— Санăн ыран У. хулине тухса каймалла пулать, — терĕ мана, тĕпчев институчĕн сотрудникне, ирхине ĕçе пырсан, хамăрăн директор. — Пĕлетĕн ĕнтĕ, унта пирĕн Агния Васильевна Белянская искусствовед пурăнать, çак кунсенче утмăл çул тултарать. Кайса чыс тăвас пулать карчăка. Институт саламĕпе парнисене илсе каятăн. Хамăрăн чăваш правительствин наградине — Хисеп грамоти — Каканаров искусствовед илсе пырать. Пĕр пилĕк кунлăх командировка хучĕпе укçине ил те — çула хатĕрлен.
— Хатĕрленме — темех кирлĕ мар пуль? Эпĕ хатĕр.
— Апла пулсан, Данил Макаровича систер. Пĕрле каятăр. Анчах та асту, вăл, ватти, чирлĕрех, ăна çул çинче пăхкалама ан манса кай. Мĕнле калас, крыльца çине те санпа танах ĕрĕхсе хăпараймĕ вăл. Билетне паянах илсе хурăр.
Çапларах вĕрентсе, ăнăçлă çул сунчĕ мана пуçлăх.
Тепĕр кунне ирхине Каканаров, мана кĕтсе, ури айĕнчи юра çухăрта-çухăрта, Ленин площадĕнчи шап-шурă пасарнă çăка аллейипе уткаласа çӳретчĕ.
Самолет çине лармалли икĕ билет ĕнертенпех кĕсъере те — эпĕ питех хыпаланмарăм пулас. Ватти патне ерипен утса пытăм, сывлăх сунтăм, хамăн хушамата каларăм.
— Миçе сехет халь? — хăвăрт ал сехечĕ çине пăхса илчĕ Каканаров.
Эпĕ темиçе минут каярах юлса килнĕшĕн каçару ыйтрăм.
— Çичĕ минута халь эсир йыт çӳппине те хумарăр тейĕпĕр-ха, тата мĕнле йăла вăл сирĕн вăхăта «яхăнпа» виçесси? — тесе хучĕ старик.
— Мĕнле? — ăнланаймарăм эпĕ.
— «Сакăр сехет тĕлнелле» терĕр эсир ĕнер телефонпа. Мĕн тени вăл? Атомпа кибернетика ĕмĕрĕнче вăхăта çеккунтăн миллионмĕш пайĕпе шутлаççĕ. Вăхăт вăл иртнĕçемĕн иртет, вăхăт мар, ĕмĕр иртет, çамрăк çыннăм каçарăр, ятăр-хушаматăр темлеччĕ?..
— Николай Николаевич.
— Эпир пĕрремĕш хут тĕл пулатпăр-ха та, каçарăр, эп сире ӳлĕм, çул çинчи çывăх юлташ тесе, пĕррелле хисеппех чĕнĕп. Эсир юлташ асăрхаттарнăшăн ан кӳренĕр.
— Тавтапуç, Данил Макарович… Аэропорта эпир троллейбуспа кайăпăр-и е… Кӳрĕр-ха чăматанăра кунта…
— Аэропортне кайăпăр та, вĕçет-и-ха паян самолет? Кур, епле тĕтре.
Чăн та, паян мăн кăрлачăн тĕтреллĕ сивĕ кунĕ тăрать. Тĕтри тата çынна ăшран шалтан шăнтса ярать. Кун пек çанталăкра самолет пĕр вунă çухрăм вĕçсенех пăрланса ларать пуль. Ĕнер, Çĕнĕ çул хыççăнхи кун, уяр тăчĕ те, паян вĕçмелли кун пулас çуккине çанталăка сăнакансем те чухлайман курăнать: аэропортра билетне сутрĕç ав.
Тĕтрене пула урамсенчи электричество ламписене те сӳнтермен. Шкул ачисен хĕллехи каникулĕ иртичченех ларакан уяв ёлки те площадре Çĕнĕ çул каçĕнчи пекех илемлĕн ялкăшса çунать.
Эпир чăрăш лăсси-йĕппи тăкăнса тулнă сукмак тăрăх çăка аллейипе утса кайрăмăр.
— Пирĕн васкас пулать, юлташăм. Аэропортра сехет малтан билет регистрацилеççĕ.
— Атьăр хăвăртрах, — троллейбус еннелле утăмларăм эпĕ.
Эпир хускалтăмăр. Чиперех манпа юнашар вашлаттарса пыракан çын, аллея вĕçне çитсен, сасартăк чарăнчĕ те ик-виç утăм каялла ярса пусрĕ, çул хĕрринче йăваланса выртакан çĕмрĕк кĕленчене пĕшкĕнсе илчĕ, инçех мар сак вĕçĕнче ларакан çӳп-çап сулчи патне утрĕ, ванчăк кĕленче тĕпне типтерлĕн кăна çав чул савăта пăрахрĕ.
Эпĕ ним калама аптраса, çăвара карса пăрахса тăтăм-ха.
— Атя, атя хăвăртрах — терĕ хайхискер, мана çанăран карт! туртса. — Мĕн васкамастăн эсĕ?.. Ӳркеннĕ йĕксĕк çавăнта утса çитме, — калаçса пычĕ хăй. — Урăхла ят параймастăп эп ăна. Йĕркесĕрлĕх!..
— Юрĕ ĕнтĕ, ав, троллейбус чарăнчĕ.
— Тăхта, ан васка, — тăп! чарăнчĕ Данил Макарович. — Сывлăш çавăрам-ха… Ман чĕри çавнашкал. Спазм.
Каканаров пальто кĕсйинчен çур пӳрне тăршшĕ кĕленче кăларчĕ те ун ăшĕнчен пĕр кантăр вăрри пысăкăш пĕрчĕкне ывăç тупанĕ çине силлесе илчĕ.
— Нитроглицерин вăл… Çакна чĕлхе айне хурсан, тăвалла та пĕр икçĕр метр салтак пек утса каятăп… — терĕ вăл, тарăннăн сывлама хăтланса.
Пирĕнтен пĕр çирĕм утăмра чарăннă троллейбус патне вара вăл, чăн та, манран та вăр-вартарах утса пычĕ.
