрахать те пĕтĕм кĕлеткипе мăнаçлăн тӳрленсе, пăлхавлă кĕвĕ тăкма тытăнать. Сăнĕ-пичĕпе, кĕлеткипе, чун-чĕрипе вăл йăлтах инструмента парăннă. Вăрăм пӳрнеллĕ шурă алă гриф тăрăх балерина евĕр чупса каять те, пĕр вырăнта вĕçсе тăракан тăри пек, хĕлĕхсем çинче чĕтренет, унтан тепĕр тĕле сиксе ӳкет… Ача хăй те йăви çине хăпарса тăрса çунаттисемпе ынатланса юрă юрлакан шăнкăрча аса илтерет. Музыка янăравĕпе пĕрле вăл, илемленсе, мăнаçланса çак тĕнчерен инçе-инçе вĕçсе каять. Чăн та çав уйăраймăн сĕрме купăспа ачана пĕр-пĕринчен. Çав сĕрме купăспах çуралнă тейĕн ăна. Ку вăл — унăн ӳчĕн пĕр пайĕ, чунри хусканăвĕсене уçса, каласа пама пулнăскер.
Янаххине икĕ ывăç тупанĕпе тĕкĕлесе, чĕркуççи çине чавсаланса, куçне илмесĕр Славике сăнаса ларчĕ Эльвира.
Мĕнле туйăмсем вăраннă-ши çав ача чĕринче? Кам валли çуралнă-ши çынна тухатса хуракан çак кĕвĕ? Питĕ çывах-çке вăл Эльвирăн малтанхи куççуль тумламĕпе…
Чуна тĕпĕнченех хускатать музыка. Чи хаклă, чи вăрттăн чун хĕлĕхĕсене пырса сĕртĕнет, хыптарать те çунтарать. Хĕвеллĕ тӳлек çутçанталăка сасартăк вăркăнса кĕнĕ тăвăлра мăнаçлăн асапланать таса чун сасси. Çынах тума пултарнă-ши вара çакăн пек илемлĕ япалана? Тума пултараймасть-çке çын алли, калăпăр, чĕрĕ чечек. Хăех шăтса тухать вăл. Çак кĕвĕ те хăех пулнă та хăех хĕлĕхсем çине пырса ларнă-тăр. Пулать-çке-ха çакăн пек: никам тĕкĕнмесĕрех сĕрме купăс хĕлĕхĕсем — пӳлĕмре хытăрах калаçсан, сасă тусан — янра-янра каяççĕ. Çак сĕрме купăс шăратакан музыка та ача каланипе мар, тавралăхра хĕлĕхсем çеç сисмелле сасăпа юрлакан япаласенчен янăраса пулать пуль. Хĕлĕхсем Эльвирăн асапланакан чĕри сапаланă сасăсăр ырату хумĕсем тивнипе чĕтренсе янăраççĕ пуль.
Пĕтĕмпе хăй ăшне туртса кĕчĕ кĕвĕ Эльвирăна, пĕтĕм сисĕм-туйăмне, ӳт-пĕвне тыткăнларĕ, вĕсене мĕнпур асапĕпе те ырлăхĕпе çунма ирĕк пачĕ.
Эльвира хăйĕн хуйхипе телейне парăнса, куçне хупрĕ те ăна, урăх нихçан та уçас çук пек, мĕнпур вăйран хĕстерчĕ. Куç хупанкисем хушшинчен икĕ кĕмĕл çип хĕсĕнсе тухрĕ, варринелле туртăнса чăмăртанчĕ, пит тăрăх чупса кайрĕ, çунăхса тĕлкĕшекен тута хĕррине лексе çатăрах чĕпĕтрĕ.
Музыка сасартăк чарăнчĕ.
Йăлтах çутăлса кайнă тул çутинче Славик чӳречене хирĕçех хĕр, шурă çинче юн тумламĕ пек пăт-пăт тĕрĕллĕ платье тăхăннăскер, ларнине курчĕ.
Арçын ача сĕрме купăсне хучĕ те кантăк витĕр сада сиксе анчĕ. Асăрханса пускаласа, питне çулçăсемпе çапăнтарса, хĕр умне тухса тăчĕ. Хĕр куçне уçмасăрах сак умĕнчи тусан çине куççульне тумлатрĕ. Пархатарлăн йышăнса çăта-çăта илчĕ ăна çамрăк садри тип тăпра.