Эпĕ хам Каканаров пек çынсем ятран-шывран е ĕçĕм-хĕлĕмрен пĕлсе тăмалла çын мар. Çавăнпа Данил Макарович мана ку таранччен пĕлмен. Эпĕ вара, хулари политвĕренӳ çуртне халăх университечĕн занятийĕсене çӳрекеленĕскер, вăл искусство историйĕпе, эстетикăпа вуланă лекцисене пĕрре мар итленĕ. Унăн Инçет Хĕвел-тухăçĕ çинчен поэтла хавхаланса çырнă очеркĕсен кĕнекине те вуланă. Халĕ вăл ватлăх укçипе пурăнать, килте ĕçлет. Хулари институтсемпе университет ыйтнипе кăна, сайра хутра унта-кунта тухкаласа, лекцисем вулать.
Данил Макарович çӳллĕ мар, çăтă пӳллĕ, кăвакарнă пуçлă, йĕкĕр янахлă старик; мăнхырăмланнă, кăшт курпунланнă. Шакмакрах кăвак куçĕпе витерсе пăхать. Калаçнă чух хĕрсе каять те яшлăхран юлнă йăлапа вăрт-варт пăркаланса илме хăтланать, анчах шăмшакĕ те, алли-ури те ăна текех итлесшĕнех мар çав. Ватти халь яш чухнехилле хĕрсе каймассерен чĕри тĕлĕнчен аллипе ярса тытать.
— Сывлăха упрас пулать, — терĕ вăл мана троллейбусра. — Эсĕ туртатăн мар-и? Эпĕ сана пăрахтаратăп ку усал йăлана. Эсир халь çамрăк. Мĕн юлать сирĕнтен, ман пек утмăл пилĕк çула çитсен? Сывлăх никĕсне çамрăкла — ак халь! — хывса хăвар! Физзарядка тăватăн-и?
— Ирпе тăрсан, карăнса илетĕп пĕрре…
— Кахал чăпти! Эпĕ халь те ир-каç зарядка тăватăп. Асту, вĕрентетĕп эп сана!
Данил Макарович тĕрĕсех каларĕ иккен: паян тĕтрене пула самолет вĕçмест. Куна пире часах пĕлтермерĕç-ха. Малтанах сехет майлă кĕтрĕмĕр.
— Ме, вăхăта ахаль ан ирттер, — «У.-ри паллă вырăнсем» ятлă кĕнеке тăсса пачĕ Данил Макарович мана регистратура кĕттернĕ хушăра.
— Ку вырăнсемпе, çитсен, лере паллашăп… — тавăртăм эпĕ.
— Пулнă-и эсĕ унта хăçан та пулин?
— Çук…
— Пĕр-пĕр хулана малтанхи хут каятăн пулсан, нихçан та унăн историне пĕлмесĕр çула ан тух… Лери çынсемпе мĕн калаçатăн вара эс? Сĕм вăрман ятне кăна илтĕн. Панккав теççĕ вара сана.
— Тавтапуç, Данил Макарович… — терĕм, ваттин тӳрĕ чĕлхине ерипен хăнăха пуçласа.
Данил Макарович киоскра хаçат туянчĕ те манпа юнашар тенкел çине ларчĕ. Пире билетсем вырăнне укçа тавăрса пачĕç те, эпир пуйăспа кайма калаçса татăлтăмăр. Эпĕ Данил Макаровичăн чăматанне йăтрăм, вăл тенкел çине манса хăварнă хаçата илтĕм… Анчах чипер утма пикеннĕ Данил Макарович ман алри хаçата вăшт! туртса илчĕ те каялла тенкел çине кайса хучĕ.
Эпĕ ун çине кăн-н тинкерсе пăхрăм та çăвара пирус кăларса хыпрăм.
— Нихçан та ун пек ан ту… — терĕ Каканаров. — Сана урăх кирлĕ мар вĕт вăл? Ху вуларăн пулсан, çынсене вулама пар. Пирĕн хыççăн кирек кам килсе ларать — тытса вулатăр… Акă, сан аллунта шăрпăк икĕ курупка… Мĕн тума иккĕ чиксе çӳрен? — вăл ман алăри шăрпăк курупкине илчĕ те тенкел çине хаçатпа юнашар пăрахрĕ. — Мĕне кирлĕ ытлашши япала? Кулак мар пуль вĕт эс?
Эпĕ Каканаров ăçта шӳтлесе, ăçта чăнласа каланине тавçăрса илме хăнăхаймарăм-ха. Чăнласа калани — ытла кулăшла пек. Сумлă çын çапла шӳт тума пултарассине те ĕненсех пĕтерейместĕп.
Эпир тухрăмăр. Автовокзала троллейбуспа кайрăмăр. Кунта такси тытрăмăр та Сĕве станцине вĕçтертĕмĕр.
Сĕвере пирĕн тепĕр сехет ытла кĕтмелле пулчĕ. Чăматансене управ камерине парса, станци çумĕнчи столовая çул тытрăмăр.
— Яланах пĕр вăхăтра апат çи, — терĕ Данил Макарович, столовăялла утнă май. Такси çинче, шоферпа пирĕнсĕр пуçне, тепĕр икĕ хĕрарăм пурччĕ те, — тата хăйсем çынна çур сăмахранах пӳлсе шапăлтатаканскерсем, — Данил Макарович никама та тăн парсах калаçаймарĕ. Халĕ вăл, иксĕмĕр кăна юлсан, каллех мана, хăйĕн «панккав юлташне», шакмак куçĕпе хыпаларĕ.
«Чăнласах ăс парас шут тытрĕ-и ку?» — шухăшларăм эпĕ, тепĕр пилĕк кунтан тин ун «курсне» пĕтерсе, «çын çине» тухасскер.
Вăхăчĕ — кăнтăрла иртни виçĕ сехет патнеллеччĕ-ха.
— Вăхăтра çини вăл, — калаçрĕ малалла ватти, — вар-хырăмшăн, пуç мимишĕн, кăмăлшăн усăллă… Çул çинче çиме эпĕ хуларах пĕр бутерброд илсе чикрĕм, эсĕ ним те туянмарăн…
Чăн та, темскер чăмлатчĕ вăл паçăр çул çинче.
Столовăйра иксĕмĕр те пĕрешкелех яшка, котлет, компот илтĕмĕр. Виççĕмĕш тирĕк пирки кăна урлă-пирлĕ сăмах пулчĕ. Эпĕ малтан сĕт çиесшĕнччĕ, анчах Данил Макарович ман патнус çинчи сĕте çийĕнчех каялла илсе лартрĕ.
— Çул çинче нихçан та сĕт ан çи, — терĕ вăл. — Юрамасть… Эпĕ куркаласа пăхнă вăл нушана. Кайран хăвах тав тăвăн ак.
Те апат вăхăчĕ иртнĕрен, те такси çинче чӳхенсе килнĕ вар-хырăм вырăна лараймантан — апат анмарĕ манăн, ăш каплана-каплана килчĕ. Кашни тирĕкренех çурри майлă юлса пычĕ, компот стаканĕ те пушанмарĕ. Данил Макарович, кăкăрти сывлăш чĕлĕм тĕтĕмĕ пек палăрса тухакан сивĕ столовăйра килти пекех хывăнса ларнăскер, мана та хывăнтарнăскер, хăйĕн турилккисене çуса тасатнăнах пушатса пычĕ, хушăран çинĕ чухне калаçма юраманни пирки хăй мана тăн панине манса кайсах, ытти çынсене ятларĕ.
— Мĕнле çапла тумтирпе, çĕлĕкпе сĕтел хушшине кĕрсе лармалла? Камран вĕренетпĕр эпир? Йывăр-и ĕнтĕ çĕлĕк хывма? Çăкăр-тăвар вĕт пирĕн умра!
— Сивĕ-çке кунта, Данил Макарович, — терĕм эпĕ. — Тумтир çакма та пĕр пăта çеç. Станци çумĕнчи столовăй ĕнтĕ. Ытларах — килен-каян çын апатланать.
— Епле вăл «килен-каян»? — хĕремесленсех кайрĕ Данил Макарович. — Пирĕн пур çĕрте те хамăрăн хуçа пулмалла. Эпĕ кунти мар-ха, чăваш-ха, тесе лармалла-и? Сивĕ тетĕн-и? Вутă хут. Тумтир çекли çук тетĕн-и? Çекĕл ту. Акă тата ташлама тапратрĕç!..
Чан та, такамăн транзисторĕ вальс янраттарса ячĕ те, сĕтел хушшинчен тухнă хĕрпе каччă алăк патĕнчерехри пушă вырăнта çаврăнкалама та тытăнчĕç.
Ташласса илемсĕр мар ташларĕç-ха вĕсем. Маншăн пулсан, хăнăхнăскершĕн, вĕсен çӳçĕ-пуçĕ те, тумĕ-юмĕ те, арки-сарки те чиперех пек. Анчах ваттинчен йĕркеллĕ çынсене шуйттан ташшипе аскăнлантаракансен ятне çеç илтрĕç вĕсем.
— …Урайĕ таса мар, çын апат-çимĕçĕ çине тусан вĕçет — вĕсем пур, пуçсăрсем, ташлаççĕ, — хĕремесленчĕ Каканаров. — Епле çыпçăнса ларнă-ха тата… Кур, каччи хĕрĕн хулпуççи çине пуçне хунă, хĕрĕ чĕвеннĕ… Эп халех заведующипе ятлаçма каятăп! Эп халех… — Тата темскер каласшăнччĕ Данил Макарович, унăн куçĕ сĕтел çинче чарăпчĕ. — Ку мĕн япала? — пӳрнипе тĕллерĕ вăл ман турилкке çине.
— Мĕн? — ăнланаймарăм эпĕ.
— Халех çисе янă пултăр! — хыттăнах каларĕ хайхискер. — Нимĕн те ан хăвар! Мĕнле вăл çапла çăкăр-тăвара, çын ĕçне хисеплеместĕр.. Ăна акнă, сӳреленĕ, шăварнă, çумланă, пăхса ӳстернĕ… Çапла-и?.. Ăна вырнă, пуçтарнă, çапнă, тырă тунă… Ийя-и?.. Пĕçерсе, касса килсе панă та сана — эсĕ çиме пĕлместĕн… Татăк хăваратăн. Халь ĕнтĕ кăларса пăрахмалла-и ăна?
— Данил Макарович… Анмасть манăн паян урăх нимĕн те… Апачĕ те питех мар…
— Питĕ тутлă! Эпĕ çирĕм-çке. Эсĕ мĕн йышши?..
Мана, чăн та, намăс пулчĕ. Эпĕ, Данил Макарович янрама чарăнтăр тесе, хамăн сĕтел çинчине те, кӳршĕ сĕтел çинчи апат юлашкисене те çисе яма хатĕрччĕ, анчах официантка хăтарчĕ: турилккесене пуçтарса илсе кайрĕ. Эпĕ, сивĕ столовăйрах тара ӳкнĕскер, уçă сывлăша тухма васкарăм. Данил Макарович «заведующипе ятлаçма» утрĕ. Шалта тем шавлани тула та илтĕнкелерĕ. Çав хĕрӳллĕ калаçу хыççăн Каканаров урама тухнă-тухманах нитроглицерин кăларса хыпрĕ. Унтан ман пата яртлаттарса утса пычĕ.
— Эсĕ ан кӳрен, — тесе хучĕ вăл. — Эпĕ тĕрĕс калатăп. Вĕрентес пулать сире, çамрăксене. Яшки тутлă мар тетĕн… Пĕçерме вĕрент! Пĕлмеççĕ вĕсем, çамрăксем. Пурте çавăн пек эсир — хăвăр каламастăр, вĕрентместĕр, хуçа куçĕпе пăхмасăр иртсе каятăр… Япăх пулсан вара — хула, поселок, ял пуçлăхĕсене вăрçма тытăнатăр.
— Пирĕн пуйăс килет те пуль, Данил Макарович, — сăмаха пăрма тăрăшрăм эпĕ, анчах хĕрсе кайнă старик, вĕçерĕнсе юлнă вакун майĕпен-майĕпен чарăннă пек, çаплах хăйĕн урапипе кустарчĕ-ха.