Хĕр çине пĕрре пăхсах паçăр тарăхнисем йăлтах манăçа тухрĕç. Пĕрре пăхсах каçарчĕ Славик ăна… Тĕлĕнмелле: хальхинче вăл Эльвира умĕнче хăйне малтанхи пек çыхланчăк та, канăçсăр та туймарĕ. Çăмăл та ирĕклĕ пулчĕç халь унăн кăмăлĕ те, хусканăвĕсем те. Хăюллăн, тӳррĕн пăхрĕ вăл. Эльвира нихçанхинчен те хитререх, килĕшӳллĕрех курăнчĕ ăна.
Çапла… Вăл — хитре. Куна пурте кураççĕ. Анчах унра тата ĕмĕрех упрама кирли пур. Çук, Георги нихçан та кураймĕ çавна Эльвирăра…
Эльвирăна хĕрхенсе йăпатас килсе кайрĕ Славикĕн. Хăйне халь вăл Эльвирăран та аслăрах пек туйрĕ.
— Эльвира! — терĕ Славик уççăн.
Эльвира чĕнмерĕ.
Чунĕпе çемçелнĕ арçын ача хĕре нимĕнпе лăплантарма, йăпатма пĕлмесĕр тăчĕ.
— Эльвира… — хĕр çумнех ларчĕ вăл юлашкинчен. Арçын ачан аллине хăйĕн хулпуççийĕ çинче туйсан, Эльвира куçне уçса пăхрĕ те, йăшăл та тапранмасăр, каллех хупрĕ.
— Мĕн пулнă сана, Эльвира? Ма эсĕ ку таранчченех çакăнта ларатăн? Эсĕ шăнса кайнă!..
Эльвира, чĕтрекенскер, хуравлас вырăнне тӳрленсе ларчĕ, куçне уçмасăрах, çивĕтрен тухса пит çине усăннă çӳç пайăркине шăлĕпе çыртрĕ те, çӳç пĕрчисем çатăртатса татăлчĕç. Çакă та хĕрĕн чĕри ыратăвне туртса илеймест, çĕр çине çаплах куççуль шăпăртатать — кĕрхи пилеш пек.
Çакна пĕлмесĕрех садра хаваслă чĕпчен юрри ирĕлет. Вăл, шăпчăк майлă юрлаканскер, пĕсехи хĕрлĕрех пулнипе çеç унран уйрăлса тăраканскер, шăпчăк юррин вĕçĕнчи пĕр хӳхĕм кукрине çеç çавăрса çитермесĕрех пăрахса хăварать.
— Кам кӳрентерчĕ сана, Эльвира? — терĕ арçын ача. Вăл, кĕç-вĕç йĕрсе яраслах кăмăлĕпе çемçелсе, хăй сисмесĕрех хĕре хулпуççинчен тытрĕ.
— Эй, Славик, Славик, — терĕ хĕр хурланчăк сасăпа. — Ма кăшт пысăкрах мар-ши эсĕ…
— Эльвира!.. — хулпуççинчен силлерĕ хĕре Славик. — Кала, кам кӳрентерчĕ сана?.. Эпĕ… тавăратăп ăна! Эльвира!.. Кала чăнне? Георги-и?..
Хĕр Славикрен вĕçерĕнчĕ те ура çине тăчĕ.
— Ача çав-ха эс, Славик, — терĕ вăл, хаш сывласа ярса. — Мĕне кирлĕ сана пĕве çитнĕ хĕр куççулĕ мĕншĕн юхнине пĕлме?
— Эльвира! — хĕрӳлĕхпе хыпса илчĕ Славик. — Эс мана ача кăна шутлатăн-и?
— Çитĕ, Славик… Тул çутăлчĕ… Авă, çынсем те çӳреме тытăнчĕç. Мĕн калĕç — иксĕмĕр пĕрле ларнине курсан?..
Хĕр асаплăн йăл куланçи турĕ.
Унăн хăрах питçăмартине хĕвел сăнĕ çапрĕ, тепĕр питçăмартийĕ хăй мĕлки ăшĕнче — уйăх пек. Çӳхе хĕрлĕ тута хĕрри, тăм тивнĕ мăкăнь çеçки евĕр, хуралса кăвакарнă, кăшт шыçнă, мăйĕ çинче те тĕксĕм вырăнсем палăраççĕ.