— Мĕнпур япăххи — çын хăйĕн ĕçне тӳрĕ кăмăлпа туманнинчен килет, — терĕ вăл малалла. — Акă, хамăр хулара Çĕнĕ çул умĕн мунчана кайрăм. Халăх нумай. Черетре икĕ сехет кĕтсе тăнă хыççăн мунча ĕçлеме пăрахрĕ «Вĕри шыв çук». — терĕç. Тытăнчĕç вара унти çынсем хула Советне вăрçма. Эпĕ — депутат-çке. «Çук, — терĕм, — кунта хула Совечĕ айăплă мар. Мунчара ĕçлекенсем айăплă». «Мĕнле вăл мунчара ĕçлекенсем? Эсир йĕркеллĕ ĕçлеместĕр», — кăшкăраççĕ хайхисем мана. Эпĕ хамăн сăмах çинче тăратăн. «Атьăр, эппин, — туртрĕ мана пĕри хулран. — Кочегаркăна кайса пăхăпăр». Кайрăмăр. Пăхатпăр: кăмаки сӳннĕ, ун умĕнче пĕр çын ӳсĕр йăваланса выртать. Тĕртсе пăхатпăр — кочегар!.. Çĕклесе тăратрĕç те çакна рабочисем, эх, парса хăварчĕç вара! Тепĕр темиçе минутранах вĕри шыв пулчĕ. Чиперех çăвăнса тухрăмăр…
У. хулине эпир çĕрле çитрĕмĕр.
Пуйăспа килнине тĕлĕкри пек çеç астăватăп.
Эпĕ, тĕрлĕрен ăс-пăс туянса пуç ыратакан пуличченех анкă-минкĕленнĕскер, купене вырнаçсанах çывăрма хатĕрлентĕм. Ыйхă пусиччен Данил Макарович хамăр купери пĕр пассажирпа чĕрре кĕрсех тавлашни çеç хăлхана кĕрсе юлнă…
— Мĕн тени пулать вăл алла çапла сулни? — тетчĕ Данил Макарович, пĕр чăваш ученăйне хӳтĕлесе. — Эпир унпа мухтанатпăр, ăна чысласа палăк лартатпăр. Ăна Лондонри, Парижри ученăйсем пĕлеççĕ. Ун патне Америка, Ази ученăйĕсем çыру çырнă. Эсĕ пур, инкек, аллупа сулатăн!..
Эпĕ вĕсен калаçăвне итлесе пĕтереймесĕрех çывăрса кайнă.
Халĕ, акă, çĕрлехи хулана анса тăтăмăр. Пирĕн, паллах, ăçта та пулин çĕр каçма вырнаçмалла. Гостиницăсăр пуçне нимле хваттер те пĕлместпĕр. Гостиницисем те таçта-ха. Анчах пирĕн чĕлхесене сутăн илмен. Данил Макаровичăн чĕлхи, пуйăспа килнĕ чух тавлашнă пассажир асăрхаттарнă тăрăх, «шарнир çинче», ĕçлессе «сдельно» ĕçлет. «Мĕн чухлĕ калаçнă, çавăн чухлĕ тӳлеççĕ пуль…»
Чи çывăх гостиница тĕлне станцире каласа ячĕç: трамвай çине лармалла та виçĕ сыпăк каймалла.
— Трамвайĕ ăçта чарăнать-ши кунта?
— Ав, çынсем тăраççĕ! — аяккалла аллипе кăтартрĕ пĕр çамрăк çын.
Унта çитме пĕр виççĕр метртан кая мар пулас, мĕншĕн тесен Данил Макарович пĕрре чарăнса сывлăш çавăрчĕ, тепре нитроглицерин хыпрĕ.
— «Волга» гостиницăна кайма çакăнтан лармалла-и? — ыйтрăмăр трамвай чарăннă çĕрте.
— Кунта мар, ав, лерен, — эпир тин çеç килнĕ кĕтеселле кăтартрĕç пире. Каялла утрăмăр.
— Вăт ăнман этем тупăнчĕ пирĕн тĕле, — пуçларĕ Данил Макарович. — Трамвайĕ юнашарах чарăннă пулнă — пире çакăнта çити уттарчĕ… Вăл пĕлнĕ-çке-ха ăçта утма çывăхраххине…
Каялла утса çитме каллех тепĕр нитроглицерин пĕтрĕ. «Волга» гостиницăра пире валли вырăн пулмарĕ, тепĕр гостиницăна кайма каларĕç. Унта юлашки трамвайпа ларса кайрăмăр. Ку таçта урлă урамра пытанса ларнăскер пулчĕ. Ăна шыраса тупма темиçе çынна чăрмантарма тиврĕ. Çыннисем вара пăт-пат çеç унта-кунта курăнкалатчĕç. Вĕсем те пулин е каçа юлнă мăшăрсем, е савнисене ăсатса таврăнакан йĕкĕтсем. Пĕр çамрăк çыннăнне, ăна хăваласа çитсех гостиница ăçтине ыйтса, сехринех хăпартрăмăр вара.
— Пĕлместĕп! — татса хучĕ вăл, такам ăна çапма хатĕрленнĕ чухнехи пек чăмăртанарах тăрса. — Пĕлместĕп…
— Илтетĕн-и, Игорь, гостиница кирлĕ, тет, вĕсене… И-хи-хик! — вăрăм салтакăн хулĕнчен уртăнчĕ Каканарова çапăнсах иртсе кайнă хĕр.
— Вăт сирĕн культура! — хĕре мар, мана ятла пуçларĕ Данил Макарович. — Сан тантăшсем вĕсем, сан ӳсĕмрисем!.. Хăйсем, ав, çемье чăмăртама, йăва çавăрса, чĕп кăларма хатĕрленеççĕ!.. Хĕрĕ тата ман çуха çине юр тăкса хăварчĕ… Каçару та ыйтмарĕ. Ак халь ĕнсе çине юр шуса анать… Силлесе яр-ха… Мĕнле вăл çавăн пек пулмалла: хăй хулинче мĕн пуррипе мĕн çуккипе пĕлмест çын… Ăçтан тепĕр хулара мĕн пуррине пĕлтĕр вăл? Çĕршывра мĕн-мĕн пуррине, тĕнчере мĕн пурри-çуккине ăçтан чухлатăр?..