Славик сасартăк йăлтах ăнланчĕ…
Ачан кăкрине вĕри хыпрĕ, юнĕ хĕмленсе шĕлкеме тытăнчĕ. Чĕрĕллех кăвайт çине тытнă пулă пек асапланса сикрĕ ун чĕри.
Эльвира çак хушăра васкамасăр утса садран тухрĕ, кĕçех хăйсен алăкне шаккани, алăк уçăлса хупăнни илтĕнчĕ.
Пӳлĕннĕ ăшчикне нимпе уçса яраймасăр, чĕрине нимпе пусараймасăр асапланчĕ Славик.
Хĕвел те тухса сарăлса çитрĕ, тĕтре те сирĕлсе пĕтрĕ, сывлăм типрĕ, — çав-çавах садра-ха Славик.
Куçне те мăчлаттарман, йăшăл та тапранман арçын ачан кĕпи çанни çине хăрамасăрах хĕрлĕ, кăвак та куçлă-куçлă тĕрĕллĕ лĕпĕш пырса ларчĕ. Асамлă кĕнеке страницисем пек уçа-уçа хупрĕ вăл çын ăнланма çук иероглифлă çунаттисене.
Славик лĕпĕше алла тытрĕ, унăн ытарлă тĕррине ăнланма хăтланчĕ, вăрăм хура сухалне тĕртсе пăхрĕ. Пӳрне хушшине хĕстернĕ çунатсем текех уçăласшăн турткаланчĕç. Лĕпĕше вĕçтерсе ярсан, арçын ачан пӳрни вĕçне çăнăх пек çемçе кăвак хăмăр тусан юлчĕ. Тĕссĕрленнĕ çунатлă лĕпĕш халсăррăн вĕçсе кайрĕ.
Çапла пуль çав — илем. Вăл час çĕмĕрлекен япала. Тĕкĕниччен çеç хӳхĕм. Темме ăна асăрхасанах тытса пăхасшăн, татасшăн…
Çӳрĕччĕ Славик Эльвирăпа, унăн илемне чунпа çеç туйса, алăпа сĕртĕнме хăймасăр, çав черченкĕ япала хăй çумĕнче пынипе киленсе, унăн хусканăвĕсене курса, сывлăшĕн варкăшне сиссе, вăл Славикпе пынишĕн, сăмах хушнишĕн, куçĕпе пăхнишĕн телейлĕ пулса. Ĕмĕтленĕччĕ юнашар ларасси çинчен — юнашар лармасăр, ĕмĕтĕнче чуптăвĕччĕ — пурнăçра тĕкĕнмесĕр… Пурăнтăрччĕ вăл çĕр çинче тĕнчене илем кӳрсе çеç.
Анчах апла тумĕ çав пурнăç йĕрки. Пиçнĕ çырла аври çинчех çу каçаймĕ. Асăрхарĕç ĕнтĕ ăна…
Тепĕр кунне Эльвирăсем хăна-вĕрле пуçтарчĕç. Хăйсен залне йăлтах сĕтел-пукан йышăннăран ташлама вĕсем Славиксен залне пыма калаçса татăлчĕç. Кунта çаврăнкалама ирĕк пулни кăна мар, фортепьянăпа музыканчĕ те пурри ытларах килĕшнĕ вĕсене.
Кăнтăрла тĕлне ятарласа тытнă икĕ «Волгăпа» Георгипе Эльвира тата тăванĕсем ЗАГСран таврăнчĕç.
Малти машинăран хĕрпе каччă тухрĕç. Каччи çĕнĕ хура костюм тăхăннă, чăлт шурă кĕпе çинчен мăйне галстук çыхнă. Хĕрĕ ятарласа çак чаплă кун валли çĕлетнĕ платйипе. Пуç çинчен, хулпуççисене витсе, çурăм хыçнелле анать витĕр курăнакан пурçăн фата-пĕркенчĕк.
Шур лĕпĕш çунаттипе пĕр тăрăхран каснă пек платье, пилĕк тĕлĕнчен сарăлса, аркисенче лĕпĕш çунатти пекех хытса тăрать. Вăл, чăнах та, платье мар, хĕр ӳчĕ çинче кĕçĕр лĕпĕш çунатти шăтса ларнă тейĕн. Хĕрĕн хурлăн курăнакан сăнĕ витĕр шалтан телей çути хĕрелсе тухать.
…Нихçан та çапла чуна ыраттармалла аякра курăнманччĕ вăл Славикшĕн…
Тĕнче илемĕччĕ вăл. Пурте пăхма пултаратчĕç ун çине, — ун енне туртăнма, ун çинчен ĕмĕтленме, ăна куçпа та пулин ĕмĕтленсе савма… Вăл, пур çынна та пĕрешкелех тивĕç çутçанталăкран хăйĕн илемне илсе, ăна пĕр çын аллипе пачĕ. Унăн ĕнтĕ хуçи пур. Никам ăмсанса пăхнине те йышăнмĕ вăл текех. Вăл ĕнтĕ — хăйшĕн те уншăн…
Ним ĕç те çук халь вĕсен çумĕнче Славикĕн… Славик — çук уншăн çĕр çинче… Чĕрсе пăрахрĕ вăл Славике çут тĕнчерен.
Славик темле чĕнсен те, каймарĕ кӳршĕсем патне. Вăл Эльвира хăй килсе чĕнессе кĕтрĕ. Анчах çĕнçыншăн Славиксĕрех пӳрт ăшăннă, куç тулли, кăмăл çитнĕ. Вăл асăрхамарĕ те кам та пулин çуккипе. Кӳршĕ пӳлĕмри шăв-шавран «йӳçĕ» те «йӳçĕ» тесе кăшкăрнă сăмах çеç уççăн илтĕнчĕ Славиксем патне. Хăнасем кĕçех ташлама кĕпĕрленсе килчĕç. Малтанах вĕсем вальс ташласшăн пулчĕç. Кайран эрехпе мар, телейпе ӳсĕрĕлсе кайнă Георги фортепьяно умĕнче ларакан арçын ача патне пĕшкĕнчĕ те танго калама ыйтрĕ. Вăл пĕшкĕнсен, арçын ача хăвăрт аяккалла çаврăнса ларчĕ. Каччăн тути килĕшмерĕ ăна. Тутлăн ирĕлсе кайнă тута сăмах каланă чух çăтăр-р туса çĕтĕлсе уçăлать, каласа пĕтерсен каллех туртăнса çыпçăнать.
Эльвира, хĕрелсе кайнăскер, пĕрре савăнăçлăн çуталса илет, тепре кĕç-вĕç йĕрсе ярасран кулнă пек тукалать.
Славике асăрхасан, вăл пĕрре ун çинче куçне те чарса тăратрĕ. Пысăк йывăрлăхра пуçне çеç чĕрĕ сыхласа хăварма шутланă çын ирĕксĕр кăларса пăрахма тивнĕ япала çине юлашки хут çапла çаврăнса пăхать.
Танго ташланă чух, хăйĕн чăн-чăн кăмăлне пытарса, сăлтавсăрах çав тери хавасланса кайнă пек курăнма тăрăшрĕ хĕр. Текех, каччи сисмен хушăран, тути хĕррине çыртса, Славик еннелле хурлă куçне йăлтăртаттарчĕ.
Георги ташланă хушăрах аякалла тинкернĕ хĕре питĕнчен чуптуса илчĕ. Эльвира карт! сиксе хирĕç пăхрĕ.
Çакна куç хӳрипе курса ларнă Славикăн пӳрнисем вĕçленмен такт çинчех такăнчĕç. Ача, манса кайнă музыкăпа аса илме хăтланнă пек, темиçе çеккунт тапранмасăр ларчĕ. Ташлакан мăшăрсем пĕр-пĕринчен уйрăлмасăрах, урисене мĕнле ярса пуснă çаплах тăрса, ача çине пăхса, музыка малалла янăраса каясса кĕтрĕç. Славик хăвăрт тăчĕ те, çынсен чĕринче вăл халь-халь каялла кĕрес пек туйăм хăварса, залран чупса тухрĕ, анчах вунă минутран та каялла кĕмерĕ.
Хăнасем пăлханма тытăнчĕç. Эльвира, Георгирен уйрăлса, Славике шырама чупрĕ.
Славик пахча хыçĕнчи пысăк хурăн вуллине хăрах аллипе ыталанă та, тепĕр алă туни çине пуçне хурса, пĕтĕм кĕлеткипе чĕтренсе тăрать.