Гостиницине эпир хамăрах шыраса тупрăмăр.
— Пирĕн коридорта та вырăн çук, «Мускав» гостиницăна кайăр, вăл пысăк…
Пире регистратор «Мускав» гостиницăна ăçтан мĕнле каймаллине ăнлантарса пачĕ.
Данил Макарович аякран килекенсем валли яланах темиçе вырăн хăвармалли пирки регистратора самаях ĕнентермелле «вуларĕ». Лешĕ ăна пĕтĕмпе итлесе пĕтермесĕрех «ăнланчĕ» те регистратура чӳречине шалтлаттарса хупса хучĕ.
— Чунсăрлăх! — тесе хучĕ Данил Макарович.
Эпир тухнă çĕре трамвай çӳреме чарăннăччĕ. Çывăхах мар пулас унта çуран утма, мĕншĕн тесен çул çинче Данил Макарович пĕр-икĕ хутчен тăрса сывлăш çавăрчĕ, пĕр виççĕршер метр каймассерен чарăнса нитроглицерин хыпрĕ. Нитроглицеринпа виçсен, эпир çухрăма яхăнах утрăмăр.
«Мускав» гостиницăра та вырăн çук иккен, кунти регистратор вырăн пирки Данил Макаровичран ытлашши виç сăмах та итлесшĕн пулмарĕ — кантăкне тӳрех шалтлаттарса хупса хучĕ. Данил Макарович хальхинче ним те шарламасăр мана тĕлĕнтерсех пăрахрĕ. Вăл тенкел çине йывăррăн кайса ларчĕ, пĕр минут çурă сывлăш çавăрчĕ, унтан ури çине тăчĕ те вашлаттарса утса пычĕ регистратура кантăкĕ патне, ăна хыттăн шаккарĕ; уçăлнă кантăкран хаяр сăн-пит курăнсан, вăл регистратор умне хăйĕн паспорчĕпе депутат кĕнекине кăларса хучĕ.
— Тата тепĕр хут ыйтатăп — мана икĕ вырăн кирлĕ! — терĕ вăл.
Регистраторăн хытă сасси самантрах çемçелсе кайрĕ… Тепĕр минутранах пире çывăрмалли икĕ пӳлĕмлĕ, тепĕр ĕçлемелли пӳлĕмлĕ чаплă люкса вырнаçтарчĕç.
— Кур-ха эс ăна, вырăн çук тет… — калаçкаласа салтăнчĕ Данил Макарович люксра. — Уншăн пулсан, çын, ан тив, хĕл варринче урамра çĕр каçтăр! Вĕсене пула пире пурнăç тĕксĕм курăна пуçлать… Инкекĕ пĕтĕмпе те — пĕр йĕксĕкре. Пуйăс çинче, ав, тепĕр ханттарĕ пĕччен тăсăлса выртнă аяла… Сана ларма вырăн çук… Тăр, терĕм эп ăна… Тĕрĕс мар-им? Тăчĕ… Çапла вăл, çамрăк юлташăм… Хăвна нихçан та çын умĕнче кĕçĕне ан хур… Ан тив, яка тумланнă пултăр! Мĕнех?.. Çынни, тен, сан пекех пуль…
Çул асапĕсене çак сăмахсемпе вĕçлесе, ирччен канса илме шутларĕ Данил Макарович.
Çĕнĕ кун пирĕн ирхине çиччĕре пуçланчĕ. Эпĕ, Данил Макаровича кăлăх калаçтарса хавшатас мар тесе, туалет йĕркисене пурне те, хам шутпа, тĕплĕ турăм: тахçан шкулта вĕрентнĕ гимнастика упражненийĕсене те аса илсе хуçкалантăм, хырăнтăм, ваннăна кĕрсе çăвăнтăм. Çапах та ваттинчен ят тивесрен хăтăлаймарăмах.
— Аудитори умне мĕнле тухатăн капла? — кĕтмен çĕртен ятла пуçларĕ Каканаров мана. — Акă, икĕ кун санпа çӳресех ман пальторан та тĕтĕм шăршă кĕме тапратрĕ. Халех магазина кай та одеколон туян… Тăхта, тăхта… Сан галстук та çук-и? Кăлармастăп халăх умне галстуксăр!
Манăн çийĕнчех гостиница çумĕнчи пĕчĕк магазина тухса кĕмелле пулчĕ.
Ирхи апатра та эпĕ Данил Макаровича ахалех «кĕл аллаттарас» темерĕм. Столовăйра юриех вăл мĕн илнĕ, çавна илтĕм. Çӳплĕ-мĕнлĕ, хуралнă-хытнă çĕрулмиллĕ шӳрпине те паттăррăн сыпса ятăм, тĕпне çур кашăк пек юлнине юриех турилкке хĕррипе кашăка сăрхăнтартăм.
— Тиххол! — кăшкăрса пăрахрĕ мана Данил Макарович.
— Тиххолĕ кам ара вăл тата?
— Пирĕн ялта авал çавăн ятлă кутăн сĕкекен така пурăннă! Çырмари ват йăмрасене шăварса çӳретчĕ, тет.
Темле таса çисе те сăвап пулмарĕ-ха мана: тем сăлтавран «чăн-чăн философи» пуçларĕ Данил Макарович:
— Хулари йĕркеллĕ хваттерлĕ çын сысна усрамасть… Çавăнпа та хăнара-мĕнре апат юлашки ан хăвар! — вĕрентрĕ вăл. — Акă, горчица ларать кунта, пăрăç ларать… Вĕсене, мĕн, хитрешĕн лартнă-и? Сан валли лартнă. Пăрăç, горчица — вĕсем апата уçаççĕ… Пăрăç вăл — микробсене пĕтерет… Горчица вăл…
«Кунпа темиçе кун çӳресен, вăл мана утма та, апат çиме те… мантарса ярать пуль», — шутларăм эпĕ.
Апат хыççăн Данил Макарович мана ирĕксĕрех универмага сĕтĕре пуçларĕ.
— Кĕретпĕр! — терĕ вăл.
— Манăн унта йĕп те туянмалла мар, — тавăртăм эпĕ. — Тата тăкăнса тăракан укçам та çукрах.
— Тĕрĕс мар! — пӳлчĕ ватти. — Нихçан та çавăн пек ан кала. Эпир ĕмĕрте те пуян пулмастпăр. Магазина укçа нумайшăн кĕмеççĕ. Кур, пăхса çӳре, кайран çынсене каласа кăтарт. Сан укçа çук пулсан, тепри, укçалли, килсе туянтăр. Тата санăн сасартăк укçа пухăнчĕ пулсан, ăçта мĕн туянма пĕлетĕн? Ăçта мĕн пуррине пĕлместĕр те вара, туянса яратăр — тьфу! — пăхма хăрушă!..
Кăнтăрла иртни икĕ сехетчен çӳрерĕмĕр эпир хулара.
— Инçе пулĕ-ха тата çурт-йĕр лартакансен клубĕ… — те ыйтрĕ, те калаçса шухăшларĕ Данил Макарович, вăхăт каçаллана сулăнсан. — Ыйтса пĕл-ха ав çав йĕкĕтрен.
Эпĕ кайса ыйтрăм.
— Инçе мар, тет, — каларăм таврăнсан старике. — Кунтан пĕр-ик нитроглицерин кăна.
— Нитроглицерин нумай хыпма юрамасть, — терĕ Данил Макарович. — Наркăмăшлă вăл… Трамвайпа кайăпăр.
Эпир часах хамăра кирлĕ клуб умне çитсе чарăнтăмăр. Çакăнта чысламалла ĕнтĕ Агния Васильевна Белянская искусствоведа. Çитессе сехет маларах çитрĕмĕр-ха. Клуб залĕ те питĕрĕнсех тăрать. Ирĕклĕ сехетре клуб умĕнчи пĕчĕк скверта уткаласа çӳрерĕмĕр. Данил Макарович киоскра туяннă область хаçатне пăхкаласа утрĕ, хушăран кăна, чĕлхипе хытма парас мар тенĕ пек, ăна-кăна ыйтанçи турĕ:
— Кам вăл Софья Лорен? — хаçатран пуçне çĕклемесĕрех йăпăрт ман енне пăхса илчĕ вăл.
— Пĕлместĕп.
— Сĕм вăрман! — терĕ вăл, ятланçи пулса. — Америка актриси вăл. Акă, Италире ӳкернĕ «Ключ» кинофильмра вăл мĕнле ăста выляни çинчен çырни пур кунта.
Эпир юрлă сак çине лартăмăр.
— Çакă кам? — хаçат çинчи ватă хĕрарăм сăнне мана кăтартрĕ Данил Макарович.
— Палламастăп…
— Суккăр Хвети!.. Эпир камăн юбилейне килтĕмĕр?.. Эпĕ, профессор тыттарнă хаçата илсе, Белянская çинчен çырнă статьяпа çиелтен куçпа йĕрлекелерĕм. Данил Макарович икĕ аллипе икĕ чĕркуççи çине тĕренчĕ те, çĕрелле пăхса, кая хăварма юраман ĕç тупă пекех тăрăшса, уçă сывлăш сывларĕ; вара вăл çапла ним калаçмасăр, шăпчăк пек шăпăрт ларма та пултарнинчен тĕлĕнсе илтĕм эпĕ.
Кĕçех клуба çынсем пухăна пуçларĕç. Вăхăт çывхарса килнине кура, эпир тапрантăмăр. Ура çине тăрса пилĕк-ултă утăм ярса пуссан, Данил Макарович хыпăнса ӳкрĕ:
— Хаçат ăçта? — ыйтрĕ вăл хăвăрт.
— Ав, сак çинче.
— Сапаланчăк!.. Хаçата кам çапла ăçта килчĕ унта пăрахса хăварать!..
— Çынсем вулаччăр тата, Данил Макарович…
Каканаров, каялла утса кайса, сак çинчи хаçата илчĕ, пĕр-ик утăм тусан, каллех çаврăнса сак патне таврăнчĕ те татах темскер илчĕ:
— Ме, тыт спичкуна… — терĕ вăл. — Çумри япалана çапла пăрахса çӳремеççĕ…
— Пуш курупка вăл, Данил Макарович.
— Çавах ил! Эпир, мĕнле калас, хуçи — хуçах-ха та, Ехрем хуçа мар…
Эпĕ пуш курурпкана çӳп-çап сулчине кайса пăрахрăм.
— Ну, статья мĕнле пек? — ыйтрĕ хайхискер.
— Пĕлсех çырнă пуль, питĕ хисеплесе, ăшшăн…
— Кам çырнă?
Эпĕ калама аптăраса тăтăм, мĕншĕн тесен автор хушаматне тӳрех курăнмалла çĕре лартманччĕ.
Данил Макарович ман çине кăн-н пăхса илчĕ, вара чĕлхи айне нитроглицерин пĕрчĕкĕ кăларса хучĕ те, пĕтĕм кĕлеткипе туртăнса, сывлăш çавăрчĕ, унтан салтак пек утса клуба кĕрсе кайрĕ. Эпĕ, намăсланмаллипех намăсланнăскер (статйине Каканаров искусствовед çырнă пулнă-мĕн), ун хыççăн аран ĕлкĕркелесе пытăм.
Чыслав пуçланас умĕнхи тĕркĕшӳре Данил Макарович умне пĕр çамрăк çын пырса тăчĕ:
— Сывă-и, атте!
Данил Макарович мĕнле тăнă çаплах хытса кайрĕ, аллинчи папкине хăвăрт кăна мана тыттарчĕ те, аллисене саркаласа:
— Борис! — терĕ. — Ывăлăм…
Вĕсем, ыталанса илсе, пĕрне-пĕри çурăмран çапкаласа тăчĕç.
— Епле майпа килсе лекрĕн эсĕ кунта? Ăçтан?.. — ыйтрĕ ватти.
— Люсьăпа паян килсе çитрĕмĕр, — тавăрчĕ Данил Макаровичăн «ывăлĕ» пулса тăнă çамрăк çын.