— Славик! — унран ик-виç утăмра чарăнчĕ Эльвира. — Мĕн, кăшт ӳсĕрĕлтĕн-им?.. Макăратăн-и вара эс?
Славик тӳрленсе тăчĕ. Пичĕ тăрăх йăрлатса кусса анакан куççульне шăлмасăрах хĕр çине пăхрĕ. Вăл мăнаçлă хĕрӳлĕхпе хыпса илчĕ.
— Мĕн тери хаяр эсир! — терĕ вăл сасартăк. — Шелсĕр!.. Эсĕ те çавсен хушшинче! Мĕн тупрăн эсĕ çавăн пек пушă этемре?
Хĕр куç харшине сиввĕн персе илчĕ те пĕр утăм Славик енне ярса пусрĕ. Арçын ачана вăл кĕç-вĕç çупса ярассăн туйăнчĕ. Анчах апла пулмарĕ. Йĕпе куçне йăлтăртаттарса тăракан арçын ача шикленсе куçне те мăчлаттарманран-ши, хĕр тĕксĕмленчĕ. Сăнне хурланчăк тĕс çапрĕ.
— О, Славик… Ӳснĕ иккен эс…
Хĕр Славике мăйĕнчен ыталаса илчĕ те çамкинчен, питĕнчен, куçĕнчен, çӳçĕнчен чуптуса тухрĕ, хăйĕн куççӳлленнĕ вĕри пичĕпе ачан питне, тутине сĕрчĕ, çӳçĕпе мăйне кăтăклантарчĕ, хĕрĕн лĕпĕш сухалĕ пек вăрăм та хытă куç хăрпăкĕсем ача пичĕ çинче йăпăртатса чупрĕç.
Славик, пурнăçра пĕрремĕш хут хăй пичĕ çинче çунтаракан вĕри сывлăша, хăйĕн ӳчĕпе вĕри кĕлеткене туйса, ним тăва пĕлми пăлханса, аптраса кайрĕ.
— Ой, аван ача эс, Славик, — терĕ хĕр, ăна икĕ аллипе çурăмĕнчен ачашласа. — Ытла та таса санăн чун! Яланах çапла пул эс. Чунна таса упра. Сана хăвна та çак тĕнчере пысăк тасалăх çеç тивĕç. Ан кулян… Эс те йĕкĕте çитĕн. Санăн ăс пăтраннă вăхăт халь… Пур япалана та чĕре патне ытла та çывăх илетĕр çав эсир — искусство çыннисем… Мана çапах та хĕрхен эс… Ан вăрç ытлашши…
Славик, ăнран кайса ӳкес мар тесе, хĕре хăй çумне ыталаса тытрĕ. Унăн тавçăрма пăрахнă пуçĕ хăлхи мĕн илтнине те ăспа виçеймерĕ, хирĕç каламалли сăмахсене те хатĕрлеймерĕ. Хĕр сăмахĕсем, тĕлĕкри пек, ăн-пуçран çав тери аякра илтĕнчĕç.
Славикпе Эльвира хăйсем çине виççĕмĕш çын çывăхранах пăхса тăнине кĕлеткисемпе сиссе илсен тин тăна кĕчĕç. Хĕр çаврăнса пăхрĕ те, виçĕ утăмра Георги тăнине курса, хыпăнса ӳкрĕ, вара хай пилĕке çинчи алăсенчен васкамасăр вĕçерĕнсе, упăшки çумĕнчен утса иртрĕ. Георги, Славикĕн çунса тăракан куçне тӳсеймесĕр, шăлне шатăртаттарса илчĕ, тем каласшăн пулчĕ… арăмĕ хыççăн васкарĕ…
Çакăн хыççăн хăнасем саланма тытăнчĕç. Георгипе Эльвира, пĕри те хаваслăхпа çиçмесĕр, машинăна кĕрсе ларчĕç. Бензин тĕтĕмĕ çеç мăкăрланса юлчĕ вĕсем хыççăн.
Славик çеç çаплах хурăн çумĕнче тăчĕ-ха…
Ун умĕнчи шап-шурă хурăн вулли çинче уяр кайăкĕсем чупаççĕ те — çавсем те пулин тахçан-тахçан, авалах Славик питĕ телейлĕ чух, Эльвирăн шурă платйи пăттăм-пăттăм хĕрлĕ пăнчăллă пулнине аса кӳреççĕ…