Люся — пирĕн юбилярăн Ленинградра вĕренекен хĕрĕ иккен. Борис çав хулари пĕр шкулта ачасене вĕрентет-мĕн. Икĕ эрне каялла Люсьăпа Борис пĕрлешнĕ. Халĕ Люся упăшкипе пĕрлех амăшĕн юбилейне килнĕ.
— Вĕлтренпе çаптармалла сире! — те вăрçать, те хавхаланать Данил Макарович. — Ма пĕлтермерĕр? Мĕншĕн туя чĕнмерĕр?..
— Каçар, атте, туйнех майлаштарайман-ха эпир… Пĕлтерессе — халь кунтан кайнă чух тӳрех киле кĕрсе тухасшăнччĕ…
Юбилейра Данил Макаровичпа иксĕмĕр те президиума хисеплĕ хăнасем хушшине лекрĕмĕр.
Агния Васильевна Белянская тĕрлĕ хулари институтсемпе университетсенче искусство историйĕ вĕрентнĕ. Çав хушăрах Атăл тăрăхĕнчи, хĕвелтухăçĕнчи халăхсен пир çинчи, йывăç çинчи тĕрĕ-эрешне, керамикине, халăх юрри-кĕввине нумай тĕпченĕ. Çамрăк чухне Данил Макаровичпа Агния Белянская Шупашкарта пĕрле ĕçленĕ.
Кайран Данил Макарович вăрçа кайнă. Белянская — вăрçă вăхăтĕнче, Данил Макарович вăрçă хыççăн çемьеллĕ пулнă. Халĕ иккĕшĕ те ученăй, иккĕшĕ те ача-пăча ӳстерсе çунат айĕнчен вĕçтерсе кăларнă, акă ĕнтĕ, кĕçĕн ачисенчен мăнук кĕтмелле…
Агния Белянская патне янă саламсем, ăшă сăмахсем хушшинче эпĕ ирĕксĕрех унăн пурнăçне Данил Макарович кун-çулĕпе çыхăнтаракан самантсене йĕрлесе лартăм. Ку çыхăну виçĕ çул пĕрле ĕçленипе, кайранхи тĕлпулусемпе тата çырусем урлă та сыпăнса пынă-мĕн.
Агния Белянская — çӳллĕ кĕлеткеллĕ, шап-шурă çӳçлĕ, тăсăкларах пит-куçлă, тарăн кăвак куçлă тĕреклĕ карчăк. Вăл хускалкаланисенче те, сăн-питĕнче те сумлăх, ăс, çирĕп кăмăл сисĕнет. Çамрăк чухне вăл мĕнле пулнине пĕлме унăн хĕрĕ çине пăхмалла пулĕ. Ытлашши черченкĕ мар хĕрĕ, теветкел çирĕп сăн-питлĕ, яштак кĕлеткеллĕ… Тӳрккесрех каласан, кун пек хĕр упăшкалăх йĕкĕт хăй ытларах суйлать пуль, теес килет. Вăл Данил Макаровичăн йăрăст кĕлеткеллĕ, тăсăкларах питлĕ, атлет сывлăхлĕ ывăлне суйласа илнĕ…
Агния Белянскаяна правительство юбилей тĕлне Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялав орденĕ панă. Эпир те ăна хамăрăн республика наградине — Грамота патăмăр, унтан тĕпчев институчĕн саламне каларăмăр та парнесем кӳтĕмĕр.
Çакăнпа пĕтрĕ чаплă лару.
Концерт хыççăн пире банкета чĕнчĕç. Данил Макаровича ĕнтĕ Агния Белянская хĕрĕпе тăванĕсем çавăрса илчĕç. Банкечĕ столовăйра пулчĕ. Пĕр-пĕрин çумне тĕкĕнтерсе лартнă сĕтелсем хушшине хире-хирĕç вырнаçрăмăр. Сĕтел çинче — ĕçме-çиме.
Эпĕ Данил Макаровичпа юнашар лартăм пулин те, вăл манпа калаçма ерçмерĕ — ун çумĕнче ывăлĕпе кинĕччĕ. Хальхинче асăрхамарĕ те вăл мана. Калаçасса та кунта мĕнех калаçăн — пурте таву калаççĕ кăна, унтан çумри юлташа черкке сĕнеççĕ.
Темиçешер хут черкке çĕкленĕ хыççăн юрлама-ташлама пуçларĕç. Эпир Данил Макаровичпа иксĕмĕрех сĕтел хушшинче ларса юлтăмăр. Эпĕ ун çумнерех сикрĕм. Турилккесем ĕнтĕ, сĕтел варрине лартнă çимĕçсĕр пуçне пурин те пушахчĕ: пĕрремĕш тирĕк те, иккĕмĕш те виççĕмĕш те… Манăн та — çап-çутах. Анчах… мĕн ку? Пĕр Данил Макарович умĕнчи турилккесем кăна пурте туллиех лараççĕ!
— Итлер-ха, Данил Макарович, — терĕм эпĕ, ун «курсне» итлесе самай «ăс пухнăскер». — Çăкăр-тăвара хисеплес пулать. Ăна акнă, вырнă, пуçтарнă… Çапла-и? Пĕçернĕ, килсе панă… Ийя-и?
— Çапла, çапла, — тавăрчĕ вăл хăвăрт. Куçĕ те телейпе, те эрех сыпнăран çупса выляса тăрать, хăй те кĕç-вĕç ачалла сиккелеме пуçлас пек ларать: хулпуççине вăрт-варт хускаткалать, аллине сулать, çавăрăнкалать… — Çапла, çапла, — терĕ вăл тепĕр хут. — Çимелле… Анчах та кунта пĕçерме пĕлмеççĕ, çиме пултараймастăп эпĕ кун пек апата!.. Эпĕ халех вăрçма каятăп!..
— Данил Макарович, ӳсĕрĕлмерĕр-и Эсир? Хăнара-çке эпир, — пăшăлтатрăм эпĕ ăна.
— Çук, çук… Вĕрентес пулать вĕсене… Акă, мĕншĕн мăнтăр тетĕн эсĕ мана? Манăн арăм апат тутлă пĕçеретчĕ… Çиес килмесен те — тутă хырăмпах — ирĕксĕр çиетĕн… Çавăнпа мăнтăр пултăм эпĕ…
Çакна Данил Макарович Агния Белянская илттĕр тесе каланă пек туйăнчĕ мана. Çынсем те ун çине чăл-чал пăхкала пуçларĕç. Çак вăхăтра эпĕ Агния Белянскаян типшĕм пичĕ çинче намăсланнипе хĕрелсе тухнă илемлĕ тĕсе асăрхарăм. Вăл хăвăрт ура çине тăчĕ те, Данил Макарович патне пырса, ăна хăлхинчен тем каларĕ, хулĕнчен тытрĕ.
— Хамăрах майлашатпăр эпир! Пĕлетĕп эп ăна, — терĕ Агния Белянская, эпĕ, Данил Макаровича тепĕр хулĕнчен тытса, «вăл часах йĕркене кĕресси» çинчен калама тытăнсан.
Данил Макаровичпа иккĕш вĕсем хулран-хул çавтăнса залран тухрĕç.
«Хирĕçсе каяççĕ кусем, — шухăшларăм эпĕ, кăштах ларсан. — Данил Макаровича йĕркене кĕртес пулать…»
Залран тухсан, тепĕр пӳлĕме лекрĕм те, унта вĕсене курса, чарăнтăм, çуррине чаршавпа пӳлнĕ пӳлĕмре вĕсем мана асăрхамарĕç.
— Çук, çук, Агния Васильевна, — тет Данил Макарович. — Эпĕ çав тери телейлĕ… Сире кӳрентерме килмен эп темиçе çĕр çухрăм — курасшăн килтĕм… Пĕлетĕн-и, пурпĕрех килсе куратăп виличчен, терĕм. Çук, çук… Вилесси çинчен шутламастăп-ха. Сире те суймастăп. Тӳррипе калам-и: çак вăтăр çул хушшинче пĕр кун та асран кăларман эп сана… Чи йывăр самантсенче сана аса илсе вăй илнĕ. Ну, ну… Мĕнле калас… Калаймастăп, Агния Васильевна. Ирĕк пар эс мана халь, ватлăхра, сана пĕрре ыталам…
— Ытлашши ан пăлхан-ха эс, Данил Макарович, — ахăртнех, пуçне Каканаров хулпуççи çине хунăран пулас, аран илтĕнет Агния Васильевна сасси. — Иртнине тавăраяс çук… Эпĕ те юратнă сана… Пĕрле пулма пире вăрçă чăрмантарчĕ… Ну, ĕнтĕ… Кулянар мар халь тин… Мĕнех?.. Эпир пĕрле пулаймарăмăр пулсан, пирĕн ачасем пĕрле ав…
— Çапла, çапла! Тинех пĕрлешрĕмĕр.
— Ачасем пĕрлешрĕç…
Эпĕ икĕ ватă çын ыталанса савăннине текех вăрттăн сăнаса тăмарăм — зала кĕтĕм.
Тепĕр темиçе минутран Данил Макарович та ман çума тухса ларчĕ, пĕр черкке коньяк ярса ĕçрĕ. Кăштах ларсан, кĕсйинчен нитроглицерин кăларса хыпрĕ. Ташлакансене киленсе сăнама тытăнчĕ.
— Селĕм ташлаççĕ, — терĕ вăл; унтан сасартăк мана асăрхарĕ. — Эсĕ ма ташламастăп? Юрамасть апла! Юрамасть!.. Ташлас пулать çамрăк чух! Кур, çамрăксем пурте ташлаççĕ… Урăхла ташлаççĕ вĕсем… Йăлтах урăхла… Пирĕн пек мар. Пăхсан — начар та мар!.. Çук, çук… Вĕрентессе вĕрентмеллех вĕсене, анчах вăрçмалла мар. Ăнланас пулать вĕсене!
— Ав, çав мăшăр еплерех ташлать пек, Данил Макарович? — пĕр-пĕрин çумне çăтă çыпçăнса, пăркаланарах ташлакан хĕрпе каччă çине кăтартрăм эпĕ.
— Вăйлă! — терĕ старик. — Юрату пĕр-пĕрин çумне туртать вĕсене… Юрату вăйĕ туртать… Ах!..
Данил Макарович калаçнă çĕртех сулахай аллипе кăкăрне ярса тытрĕ, тепĕр аллипе ман хулпуççирен тĕренчĕ.
— Мĕскер… Мĕн пулчĕ, Данил Макарович?
— Чĕре…
— Ăçта, хăш кĕсьере сан нитроглицерин?
— Кай, — аллине сулчĕ Каканаров. — Пулăшмасть… Илсе тух-ха мана уçă сывлăша.
Пире залри çынсем хупăрласа илчĕç. Кĕçех васкавлă пулăшу машини вĕçтерсе çитрĕ…
— Чипер кай, çамрăк юлташăм, — алă сулчĕ мана Данил Макарович. — Гостиницăпа татăл. Укçа унта ман свитер кĕсйинче…
Тепĕр кунне эпĕ У. хулинчен Данил Макаровичсăрах тухса килтĕм. Ăна хулари çĕршывĕпех паллă больницăна вырнаçтарнă.
— Салтак пек утса пыратăп! — тесе юлчĕ манран вăл, палатăра вырăн çинче выртаканскер.
Каласса çапла каласа юлчĕ те… утса килеймерĕ çав. Тепĕр виçĕ эрнерен паллă искусствовед Каканаров вилни çинчен çĕршыври темиçе хаçат некролог пичетлерĕ.
Анчах манăн чун Каканаров вилнĕ тенине ниепле те йышăнасшăн мар.
Унăн вăр-вар утти-тăрри те, чăр-р! çунтаракан шакмак куçĕ те яланах куçăм умĕнче тăраççĕ. Унăн пĕр-пĕрне хирĕçлекен шухăшĕсемпе сăмахĕсем те асăмра пĕрмай çапăçаççĕ. Ку таранчченех хăлхана илтĕнсе тăракан хăйăлтирех сассипе вăл мана кашни тĕрĕс мар хускавшăн та утăмшăн, ытла та сахал пĕлнишĕн, сахал ĕçленишĕн ятлать… Тен, хăш чух ытларах та калать пуль, анчах кураймасăр мар, ăнланса, юратса ятлать.